Шырав: çăвар-купăс - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр:   
«Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» сăмахсарта кăна шырамалла
[+] хушма опцисем

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Хĕветӳçи

имя женщ. Собр. Хĕветӳçи çăварĕ хура çăвар. (Тĕнĕ).

сарлака

(сарлага), широкий. N. Çĕнĕ уйăх сарлака пулсан, уйăхĕпех — çулла уяр, хĕлле сивĕ пулать. Ст. Чек. Сарлака çăвар, говорящий неприличные слова. || С афф. З л. „и“ — ширина. Изамб. Т. Ку пиртен пĕр теçеттине сарлаки аякка чарăнчĕ. Ядр. † Вĕрене çулчи сарлаки, темчул сарлака пулсан та, пурçăн туттăр пулас çук, пирĕн пуçа кĕрес çук, пирĕн пуçра шуралать.

сасă-чĕвĕ

сас-чĕв, сас чĕвĕ, то же, что сас чу. Ст. Чек. Кăлтăрт туса пăрахнă (ерипе, ĕçе сас-чĕвĕсĕр туни). Ib. Ун çинчен сас-чĕвĕ çук-и (нет ли слухов)? Ск. и пред. 75. Сасă-чĕвĕ илтĕнмест; пĕр йытă çеç вĕркелет, çăвар карма ӳркенмест. Расск. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. N. Ялта сас-чĕв илтĕнмест. Альш. Час-часах çулахи кунсенче темĕн-темĕн пирки вăл арăмсем сасă-чĕвĕ туса илеççĕ (вздорят, устраивают перебранку) СТИК. Таста карĕ те, сасси-чĕвви те илтĕнмест. Хурамал. Пĕр çын килет те ыйтать: эс каçхине сасă илтрĕн-и? — Елле (не знаю), сас-чĕвĕ илтмерĕм эпĕ, тет. Юрк. Сасă-чĕвĕ çукран ӳсĕркелесе те пăхаççĕ.

сумлă

почетный, уважаемый. Изамб. Т. А. Турх. N. Вăл пуçлăх пулма мар, ăна никам та чипер ăслă, сумлă çын вырăнне те хурас çук. || Ценный, дорогой. ППТ. Вăл вара сумлăрах сĕтел çиттипеле чылай капăртма илетчĕ, аттепеле пĕр тăван пĕр кăкшăмпа е витĕрепе сăра илетчĕ те, каятьчĕç. Ал. цв. 7. Ăшĕнче нихçан илтмен сумлă купăс сасси илтĕнет. N. Пирĕн пĕр сумлăрах кĕлет те çукчĕ-ха.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сӳтĕл

(дэ̆л'), распутаться, распуститься. Изамб. Т. Вара вĕрен сӳтĕлет. Хурамал. † Вуниккĕле явнă чĕн нухайка, мĕншĕн сӳтĕлмеле явнă-ши? || Переносно — выжить из ума. Ст. Чек. Сред. Юм. Ытла пит ватăлсан, çын сӳтĕлме пуçлать ôлă. Моркар. Çĕр çинче Есрелĕ çокран пĕр çын вилмен, çынпа пĕтĕм тĕнче толнă, ват çынсем вилеймесĕр сӳтĕлсе выртнă. || Болтать. СТИК. Тек сӳтĕлсе ларат ĕнтĕ, итлес килми пулчĕ! Ну ладно тебе болтать (нести чепуху), надоел! Ст. Чек. Сӳтĕлет = маçанланать. Ib. Ан сӳтĕл ĕнтĕ, мĕн сӳтĕлетĕн? Что ты ерунду говоришь. (Говорит соучастник тайны тому, кто пробалтывется). || Расстраиваться (о скрипке). Сюндюк. ГТТ. Сӳтĕлнĕ купăс. N. Купăс сӳтĕлнĕ, ăна ĕнермелле.

сăкман

(сы̆кман), кафтан. ТХКА № 49. Шăллăмпа иксĕмĕр часрах ура сыртăмăр, сăкман тăхăнтăмăр. Ib. 63. Тепĕр читлĕхĕнче, сăкман çанни пек, пысăк, вăрăм çĕленсем авкаланса выртаççĕ çав. В. Олг. Сăкман, сăхман, кафтан. СТИК. Сăкмана алăпа кăшăр-кăшăр сĕркелерĕм (трение рукой по кафтану, также и вообще по мягкому месту). ТММ. Ăçта каян кăвак сăкман? — Ан чĕн мана, мăн çăвар! (Хура пӳрт алăкĕнчен тĕтĕм тухни). Сред. Юм. Сар сăкман, кафтан желтого цвета, который прежде надевали по праздникам, но теперь их совсем не шьют.

сăмахла

говорить, беседовать. Янш.-Норв. † Мĕн калаçар, мĕн сăмахлар. Сред. Юм. Çăвар толли сăмахлать. N. Ватăсем хушшинче нумай ан сăмахла.

сăмсах

то же, что сăмсак. || Росток. В. Ив. Çăвар çине ларнă тусан пĕрчисем аялалла, тĕвĕ патнелле, сăмсах яраççĕ. || Назв. рощи рядом с д. Малые-Тиуши, Ишлейск. р.

сăпăрчăк

(сы̆бы̆рџ̌ы̆к), скользкий, склизкий. Шел. 49. Тăпăр-тăпăр тăпăрчăк, урай хăми сăпăрчăк, йăкăш-йăкăш тăвар-и? Пӳрт урайне çăвар-и? || Пустое, без зародыша яйцо. В. Олг. СТИК. Тăрă çăмарта ăшĕнче чĕпĕ-мĕн нимĕн те пулмаст, пĕр сăпăрчăк кăна пулат. || Болтун. В. Олг.

сĕлеке

(сэ̆л'эгэ), слюна. Изамб. Т. Сĕлекине юхтарса çӳрекен çынна сĕлеке тесе ят параççĕ. Чуратч. Ц. Çăвар тути пит кайнă, епле сĕлеке (слюнявый) чуптунă. Шурăм-п. Ай-й-ай ача, тутлă шăрш кĕрсе кайрĕ, пĕтĕм çăвара сĕлеке тулчĕ те, ĕненни пек чут юхса анатьчĕ. Тогаево. † Çав Анаткас хĕрĕсен йăрпи-ярпи сĕлеки. Шарбаш. Турă çына тăнран тунă. Ăшне чун хутас (прибавить), тенĕ. Чунĕ хунь çумĕнче пулман, çавăнпа ăна илме айăка кайнă. Çын кĕлткине пăхма йăтта хăварнă. Çав вăхăтра шуйттан пынă та, йăтта шăнă парса çына хунь сĕлекипе лапăртанă. Йăтă шăнă çиса пăхиман та, турă таврăннă. Çына лапăртаттарнăшăн йăтта: сана пур çын та ваттăр, çима шăнă анчах патăр. Çына тепĕр хут тăвасран, унăн ӳтне тавăрса чун хутнă, çавăнпа çынсен сĕлеке, сăмса юхать. N. Эй, сĕлеке çăвар (слюнявец), сĕлекĕне ан сирпĕт. (Говорят брызжущему слюной при разговоре). Сред. Юм. Сĕлеке тота, называют тех, у кого из рта течет слюна. Толст. Вăл хăйĕн çынна вĕлерекен сĕлекине шыва юхтарнă.

