1.
течь, литься
пичĕ тăрăх тар юхать — по его лицу струится пот
сурантан юн пĕрĕхсе юхать — из раны хлещет кровь
юхман кӳлĕ — непроточное озеро
юхса тул — натечь, наполниться
юхса тух — вытечь
пӳрт тăрринчен тумла юхать — с крыши падает капель
пурнăç пĕр пек юхса пырать — перен. жизнь течет потихоньку
Пĕр кӳлле тăватă çăл юхса кĕрет. (Ĕне суни). — загадка Четыре ключа втекают в одно озеро. (Доение коровы).
2.
плыть
идти
юханшыв тăрăх сулăсем юхаççĕ — по реке плывут плоты
тӳпере пĕлĕтсем юхаççĕ — в небе плывут облака
3.
сыпаться, высыпаться, осыпаться
хăйăр юхать — песок сыплется
ыраш михĕрен юхса тухнă — рожь высылалась из мешка
4.
линять
выпадать (о шерсти, волосах)
кушакăн çăмĕ юхать — кошка линяет
унăн çӳçĕ юхма тытăннă — у него стали выпадать волосы, он стал лысеть
5.
гноиться
çапан юхать — из нарыва идет гной
6.
плыть, плавно двигаться (во время танца)
юхса ташла — плыть в танце
7. перен.
литься, течь (о речи, словах)
сăмах-юмах пĕр такăнмасăр юхать — речи льются без конца
8. перен.
мчаться, быстро двигаться
лаша çил пек юхрĕ — конь помчался вихрем
◊
юхмалла икерчĕ — блины из жидкого теста
Çавăн пекех пăхăр:
ютшăнтар ютшăну ютшăнулăх юфть « юх » юхă юхăçă юхăм юхăм шыв юхăмлăх