Шырав: тыла-çăпата - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр:   
«Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» сăмахсарта кăна шырамалла
[+] хушма опцисем

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

салан

разбиться. Артюшк. Çĕлен ӳксе салайса каят та, вилет вара вăл. Яргуньк. Пурçăн тĕвви пулăттăмччĕ, хĕрсен хумĕн (= хĕвĕнчен) тухмăттăмччĕ, салтак пултăм — салантăм, куçран ӳкрĕм — çухалтăм. N. Ăна хĕçпе кассан, хĕç саланса каять. N. Çав чул çине ӳкекен саланса кайĕ. N. Халăх пички шыв турттарнă çĕртех ишĕлсе анчĕ, тĕнĕлĕ хуçăк, ураписем саланнă. Ст. Шаймурз. Старик кăмакана хума хушнă. Ача хунă. Унтан: илсе пар, ачам, тенĕ; вăл илсе панă, вара ачана вырттарса виççĕ кăна пенĕ, кашни пемессерен саланса кайнă. || Расходиться. N. Килĕсене саланаççĕ. Они расходятся по домам. N. Киле саланма вăхăт çитет. М. Сунч. Çак юрра юрласа пĕтерсессĕн, киле саланаççĕ вара. Ягутли. Хĕвел ансан тин саланса пĕтеççĕ (окончательно расходятся). Юрк. Пирвайхи çула пĕр пин нумĕрĕ салансан (разойдется) пит те аванччĕ. || Распускаться. || Разрываться (о снаряде). || Рассеиваться, разбрасываться. Орау. Вăсем саланса (или: саланса-туса) пурăнмаççĕ, пĕр çĕре пуçтарăнса пĕрле пурăнаççĕ, Они живут не разбросанно, а в куче. || Разбежаться (о глазах). Ашшĕ-амăшне. Куçĕсем саланса кайнă, алли хĕрĕ пуçĕ çинчен шуса анса хытса кайнă (у умершего). Б. Олг. Эх, япаласам лайăх лапкара пăхса, коç саланса карĕ, тет. Орау. Ман тĕр тунă чухне куç пĕтĕмпех саланса каять. Ib. Çуркунне тултан пӳрте кĕрсен вара, темме пĕтĕмпе куç-пуç саланса каять. Ст. Чек. Саланнă куç (ӳссĕр çыннăн). || Расползаться. N. Пыйтăсем пĕтĕм тумтир тăрăх саланаççĕ. Вши расползаются по всему платью. || Разлететься. Б. Хирлепы. Хурăн çинчи хур хурчки хурсам çине саланать. (Ястребов несколько, и они разлетаются по гусям). || Разноситься, износиться. Якейк. Çăпата пĕтĕмпех саланса карĕ (совсем не годится носить). Ib. † Порçăн тоттăр эпĕр полсаччĕ, хĕр пуçĕнче çӳресеччĕ, саланса ӳкессĕн туйăнсаччĕ, кăçалхи çолах саланса ӳкрĕ. || Раздеваться. Перев. || Разоряться. Собр. Кимĕ яракан хуçа та саланать, теççĕ. (Послов.). || Начинать болтать всякую чушь. Орау. Кăшт ĕçсен (или: пуçне пырсан), саланать вара ку старик: тем те калаçать, аван мар апла.

сыпă

(сыбы̆), стык, сочленение, коленцо, сустав. N. Сыппа лар, образовать сочленение. Цив. † И кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕнĕ кантăр. ЧП. Шемексенĕн хĕрĕсем сыпписерен ăсĕсем. Альш. † Леш кассенĕн каччисем сыпписерен ăсĕсем. Чотай. † Олăх толли олăх кĕпçи, татрăм-пăхрăм — сыппи çок, çирăм-пăхрăм — тути çок. ЧП. Сыпăсăр кĕпçе. VS. Ура сыппи шăмми, щиколотка. || Звено. Янш.-Норв. Ултă хуме сыппине утса çитсе пулмарĕ. || Плаха. N. Пысăк йывăç сыпписем, тĕпĕсем пулнă (были там). || Протяжение. Хора-к. Ĕмĕр сакки сарлака, порăнăç сып(п)и вăрăм. || Часть избы. Собр. Алăкран кĕрет те, сыппа ларат, куçне-пуçне чаркалат. Ау 278. Ах сасăçăм, ырă курас пулсассăн, алăк сыппа илтĕнтĕр. Рак. Тĕпел сыппа çитсен, тĕлĕнтĕм. Тайба. Пире хирĕç тухса илсессĕн, тĕпелĕн сыппинчи çын эпир; хирĕç тухса илмесессĕн, алăкăн сыппинчи çын эпир. (Хĕр сăри). || Завязка, поясок наряда сарă. Такмак. Сарă çукки çĕрĕк çăпата çыхса пырăр. Сыппи пулмасан, çĕрĕк тăла сыпса ярăр. Ст. Ганьк. † Сакăр пире сарă сыппи пилĕке çитми тумарăм. Неверк. Хума хĕррин сарă сыппи çитмен. (Сулă). || Широкая межа, отделяющая один ряд загонов от другого ряда (межа идет по концам загонов); ряд загонов расположенных смежно. Шел. П. 63. Унтан ыраш хушшипе ана сыпписемпе, йăранĕсемпе кайса, пĕр кӳлĕ хĕрне пытăмăр. Ст. Чек. Çак сыпăпа çумăр çуса карĕ (вдоль „сыпă ана“). Ib. Çак сыпăпа кай. Иди по этой меже. Ib. Сыпă имеет ширину 80 саж. (длина загона): пĕр сыпă ана, икĕ пуçĕнче ана сыппи икĕ сыпă хушши сыпă ана пулат (в длину загона). Виçĕ çухрăма икĕ сыпă ана пырат. Пĕр сыпă ана кай та, аслă çула тухăн. Альш. Елшел пĕр-икĕ ана сыппи çулерех кайса тунă хире (кладбище). || Квартал, участок. Юрк. Вуникĕ сыпă хулине утса тухса пулмарĕ. См. след. сл.