сĕнтĕрки

(сэ̆нд э̆рги), „звонкий“. Алик. Старик çиса тăранчĕ, тит, унтан кайса выртрĕ, тит те: хĕрĕм, ташла, сĕнтĕрки купăс. Ib. Старикĕ каланă: сĕнтĕрки-и купăс. (Ответ на приветствие).

сĕркĕç

(сэ̆ргэ̆с, сӧ̆ргӧ̆с), сĕркĕч (сӧ̆ргӧ̆ч), сĕркĕчĕ', терка у спичечной коробки. || Смычок. Ст. Чек. Урас-к. Сĕркĕç киле каяс, тет, купăс кунта юлас, тет. Шел. 20. Купăссене тытатьчĕç, сĕркĕччине сĕретчĕç. || Копотун; тот кто копошится за делом, не спешит. СПВВ. ГЕ. Сĕркĕчĕ — акă çын сăра ĕçме каят, вăл киле тавăрăнма тытăнсан, ура çине тăрсан та тепĕр çавăн чухлĕ тăрат. КС. Мĕлле çавсем хăнисем, сĕркĕç çынсем, тухса кайма пĕлмеççĕ.

сĕркĕç-купăс

скрипка. Макс. Чăв. К. I, 82. Чунăм туртать-туртать сĕркĕç-купăс еннелле.

сĕрмелли купăс

скрипка. Кан. Пианинăпа сĕрмелли купăс та каласа кăтартрĕç.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çавăрăнăçсăр

неповоротливый. КС. Çавăрăнăçсăр ал-ура. Емельк. † Манăн чĕлхе-çăвар çаврăнăçсăр, калаçсан та кăмăла килес çук. Сред. Юм. Çавăрнăçсăр (так говорят про человека, который не разборчив в словах).

çаклан

(с'алан), зацепиться. Сюгал-Яуши. Пусма ман туратран çакланса çурла кайнă. || Приставать, привязаться. N. Мĕн усал килсе çакланасси пур мана? N. Темĕскер пулчĕ мана, эпĕ халччен чирлеменччĕ, пуç ыратат, шăмă-шакă ыратат, темĕскер çакланчĕ, тесе калат, тет. ЧС. Сунас пулман кăна (лошади), пĕр-пĕр урăх чир çакланнă пулĕ, терĕ. Кан. Лаша çумне тепĕр лаша çакланса пынă вĕсемпе. N. Чуна мĕн çакланмас. || Впасть. N. Эпĕ хуйхăпа асапа çаклантăм. || Попасть. N. Çĕркĕ патшанăн туй пулнă та, çавăльте çакланмарăм-и-ха (не попала ли туда), тесе калат, тет, тилли. Баран. 56. Иккĕш анчах шыва çакланайман, çыранран тӳрех лаши-мĕнĕпе чул çине персе аннă. Юрк. Эсĕ кунта мĕн ĕçпе çаклантăн? Ib. Тамăка çакланнă çынсем иккĕн, ĕлĕк пĕрле тус пулса пурăннăскерсем, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, тытăннă савăнса калаçма. Ib. Унта пĕр вырăна (должность) çаклансан, çавăнта слушит тăва пуçлат. Ib. Ăнсăртран мана çакланчĕ те, халĕ те пулин ман çумра кушак çури пек йăпанса пурăнат. Ib. Тутар арăмĕ утилни (удельный) вăрманне вăрттăн каснă чухне ăнсăртран вăрман хуралçине çакланат. Ib. Эпир ниепле те судья камĕрне çакланаймастăпăр, тархашшăн епле çакланмаллине каласа парсамччĕ. N. † Тевет, тевет, тиетĕр, тевет сире çакланмас; сарă хĕр, сарă хĕр, тиетĕр, сарă хĕр сире çакланмас. Дик. леб. 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? || Попасться. N. Опана çакланнă. Попался медведю. Якейк. Етменти Йăван çăрккаç плотнă çакланнă (= тытăннă). Орау. Пĕрмай пурнать халĕ, çакланмаçть. Пока ему все сходит с рук. Б. Яуши. † Карăш йăви картара, карăш пычĕ — çакланчĕ. || Чувствоваться. N. Хура вăрман урлă каçнă чух пăчăр тупрăм; пăчăрĕ çуна çине кĕреймерĕ, хул хушшине çакланмарĕ. (Шутка). || Выпасть. Альш. Малтан аслине çакланат, тет, сыхлама. || Заплетаться. Орау. Чĕлхи-çăвар пĕртте çакланмаçть ку çынăн (ловко говорит), кам-ши вăл? || Проникать, вливаться. Юрк. Вырăс чĕлхине çакланнă чăваш сăмахĕсем.

çамçа

то же, что çемçе. М. Тув. Пирĕн инке пит чипер, чĕлхи-çăвар пит çамçа. Якейк. Çамçа копăста (тивнĕ-тимен макракан ачана калаççĕ). N. Çамçа хотни, намачивание грубой пряжи в растворе из яиц. См. хоттăр, çип çамçа хотни.

çар

не то же, что çăвар? N. Çар калаçтармаççĕ. (Не çăвара уçтармаççĕ?).

