Шырав: ĕçтеш - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

Шыракан сăмаха çырăр:   
«Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ» сăмахсарта кăна шырамалла
[+] хушма опцисем

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

курсташ

ç.с. Тепĕр студентпа пĕр курсра вĕренекен (е вĕреннĕ) çын. Горбачевпа пĕрле вĕреннĕ Ф.Незнанский ... хăйĕн курсташĕ пирки чапшăн çунакан оппортунист пек аса илет. Х-р, 7.03.1996, 3 с. Канăва тухнă -таш (-теш) те ĕçе кӳлĕнчĕ, ĕçтеш, йăхташ, курсташ... Х-р, 21.05.1999, 3 с. — танл., класташ.

ăстăвăм

п.с. Пултарулăх ĕçĕн çимĕçĕ (тупсăмĕ); произведени, хайлав. Шыравра çуралнă сăмахсем, ăстăвăм, ĕçтеш,... çутлăх, йĕркепĕрĕн т.ыт.те. Вуншар çĕнĕ сăмахпа пуянлатнă сăвăç [Митта В.] тăван чĕлхемĕре. Ю.Артемьев, 1984, 29 с. Мелос — музыкăллă ăстăвăмра кĕвĕллĕ ен палăрса тăни. Г.Айхи, 1988, 11 с. Текерлĕк, ... юрру санăстăвăм уççийĕ. Н.Исмуков, 1990, 89 с. Паллах, ӳнерĕн тĕрлĕ ăстăвăмĕ пĕр пекех паха пулса тухаймасть.ЧС, 1994, 8 кл., 7 с.

ĕçтеш

ç.с. 1. Ыттисемпе пĕр йышши ĕç тăвакан çын; коллега, партнçр. Çак ыйтусене митинг хыççăн хама та, ĕçтешсене те, йăхташсене те паратăп. П-н, 1990, 2 /,11 с. Милици генерал-майорĕ Е.Салмин хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле ... Я-в, 1995, 10 /, 85 с. Çапла пурăнатчĕ, ĕçлетчĕ журналистикăри ĕçтешĕмĕр. Т-ш, 1999, 32 /, 2 с. Элĕк район судйи Г.Скворцов вара ку енĕпе ытти ĕçтешĕсенчен уйрăларах тăрать. ХС, 1999, 19 /, 2 с. 2. Сотрудник, работник, ĕçчен. Пирĕншĕн, кафедра ĕçтешĕсемшĕн, асран кайми кун. Х-р, 2.10.1998, 22 с. «Мечта» парикмахерски ĕçтешĕсем таçти пĕлĕтри шухăшсене путнă пулас. ÇХ, 17.04.1998, 4с. —ăслăлăх ĕçтешĕ (А.Т.-Ыхра, 2000, 7 с.); гуманитари институчĕн ĕçтешĕсем (АМХ, 2001, 7—8 /, 8 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

ĕнентерӳ ĕрĕхтерӳ ĕсĕклев ĕсĕклӳ « ĕçтеш » ĕçтешлĕх ĕçченçĕ ĕштелен жириновец журфак

ĕçтеш
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org