Шырав: тыр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр:   
«Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» сăмахсарта кăна шырамалла
[+] хушма опцисем

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

саприс

то же, что сапри. Яргуньк. Саприс сапĕ, туприс тупĕ. (Чăхсене тыр сапса пани).

сейрен

сейĕрен, то же, что серен, сайран. Аттик. Чăвашсем ĕç пуçламас = пĕтермес сейĕрен кĕлтăваççĕ. Çавăн пек тыр вырнă чухне, ана пуçламас-пĕтермес сейĕрен кĕлтăваççĕ (моление). Етрух. Çапла хапхаран кил сейрен кĕрсен...

сылтăм

(сылды̆м), правый. N. Вĕсен тăватăшин те сылтăм пурни вĕçсем аманнă. Ачач 107. Сылтăмарах тăраканĕ. N. Кайнă чухне Мускав сылтăм енне юлчĕ. Мускавĕ те май çук ялтăртатат. Тим. † Савнипе ĕмĕр пĕрле пулас пулсан, пурçăн хутăр (у нее) сылтăм явăнтăр. Савни юта каяс пулсан, аллинчи хутăрĕ çĕре ӳктĕр. Сред. Юм. Сылтăм аллу тунине соллахай аллу ан систĕр. (Пит хăвăрт туса пăрах тессине çапла калаççĕ). Ib. Тыр вырнă чôхне çĕн-çынна сылтăм йăран хĕрне тăратаççĕ; солахай йăран хĕррине килти ватăраххисем тăраççĕ. || Правая сторона. Альш. † Çунаçăм сулăнчĕ сулăнка, хам юлайрăм сылтăма, атте-анне çуратрĕ ырлăха.

супне

соние (супн'э, сопн'э), плетенка из лыка, кузов, зобня. М. В. Шевле. Супне, плетенка для носки мякины. Сред. Юм. Сôпне — итемрен арпасĕм çĕклекен пысăк карчинка. СПВВ. МА. Супне (кушел) — анкарĕнчен арпа çĕклекенни. Ăна хăва хуллинчен тăваççĕ. Альш. † Пĕчĕкçĕ лаша — тур лаша, супне тулли тыр ыйтать. ЧП. Супне тулли сĕлĕ. || Изамб. Т. Супне, бадья. Кар.-Шемурша. Супне, бадья (старинная, делалась из лыка).

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

суха

соха (суhа, соhа, Пшкрт: соҕп), соха. Юрк. Суха таврашĕсем: купташка, калек, пăркăç, суха тытки, суха тимĕрĕ. Пшкрт. Части сохи: соҕа сы̆βаλиы, соҕа торδиы, соҕа копτиы, сорβан хы̆ми, хыз'олδиы пошкар, соҕа темри. В. Олг. Части сохи: соха копти (рассоха), соха ари (= аври, ручки), соха ораççи (поперечная палка), соха пăйи (подвои), соха çăпали (полица). Якейк. Соха хатĕрĕ: соха пуç, соха торти, соха аври, копта, пота пăявĕ, соха коптине тытакан вĕрен, сорпан хăми, пота пăяв патакки, торта пуç кантри, соха тимĕр, соха калак, карлав, тыр конти. Çĕнĕ-Мăчтăр. Суха; суха капташки, суха тимри, суха пăяв, суха тытми, суха савăлĕ, суха турти, суха каликки. || Пашня. В. Олг. Соха патне ыран ирех каймалла. Никит. Иван пичче апат хыçĕнчен улпут хырĕм турĕ те, суха патне кайрĕ. Баран. 120. Ака-суха тума йывăçранах сухине, сӳрине тунă. N. Суха çине, на пашню. N. Суха кампа тăвассине эпĕ кунта пĕлместĕп. Вута-б. Сухана пĕтерсен, анкартине сухалаççĕ, вара уммасене лартаççĕ. Четырлы. Кристянсем тырă акма сухана тухаççĕ. СТИК. Сухаран килтĕм. Приехал с пашни. N. Соха атте кисе сохаласа пачĕ. N. Атте сухана кайнă, йинке пасара кайнă. ЧС. Сухара (на пашне) турĕ пыратьчĕ (лошадь). Токшик. Тăпра типсен, суха патне тухаççĕ. N. Пирĕн çĕр ĕçлекен çыннăн килти ĕçсем: суха сухаласси, тыр вырасси, кĕлте кӳресси, авăн çапасси. N. Хапхана уçса яр халĕ еппин, эпир иксĕмĕр сухана тухса каяр. N. Сохасем хамах сохаларăм. N. Суха хытă пулчĕ (жесткая земля). Урож. год. Сĕлĕ сухине тăвать.

