Шырав: çатта-çарамас - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр:   
«Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» сăмахсарта кăна шырамалла
[+] хушма опцисем

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

саркалан

(-га-), расстилаться, распуститься, распластаться. Пазух. Хуралă чĕрçитти пулăттăм, çаксан, саркаланса тăрăттăм. N. † Арман чулĕ çĕкличчен, сарă чечек пулас мĕн, саркаланса ларас мĕн. Сред. Юм. Мĕн, саркаланса ларса, ху çиç ик çын вырне йышăнса ларан эс. Янтик. N. Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Юрк. † Пирĕн аттенĕн сарă чăххи кашни ирсерен саркаланат. N. † Каччă алли тивнĕ пулсан, авкаланĕ хура çĕлен пек, каччă алли тивмен пулсан, саркаланĕ сарă-кайăк пек. Ала 99°. † Хорăнкасси арăмсем саркаланса йорлаççĕ. Юрк. Саркаланса вĕсем юрлаççĕ (кукушки). Я. Турх. Кĕтне шывĕ ман умра саркаланайса юхать; кашлатакан хумăшра ярăнайса пул(ă) вылять. Якейк. † Тăхлач корки сар корка, саркаланса ĕçер-хе (свободно, как хочется нам). N. † Сар утçăм килет саркаланса. N. Арăмĕ: упăшкам суккăр, курмас ку, тесе, хăйĕн тусне чĕнсе килсе, тем пек саркалана пуçларĕ, тет (думая, что муж слеп и не видит). Янтик. Мĕн саркаланса çӳрен çак эс, саркаланчăк (непоседа)! Пӳрте тăвăрлатăн. || Важничать. ППТ. Тата хăшĕ калăм кунĕ типĕ пулсан, çарамас çӳренĕ чухне хĕрлĕ кĕпепе саркаланса çӳреме: хĕрлĕ кĕпе илсе пар, тесе, аптăратаççĕ (надоедают просьбами). ЧС. Ăшă пулсан, урамра саркаланса çӳреме тесе, хĕрлĕ кĕпесем, картуссем, шăлаварсем илтереççĕ. Юрк. Саркаланма сарă тăлăп, ăна атте туса паман, ăна упăшкам туса панă. Янбулат. † Саркаланма мĕн лайăх, сарă тăлăп пит лайăх. || Ст. Шаймурз. † Лутра-ях та хĕрсем, сарă хĕрсем, саркаланат савни умĕнче.

сĕвем

(сэ̆вэм), нитка около метра в длину. Канаш. р. М. Васильев. Сĕвем — пĕр хăлаç çип. Чукалы. Сĕвем, четверть (шит). СТИК. Сĕвем, нитка длиной около двух локтей. Ib. Пар-ха мана пĕр сĕвем çип. (Не надо смешивать с „сум“). N. Сĕвемне çитерсен, çиппине шач! тутарса тӳлет. N. Тата вырăссем калаççĕ: халăхран пĕрер сĕвем çип — çарамас çынна пĕр кĕпе, теççĕ. Сред. Юм. Çиппе арланă чôхне сĕвемĕн-сĕвемĕн пĕтĕрсе арлаççĕ. Н. Седяк. Унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен çип параççĕ. Ib. Сĕвем — пĕр çип. Чуратч. Ц. Вара патша çак чăваша пĕр сĕвем пурçăн çип пачĕ, тет. Бгтр. Вилнĕ çын çинче панă çипсенчен пурте тан пулсан, çын час вилет, тет, тан пулмасан час вилмест, тет. (Вилнĕ çынна пытарса тавăрăнсан, пӳртре пур çынсене пурне те виçшер сĕвем çип парса тухаççĕ. Етрух. Вара çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлен çип вĕçĕмрен чăса-чăса пăрахаççĕ. ЧП. Сĕвем-сĕвем симĕс пурçăн. N. † Пурçăн сĕвем — вăрам сĕвем, пирĕн ĕмĕрсем пит кĕске. (Хĕр йĕрри). Юрк. Мăскал-мăскал сарă пурçăн, сĕвеме вăрăм килинччĕ.

