м. 1. усал, шуйттан, мур; ◇ до чёрта 1) (до крайней степени, очень сильно) çав тери (хытă, нумай); устал до чёрта çав тери ывăннă; 2) (очень много) питĕ нумай; к чёрту 1) (прочь, вон) çĕр çăттăр! тасал кунтан!; 2) (прахом, вдребезги) пĕтĕмĕшпех, йăлтах; не знать ни черта нимĕн те ан пĕл; не так страшен чёрт, как его малюют см. малевать; ни богу свечка, ни чёрту кочерга ни турра, ни шуйттана; у чёрта на куличках мур шăтăкĕнче; чем чёрт не шутит тем (мурĕ) те пулĕ; чёрт возьми!, чёрт побери! мур илесшĕ! ах шуйттан!; чёрт дёрнул см. дёрнуть; чёрт знает мур (е шуйттан) пĕлет-и тен; чёрт ногу сломит кунта шуйттан та урине хуçĕ (йăлтах арпашса пĕтнĕ, ăнланмалла мар); что за чёрт! мĕн шуйттанĕ ку!; чёрт с ним! çăва патне! пултăрах!
Çавăн пекех пăхăр:
черпек черри черстветь чёрствый « чёрт » черта чертеж чертёжный чертить чертог