сыр

обувать (лапти), обуваться во что. Изамб. Т. Ура сыраççĕ, çăпата сыраççĕ (сурпан сырăнаççĕ; атă тăхăнаççĕ). N. Çынсем ватăлса çăпатисене кутăн сыра пуçларĕçĕ, тет. СПВВ. Х. Сырас; ура сырас. || Окружить, обступить. Истор. Вара Олегăн пытанса тăракан салтакĕсем кимĕсем ăшĕнчен тухнă та, вĕсене сырса илнĕ. N. Вĕренекен ачасем хăйсен учитĕлне сырса илчĕç те, унтан ыйтма пуçларĕç: мĕн ку та мĕн ку, теççĕ. Шел. П. 69. Хире пуринчен ытла хĕрарăм сырса илнĕ. || Обсесть. N. Ыраш капан тăррие курак-çăхан сырса илнĕ, чĕппе çиме ирĕк çук. Ау 98°. Вот чĕкеçсем кисе веç хап-хура сырса илчĕç, тет, унта йывăçне. || Облепить. Хурамал. † Çул хĕрринчи пултăрана кăткă сыра пуçланă; тавра ялсен каччисене мăйăх сыра пуçланă. || Прививаться (о пчелином рое). ЧП. Чăн çӳлти туратне хурт сырнă. || Покрывать сплошь. СВТ. Шатра чирлĕ çыннăн ӳтне-тирне пĕтĕмпех хупласа сырса илет. КС. Урапана пылчăк сырса илнĕ. || Заростать. КС. Кӳлле мăк сырса илнĕ (заросло мхом). || Нанизать. Юрк. † Çип çине сыртăм (вм. тиртĕм), çитмерĕ (чăн мерчен).

сулахай

(сулаhаj), левый. Собр. Сулахай урана малтан сырсан, юмăш калаçат, теççĕ. СТИК. Сулахай сыпчăк, алли пылчăк. N. Çывăрнă чухне сулахай енче çывăрăр, сылтăм енче çывăрсан, сылтăм хулпуççи çинче ларакан шуйтан хĕпĕртет. Сулахай енче çывăрсан, шуйтан макăрать, ангел хĕпĕртет, тет. (Поверье). Зап. ВНО. † Ай-аях, май-аях, сӳсмен пăяв сулахай; маяк касма карăм та, пĕчик пурта (топорик) тытса илчĕç, куккăр кутне кукăртрĕç. ЧС. Тата урине тăла сулахай чăркаса çĕнĕ çăпата тăхăнтарчĕç, çăпати кантрине вил-тӳ çыхрĕç. Вил-тӳ çыхмасассăн, вилнĕ çын салтма та, сырма та пĕлмест. N. Двинскирен сулахай енче. Налево от Двинска. Коракыш. Кăвак сăхман, йĕс тӳме, сулахай арки хам пултăм. (Сравнение грусти, несчастья; почему-то левая пола „сулахай арки“ служит выражением несчастья; кажется на это есть поверье). Альш. Ах йыснаçăм, йыснаçăм, вуник чĕлĕ пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пусан сулахай (на левую ногу). || Левша. Изамб. Т. Сулахай или сулахай пăяхам (левша). || Фамильное прозвище. К.-Шемяк.

