Шырав: тына пуççи - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр:   
«Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» сăмахсарта кăна шырамалла
[+] хушма опцисем

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сурпан

сорпан (сурбан, сорбан, Пшкрт: сорβан), род вышитого полотенца, которым чувашские женщины обертывают голову (у низовых) или шею (у верховых). N. Сурпан замужние чувашки носили для того, чтобы не показывать волос свекру и деверьям, потому что показывать им волосы или же необутые ноги считалось в старом быту непристойиым и даже грехом. Микушк. Сурпана хăмачă çип хурса хĕррине тĕртеççĕ, вĕçне хăмач çип утаççĕ, тата вĕçĕсене тĕрлĕрен кăтат тытаççĕ. С. Тим. Пуса, кантăр, йĕтĕн сурпанĕ пулать. Якейк. Сорпан арăмсен, мăйра полать. Орау. Сурпан пирри туттăр пирринчен анлăрах та, вăрăмрах та пулать. Сурпан пирри вĕçĕсене сурпан пуçĕсем çĕлесе хураççĕ те, сурпан пуçĕ сарлакăшех тата хăмач çĕлесе хураççĕ. Унтан вара шăтăк (= шăтăкла) çĕлесе хураççĕ. Шăтăксем (= шăтăкласем) туттăр вĕçне çĕлекен шăтăксем (= шăтăкласем) пек ансăр мар. Тата сурпан çумне хашĕ пасар шăтăксене (= шăтăкласене) çĕлесе хураççĕ. Туттăр çумне килти шăтăка (= шăтăклана) çĕлесе хумаççĕ, апла хулăм пулать, тиççĕ. См. туттăр. Сред. Юм. Сôрпан — хĕрарăмсĕм пуçа çыхаççĕ. ЧС. Унтан вара алăка уçса прахрĕç те, чуклекен çĕлĕк тăхăнчĕ, тата пилĕкне сурпан çыхрĕ те, алăк енелле ак çапла каласа кĕлтăвать... Чиганары. Уй варĕнче сорпан чăсăлса выртĕ. (Отма çол). См. Н. В. Никольский. Краткий курс этнографии. К. 1929, стр. 181. Юрк. Хĕрĕх капан айĕнчен хĕр вăрласа тухрамăр, аллă капан айĕнчен арăм туса тухрăмăр. Тăрик, тăрик тăрнана туй пуç туса ятăмăр, йĕплĕ хурелĕ чĕкеçе хĕр пуç сырса ятăмăр, лутра тына амăшне сурпан касма ятăмăр, Иванпала арăмне кучченеçпе ятăмăр, алăк çинчи шăрчăка кĕвĕ калама ятăмăр. Вилĕ-йăли. Унтан, арăм пулсан, пуçне сурпан тăхăнтараççĕ. N. Сурпан-пуç çĕкле, выткать сурпан-пуç (конец сурбана). Ерк. 8. Икĕ вĕçлĕ сурпанĕн çӳçи кăвак пурçăнран.

сĕп

встречается в следующей заумной песне. Якейк. Си пуççи потруççи, атан купалю, çупа купалю, сĕп силленке, силле варри, прита варри ластуки, перекеч, торакач.

çатлаттар

понуд. ф. от çатлат. Икково. Если сидящий на окне ребенок упадет на улицу — çатлаттарать. См. шаплаттар. КС. Валекпе çатлаттарса çапаççĕ. Бес. чув. 14. Хăшĕ патакпа çатлаттарса çапса шыв сирпĕтетчĕç. КС. Милĕкпе çатлаттарать (по голому телу). Сред. Юм. Пӳрт шкатурт тунă чôхне малтан çинçе, çӳхе патаксĕне пăтапа çапса тôхаççĕ те, кайран пылчăкпа çатлаттарса çапса тохаççĕ çав патак хошшисĕне. N. Пычĕ те, пит-çăмартинчен çатлаттарса та ячĕ. Янгильд. Микита часрах пăшала ярчĕ-илчĕ, тукмака тĕллесе çатлаттарчĕ (выстрелил). Ib. Пăшалне хул-пуççи çинчен хурĕ те (= хыврĕ), мулкача тĕллесе çатлаттарчĕ. Çутт. 116. Хумсем кăпăк кăларса явăнса çӳренĕ, шыв хĕрнелле пырса çатлаттарнă. Малт. шк. вĕр. физ. 107. 20—30 хутчен çатлаттарсан, ӳт-пĕве электричĕствă кĕрет. Абаш. Çăтлаттарса çырса патăм (накатал сочинение).