çара

(с'ара), голый. Г. А. Отрыв. Çара ура кĕллипе çӳреме йăлăхтарчĕ мана. Чураль-к. Уйра çара çатма ларĕ. (Йĕтем). Орау. Таçта тупнă (илнĕ) кăсем ку çара сыснасене. СТИК. Эй, çара çăвар, сан суеççӳ хыççăн кайса шыва кайса та вилĕн. Болтун, верь-ка тебе! Ib. Çара çăвар, сан çăмăлкăна кам пĕлмес. || Исключительно, один только, сплошь, в чистом виде; сплошной, чистый. Сĕт-к. Çара чăваш вĕренет. Учатся одни чуваши. Ск. И пред. чув. 59. Салтак картусĕ çара лапра çеç. Баран. 131. Çара хăй кăна тăм пит сайра пулать. Т. II. Загадки. Пĕчĕк пичче çара йĕп витĕннĕ. (Чĕрĕп). N. Вăл ялта çара чăваш пурăнать. N. † Çара порçăнран пиççи турăм, ĕмĕрлĕхе çыхма мар, наччаслăха çыхма. Собр. † Акка, санăн тухью çара кĕмĕл, мĕн тăрассине пĕлетре. КАЯ. Сăхманĕ çара юнлă сĕлеке (весь в кровавой слюне). N. Унăн ăшчикки çара çу. О сохр. здор. Хура-халăх çавăнпа çара çăкăр çинĕ чух вăрахăн çисе-çисе ларать. N. Поçĕ çара йон (чĕп-чĕрĕ йон, поçĕ йонлă). N. Çара сĕт, одно молоко, без примеси воды. Кратк. расск. Пĕтĕм ӳтне-тирне, çанне-çурăмне çара суран анчах туса пăрахнă. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Толст. Эпĕ халĕ ырхан, манăн çара шăмă анчах. Ой-к. Иван лаши çинчен сикрĕ-анчĕ те, курăка утмăл пăт туртакан хĕçпе касмала шăлчĕ те, çара (= пĕтĕмпе) хуп-хура юн пулса юхса карĕ, тĕт. Якейк. Пичĕ-куçĕ çара тосан. Шурăм-п. Хăй çара юн çех, тет. N. Çурăхсем çара тăм кăна киле тавăрăнатьчĕç. N. Çавăнпа çаран çара лачака кăна. Ст. Чек. Ку вăрманта çара юман кăна (состоит сплошь из одного дуба). Орау. Çара чей (без хлеба) хырăма выçтарать. Ск. и пред. чув. 18. Каçхи хĕвел ылттăн пек, йывăç витĕр курăнать; çара вĕçен-кайăк пек, унăн çутти вăйă вылять. Ярмушка-к. Пăхăртан тунă (çара пăхăрах). (Кумган) сделан из чистой меди. N. Çара кĕркунне варринче (в позднюю осень), йĕпе-сапа витĕр, Гай ятлă ял патнелле пĕр ватă çын çывăхарса пынă. || Поляна, луг на возвышенном месте. Пшкрт: тӧβӓрӓ с'ара. Ib. Мăн анаçи мăн çорлине контак çакса хуаратпăр, мăн çарари мăн çавине контак çакса хуаратпăр.

çарăлтат

(-дат), дребезжать. ГТТ. Чанĕ çурăк та, çарăлтатать. N. Мĕн çарăлтататăн? (Издавать нечистые высокие звуки при пении). N. Çурăк чан (шăнкарав) çарăлтатат. N. Çурăк купăс çарăлтатат. || Баран. 85. Шăрчăксем (кузнечики) çарăлтатни хытăран хытă илтĕнет.

çармăсла

по-марийски; марийский. Сенчук. † Хусантан купăс илĕттĕм, англйский кĕвĕ калăттăм, çармăсла тăшă ташлăттăм.

çем

мелодия, мотив; гармония, подходность; то, что под сиду. КС. Миçе çем пĕлетĕн. Ib. Кĕсле çемми. N. Купăс çемĕпе ташлать. См. çемĕ.

çемĕç

(с'эмэ̆с'), размягчиться, стать мягким. Сред. Юм. Типнĕ хопа шывва ярса лартрăм та, пăртак çемĕçнĕ. N. Тăранасса е вĕсен какайĕпе (ашĕпе), е юнĕпе, е сĕткенĕпе, е тата хырăмри çемĕçнĕ апатпа тăранса пурăнаççĕ. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, çĕмĕрт сапаки çемĕçет; тăвансем умне тăрсассăн, чĕлхе-çăвар çемĕçет (а противоположно этому — çыхланать). N. Халăх, ĕмĕр-ĕмĕрепе ĕçлесе,— темĕн пысăкĕш вăрмансене касса тухнă, темĕн чухлĕ лачака типĕтнĕ — тин вара çанталăк кăштах çемĕçнĕ. N. Кăмăлĕсем çемĕçнĕ. N. Ку писме (письмо) килсессĕн, хăв килнĕ пекех ăш-чик çемĕçсе кайрĕ. || Сделаться вялым, дряблым; ослабеть. N. Çемĕçсе карăм. Я стал каким-то вяленым (вареным). N. Ун вырăние пур те вăйсăрланса, çемĕçсе, пăсăлса каяççĕ. См. çемçел.

çыхăн

(с’иhы̆н), привязать, завязать (себя), быть привязанным, завязанным; связаться, сомкнуться. Альш. N. Юлашкинчен каллах хам çыхăнтăм та, улахса кайрăм. ТХКА 28. Пĕр ывăç тăвар кĕсье тĕпне курăспа çыхăнсах çӳрет ман. || Заплетаться. ЧП. Чĕлхем çыхăнат пылпала. N. Как курсанах, ним тума та пĕлмерĕм, и чĕлхе-çăвар та çыхăнсах ларчĕ. || Связаться, завязать сношения, вступать во что-нибудь, запутаться. Ст. Чек. Вăл çав ĕçпе çыхăннă (попадся по этому деду).