çан

тело, туловище. N. Унтан хăй çанĕ çине пăхнă та, унăн кăкăрĕсем (груди) ĕлĕкхи пекех сывă пулнă. СТИК. Çан кĕçтет. Чешется тело. Ст. Чек. Кăшкăрса тăр-ха кунта, çанă кĕçĕтет пулĕ-ха (у тебя, видно, тело чешется, т. е. видно тебе охота биту быть). ТММ. Патак хытă, çан çемçе. (Послов.). Микушк. Çан или çан-çурăм, средняя часть тела человека без конечностей. Ib. Çĕр çынтан çĕр сăмах, çанăм çурласса çитет-çке. Çутт. 82. Манăн çач çине темиçе пĕрчĕ ӳкрĕ. На меня упало несколько капель дождя. Пазух. Йĕс алăкран кĕнĕ чух, çара çанăм çӳçенчĕ, хĕрлĕ сăнăм шуралчĕ. N. Çарамас çанăвăн ирсĕрлĕх ан курăнтăр. Чтобы не видно быдо срамоты, наготы твоей.

çап-çарамас

совершенно голый, нагой. Ст. Чек. N. „Çап-çарамас“ не то, что „çара-пакартан“.

çаппа-çарамас

голый, нагой. N. Аннерен çаппа-çарамас çуралтăм, çĕре те çаппа-çарамас кĕретĕп. Ст. Чек. Çаппа-çарамас çӳрет, пĕр тумтирсĕр. Ib. Кăçал вĕсем çунса карĕç, çавăнпа çаппа-çарамас тенĕ пек кăна тăрса юлчĕç. ГТТ. Вĕсене питĕ хĕснĕ, çаппа-çарамаса хăварнă, тет. N. Унăн куçĕсем умĕнче пур те çаппа-çарамас.

çарамас

голый, нагишом, без одежды, или без верхней одежды (а çара-пакартăн — нагишом). ТХКА. Анне çарамасах, хăраса, картишне тухнă та: пĕчĕк ача-пăчана мĕн чуптарасси пур; каччă пулсан, хăйсемех чупĕç-ха, тесе вăрçать аттене. Хочехмат. Кайран, хĕнесен-хĕнесен, килне ярчĕ çарамас. Илебар. Хăй çарамас, кĕпи хĕвĕнче. (Çурта). || В перен. смысле. Кан. Ăна çарамаса тăратса хăварнăшăн (за то, что они его обобрали), 100-шер тенкĕ шыраса илмелле турĕ.

çарамас вĕççĕн

без верхней одежды. КС. N. Çарамас вĕççĕн, пĕр витĕнмесĕр, пĕр тахăнмасăр сивĕ çĕрте çĕр каçаççĕ.

çарамаç

(с’арамас’), то же, что çарамас. Пшкрт. Шарбаш.

çатта

употребл. в выражении: çатта-çарамас.

çатта-çарамас

то же, что çаппа-çарамас, совершенно голый. Орау. Çатта-çарамас ăрам тăрăх, чупса пырать, аснă пуль вăл.

çатта

хулиган, драчун, шарлатан, озорник. СТИК. Эй вĕçкĕн, çатта! Ст. Чек. Çатта = выляса çапăçкаласа çӳрекен. Ib. Çатта салтак, драчун (салтак — здесь в переносном смысле). Ib. Çатта — кĕрмешсе, çапăçса çурекен çын. Çатта салтак, человек, который вечно дерется, ворчит. || Прозвище мужч. Альш.

Çавăн пекех пăхăр:

çатрашка çатрашкаллă Çатрăк çатта « çатта-çарамас » çатталан çатти Çатук çăв çăв куçĕ

çатта-çарамас
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org