çинчен

вм. çийĕнчен — из. Çĕнтерчĕ З2. Кĕленче çинчен эмеле стаккан çине тăмлатать. Ала 16°. Атьăр часрах тухса тарар шыв çинчен, тенĕ (рыбаки). N. Эпĕ хам хаçат çинчен вуласа пĕлменччĕ, çынтан кăна илтнĕччĕ. Байгул. Эпĕ вăл кĕнеке çинчен пĕр сăмах хăвармасăр вуласа тухрăм. Альш. Ман ку сурăхсем çинчен хăшне пусмалла? ЧС. Вăл малтан кушилти çăмартасене сăват, ун çинчен кушил çĕклекене 25 çăмарта парат. || От. N. Вĕсемпе пĕрле киреметсене парне кӳме, е кĕлтума çӳремен; ку пурăнăç çинчен уйăрăлса çӳренĕ. || С, со. N. Сала-кайăксем анчах пĕр йăвăç çинчен тепĕр йăвăç çине вĕçсе çӳреççĕ. Моркар. Пăртак шăршласа пăхам ырнă çинчен (с устатку). || Через. ТХКА 91. Ваçли кӳме çине тăчĕ те, уй-хапхи çине урлă хунă кашта çинчен ялт сиксе каçса, çав кӳме çинех ларчĕ. Сам. 73. Чипер этем çинченех унăн чунĕ путланчĕ. N. Çурăм хыçне икĕ хул-пуççи çинчен туттăр çĕлесе çакаççĕ. Баран. 109. Çĕр ĕçлекен ĕнси çинчен темиçе тĕрлĕ вĕçен-кайăк тăранса пурăнать. N. Пор çӳллĕ çĕртрен сиктереççĕ, сапорсам çинчен, карлăк çинчен. || О, об. Сборн. по мед. Уйăрăм пичетлесе хăйсем çинчен тата уйăрăм кĕнекелле тунă. Регули 113. Ĕçлес çинчен онта поплерăм. Ib. 1095. Вăл ялан чăвашсам çинчен поплет. N. Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. Ст. Ганьк. Мĕшĕн шавлат çав халăх: чăн çинчен те шавларĕç, суя çинчен те шавларĕç. Кн. для чт. 56. Эпĕ сан çинчен пит усал тĕлĕк куртăм. || По (чему). N. Тинĕс çинчен утса пыр. Çутт. 54. Тин çунă юр çинчен киле кайрĕç. || По, за (сколько). N. Вăтăр тенкĕ çинчен. N. Тенкĕ çурă çинчен, по 1½ руб. N. Ку сĕлĕ пирĕн аллă тăххăр çинчен кăна кайрĕ. Мы продали этот овес всего по 50 коп. N. Çăнăхне хăй 1 Т. 80 пус. çинчен илнĕ пулнă, парасса 2 Т. çинчен пачĕ. N. Сысна аш 2 пус çинчен сотат. N. 600 тенкĕ çинчен. Кан. Улăмне торки туса 4 тенкĕ те 10 пус çинчен сутрĕç. Альш. Çитмĕл пилĕк пус çинчен килĕшрĕмĕр (сторговались за 75 коп.). Арзад. 1908, № 42. Кăтюк инке пасарта çăмартине 2 пус çинчен 10 çăмарта сутнă. || Над. N. Куç çинчен пульăсем вĕçеççĕ. Сюгал-Яуши. Сасартăк пирĕн ял çинчен хура тĕтĕм тухрĕ. || По случаю. Тогаево. Пĕр çĕре пыçтарăнса ĕç пĕтернĕ çинчен ĕçрĕç. Микушк. Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ. || При наличии. Чув. пр. о пог. 320. Аслати юр çинчен авăтсан, тырă пулмаст. Если гром гремит на снегу, урожая не будет. || Сверх, того, кроме того; сверх, в придачу. Чăв. й. пур. 25. Яккуне, çинчен укçа парсах, ратнике панă. Илебар. † Кĕштеклĕх те памасан, çинчен хамăр парăпăр. Регули 1529. Вăл пире ĕçтерчĕ, çитарчĕ, çинчен (çинчен тата) прер сом окçа пачĕ. Изванк. Тата çинчен ăштрав тутараççĕ, тата ăристанскине хупса лартаççĕ, N. Ĕçтерчĕ, çитерчĕ, çинчен (çийĕнчен) окçа пачĕ (сверх того). N. Пĕтĕм чун çĕкленсе каять. Ĕçлес мар çинчен ĕçлес килет. N. Пĕрре çапла тӳленĕ çинчен тата качака путекки парса янă. N. Тӳлев çинчен, сверх платы. || Поверх. Изамб. Т. Халат çинчен симĕс пиçикки çыхаççĕ. Утăм 20. Кĕпи çинчен жилеткă. ТХКА 50. Йĕвене атте сăхман çинчен пилĕке çыхрĕ. Альш. Çак хыçрисене пĕтĕмпе сукна çинчен кăларса яраççĕ (части украшения, висяшие на спине, выпускают поверх кафтана). || N. Эпир вăрçас çук çинчен мĕншĕн эсĕ çавăн чухлĕ халăха кăлăхах тертлентеретĕн? N. Ăна шанса пурăннă çинчен эпĕ аптăрамăп.