çи

(-с’и), есть, кушать. КС. † Ма çияс мар, ма ĕçес мар, тăван-çи патне килнĕ чух. N. Чирлĕ çын апат çийи-çими пурăннипе пит вăйсăрланать. Альш. † Атте-анне, пирĕншĕн ан йĕрĕр, пирĕн çиес çăкăр кунта çук. Ib. Çими тунă-и мĕн сана? N. Йыт çитăр кам! Чтобы вам пусто было! (Говорит человек, которому все не дают сосредоточиться на работе). Изамб. Т. Кăнтăрла усем уйран çине çăкăр тураса çинĕ. Ib. Хăта çи-ха, çи-ха! Халь те пит хытă çие-тĕп. Хăна аллине тыттарса: çи-ха! курма лартман, çиме лартнă, теççĕ, Ст. Ганьк. † Хура вăрман хухине эп çимесĕр кам çийĕ? (Эп çимесĕр — кроме меня, кто будет есть — эпĕ ĕнтĕ ăна çиекен). N. Эсĕ апат ăçта çиес тетĕн? Где ты будешь столоваться? Эсĕ паян апат çта çиен? Торп-к. Çийин — çийĕ, çимасан — юлăн. Если она сьест тебя, то сьест, а не сьест — так жив останешься. Имен. Сами варне çитсен, кашкăрсем тохрĕç те, лашана çия поçларĕç. Юрк. Малтан, çиес уммĕн эрехне черкки çине тултарнă чухне, кăшт кăна тултараш пек пулса еррипен кăна тултара пуçлат. Ib. Çинĕ çемĕн çиес килсе тăрат. Ib. Анне, эпĕ сана темĕн чухлĕ пăрçа çирĕн-тĕр, тесе шухăшлаттăм. Ib. Çиекен пӳлĕме кĕрсен, ку та сĕтел çинчи çимĕçсене пиллесе илсен, тытăнат ларса ĕçсе çиме. Орау. Апат çимĕш пулса ларать. Притворяется, будто не хочет есть. Ib. Çия-çия чупать, таçта васкать ку. Ib. Çиса тăрансан, нӳхрепе леçтермеллеччĕ, кирлĕ чухне исе килтермеллеччĕ, вара пăсăлмастьчĕ. Регули 560. Манăн çияс килет. Ib. 246. Виç кон çимантан ырханланса кайрĕ. Ib. 802. Çималли пор пирĕн. Ib. 15. Ик кон çимасăр порăннăччĕ. N. Çиес килменçи пулать тата! Букв. 1904. Манăн тата ытларах çиесси килсе кайрĕ. ФТТ. Çинĕ çĕре пырса кĕрсен, хунямăш пуласси ăна юратмасть, усал сунать, теççĕ. N. Çапла çине-çине çие-çие ку тарçи мăй таранчченех çисе тăрансан... N. Çиессĕм килес пулсан та, санран ыйтмăп. ТММ. Çиекенни пĕлмест, тураканни пĕлет! (Çиекенни пĕлмест, укçа тытаканни пĕлет). Янтик. Эс ытла снаях çие тăран (то-и-дело ешь), никçан та хырăм выçмас пуль сан. Ст. Чек. Çиме пире пулăшакан тесен, шуйттан та: мана та чĕнеççĕ, тесе хĕпĕртесе çиме пырать, тет. N. Пĕр эрне çиман пек. Словно неделю не ел. Хăр. Паль,. 30. Кашкăр çиессинччĕ! Сĕт-к. Çийимичченех çирăм. Я наелся до отвала. N. Паян çинĕ, ыран çимен. (Говорят о живущем впроголодь). N. Эп укçа илместĕп, çималах пурăнатăп (из-за хлеба буду жить), кĕлемей. С. Айб. † Шăмак кĕпçи çимелĕх, çăвар тути ямалăх. Сунт. Çимелли кунсем нумай малалла. Çутт. 152. Çапла чип-чипер çӳрекен ача йăт çĕмĕрчĕ çинĕшĕнех вилнĕ. Кан. Çавăн çинчен апат çие-çиех аттесене каласа пама пуçланăччĕ (начал было). Утăм. Çиес пулатьчĕ, ма çимерĕн? (Говорят гостю). Халапсем 14. Ку, выçнăскер, пĕр çăкăрне пĕре çийӳçĕм чысти çисе ярать. ТХКА 5З. Ларса çийĕр-ха пăртак. Ib. 5З. Купăста пурччĕ. Тăварланă купăстапа çитерем-ха сире, тет. || Грызть. К.-Кушки. Шăши çăкăр ăшне çисе кĕрсе кайнă. Мышь въелась в хлеб, т. е. проела в нем такую дыру, что и сама ушла в нее. || Сосать. N. Анне, эпĕ санăн кăкăр сĕтне çисе ӳсрĕм. Трхбл. Ача чĕчĕ çиет. Ребенок сосет грудь. || Промывать (берега). N. Шыв кукăрĕсенче шыв кĕрлесе тăрать те, вара çырана таçта çитех темĕн тăрăшшĕ çисе каять. N. Ванданкă ĕнтĕ тӳрех юхать, çыран мĕн çимест. Епир çур. çĕршыв 26. Вăл çурт, çурхи шыв çырана çисе пынă пирки, ишĕлсе аннă. || Протирать, изнашивать. Самар. † Аслă çул çийĕсем тумхахлă, ырă ут чĕрнисене çав çиет. Бугурус. † Пушмак тĕпне чул çиет. || Раздражать. Шел. 70. Хĕвел шевли... куç çутине çисе тăрать. N. Эсĕ унăн куçне ватпа сĕр, вăл куçне çинине сиссе шăлса илĕ те, шурă илни кайса сана курĕ. Орау. Чӳречене кар халĕ, хĕвел çути куçа çиять (в глаза светит). Кан. Кĕрхи сивĕ çил, курăнмасăр пит-куçа çисе, çурçĕр енчен кăнтăрланалла вĕçет. Кан. Куçа çиекен сарă чечексем ырă кун сунаççĕ пуçсене тайса. КС. Тĕтĕм куçа çиет. || Чесаться. КС. Çан-çорăм çиять, мулча кайса кĕрес-ха. Кан. Таса мар, хура, тарлă кĕпе-йĕм ӳте çиса, паçăр каланă пек, пăсма пултарать. Шибач. Каç выртма çитрĕ (на ночлег) те, хоçи майри калать: санăн, тет, отнă çын, тет, çӳренĕ çын, тет, санăн çан-çорăм çать полĕ, тет. Верно, тет, çать, тет, тем пекчĕ кĕрес, тет, мольчана, тет. || Делать боль сердцу. N. Нумай ман чĕрене çирĕн. || Испытывать, получать побои. N. Ай-хай çамрăк пуçăм, çинçе пӳçĕм, хăш хулара патак çийĕ-ши? КС. Паян чышкăсам çикаларĕ, курăнать, вăл. Сред. Юм. Кашни кон патак çиет. Каждый день получает побои. N. Çын патакне çиесси хырăмра уласа тăнинчен те йывăр, курăнать, çав. N. Ача-пăчаран патак çиме мар, йывăртарах сăмах илтме те пит хĕн. || Какое-то действие в игре касакла. Торп-к. Çичĕ хутчен тытимасан касакне çияççĕ. Çинĕ чухне ун çине сурса пĕтереççĕ (в игре касакла). || Забирать, захватывать, запахивать (межу). Орау. Йăрана çиса, анана пĕтĕмпех ансăрлатса хăварчĕ, çĕр çăхань! Пăх-ха, ун мĕн сарлакĕш те, ман мĕн сарлакĕш? || Пользоваться (чем), получать доход (от чего). N. Шалу çиçе пурăнать. Получает жалованье. N. Пĕччен виçĕ ят çисе порнат. Якейк. Шеремет анине воник çол çиса порăнтăм; тохса карĕ, ним тума та çок. КС. Хăйсем темиçе çĕр теçеттин çĕр çисе пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пенçи çисе порнат. N. Çĕр çисе тăракан улпут, помещик. || Уничтожать. О сохр. здор. Çав тĕтĕрни ерекен чирсене унта пĕтĕмпе çисе пĕтерет. N. Пуринчен ытла юра çил çисе ярать. || Точить (о черви). Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр, хурт çитĕр. || Губить, погубить (человека). N. Пуринчен ытла хресченсене çĕр сахалли, çĕр вакланса пĕтни çиет. Ск. и пред. чув. 96. Ы-ых, Сетнер, астăвăн: манăн хĕре эс çирĕн! БАБ. Ах! хур турăр эсир: мана та пĕтертĕр, хăр пуçăра та çирĕр. N. Хĕрарăмсемпе явăçса çӳресен, ху пуçна та ху çийĕн! N. Вăл хĕрарăмсем хыççăн кайса хăй пуçне çинĕ. || Есть, бранить, ругать. Истор. Çавăнпа Дмитрий ӳтне куçарттарсан та, халăх ăна çиме чарăнман. || Одолевать (о горе). Сред. Юм. N. Ашшĕ-амăшĕ Ванюка урăх хĕре çураçрĕç, ирĕксĕрлесе çураçрĕç... Хуйхă çирĕ Ванюка. || Дышать (чем), вдыхать. Кан. Çĕрĕпе тусанлă сывлăш çисе выртаççĕ (дышат пыльным воздухом). || Жадно глядеть. Алших. † Алших хĕрĕ тиейса, куçпа çисе ан ярăр. ЧП. Хĕрлĕ улма тиейсе, хыпса çăтса ан ярăр; Аксу хĕрĕ тиейсе, куçпа çисе ан ярăр. Тăв. З. Туйипе куçа çисе тăракан сакăр кĕтеслĕ аттине çат-çат! çатăлттарать. || Пастись. Н. Карм. † Кăвак лашасене те çиме ярсан, анкарти пĕр хыçĕнчи çулпа яр. (Çиме яр — также: подпусти к корму). N. Вăкăрусем акараччĕ, ашакусем вăсем патĕнче çисе çӳретчĕç. Регули 682. Утсене çималли корăк пор конта. || Сплетничать, хаять, осуждать. N. † Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. N. Çисе çӳрет. Чăв. к. Ай-хай пуççăм, çамрăк пуççăм, çын çименни юлмарĕ. N. Чĕлхене çыртсан, çын çиет, теççĕ. N. Мана çисе мухтанакансем намăса юлса çын кулли пулччăр. Сред. Юм. Мана çиеççĕ. Про меня говорят дурное. Михайлов. † Килхушшинчи ват юман, пур кил кайăк ун çинче; пӳрте кĕтĕм — ман çинче, мана çиман çынĕ çук. Ст. Шаймурз. Çиекен çынсем тек çиччĕр, ӳт пĕтсен те, чун юлĕ. N. Çын çинине, пур хуйăха ура айне таптăпăр.