сурăм

сорăм (суры̆м, соры̆м), назв. киремети. Н. Карм. Сурăм: ăна сăра тăватпăр, эрех яратпăр, çанта, который пылпалан; урăх япала пĕçермеççĕ. Килĕрен тăваççĕ. Вăл никам куçне те курăнмаст. Чирлетет вăл чăхха-чĕппе, йытта-кушака, унтан выльăхсене чирлетет, çынна та чирлетет, чӳклемесен. Во время жертвоприношения сурăму и варки для него пива нельзя шуметь и кричать, иначе жертва не удается (т. е. божеством не принимается). Поэтому пиво для сурăма приготовляется в маленьком боченке (чашки в три), чтобы его скорее распить и закончить жертвоприношение. КАЯ. Эй мăн сурăм аслă ашшĕ, аслă амăшĕ! Эпир халь вырăсла йĕркене тытма пăрахатпăр, текех ун йĕркине тытмастпăр. Ib. Эй сурăм-киремет амăшĕ, сана, айван ывăль-хĕрсем, савса тьыха паратпăр, савса панине савса ил. Орау. 1) Килĕш-сурăм, 2) Сăмахлă-сурăм, З) Упаç-сурăм (первые два справляли дома, последний всей деревней „пухăнса ялпа тунă, Упаç панче, çырмара“). Ядр. Сорăм окçи. || Так бранят плохого жеребенка. Орау. Тьыхана ятлаççĕ сурăм тесе (сурăмшăн пусмалласкер, усси çук). || Назв. края. Панклеи. Сорăмра çирĕм икĕ ял. || Назв. двух деревень Шихазанск. р. (Тури Сурăм, Анат Сурăм) и Алик. р. (Чăваш Сурăмĕ). Торп-к. Сорăм — çутă куç, Янасал — çинче (= çинçе) пилĕк, Апаш — мăн çăпата. (Лампă çути). || Назв. речки. Панклеи.

сӳсĕк

(-зэ̆к), кусок лыка, употребляемый для починки лаптей. Шарбаш. Сӳсĕк — çăпата сапламалли пушăт татăкĕ. Çăпатана сӳсĕксемпе саплаççĕ. В др. гов. пушăт татăкĕ. См. сӳкĕч.

сăртакла

(сŏрдакла), то же, что сăрта. КС. Паян пĕр мăшăр çăпата сăртакласа пăрахрăм.

славни

(славνиы, с ударением на а), хороший. Орау. Çупа ăшаласан çĕрĕк çăпата та тутланать, тиç; çавнашкал, какай ярсан, вĕлтĕрен яшки славни пулчĕ. Кан. Ман шутпа вĕсене славни тыткаламалла. По-моему с ними надо обходиться построже.

çар халăхĕ

войско. Собр. Çав вăхăтрах çар халăхĕ тыла пуç пулса тăчĕççĕ, тет (обратились).

çерçи чӳк

çерçи чӳкĕ, назв. жертвенного моленья о дожде. Етрух. Усем: çерçи чӳк тутарас ачасене, теççĕ. Ст. Шаймурз. Яшки пиçеччен, ачасем хире кайса çăмăр хулли тупса килеççĕ те, унăн юпписем çине çăмарта хупписем тăхăнтарса шыва кӳртсе лартаççĕ. Тата çав хулă çине çерçи те пусса çакаççĕ. ЧС. Петровка ыран тенĕ чухне, турă çăмăр патăр тесе, çерçи чӳкĕ тăваççĕ... Пăтăпа яшка пиçеччен, ачасем пурте кĕпесемпех шыв çинче ишсе çӳреççĕ. Пăтти пиçес чухне, киле кайса типĕ кĕпесем тăхăнса пыраççĕ. Пиçсен кайран, пĕр карчăк, кашнине ĕретпе лартса тухса, пашалусем валеçсе парать; тата яшкапа пăтă антарса парать. Çавăн чухне сисмен хутран ачасем пырса йăлт шывпа йĕпетсе пĕтереççĕ. Унтан вара сиксе каяççĕ те, пĕр-пĕрне шывпа йĕпетеççĕ, йĕпеттерменнине çавăлтех тытса кӳлле пăрахаççĕ. Шывпа йĕпенсе пĕтсен, пĕр ачи яла кайса çерçи тытса килет те, пăтă пĕçерекен карчăка парать. Çав карчăк вара: турă çăмăр патăр, тесе, ăна шыв урлă вĕçтерсе ярать. Унтан вара яшкипе пăттине киле илсе кайса семйипе çиеççĕ. Ст. Шаймурз. Унтан тата çамрăксем: хĕрĕ, арçынни, пухăнса, çырма хĕррине кайса, çерçи чук тăваттăмăр. Никит. Тепĕр виç-тăват кунтан, шывпа выллянă хыççăн çерçи чӳк чӳклеме тытăнчĕç. Хăшĕ-хăшĕ хутаçсем çакса чӳк валли кĕрпесем, çăнăхсем пуçтарма кайрĕç. Хăшĕ-хăшĕ сарайсем çинчен çерçи çурисене çĕкле-çĕкле тухса тасатма пуçланă. Вара пур яшка çимĕçисене хурана ярса киремете (место, где приносят жертву киреметю) çĕклесе карĕç. Унта, киремет çăмăр патăр тесе, асăнса çерçи чӳк яшкине пурте çирĕç. Хăйсем шывпа выллянă чухнехи пекех çарран, юле-пилкĕн, çуçне-пуçне салатнă... Н. Ильм. Пăтти пиçсен, çерçине çăмарта хуппи ăшне хупса, сĕтĕк çăпата çине лартаççĕ. Çăпати çине, çерçи умне, пĕр кашăк пăтă ăсса хураççĕ те, чӳкле пуçлаççĕ. Акă çапла каласа чӳклеççĕ: çырлах, çĕнĕ тырă пăттипе çерçи чӳкĕ чӳклетпĕр, çырлахсан — çырлах, çырлахмасан — килес çул чӳклемĕпĕр; çерçи чӳкне килнĕ хĕрсен йĕтĕнĕсем кăкăр та ан ӳсчĕр, пусисем мăй таран пулччăр, кантăрĕсем пуç-тӳпинчен пулччăр, хăйсем качча кайса пĕтчĕр. Качча кайсан, сак тули ачисем пулччăр. Ачисем çерçи чӳкне килччĕр, çерçипиле. (Участвует, повидимому, лишь молодежь).