çу

масло, жир. Календ. 1903. Çу уçлама хура алăпах (с грязными руками) пикенеççĕ. В. Олг. Орен (орэн) уçласан, çу ӳкет (сбивается масло). N. Ăна кашни кунах вулатăп та, чун пĕтĕмпех савăнса каять, пĕтĕм ăшчик çу пик ирĕлсе каят. N. Пĕре сехрине хăпартрĕç те (пугнули), пирĕн улпут кайран çу пек пулчĕ (стал как масляный, т. е. ласковый, мягкий). Бел. Гора. † Çу пек çемçе аллăмпа тытса пăхайăттăм (девушек). Сред. Юм. Пирĕн ĕç халь çу çинчи пик пырать. Наше дело на мази („как по-маслу“). Ib. Тунă ĕç çу пик. Кильд. Чĕлхи-çăварĕ — çу тути. Ее речи приятны как масло. Чураль-к. † Пирĕн ялта та хĕрсем пур, чĕп-чипер пăчăр пек, пăчăртасан, çу тохать. Собр. Нумай калаçса çу тухмаст, теççĕ. В многословии пользы нет. (Послов.) Юрк. Нуммай калаçсан та, çу тухмас-тăр çав. Собр. Хĕре чи первей венчет туса кил-хушши алăкĕ патне çитсессĕн чăкăтпа çу çитерсессĕн, хĕрĕ çу пек пулат, теççĕ. С. Алг. † Сĕтел лартса çу хуракан, ут куçĕ-тĕр (надо: вут-пуççи-тĕр) унăн чĕрисем. Пазух. Улатăртан илтĕм ула ĕне, нумай та тăмарăм, çу турăм. Янорс. Ураписене çу сĕрсе (подмазав) хатĕрлесе лартрĕ. Альш. † Эпир усала кайсассăн, тăшман çĕççи çу çинче (т. е. враги будут очень рады). || Сало, жир N. Çу нумай хывнă чĕрисене. Бюрганский. Манăн чĕре эсĕ çу хывнă пекех пулчĕ. Ты влил отраду в мое сердце. Юрк. Ăшăмра пĕр пĕрчĕ çу юлмарĕ-тĕр. Я совсем истосковался, высох от горя. ЧП. Çак тăвансем аса килсессĕн, ирĕлмĕ-шин чĕренĕн çăвĕсем (не растает ли жир сердца, т. е. не буду ли я томиться тоской). Альш. † Йĕрсе, хуйхăрса ан тăрăр, хуйхăран чĕресенче çу пулмĕ. Собр. † Ушкăн пыран кайăк-хур, çуначисем вĕçĕнчен çу юхат. N. Пирĕн чĕре çумĕнче пĕр чĕрĕк те çу çук-тăр. || Скоромное. В. Олг. Эс паян çу çиетĕн-и? Ешь ли ты сегодня скоромное. (То же у КС). Тораево. Çула çупа пурăнать, хĕлле типĕ. (Какая-то загадка).