çил

(с’ил’), ветер. Шумш. Çĕр çинче çил, вот, шу хăватлă, теççĕ. N. Ĕлĕк килте атей-апай калатьчĕ: кашкăр хăш ойăхра çилпе тăранать тетчĕç. N. Паян çил вăйлă. N. Çил çине кăларса, типĕтсе хур. Вынеси иа ветер, высуши и убери. Пухтел. Пĕр çил те çук. Совсем нет ветра. Изамб. Т. Кăçкăрсан та, çиле хирĕç (против ветра) нимĕн те илтмеççĕ. Ib. Пире çил майĕпе (по ветру) хыçалтан усĕр çын сассисем илтĕне пуçларĕç. N. Кашни конах ирсĕр çил тăратĕ. Ежедневно бывает сильный ветер. Сред. Юм. Çил тохакан çăвар пор, тет, çав çăвар конче (= кутĕнче) карчăк сыхласа ларать, тет, вăхчи-вăхчипе çав карчăк çил çăвар пăккине уçса пăхать, тет те, хăш чохне туххăмах питĕрсе лартать, тет, тепĕр чохне çил пит вирлĕ пырса çапăннипе нăмайччен питреймесĕр тăрать, тет. Çапла карчăк çил çăварне питреймен чохне çĕр çинче çил вăйлă пôлать, тет, вара. Ib. Пĕчик ачана тôла илсе тохсан, çил хыпать те, хăрăлтатакан пôлать. Ib. Çил туллать, бушует ветер (гов. прн сильном ветре). Ib. Паянхи çил сăкман витĕрех касать (гов. о пронизывающем ветре). N. Çил çăварĕнчех пурăнатпăр. Мы живем на самом ветру. АПП. † Çирĕк çулçи çил пулчĕ, хурăн çулçи хут пулчĕ. N. Утни-юртни сисĕнмеçт, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Якейк. Çил пек каять (пырать). Несется, как ветер. Чуратч. Ц. Хуçа лаша кӳлтерчĕ, тет, пĕр мих çăнăх, саккускă, эрек, илчĕ, тет те, Ваçкă патне çил пек карĕ, тет. Ст. Чек. Ку хурчăка чĕпĕ çине çил пек вĕçсе анчĕ. Сĕт-к. Çил вĕçтернĕ тосан пак тăвăп. Сделаю как пыль, носимую ветром. Т. VI. Эй турă, çилпе çакланнине çилпе сир. (Из моленья). Орау. Навус айĕнчи пăра (лед) айккисенчен çил çиса, юпа пек, юпа пек тăратса хăварнă, навусĕ тăррисенче çĕлĕк пек тăра-тăра юлнă. Ib. Çил çӳл енчен вĕре пуçларĕ. Подул верховой ветер. Ёрдово. Çав сехетрех çил йăвашлансан, прийомне чакарас пулать (на обдирке). Ib. Çил енчи чӳречесем пурте сĕмĕрлсе пĕтнĕ. Ib. Çил çине ан лар, вĕрĕлĕн (снова простудишься). Ib. Катка çил çинче ларса (стоя на ветру) пĕтĕмпех шултăркаса кайнă (рассохлась). Ib. Çил вĕрекен çĕрте (на ветру) ӳсекен йăвăç начар пулать. Ib. Пӳрт уммĕнче (в сенях) çывăрсан, çил тимĕ-ши (не продует ли?). Ib. Атăл çинчен (с Волги) çил вĕрет. N. Çилĕн çунат çук, шывăн турат çук. N. Çил çинче ан çӳре. Не ходи на ветру. Завражн. Çил хирĕçлеччĕ. Регули 1211. Он пак çилте каçмалла мар Атăлпа. Ib. 1079. Çак çилте каçмалла мар Атăл орлă. Бел. Гора. † Йĕтĕн пирĕ кĕпине сил вĕртмешкĕн тухрăмар (чтобы проветриться). Шор-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ; кайран ял орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Скотолеч. 13. Çил тивмен çĕре (где нет ветра) тăратас пулать (лашана). N. Хăньтю пулсан, лашана çил çинче тăратма (оставить на ветру) юрамасть. Юрк. Çил пăркаланса вĕрсен, çумăр пулат. О сохр. здор. Çума юраман тумтирсене ялан çил çине кăлара-кăлара çакас пулать. Ib. Сивĕ çил çинче тăрсан, если побудешь на холодном ветре... Ib. Тарланăскер, çил çинех ларнă. В. Ив. Çитменнине тата çилпе сăвăрнă чух е çил килмест (не бывает ветра). Пазух. † Кĕпер çине шыв кĕрет, йĕтĕн кĕпине çил илет. СТИК. Çил вылят. Ветер гуляет свободно. Сунч. † Çӳлĕ тусем çинче çил вылять, çилĕ çĕре ӳксе çухалать. Арçури. Ват юмана çил ватнă, çĕмĕртсене çĕмĕрнĕ. Нюш-к. Хăрăк (беспорядочный) çил çăмăр çăвас вырăнне вĕрет. N. Хаяр çил, резкий, пронзительный ветер; назв. духа (его просят охранять хлеба от такого ветра). || В перен. см. N. Тата хăшĕ халăхшăн пит тăрăшас пек туйăнать, анчах унăн пуçĕнче çил çӳрет. N. Эсир апла çиле анчах калаçатăр (говорите на ветер, .т. е. попусту). Бюрганский. Эсир эпĕ каланă сăмахсене ан манăр; манăн сăмахсем çиле ан пулччăрччĕ. N. Пĕр апат çиетпĕр те, иккĕмĕшне çил хыпса тăратпăр, тенĕ салтак. N. Çил вĕрет — образное выражение; о тебе сказано, а ты не замечаешь. || Назв. божества 2-го-разряда. Сред. Юм. Н. Карм. Çиле така параççĕ, çил амăшне путек параççĕ. (Учук). Магн. М. 6З. Çил ашшĕ,— амăшĕ — хаярĕ,— инкекĕ,— синкерĕ,— çыхчи,— çоначĕ. (См. там же стр. 84, 89, 91). || Часть мельницы. Торх. См. арман.