сохала

сухала (суhала, соhала, соҕала), пахать. БАБ. Ку сухала(са) тухсассăн, хай павускаран кун патне пилĕк тутар улпучĕ сиксе тухрĕç, тет. Янгильд. Екори конĕ тĕлĕнче çоракине сохалама тохаççĕ. N. Çапла вара миме тунă çыннăнне пĕр кунтах тислĕкне турттарса пĕтереççĕ те, анисене те сухаласа пăрахаççĕ. Ст. Чек. Сухала-сухала хулсăр пултăм. С. Айб. Пĕрре сухаласа çавăрăн. Сделай один круг пашни. N. Тетене, тыр вырма тухиччен, тытрĕ карчăк анине сухаласа памалла. О земл. Çĕр сухаламалăх типшĕрсенех, ăна акаччен сухаласа, сӳресе пăрахас пулать.

суха-пуç

суха пуçă, соха. Череп. Суха-пуç кĕмен, (земля) не пахана никогда. N. Суха-пуç Çеркей тытрĕ: спаççипă ăна. ЧС. Пирĕн тете те ирех суха-пуç кӳлсе кайрĕ. Изамб. Т. Ака (яровая пашня) тăватпăр тенипе, чăвашсем сахалăш ака-пуçпе сухалаççĕ, нумайĕшĕ суха-пуçпе сухалаççĕ; анчах ака-пуçпе тунин тыр авантарах пулат, суха-пуçпе тунин начартарах пулат. (Рассказ из прежних времен). КС. Суха-пуç ларт, наставить сошники на рассоху и наладить соху. N. Соха-пуç мăнтайине кул хуна тытмашкăн, хама тунă соха-пуç пĕчĕк лашапа йорамаç, мăнтай лашана анчах вăл. Вута-б. Суха-пуç, соха; части ее: купташка, плота, суха-пуç тимри, сошники; суха-пуç калакки, полица, которая служит вместо пера у железного плуга и отваливает и переворачивает землю; суха-пуç пăявĕ, или пăркăç, подвои; суха пуç тытки, ручки; купташка хĕскĕчĕ, валĕк; суха-пуç турти, оглобли; турта патакки, поперечина у сохи; савăл, клин для укрепления плоты; суха-пуç тимĕр хулхисем, рога у плоты, на которые насаживаются сошники. Сред. Юм. Сôха-пуç пôстаркăç — капташкана посарса хĕстерекен ôрлă хăма. Нюш-к. Суха-пуç капташки, тимри, калекки, суха пăявĕ, тытка. Аттик. Ял тавра суха-пуç туртса çавăрма хĕрĕх те пĕр хĕр суйласа илчĕç. (Хĕр-сухи).