çул

çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).

çул пуç

çул пуçĕ, çул пуççи, путеводитель, проводник. ЧП. Альш. † Аслă çулпа апус пырат-çке, çул пуçĕ-тĕр кăвак лашасем. Собр. Упус килет çулпала, кăвак лаши пулин çул пуççи. Золотн. Çол поççи, проводник. || Вождь, руководитель. N. Кам сирĕн кунта ĕç пуçласа яраканни? Кам халăха хĕтĕртет? Çул-пуçĕ кил кунта! || Назв. дер. Салагаевой, Янтиковского р. || Назв. дер. Аксариной.

çурăм

çорăм (с’уры̆м, с’оры̆м), спина. Ала Зб°. Кутамккине çурăм çине çакса янă. Альш. Çурăмран пĕр-иккĕ хурас (дать раза два по спине). Ib. Тĕнчере çук сăмах кала пĕлмес, тет те, çурăм тирне сӳсе илет, тет. N. Çурăмĕ çине (или: хул-пуççи çине) çавăрса хучĕ. Вскинул на спину. Якейк. Çорăмпе вот енелле выртнă (или: çорăмне вот енелле туса или çавăрса выртнă). Зап. ВНО. Алăпа тунăскерне çурăмпа тӳсес пулать. Орау. Çурăмне стена енелле туса тăчĕ (или: выртрĕ). N. Çурăмĕ пур, хырăмĕ çук. (Такана). Яндобы. Кашкăр кĕçĕн хĕрне тытнă та, çурăм çине хурса тухса тарнă. N. Эпĕ йĕвене çурăм çине хутăм та, кайрăм лашасене шырама. СТИК. Арăмĕпе упăшки урапа çинче çурăмпа çурăм ларса пыраççĕ (сидят спиною). Яргуньк. Атти çурчĕ сала пак, çурăм хыçне тăрса юлч. (Солд. п.). Кан. Нумайăшĕ çуранах кутамккисене çурăм хыçне çакса килнĕ. N. Çил манăн çурăма тӳрех вĕрет. N. Çурăмăпа ман енелле çаврăнса тăр. || Поясница. Начерт. 150. || Вышивка на спине кафтана. Золотн. Начерт. 150. Çурăм — узор, нашиваемый на кафтане сзади.

çăлкăш

(с’ŏлгŏш), то, что остается после дергания. Б. Олг. Кантăр айĕ полат çăлкăш, осалли, йолашки (кантăр татсассăн юлать тĕпне, низенькие стебли). Коракыш. Çăлкăш çурĕм, вар-пуççи, нимĕн тума юрамин, йĕм тума вăл юрать. Якейк. Кантăр татса пĕтерсен, кантăр вырăнне çăлкăш юлать. Вăл çăлкăш çăлăхса тулнă пуса.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), сто. N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытĕ. (Алăк хăлăпĕ). N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытать. (Алăк хăлăпĕ). N. Çĕр тенкĕ, сто рублей. N. Çĕр те виççĕ. N. Çĕр те пилĕк, çĕр те пĕре. Календ. 1904. Пĕр çĕр пуç хурт пур. Есть с сотню ульев пчел. Истор. Вĕсем çав ĕçе çĕр пӳлĕме (главана) уйăрса çырнă. N. Çĕр çул, столетие. Сунч. Ула тына: мĕн хак, тет? — çĕр çирĕм пус, теççĕ (т. е. 34 коп. серебром; так и у КС). Чура-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). Юрк. Çĕр те вуниккĕ, икçĕр вуниккĕ. Шурăм-п. Çинчен тата çĕр çирĕм икĕ пус (35 коп. серебром) укçа парса ярăпăр. N. Çĕр пин, сто тысяч. N. Çĕр те пиллĕк, сто пять. N. Сакăрçĕр çичĕ çул, 807 лет. Тăхăрçĕр вăтăр çул, 930 лет. N. Сакăрçĕр çул. 800 лет. N. Пилĕкçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 595 лет. N. Тăхăрçĕр вуникĕ çул, 912 лет. N. Сакăрçĕр вунпилĕк çул, 815 лет. N. Тăхăрçĕр, вунă çул, 910 лет. N. Сакăрçĕр вăтăр çул, 830 лет. Сакăрçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 895 лет. N. Тăхăрçĕр утмăл икĕ çул, 962 г. N. Çĕр утмăл икĕ çул, 162 г. N. Виççĕр çул, З00 л. N. Виççĕр утмăл пилĕк çул, З65 лет. N. Çĕр сакăрвунă çичĕ çул, 187 лет. N. Çĕр ик çулхи. || При обозначении возраста, как и при др. числ., год можат быть опущено. Альш. Манăн çĕртен те иртнĕ (старше ста лет) асатте пур. М. Васильев № З, З2. Çĕрте икке çитнине. Якейк. Эс минчере? — Çĕр те пĕрере. Сколько тебе лет? — Сто один год. || Сотня (в смысле админ. разделения). См. Разг. С. Мих. 16.