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

çитсе лар

притти и сесть. || Пристать к берегу. Кан. Шупашкар пристăнне пĕр вăхăтрах тăватă прахут çитсе ларнă. См. лар. || Обходиться. ЧС. Халĕ çук çĕртен (ничего не имея) вун-вунпилĕк тенке çитсе ларасси пире те питĕ ансатах мар. Вот и нам не легко, при нашей бедности, израсходовать 10—15 руб. О сохр. здор. Шутласассăн çăпата çулталăкра темиçе мăшăр пĕтет, тата пĕрер-икшер мăшăр тăла (чăлха) пĕтерет, вара хайхи атă хакĕ патнех çитсе ларать.

çупăрла

(с’убы̆рла), нежно, ласково прихлопывать. Юрк. † Хĕрне илетсĕн, саррине ил, çумна выртсан, çупăрлĕ. Ib. † Çумне вырт та çупăрла, ытала та чап! чуп-ту. Сенчук. † Çумне (к хорошему мужу) выртса çупăрла, ытакласа чап! чуп-ту. Альш. Ку темĕн пек çупăрлат, тет, çаплах та чарăнмас, тет, ачи. Альш. Вара эсĕ: акă ман ачам, тесе, купарчаран çупăрла. Орау. Упăшки алăк панче çăпата туса ларать, арăмĕ тĕпелте ачи çуммăнче ачине çупăрласа выртать. Ст. Ганьк. † Сарă инке сана мĕн парать? Вырăн сарса вырттарать, çупăрла-çупăрла çывăрттарать. СПВВ. Х. † Вунçич çулхи ачана çупăрла-çупăрла ар турăм (лаская, вырастила мужчиной). Толст. Пĕрре çапла ларатпăр: Анна Трофимовна, ман йăмăка алли çинче çупăрласа, уткаласа çӳрет (йăмăкăн вăл каç варĕ ырататьчĕ).

çуркунне

(с’ургун’н’э), весною. N. Çуркунне хресчен ĕçĕсем пуçланаççĕ. || Весна (в этом смысле употребляется чаще, чем простое çур во избежание смешения с др. созвучными словами; то же надо сказать и о слове кĕр и отчасти çу). Орау. Çуркунне пуçланать пушă уйăхĕнче (в марте). СТИК. Çуркунне çитсенех, как только наступила (-ит) весна. Букв. 1904. Сасартăк çуркунненĕн чи илемлĕ вăхăчĕ килсе çитрĕ (наступило). СТИК. Çуркунне енне кайсан, çанталăк кăшт ăшăтат вара. Ib. Çуркунне майне кая пуçларĕ. Пахнет весной. Ib. Çуркунне енне (к весне) тумласем юхаççĕ, вара ăшăтат. Ib. Çуркуннеллерехпе авăн çапрăмăр (в феврале, когда снег еще не таял). Альш. Ахальте çуркуннесенче пырса кĕмелле мар (не пролезешь в лес). Скотолеч. 5. Çуркуннесерен, в каждую весну. Тувси Ц. Çуркунне валли çăпата илсе хатĕрлерĕн-и? Çуркуннелĕх курăм пур. На весну корм есть. Бес. чув. Мĕншĕн тесен çуркунне çитсе пынă (наступала), çуркунне пула пуçларĕ. Орау. Çуркунне пулчĕ. Наступила весна. Ib. Çуркуннене çитрĕмĕр. Ib. Çуркунне киле пуçларĕ. N. Çуркуннепе кĕркунне (весною и осенью). ЧС. Кĕркунне пит тĕреклĕ юлнăскерсем, çуркунне енне кайсан, начарланса кайрĕç. N. Çуркунне енне кайсан, начарланса кайрĕç. N. Çуркунне енне кайсан, турпас та айлă-çилĕ выртать. N. Пирĕн çуркунне пулчĕ. Н. Седяк. Çуркунне каякан — Çеркей арăм пулакан. (Насмешка над именем). Юрк. Çуркунне, ака пĕтсен, ĕç çук вăхăтра, Михелепе Элекçей пӳртре калаçса лараççĕ. N. Çуркуннеччен, до весны.