Сăвăр

(сы̆вы̆р), веять. ЧП. Пĕр çилсĕр тулăсем сăвăртăм. СТИК. Çил вашлаттарса вĕрнĕ чухне (çил хытă вĕрнĕ чухне) тырра часрах савăрса пăрахасчĕ-ха. Сред. Юм. Тыр сăвăрас тесе тырра кĕреçепе ывăтса çил çинче тасатас тессине калаççĕ. Орау. Мишук ятли вир аштарса пĕтерсен, тытăннă йĕтем çинче вир сăвăрма. Çав вăхăтра Кăркка ятли, кĕсем умăнчен иртсе кайнă чухне, тытăннă кунтан, Мишукĕнчен, мăшкăласа кулмашкан: ай, ай, сирĕн кăçал вирĕр нуммай пулнă иккĕн, кăна тултарма мишукăрсем те çитес çук! тесе. || Помешивать особым образом, как бы вея. Орау. Хăмла вĕресе хăпарса тăкăна пуçласан, алтăрпа сăвăрсан, вĕрени чакать. Сĕт вĕресе хăпарсан та, çаплах сăвăрсан, чакать. Изванк. Перекет, перекет амăшĕ, килĕр ĕçме-çиме, тĕпелерех иртĕр, тет те, сăрине пĕртак: перекет, тесе, шăпана йĕри-тавра сăвăрса ярат (сливает понемногу в жбан. çĕн çын яшки). КС. Сăвăр, черпать молоко и постепенно выливать назад, чтобы во время кипячения оно не ушло из котла. Ib. Сĕте аран сăвăрса чартăм, пăртакках тăкăнса каятьчĕ.

сăркăлтат

(-гы̆лдат), дрожать, знобить, мозжить, ныть. КС. Ура, çывăрсан, сăркăлтатать. Якейк. Çав тарăн çыра пăхрăм та, пĕтĕм клетке-çорăм сăркăлтатса карĕ. ТММ. Унта пăхма пуçласанах, Йăванăн тăшманĕ сăркăлтатса кайрĕ. Ib. Иртен илсе каçчен тыр выртăм та, алă сăркăлтатать анчах. (Сăркăлтатни — состояние тела после тяжелых работ). Чертаг. Сăркăлтатать, кӳнкретнĕ. См. сăрăлтат.

сăтăр

(сыды̆р), тереть. Чăвашсем 35. Икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ. Собр. Куçă тĕкне сăтăрсан пĕр тĕкĕ тухсан, хăй тăванĕ килет, теççĕ. Кан. Чыстиех вăйсăрланса çитсе, хырăмĕпе юра сăтăрса йăнăшать. КС. Кусатран урапана сăтăрать. || Натирать, обтирать, потирать, растирать. N. Ман алла амальпе сăтăр-ха (потри мне руки). Латыш. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса çапла каласа ларать: тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. Хурамал. Çипе ăвăспа сăтăраççĕ (шаркнуть). Скотолеч. Малтан тăлапа сăтăрас пулать (растирать). Туперккульос 75. Типĕ тутăрпа сăтăраççĕ. Гладить. Юрк. Чи юлашкинчен хĕрĕ ларакан çĕре çавăтса пырсан (кобылу — кĕсре-выльăх), чĕлпĕрне çине тăхăннă тумтирийĕн тӳнтер енĕпе тытса, хĕрне (невесту) виç тапхăрччен тыттарат. Вăл та çапла тумтир аркипех тытса парат. Виç хутчен çапла сăтăрса тытса парсан, выльăхне вара кĕрӳшĕ каллех витине хупса хурат. ППТ. Вара чӳклеме пĕлекентерех çын куркапа çав ăсса улăхнă (принесенную) шыва ăсса илет те, çурăм тăрăх сăт(ă)ра-сăт(ă)ра: çырлах! çырлах! тесе, шыв ярат. (Уй чӳкĕ). Сунт. Кив самаскă лайăх уйăрăлтăр тесен, ăна вĕри утюкпа пусса сăтăрса тухмалла. || Скоблить, сгребать. Т.-И.-Шем. Çтена çинчи çуртисем çунса пĕте пуçласан, вĕсене çтена çинчен икерчĕпе сăтăрса илсе, хывнă чашчă çине пăрахаççĕ. ТХКА 72. Вăрман хĕрринче шĕшкĕ-качкине пĕтĕмпех сăтăрса пĕтернĕ. Эпĕ шала кĕтĕм. || Мазать (замазкой). || Проводить черту (по земле). Череп. || Рвать. Сред. Юм. Пĕр карман нăх (= нăк) сăтăрса тôхрăм (= татса тôхрăм). КС. Çĕмĕрт сăтăрас, срывать (особенно). Орау. Паян эпĕр хăмла сăтăртăмăр (снимали хмель). || Тащить, волочить. Чхĕйп. Çав хĕртнĕ чула тĕпелтен пуçласа пӳрт таврала сак тăрăх сăтăрса (= сĕтĕрсе) çавăрнă та, тула тухса вилнĕ çын хыççăн утса янă. Ир. Сывл. 24. Тапаланать малалла „букçир“ тенĕ япала, пилĕк паршă сăтăрса. Альш. † Çулă пăтта хайăрнă, хур тукмакне сăтăрнă. См. сĕтĕр. || Драть, загребать. N. Ку çын икçĕр тенкĕ сăтăрат (загреб, сгорстал), тет те, килне каят, тет. Юрк. Пирĕн улпутсем жалованье пит лайăх сăтăрнă. || Убежать, удрать. Ст. Чек. Ачасем хуçаран хăранипе киле сăтăрнă. || Бить. Хурамал. Çитменне тата, этемсем ака тунă чух лашисене çапла çапаççĕ тесе, упана пыра-пыра чăпăрккапа сăтăрнă тилĕ. || Уничтожать. П. Сормово. Салтак хĕçе сулса ячĕ, тет те, вăрмана сăтăрса касса анчах тăкрĕ, тет. N. Пулемйотпа сăтăрса тăкаççĕ. N. Сисмен хутран хай хулана çĕмĕре пуçланă, вара пĕтĕмпе çĕмĕрсе (сăтăрса) тухнă. || Склонить на свою сторону. Юрк. Вырăссем вĕсене хăйсем алли айне туртса иличчен, кĕсем (эту) хăйсем енне сăтăрса илме тăрăшнă. || Вытирать. Ст. Чек. Типĕ япалапа хытă пусса шăлса илес. || Волочить. КС. Сăкманне сăтăрса пырать (волочит).