çимĕк каç

канун семика. Чăвшсем 21. Вăл тухатмăшсем çимĕк вăхăтĕнче пит алхасаççĕ, тет, çимĕк каç вĕсем пурте масар çине пухăнаççĕ, тет. Чуратч. Ц. Тухатмăшсен çимĕк каç пĕр-пĕр çĕре кайса çӳрес пулать, тет. Унсăрăн усалсем, каçхине пырса ăна вĕлереççĕ, тет. Ильмово. Тата çав симĕк каç кашни килтен сăра, эрек, тата тĕрлĕ çимĕçсем илсе масар çине вилнисене хывма каяççĕ. Вăсем çимĕçĕсене илеççĕ те, харпăр хăй тăванни тăпри çине тураççĕ. Туранă чухне ак çапла сăмахсем калаççĕ: акă сире тĕрлĕрен çимĕç хыватпăр, тата сăрапа хыватпăр, çак çимĕçпеле ĕçсе-çисе хавăнса (савăнса?) ташласа кайăр, эпир сире асăнар, эсир пире ан асăнăр. Пĕлни пулĕ, пĕлменни пулĕ, эсир ан асăнăр, ваттисем çамрăккисене валеçсе парăр. Пĕр турамран пин турам пултăр, теççĕ. Унтан вара эрексем, сăрасем ĕçеççĕ, тăпри çинче купăс каласа ташлаççĕ. Ĕçсе усĕрĕлсен, киле тавăрнаççĕ.

çинçе

(с’ин’з’э), назв. старинного чувашского праздника. См. Магн. М. З5. Рекеев. çинçе. (Вăл) вунçиччĕ çапсан пуçланать (когда долгота дня 17 часов), вуник куна пырать; в это время всякие земляные работы, не только пашня, но и распахивание огородов, рытье ям, воспрещалнсь (çĕре тапратмалла мар пулнă); хĕрлĕ, кăвак улача тăхăнмалла мар, шурă тăхăнмалла, хĕвел анас патне çитиччен вут чĕртмелле мар. Юрк. Пирĕн ял çула, çимĕк иртсен, пĕр эрне хушши „çинçе“ тăват. Çав çинçере çынсене нимĕн те ĕçлеттермеççĕ, ахаль анчах тăма хушаççĕ. Ялта кам-та-пулинскер пĕр-пĕр ĕç ĕçлесен, тырра пăр çапат, е урăх тĕрлĕ пĕр-пĕр сиен пулат, теççĕ. Авă çавăнпа çав çинçене тĕттĕм халăхсем питĕ хытă сых тытса тăраççĕ. Çав çинçере хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнтармаççĕ. Пурте шур кĕпе тăхăнса, хăйсем пеккисемпе пĕр çĕре пуçтарăнса, кам-та-пулш пĕр-пĕр ĕçлемес-ши, е тата хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнса. Çӳремес-ши тесе, ял тăрăх пăхса çӳреме каяççĕ. Иначе снимают с него, а одетых в красное и синее обливают водою. N. Çинçе бывает после троицы. Çинçене кĕнĕ, çинçе каласа çӳренĕ (обьявляли, чего нельзя делать во время çинçе). ДФФ. Çуракине пĕтерсен, ик-виç эрнерен çинçе праçникне тăваççĕ. Вăл праçнике пĕтĕленнĕ çĕре хисеплесе тăватьчĕç. Çинçере çĕре сухалама, тăпра чавма, çĕре шалча е юпа лартма юрамасть, тетчĕç, кăвак кĕпе, хĕрлĕ кĕпе тăхăнмастьчĕç. хуралтăсем тăрне улăхма чаратьчĕç, хĕрарăмсем хура кĕпе-йĕме çума каймастьчĕç. Ib. Вăл праçнике (т. е. çинçене) пĕтĕленнĕ çĕре (беременную землю) хисеплесе тăватьчĕç. Шурăм-п. Çинçе чухне вылясан, кулсан, шăхăрсан, купăс-мĕн каласан, тырă пулмасть, теççĕ. Ск. и пред. чув. 70. Икĕ пĕр пек пĕрлешсен, шеп те пулĕ туй! теççĕ: çинçе хăçан çитĕ-ши? епле вăхăт ирттерес. Сред. Юм. Çулла, пĕр-ик эрнене çинçе чараççĕ. Он чохне çĕр чавма, тăла пôсма, кĕпе çума, тирĕс тăкма, тăта ытти ĕçе те тума йорамас. Ib. Майпа июнь уйăхĕнче çинçе чараççĕ. Ун чôхне çĕр чавтармаççĕ, тăла пôстармаççĕ, тирĕс тăктармаççĕ. N. Унтан тата, çимĕк иртсен, икĕ эрне çинçе праçникĕ тунă (делали); ун чух вăл праçникре нимĕн те ĕçлемен, çывлăх (= çылăх), тесе. Н. Седяк. Çураки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чавма хушмаççĕ, çак çĕр чавма юраман вăхăта „çинçе“ теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ. Собр. Çинçеччен çум çумласассăн, пăр çапат, тет. Çум çумлакан çыннине аçа çапат, тет. Тюрл. Ыраш пуç кăларнă вăхăтра стариксем пĕр çĕре пухăнса ана çине кайса пăхаççĕ. Кайса килсен, старастана: ĕнтĕ ыраш пуç кăларать, çинçе тăвас, теççĕ. Çав çинçене вăсем хисеплесе икĕ эрне ним тумасăрах ирттерсе яраççĕ. Çум çумлама та, тирĕс тăкма та, çĕр чакалама та хушмаççĕ. Çав ĕçсене тунине курсан: эсĕ халăх хушнă пек тумастăн, акă вăйлă çăмăр, е пăр çуса кайсан, сана халăхсем парĕç, теççĕ те, ĕçлеттермеççĕ. Кăвак кĕпесене те çума хушмаççĕ, кăвак кĕпесене çунине курсан, пичĕсенчен кĕпесемпе çапкаласа пĕтерсе, кĕписене çырмана пăрахаççĕ; сарă хӳрисене хĕретме те хушмаççĕ, хĕретнине курсан, сарă хӳрисене илеççĕ те, çырмана юпа çине çакса хурса, памаççĕ. Çула вăйлă çăмăр е пăр çуса кайсан: ку хĕрарăмсем çинçене хисеплемен пирки пулчĕ, тесе, вăрçаççĕ. Çапла вара вăсем йăвăр ĕçсене ĕçлемесĕр ик эрнене ахалех ирттерсе яраççĕ, Т. IV. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. (К этому КС приписал: пуçаххисем выçă пулаççĕ). Симб. Çимĕкчен виçĕ кун малтан çинçе праçникĕ пулать. СПВВ. ИА. Чăвашсем тырă шăркаланнă вăхăтра çинçе ятлă праçник тăваççĕ. См. çинче.

