1.
с крестом, с изображением креста
хĕрлĕ хĕреслĕ хутаç — сумка с красным крестом
Уй варринче хĕреслĕ тенкĕ выртать. (Çул тăваткалĕ). — загадка Посреди поля лежит монета с крестом. (Перекресток дорог).
перекрестный, перекрещивающийся
крестообразный, крестовидный
2.
крестообразно, крестом, крест-накрест
хĕреслĕ урам — перекрещивающиеся улицы, перекресток улиц
хĕреслĕ майпа ак — сеять перекрестным способом
алăсене кайр çинче хĕреслĕ тыт — скрестить руки на груди
имеющий крест. N. Хĕреслĕ çын, носящий крест. Н. Лебеж. Хĕреслĕ манит пулăттăм, сан кăсйăнтан тухмăттăм. || Крест-на-крест. Никит. Çак хĕрессем çине тата пилеш турачĕсене хĕреслĕ туса хораççĕ. Собр. Урлă-пирлĕ хĕреслĕ куçлă. (Чӳрече). || Перекладины около шестерни (на мельнице). Мочеи. См. арман.
и i. q. хĕрес кашти? «Перекладины около шестерни». Мочеи.
Çавăн пекех пăхăр:
хĕрес патушки хĕрес хыв хĕрес-çакки хĕреске « хĕреслĕ » хĕреслĕ тĕрĕ хĕреслĕ тенкĕ хĕреслĕ тенкел хĕреслĕ урам хĕреслĕ эрешмен