сущ.жен., множ. части
1. (син. доля; ант. целое) пай, тӳпе, валĕ; разделять на части пайла, вакла; часть огорода занята под картофель пахчан пĕр пайне çĕр улми йышăнать
2. (син. деталь) пай, хатĕр (ансатти); запасные части запас пайсем; разобрать велосипед на части велосипеда пайăн-пайăн сӳт
3. (син. раздел) пай, уйрăм, сыпăк; роман в трёх частях виçĕ пайлă роман
4. (син. отдел) пай, уйрăм (учрежденин); учебная часть института институтăн вĕренӳ пайĕ
5. часть (çарта); воинская часть çар чаçĕ; авиационные части авиаци чаçĕсем ♦ части света тĕнче пайĕсем (материксем тата вĕсем çывăхĕнчи утравсем); части речи пуплев пайĕсем; это не по моей части эпĕ ку ĕçпе çыхăнман
Çавăн пекех пăхăр:
частота частушка частушки частый « часть » часы чат чатăл чатăлтат чатăлтаттар