çавăрса ил

окружить, захватить. N. † Анкартине çывăхарнă хĕрсене çавăрса илсе пулмарĕ. Баран. 54. Хыçалтан хир енчен икĕ тĕлтен поляксем çавăрса илнĕ (крепость). N. Ку вилнĕ çын каптăрт! кайса ӳкет, тет. Хай старик патшана çавăрса илет те, калат: мĕнле, патша, эсĕ капла салтак çапса вĕлеретĕн? тет. N. Ибрахим, майпа анса, лашана мăйран çавăрса илчĕ, тет. N. Хулана çавăрса ил. ЧII. Хапхăр умĕнче хурăнлăх, çавăрса илĕрсем кашăклăх. Альш. Ку ухмах пĕр суйламасăр-тумасăр пĕр пĕчĕккĕ шапине çавăрса илет те, çарăк çине лартса каят. N. Карл I малтанах халăха юри кăна ирĕк ыйтнă ирĕксене панă та, хăй халăх хушшинчи матур çынсене çавăрса илсе пĕтерме пуçланă. Кратк. расск. 28. Сасартăк вăйлă çавра-çил тухрĕ те, çурта çавăрса илсе çĕмĕрчĕ-пăрахрĕ. Кан. Ют качакана хӳререн çавăрса илнĕ. Ib. Елен инке çĕрне те çавăрса илесшĕнччĕ кăсем. Çутт. 154. Хăш чух çунакан туратсем хуçăлса анаççĕ, вут çулăмĕ вĕсене çавăрса илет те, тăçта çитех çӳлелле уткăнса каять. N. Ăна пур çĕртен те инкек-синкер çавăрса илĕ. Орау. Вăл кунти халăха хăй аллине çавăрса илесшĕн тăрăшнă. М.-Яуши. Çурлипе тырă çавăрса илсен (когда захватим хлеб серпом), перекетне пар. (Моленье). || Охватить глубоко, осмыслить, понять. N. Вăл хăçан-та-пулин пуç тавра виçсе çавăрса илсе шухăшланă-ши (подумал-ли хоть когда-нибудь более или менее основательно?). Баран. 59. Япалана вăл (он) час ăнласа, çавăрса илнĕ (соображал, понимал). || Схватить за (что). Ст. Чек. Çухинчен çавăрса илнĕ (или: тытнă), схватил за шиворот. Баран. 58. Карап хӳрине хăй çавăрса илнĕ. || Отрезать путь. Сред. Юм. Кĕтӳ тыр çине кайнă та, кĕтӳçсем арран çавăрса илчĕç (отрезали путь). || Собирать в одно место. Ст. Чек. Кĕтĕве çавăрса ил, собери стадо в одно место. Сред. Юм. Выльăхсем пĕтĕмпе тыр çине кĕрсе кайнă та, кĕтӳç арран çавăрса илчĕ. || Переносно — охватить, овладеть (напр., искусством пения). Турх. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăттăм, ăшăмра мĕн пуррине калăттăм.