çормала пуçлă çăпата

назв. лаптей, имеющих маленький носок. Якейк. Йăс пăралок кĕлетки, çормала пуçлă çăпати (= пĕчĕк пуçлă çăпата), покра нимĕр копарчи! Ib. Çормала пуçлă çапата = пĕчĕк пуçлă çăпата; онашкал çăпата тунă чох, пошăта çинçетсе, икĕ çĕртен чĕрсе çăпата пуçне хораççĕ. Шумш. Пичу, пичу, çормала пуçлă çăпата ту.

çурăм

неизв. сл.. Встреч. в сложении: çурăм-пуçлă çăпата.

çурăм-пуçлă çăпата

назв. каких-то лаптей. Чантăр. † Çурăм-пуçлă çăпатине сырса тухас терĕм те, хуçăлассăн туйĕнчĕ. Срв. çурнă çăпата.

çурнă çăпата

особые женские лапти. Хорачка. КС. Çурнă çăпата, с особым украшением из мелкого лыка на носках. Срв. çурăм-пуçлă çăпата.

çӳçе пуçлă сăпата

назв. женских лаптей, имеющих на носке украшение в виде бахромы. Изванк. Унтан вара упăшки арăмне çӳçе пуçлă çăпата тăхăнтартат. („çĕн-çын яшки“). Имень-к. † Çӳçе пуçлă çăпатине ма сыртăм-ши, киветрĕм-ши? Норус. † Çӳçе пуçлă çăпати, пусас çĕре пусаймар; ай, акай, Тӳми пур, каяс çĕре кайимар.

çăварни ачи

„масляничный парень“, т. е. парень, который принимает участие в отправлении масляничных обрядов. Орау. Кĕркури çăварни ачи пулнă нихак, çĕн çăпата сырнă.

çăпата

(сы̆бада, Пшкрт: сы̆βада), лапоть. КС. Порядок плетения лаптей. Çăпатана — 1) хуçаççĕ: самсине хуçаççĕ (устраивают), кĕллине хуçаççĕ; 2) тавăраççĕ; З) пуçланă пушăчсем пĕтсессĕн, вара çĕнĕрен пушăтсампа саплаççĕ. Çĕтĕк çăпатана та саплаççĕ. В. Олг. Çăпата хуçас, саплас, кĕллине таврас, тирес. Пшкрт. Çăпата сапла. Охотников. Лапти (çăпата) в девять лык много сложнее, чем обыкновенные, в семь лык. Это верх искусства своего рода, и редкие умеют их плести. Они изящнее обыкновенных, поэтому их носят большею частью парни-щеголи да девушки, и то только по праздникам. Чăвашсем 5. Ватăличчен, йӳтиччен пурăнмалла ту, çăпатине кутăн сыракан пуличчен усра. (Молитва о новорожденном). Якейк. † Пĕчĕк пуçлă çăпати, посас çĕре посимар. Шурăм-п. Хусах ача хăтана пырсассăн: вăл çăпата пĕлет-и? тесе ыйтнипе пĕрле: вăл шут (счет) пĕлет-и? теççĕ. Пазух. Çиччĕпеле хуçнă сар çăпата тăххăрпала тунинчен ирттерет. Кадыш. Эпĕ çăпата тăвакан çын анчах, çук çын, уйăрăлнă çын. Юрк. Тепĕр енчен, вĕреннийĕн усси те пулман, ахаль çăпата çĕтсе çӳренни (= çӳрени) анчах пулнă (только попусту драл, изнашивал лапти). ЧП. Вуниккĕн çăпата эп сыртăм. ТХКА 26. Ку çăпатана сĕтĕрсе çӳреме ура вăй çитмест ман. Ку çăпата ытла тарăн, кантрисем кĕске, тесе, виçĕ кун ман карчак ятлаçса çӳрерĕ манпа. Ib. Вăл çăпата тарăн, пысăкрах, кантри кĕскерех пулнăччĕ. Ib. 18. Сĕтел çине çăпата хунă, тавăрнă çăпата; пысăк çăпата; калăпне кăларман; пушăт вĕçĕсем тăраткаласах тăраççĕ, шĕшлĕ, кукăр авăрлă шĕшлĕ, çăлата кĕллине тирĕнсе тăрать. Çăпатине хуçса пĕтереймен: вăхăт пулман пуль çав. Орау. Ах, тур çырлах, хăнкăлисем çăпата пек (с лапоть). Ib. Ванюр Йăвань пĕвинче карассем çăпата пек (т. е. крупные). Ib. Паян эп пĕвере пĕр шапа куртăм — çăпата пек! Трхбл. Çăварĕ çăпата пек (большой). Ib. Çăпата çăвар, большеротый.