тачкăш

(-ы̆ш), толщина (его). Нюш-к. Хурана ал çупăш (тачкăш) ăвăспа витсе хунă. N. Пĕр качи-пурне тачкăшĕ аяларах лекнĕ пулсан, хул-пуççи шăммине ватса каятьчĕ (разбила бы плечевую кость).

тевет

(тэвэт, т’эвэт’), назв. женск. Убора — лента, украшенная монетами и надеваемая через левое плечо. Изамб. Т. Альш. Суллахай хул-пуççи çинчен сылтăм хулайне (чалăш) тевет (умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ эрет, тата шăрçа пуснă, тата çавăнтах юнашартарах çиччĕ-саккăр, тенкĕшерлĕх кĕмĕлсем, çакăнса тăраççĕ, хыçалта нимĕнех те çук; тевете тăхăнмалла). ЩС. Тевет — широкая лента, перевешиваемая через правое плечо (шăрçа, нухрат, ял-тăрка, хурт-куççи). СПВВ. Тевет; хĕрсем хул çинчен çакаççĕ. Начерт. Тевет, лента, убранная бисером, коею препоясываются женщины, наподобие орденской ленты. Слеп. Тевет (чалăшла çакаççĕ; хор-поççиллă, тенкĕллĕ, хĕрлĕ сентелтен). Янш.-Норв. Тевет хĕрĕнчи шур, кукăр-макăрлă кăвак тытнă пукранка (тесьма). Теветĕн икĕ вĕçĕ пĕр çĕре сыпăнакан вырăнти „йыт пулли тĕрри пусма“ илсен, çав луччă тӳсекенччĕ-ха, теççĕ. Тевете хĕрарăмсем туй хĕр-çумми ларма çакса кайнă. Тевете сулахай хул-пуççи çинчен каялла туса çакса кайнă. Алших. † Тевет, тевет тиеççĕ, тевет çакки час пулмасть. N. Тевет, тевет тиетĕр, тевет сире çакланмас; сарă — хĕр, сарă хĕр тиетĕр, сарă хĕр сире çакланмас (не достанется вам, не попадет в ваши руки). Зап. ВНО. † Çуракине çитсессĕн, трр...и, трр...и! тăри сасси; хĕр вăййине тухсассăн, чăнкăр-чăнкăр тевет сасси. Ib. † Тевет, тевет, теветсем, эсир пурте пирĕншĕн, анчах телейшĕн кăна. Ib. † Тевет, тевет, тиетĕр, тевет сире çекленмест (не достанется); сар хĕр, сар хĕр, тиетĕр, сар хĕр сире çекленмест. Ск. и пред. чув. 69. Шăпкăр-шанкăр теветне хул-пуççи урлă ярать. Собр. 253. † Çийăм тулли теветĕм пур, сире халал тăвас çук, хĕвел карти пултăр-и! Кĕвĕсем. Ман теветри пилĕк тальăр — пилĕкĕш те пĕр манир. Байгул. † Тевет куççи, хурт-куççи, татса илмеллех килнĕ эпир. См. Золотн. 241.