çуйăн

çойăн (с’уjы̆н, c’оjы̆н), сом. Н. Седяк. и др. N. Манне ирхине татса тепĕр çуйăн чĕппи (сомĕнок) çакланнăччĕ. || Турх. Ан кăшкăр çуйăн çăвар! Не ори, горлан! Ib. Мĕк çуйăнне кăшкăратăн? Что ты кричишь благим матом?

çулан

маслиться. Юрк. Ни çăвĕ ирĕлмест, ни икерчи çуланмаст. Султангул. † Тутам-çăварăма шăла-шăла шурă алшăлли çуланчĕ. || В перен. смысле. Якейк. Чĕлхи-çăварĕ те çуланса карĕ (= пакарти хĕрнĕ, пит калаçакан полнă; о пьяном). Ск. и пред. чув. 73. Икĕ пысăк кăмака, тĕрлĕ апат пăсланать; ялти тантăш-тăвансен тута-çăвар çуланать. Ib. 48. Куçĕсем хĕрлĕ, çуланса кайнă (стали масляными). || Облизываться. Альш. Кашкăр пулла çисе ярат, тет: çулантăм-пăхрăм — çулă пулчĕ, тутантăм-пăхрăм — тутлă пулчĕ; тата парччĕ, тилĕ тус, тесе, калат, тет (волк). Рак. Урам тăрăх шăши çуланса çӳрет. (Эрех ĕçнĕ çын). N. Мур кушакки, епле çуланса ларат.

çурт пуçĕ

хозяин дома. Юрк. † Ĕнтĕ пуç-пурнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс майĕ çаврăнат; пирĕн пек çамрăк ывăл-хĕр ялан çурт пуçĕшĕн тăрăшат. ЧП. Çуртăн пуçĕ, хозяин дома.