çăпата урлашки

перемычка (понеречина у носка) лаптя. N. Урам урлă вĕрен карăп? (Çăпата урлашки).

çăпата орли

(-λиы), то же, что çăпата урлашки. Шибач.

çăпата йăлли

петельки у лаптей для продевания веревки. КС. Çăпата йăлли.

çăпата калăпĕ

колодка для плетения лаптей. Йӳç. такăнт. Ăна та пĕлместĕн, а ăшшĕ ларма килнĕ, çăпата калăпĕ!

çăпата кантăри

çăпата кантри, оборы. Кан. Кишĕрĕ шăтасса шăтнă, анчах çăпата кантри пысăкĕш çеç. Орау. Çăпата кантри таран ашса çӳрерĕмĕр, ку кĕркунне питĕ пылчăк (грязно) пулчĕ. Трхбл. Пирĕн çырмара шыв çăпата кантăри таран кăна (по-щиколотку). N. Аслă ывăлĕ малтан ĕнипе качакине çăпата кантăри таран çитерет.

çăпата кĕлли

(к̚э̆лли, в Пшкрт: ҕэ̆ли), пятка лаптя. Пшкрт. Çăпата кĕлилĕ полат.

çăпата кăкань

место откуда выходят оборы (веревки лаптя). Якейк. Çăпата кăкань = кантра (кандра) кочĕ.

çăпата кĕтесси

углы лаптей. Сред. Юм. Çăпата кĕтесси тăвас тесе çăпата кĕтессисĕне тăвас тессине калаççĕ.

çăпаталла

назв. игры. Юрк., Николаев. Орау. Çăпаталла. Ку вăя вылянă чухне чăркуççи çӳлĕш шалçа çапса лартаççĕ. Çав шалçа тăррине çăпата кантри çыхса хураççĕ. Унтан шалçи çумне çăпатасем пуçтарса килсе хураççĕ. Пĕр ачана, шăпа ярса, çăпатасене хураллама тăратаççĕ. Ытти ачисем çăпатисене вăрласшăн çӳреççĕ. Хураллакан ача пĕр аллипе çăпата кантрине тытса çӳрет, тепринпе, мел килсен, çăпата вăрлакансене тытать. Çăпата вăрлакана тытсан, тытаканни вара хуралçăран тухать, хураллама вăрланă чух кам лекĕннĕ, çав юлать. Унтан ку çын та çăпатисене хытă хураллама тытăнать, вăрлакансене пит тытасшăн тăрăшать. Анчах лешсем часах пырса лекĕнмеççĕ, çăпатисене ялан леш сисмен чух анчах вăрлаççĕ. Çăпатисене вăрласа пĕтерсенех хуралаканнине ачисем хăйсен аллинчи çăпатисемпе пеме тытăнаççĕ, хуралаканни шалçа патĕнчен пăрахах тарать. Çăпатисене персе пĕтерсен, леш ачи вара пурне пуçтарса пырать. Хураллама калех çав юлать (остается опять тот же).

çăпата пичĕ

носок лаптя. Сред. Юм. Çăпата пичĕ тăвас тесе çăпата пуçĕн çиелтине тăвас тессине калаççĕ.

çăпата пиштĕрĕ

петельки у лаптей (по бокам). См. пӳштĕр. Шибач. Çăпата пиштĕрĕ; пиштĕрлĕ çăпата. Çăпата пусăмĕ, длина лаптя. НИП. Çăпата пусăм(ĕ).

çăпата пуçĕ

носок лаптя. N. † Çĕнĕ çăпата эпĕ сыртăм, пуçне пылчăк тивминччĕ. (Хĕр йĕри).