текерлӳ

(т’эг’эрл’ӳ), то же, что текерлĕк. Сорм-Вар. † Тек-тек килме текерлӳ мар. ЙФН. Тĕвик-тĕвик текерлӳ, санăн йăву хăш тĕлте? Якейк. † Сĕм вăрманта текерлӳ, уя тохман, уй корман. Б. Олг. Текерлӳ çӳренĕ чохне мыракне (хохол) тăратат, вĕçсе кайнă чох выртарат. То же сл. в Питушк. Зап. ВНО. Услан кайăк шыв ĕçет, ик текерлӳ вăй вылять. (Лаша шыв ĕçнĕ чух икĕ хулхи выйлани, т. е. выляни). Яргуньк. Тĕвик-тĕвик текерлӳ, текерлӳвĕн чĕпписем тылла-пуççи хушшинче.

тел-пуççи

неизв. сл. ЧП. Теллĕм, теллĕм, тел пуççи. Ib. Тел-пуççинĕн çаранĕ.

тепĕррехи

(-h’и), сущий (seiend) в другой раз. N. Тата тепĕррехинче тискер кайăк, хул-пуççи çине сиксе ларса (вспрыгнув), хама та, лашама та çĕре сирпĕтсе ячĕ (сбросил).

тыла поç

тыл пуç, тыл пуçĕ, тыл пуççи, кочка в болоте. Юрк. † Çӳçĕ-пуçĕ тыла пуç (опред. предложение), çӳçне-пуçне пуçтараймас, хунчăкăшне юраймас. Собр. Çак çар халăхĕ тыла пуçĕ пулса тăрĕçинччĕ (пусть это войско обратится в кочки), тесе каларĕ, тет. Сорм-Вар. Вара хĕр каларĕ ăна: манăн атте тӳрĕ килнĕ çĕртре тыла пуçи нумай, çавăнпа час килеймес. Ёрдово. † Тыла пуçĕ усалĕ ыр çарана сая ячĕ (произн. саячĕ). Тюрл. Тыла пуçĕ, кочка. Зап. ВНО. Тыла пуççи, кочка на лугу. N. Хитре, çӳлĕ курăксем вырăнне... тыла пуççисем анчах лараççĕ. Сенчук. † Шăпчăк чĕппи ӳстертĕм тыла пуççи хушшинче. N. † Хухă çулçи тӳшек пек, тыла пуççи минтер пек. N. Çаран çинче тыла пуççи айĕнче путене йăви пулнă. || Назв. поля. Ураскилт. Тыла пуççинче выратпăр.

тылă пуççи

то же, что тыла поç. ЧС. Тылă пуççи минтер пек.

тылла пуççи

(п̚ус’с’и), тылла поççи (п̚ос’с’и), кочка. Календ. 1908. Чи лайăх тирĕс выльăхсем айне ыраш улăмĕпе тылла пуççи хутăштарса сарсан пулать. N. Шур, лачака, тылла пуççи таврашĕсем. || Кудель. Сомн.?

тына

(тына), телка. Альш. † Кĕтӳрен анат шурă тына, сĕтне суса илсе сахăр ту. N. Ĕне пруларĕ, тына турĕ.

тына пуç

кочка. Сред. Юм. Тына-пуç тесе çарансем çинче ларакан тĕмесене калаççĕ.

тына пуççи

кочка. Нюш-к. || Кочка на лугу. Янтик. ЧП. Тына-пуççи минтер пек. || Назв. поля. Алших.

тына

производить действия (массажировать) для восстановления кровообращения больного животного или человека. Слеп. Путяка амак çыпăçсассăн: пиççипе тынас, теççĕ; çавăнпала торткалаççĕ путяксене, пăрусене, вара онтан пушланать, хаманланать. Альш. Ан тына. || В перен. см. N. Мана тыналаса (хĕнесе) илчĕç пĕрре.

тынашка

то же, что тына, телка. В. Олг. N. Ĕне пруласа халь, прушĕ тынашка. N. Ĕне иккĕ сăватăп, икĕшин те пруйĕсем тынашка. Осрăп икĕ пруне те. || Телка, перезимовавшая зиму. Шибач. Тынашка пĕр хĕл каçнă тына (перезимовавшая телушка).

Çавăн пекех пăхăр:

тын тын-хăяр тына тына пуç « тына пуççи » тына-пăру тынав тыналăх тынас тынашка

тына пуççи
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org