çăвар

(с’ы̆вар), рот. N. Ĕçмесĕр тӳсмелли çук пулсан, çăвара сахăр е тăвар шывĕ ĕçмелле. Орау. Çăвартах çĕртсе антарса ярать. Ib. Тăрантăм лайăх, çăвартан курнакан та пулчи тен (наелся до-отвала). Ib. Çăвартан курначченех ĕçсе çирĕм. Я наелся и насытился до-отвала (по-горло). Ib. Çăварта юн тути калать. Во рту чувствуется вкус крови. Ib. Мур ачипчи, кӳпсе пĕтешшĕсем, кун-каçа çăварсене хупмаççĕ (макăраççĕ). Ib. Çăвар чӳхеме каяп. Ib. Эп паян çăвара пĕртте чӳхемен-ха. Ib. Ĕлĕк ваттисем, кĕçĕн çăварни иртсен: паян эпĕр çăвар анчах чӳхетпĕр, тесе ĕçетчĕç, тет. Ст. Чек. Мĕн унта — çăварна курак сысашшĕ — ăнран кайса пăхса тăран! Что ты там зазевался! Ib. Калаçакан çăварне карта тытман. (Послов.). Юрк. Ку та тыттарна черккине, мунча чулĕ çине çапнă пек, çăварне ывăта парать. Имен. Çав ĕçкĕре эп те полтăм, сăра, пыл ĕçрĕм: сохал тăрăх йохрĕ, çăвара кĕмерĕ. Скотолеч. 26. Кантăр çăвĕ ĕçтерсен те анса каймасан, ларнă япалине çăваралла кăларма тăрăшас пулать. Трхбл. Вĕсен çăварĕсем пиçчĕр халĕ. Ib. Ах турă, çăварĕ хăлха таран! N. Сирĕн аçу-апу мана питĕ лайăх ĕçтерчĕç-çитарчĕç: халь те çăварта. Сред. Юм. Çерçи çăмартине çăварта хыпса çӳрет, ай, çăварта ванса каймаччĕ (çăварта ванса кайтăрччĕ, тени пôлать). Якейк. Çăвар типсе ларч (от жары). Ib. Ман Йăван çăккăр çăвартан та татмаçть. Ib. Ма-ка эсĕр мана çăвартан та прахмастăр (говорите постоянно обо мне). Ib. Санпа калаçса çăвар пылакне ярас килмест ман. КС. Çăварпа çапса çĕмĕрĕп. ТММ. Çăварна килсе кĕрессе кĕтетнем? N. Çăварна хуп, замолчи. N. Çăвар вĕççĕн калакан халап. ЧС. Кăшкăра-кăшкăра манăн çăвар та типрĕ (высохло во рту). СПВВ. Пурте пĕр çăвара сурас пулать. (Поговорка, выражающая согласие, единодушие). Собр. Арлă-арăмăн пĕр çăварпа сурас пулать, теççĕ. Б. 1З. Халăх çăварĕ хапха, теççĕ. N. Халăх çăварне кĕрсен, пулать. О чем говорит народ, то сбудется. (Послов.). Питушк. Çăвартан тохсан, хапхаран тохать. (Послов.). Изамб. Т. Çини нумай пулмас-ха (не давно ел), çăвартан пăхсан курăнат (т. е. будто пищу видно из глотки). Сыт по-горло. N. † Çăварĕ вылят, куçĕ курат — епле матур хĕрсем пур. || Глоток. Кан. Кăсинчен (= кăсйинчен) пирусне кăларса чĕртрĕ те, пĕр-икĕ çăвар тĕтĕме пăл-л! пăл! кăларнă хыççăн урăх халапа куçрĕ. Ib. Кашни паломмия ик çăвара кӳртет. Он каждое яблоко сьедает в два приема. Якейк. Прик-виç çăвар çăккăр çыртрăм. Ib. Виç çăвар шу ĕçрĕм. N, Икĕ-виçĕ кон пĕр çăвар çăкăрсăр нăмай порăннă. Орау. Çăмартасене хытă пĕçерес, пĕрер çăвар тумалла пулччăр. БАБ. Çыннисем (собравшиеся при этом) пĕр курка сăра та ĕçмеççĕ, пĕр çăвар çимĕç те çыртмаççĕ. N. Эсĕ килтен пĕçерсе янисене пĕр çăвар та çисе пăхман. N. Виçĕ çăвар, то же, что тат. ӧч кабым. || Рот, т. е. едок, N. Килте ĕç çук, çăвар нумай, тăрантаракан никам та çук, теççĕ. || Отверстие у некоторых предметов. Ст. Чек. Кушук çăварĕ — противоположно кушук тĕпĕ. С. Тим. Кăмака çăвар умне сĕтел лартса, ун çине минтер хураççĕ. ССО. Вара патша ача ашшĕсене (отцов юношей) янă та, хăйĕн тарçисене шăтăк çăварне чул кайса купалама хушнă. N. Шăтăкăн çăварĕ хупăнса тăнă. N. Вăл шăтăк çăварне пысăк чулсем йăвантарса хурăр. N. Хутаçăн çăварĕ пысăк. Н. Сунар. Тилĕ Иван тарçа каланă: эсĕ михĕ çăварне (отверстие мешка) епле çыхрăн? Альш. Çав патаккисене пуç-чиккĕн тытса пынипе леш сĕрекийĕн çăварĕ карăнат та, унта пулăсем кĕрсе пыраççĕ. N. Пĕр тĕле чарăнчĕ, пичĕке çăварĕ аяккинелле пулчĕ. В. Ив. Кашни ама чечекин тĕпĕнче пĕчĕкçеççĕ тĕвĕ пур, тĕвĕ тăрринче çунатланса тăракан çăвар пур. || Употребляется переносно и в др, оборотах. N. Урам тăрăх чупса çӳресе çăвара мĕн килнĕ (quic quid venit in buccam), çавна калаттăр (говорили). Орау. Кам ачи-ши ку, çăварĕнче пĕр тутлă сăмах та çук (все говорит глупости). СТИК. Çаварĕнчи сăмахне те калаймаст. (Гов. про человека стесняющего, про мямлю). Ск. и пред. чув, 75. Пор вырăна пуçтарăнсан, ун çăварĕпе пуплеççĕ. Кама 19. Иллене çапла кала.. Çăварĕ çӳлте-ха унăн. Никама та парăнасшăн мар. N. Виç çул асапланса лартнă вите ахалех Ваççа çăварне кĕрсе ӳкрĕ (досталось легко Василию). КС. Пĕр çăвартан çиса пурăнаççĕ вăсам, т. е. живут очень дружно. N. Пĕр çăвартан пурăнаççĕ усем (дружно, согласно, о супругах и др.). || Горлан. (Так называют одного человека, который в праздники напивается и все время поет). Сред. Юм.

çăвар уç

раскрывать рот. Панклеи. Лаша çăвар уçса: ĕнер çине тăрса пăх, ста вот çутти корнат? тет. || В перен. смысле. N. Çав мĕн пур чунлă япаласем хушшинче унпа çăвар уçса сăмах хуша пĕлекен пулман. Альш. Пирĕн йышшипе çăвар уçса та калаçмас (не хочет разговаривать). || Разговляться. Изамб. Т. Çăвар уçма лартăмăр.

çăвар уçтар

позволить вымолвить слово. Орау. Вăл ăна çăвар та уçтармарĕ (не дал рта раскрыть, т. е. сказать слово). Альш. Вăл ăна çăвар уçтармас (не дает слова вымолвить, т. е. забивает его словами; иначе — сăмах хуштармас).

çăвар ăшĕ

çăвар ăшчикки, полость рта. Юрк. Мĕскĕн, хăне тата вĕренме килме хушманшăн, нимĕи калама аптăраса, ни алăка уçса тухма пĕлмест, çăварĕ ăшĕ типсе ларат (каят). Шурăм-п. Çăвар-ăш типсе кайнă, çавăнпа пурте шыв витри патнелле утрĕç. Орау. Темскер çăвар ăшчиккисем сĕвĕнеççĕ манн. Ib. Çăвар ăшчикки типсе ларчĕ, сăмавар лартса чей ĕçес пуль. Изамб. Т. Çăвар ăшчикки пăсăлнă. Çăвар валли, доля предназначенная для еды (обрядный терм.). См. Магн. М. 61.

çăвар вылят

шутить. N. Эпĕ ăна (это) çăвар вылятса (в шутку) анчах çыртăм, ан çилен.

çăвар кар

разевать рот; громко говорить, петь, кричать. N. Çав тĕрлĕ хуйхăрнине шуйттан курсассăн, çăварне карса кулса çеç тăрат (смеется во всю глотку). N. Ача пит макăрсан: е-е! турран килеш, мĕн çăварна каран! тиççĕ. Капк. Ача-пăча ташша илет, сурхуришĕн çăвар карать. || Болтать, разглашать. Сред. Юм. Кам çăвара карса çӳреме хошна сана. Кто велел тебе разгласить. Изамб. Т. Акă çапла нумай хуйхă курăр та, çынтан: ĕçлемес, çавăнпа юрлă пурăнат, тесе, çăварăра карăр.

çăвар-купăс

губная гармония. ЧП. Сирĕнпе пĕр каç çывăрас теттĕм, çăвар-купăссене каласа. Сред. Юм. Çăвар-копăс, гармоння, на которой играют губами.

Çавăн пекех пăхăр:

çăвар вылят çăвар кар çăвар уç çăвар уçтар « çăвар-купăс » çăварла çăварлан çăварлă çăвăн çăвăнтар

çăвар-купăс
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org