çăпата самси

(чит. с’ы̆βада с̚ы̆мзиы), носок лаптя. Пшкрт. Çăпата çунтарнă кунĕ, „день сожжения лаптей“, когда поминают умерших. N. Çăпата çунтарнă кунĕ или калăм кунĕ. (В зтот день, кроме покойников, поминают еще: хĕрт-сурта, кил-йышне, карта-пуçне).

çăпата тĕпĕ

дно лаптя, плетень (подошва лаптя). N. Çăпата тĕпĕ çĕтĕлнĕ (шăтнă). N. Çăпата тĕпне темĕскер кĕнĕ (т. е. что-то попало в лапоть).

çăпата тĕп тăлаварĕ

стелька, которую кладут на дно лаптей. Сред. Юм. Çăпата тăлана пит хышакласа ан çăттăр тесе, çăпата тĕпне тăлавар хораççĕ, çавна çăпата тĕп тăлаварĕ теççĕ.

çăпата хуç

плести лапти (в начальной стадии). Собр. Çăпата хуçни, пĕр хут туса пăрахни (до колодки). КС. Çиччĕн каятăп та, вунтăваттăн килетĕп. (Çăпата хуçни).

çăпата хĕрри

то же, что çăпата йăлли. Это сомн. Н. Кожары.

çăтă

(сы̆ды̆), частый (о сите). N. Пирĕн ала çăтăрах та (слишком часто, частовато), хывăх (хывлăх) нумай хăварать. || Плотный; плотно. N. Çăтă çăпата, плотно сплетенные лапти. Орау. Урай хăмисем çăтă тăраççĕ. Капк. Иртĕр кунтарах, ларăр çăтăрах. || Тесный, тесно. Якейк. Çынсам пӳрте çăтă-çăтă ларса тохрĕç (тесно уселись). || МПП. Çăтă, без заплаток.

çĕрĕк-çатăк

гнилой, ветхий. НИП. Çĕрĕк çатăк çăпата сырса ятăм (но: çĕтĕк-çатăк тумтирпе çӳрет).

çĕрĕк çăпата

ошмёток, старый лапоть. || Бранное выражение. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата?

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çпата

лапоть, лапти. М. Васильев. Онтан тола тохса хапха орлă çпата утаç. (Гаданье). См. çăпата.

такан

(таган), подкова. КС. Лаша такан. Скотолекч. 22. Такансăр лашасен час-часах чĕрни вĕçĕсем çӳлелле тавăрăнса каяççĕ (загибаются). Ib. Ун пек чухне, лашанăн таканне кăларса (расковав), час-часах шыва кӳртес пулать (надо купать почаще лошадь). || Подковки (у сапог). Зап. ВНО. † Йĕс таканлă аттăр (сапоги) пур, такăрлатăр урама. || Деревянная(-ые) колодка(-и) у лаптей. Альш., КС. Ст. Чек. Çăпата таканĕ. Их две или одна, подшиваются под лапти. Орау. Çуркунне шăнпа çăпата çĕтĕлесрен (пĕтесрен), урана шыв витесрен такан çĕлеççĕ. Тăрăхла такан пĕчĕк ачасене, хĕрарăмсене анчах çĕлесе параççĕ. || Конёк (-ньки). Сятра. таганба jары̆н, кататься на коньках.

тарам

(тарам), не важно, не жалко; ладно бы, наплевать (от русск. даром?). С. Тим. † Хурăн-çырли пиçнĕ чух хурăн-ташран уйăрăлтăм; хурăнташ та тарамччĕ (это бы еще ничего, но дело в том, что), атте-аннĕрен уйăрăлтăм. КАЯ. Манăн унталла-кунталла пăхасси тарамччĕ-ха (это еще ничего бы, что я стал посматривать туда и сюда, а дело в том, что), урнă йăтă ăçта кайнине пăхса тăма пикеннĕ. КС. Тарам-çке умпа, юлтăр-и! — Тарам мар-ха, илсех каяр. Пусть останется, это неважная вещь.— Не „пусть останется“, а непременно возьмем. Ib. Тарам-çке манпа, ыттисене илсе кай-ха! Ну меня-то что, ты вот других возьми (туда)! Тюрл. Тарам (пускай), мана кирлĕ мар! (Говорит, если что-нибудь дают). N. Аттăм кĕли тарамччĕ, хĕрсен пуçĕ сыв пултăр. БАБ. Пысăкрах ачасене çапла хытланса çӳресен те, тарамччĕ ĕнтĕ (ладно бы). Пĕчĕкçĕ ачисене мĕне кирлĕ иккен çав каçсерен тухса çӳреме. Ib. Унта пĕр вилес вăхăт çитсен, ӳпне мар, кутăн çакăнса вилсен те тарам, терĕ. К. П. Прокоп. † Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай; сулахай тарамччĕ (ничего бы), вăл та пулин пасарăн (о женихе). Ашшĕ-амăшне. Ватă шăм-шаксем ырата пуçларĕç те, çапах вăл тарам-ха (но это ничего). Аттик. Анне пăрахса килсессĕн (остатки воды, кусочки хлеба, которые бросила она на перекресток от лăп-лап), Матюк аппана пама (за лечение) вăтăр пиллĕклĕх тенки ун патне илсе пычĕ. Матюк аппа аннене: укçишĕн тарам (деньги не имеют важности), сип пултăрччĕ-ха; вăл укçи тармĕ, сип пулни укçаран та хаклă, терĕ. Хăй укçана илчĕ те: ачам, часрах чĕрĕл, тесе тухса кайрĕ. N. Кил пăхасси çапах пире тарам халь (смотреть за домом для нас не важно). N. Пуян хĕрĕ пушмаклă; тарам пушмак пултăр та, урам йĕрне пустармăл (пусть она в башмаках, я все-таки не позволю обижать себя). Урам йĕрĕ çул пултăр, çак ялти хĕр тус пултăр. Якейк. Эп сире йорă йорланăшăн хĕвел-çармĕш илсе парăп (куплю). Хĕвел-çармĕшшĕн тарам та-ха (подсолнышки для нас не имеют значения, мы за ними не гонимся). N. Уншăн тарам-çке, юрĕ-çке! Ладно, и без этого обойдется! Чертаг. Тарам-çке, кирлĕ мар, хăвах çи! К чему? Напрасно. Не надо, ешь сам. (Гов., напр., отказывающиеся от какого-нибудь угощения). || Хотя. Якейк. Ман лаша, тарам (хотя) пĕчĕк полсан та, санчен иртерет. М. Тиуши. † Ах, лашам пĕчĕккĕ! Тарам пĕчĕккĕ пулсан та, çăка каски турттарать. || Впустую, понапрасну, ни к чему. Сред. Юм. Кăçал тыр та полман, ытлин-çитлин окçа-пôхча çôк пирĕн, ĕçкĕ тăвасси тарам полать-и мĕн (видно, придется оставить мысль о пирушке). Ib. Тарам пôлать пôль. Видно придется оставить (задуманное). Ib. Тарам пôлтăр! Оставим (это)!

тыл

то же, что тыла, тылă, мялка. N. Хытă ал тыла та чоптарать, теççĕ. (Послов.).

тыла поç

тыл пуç, тыл пуçĕ, тыл пуççи, кочка в болоте. Юрк. † Çӳçĕ-пуçĕ тыла пуç (опред. предложение), çӳçне-пуçне пуçтараймас, хунчăкăшне юраймас. Собр. Çак çар халăхĕ тыла пуçĕ пулса тăрĕçинччĕ (пусть это войско обратится в кочки), тесе каларĕ, тет. Сорм-Вар. Вара хĕр каларĕ ăна: манăн атте тӳрĕ килнĕ çĕртре тыла пуçи нумай, çавăнпа час килеймес. Ёрдово. † Тыла пуçĕ усалĕ ыр çарана сая ячĕ (произн. саячĕ). Тюрл. Тыла пуçĕ, кочка. Зап. ВНО. Тыла пуççи, кочка на лугу. N. Хитре, çӳлĕ курăксем вырăнне... тыла пуççисем анчах лараççĕ. Сенчук. † Шăпчăк чĕппи ӳстертĕм тыла пуççи хушшинче. N. † Хухă çулçи тӳшек пек, тыла пуççи минтер пек. N. Çаран çинче тыла пуççи айĕнче путене йăви пулнă. || Назв. поля. Ураскилт. Тыла пуççинче выратпăр.

тыла пуççилен

покрыться кочками. Чув. календ. 1911. Пирĕн çарансем е хытса, е лачакаланса, е тыла пуççиленсе каять.

тыла-çăпата

то же, что тăла-çăпата. О сохр. здор. Тыла-çăпатисене, улăм тӳшексене, ытти çавăн пек япаласене те пĕтĕмпех çунтарса ярас пулать.

тылаççи

(тыла+йывăççи), верхняя часть мялки.

тыла поç

кочка. N. Перн оничи тылă поç, покон тесе, ан ларăр. См. тыла поç.

тылă пуççи

то же, что тыла поç. ЧС. Тылă пуççи минтер пек.

тылла

то же, что тыла.

Çавăн пекех пăхăр:

тыл хурçи тыла тыла поç тыла пуççилен « тыла-çăпата » тыланçи тылаççи тылă тылă йăвăççи тылă ори

тыла-çăпата
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org