çапкаланчăк

(-џ̌ы̆к), шатун, кто шатается без дела. КС. Е-е, çапкаланчăк, вăсем хушшинче мĕн çапкаланса çӳрет-ши? (трется?) СПВВ. ГЕ. Çапкаланчăк тесе нимĕн ĕçсĕр çапкаланса çӳрекен çынна калаççĕ. СПВВ. ТМ. Çапкаланчăк — ĕçсĕр сĕтрĕнсе çӳрекен çын. || Скандалист. СТИК. Çав çын ӳссĕринче питĕ çапкаланчăк, урăлсан унтан йăваш çын тупаймăн. || Запутанный, беспорядочный. Сред. Юм. Тыр пит çапкаланчăк, веç ôрлă-марлă выртса пĕтнĕ: епле вырмалла-ши ôна? СТИК. Кăçал тырă питĕ çапкаланчăк, теççĕ епле пуçтарăпăр (çапкаланчăк — беспорядочное расположение то в одну, то в другую сторону, относительно хлебов).

çерем çĕт

(с'э̆т), поднимать новину. КС. В. Олг. Çерем çĕт, çерем уç. ТММ. Вара вĕсем вăрмансене касса, çеремсене çĕтсе, хăйсен акмалли вырăнне аслатаççĕ те, тыр-пул акма тытăнаççĕ.

çил хӳри

ветрельник. М. Тупт. Сред. Юм. Çил хӳри тесе арман панче çил кăçтан вĕрнине пĕлме лартакан патак тăрăнчи мунчалана калаççĕ. Янтик. Çил хӳри тесе тыр сăвăрнă чухне çил кăçтан килнине пĕлме лартакан япалана калаççĕ. Ăна е тĕкрен, е хутран, çиппе патак вĕçне çыхаççĕ те, патаккине тăратса лартаççĕ. Чертаг. Çил хӳри (ăна арманта кôрăсран тăваççĕ). Сюндюк. Çил хӳри — нечто в роде флага для определения направления ветра. Ст. Чек. Çил хӳри (устраивают его, напр., в виде петуха, из жести). Орау. Çил хӳри, ветрельник. || Ветреный (гов. обыкновенно о бойкой женщине, которая всюду поспевает, бегает туда и сюда). СТИК.

çиç

(с’ис’), сверкать (о молнии), блистать, сиять. N. Çĕрĕпе çиçĕм çиçрĕ. Всю ночь сверкала молния. N. Çиçĕм йăл-ял çиçсе каять. N. Çап-çутă çутăпа çиçсе тăракан япала. КС. Вут, çапсассăн, çиçсе каять (искры от огнива). N. Аван-ĕçке çулра пĕр çуркунне, çурхи тумпа çиçсе тăнă чух. Турх. Çав кунĕнче (летом) хирте çеçке çиçет. || Пронадать, исчезать, таять. Турх. Мĕн пур хирсенчи юр çиçет, вăрман хĕрри те ешерет. || Сметать метлою с вороха сор, напр., колосья, соломинки и пр., провеять лопатой очищенное зерно вторично. Тюрл. Çиçмелли çолăк (особая метла из сука березы). КС. Тырă кăшăлне сăвăрса пĕтерсен, тасатма ăна тепĕр хут сăвăраççĕ, ăна: çиçес, теççĕ. ТММ. 1) Кăшăл çине çулăкпа шăл, 2) кĕреçепе çиç кăшăл хĕрринчен, З) çупса яр, засветить, 4) çиçсе çӳре, ходить с сияющим лицом; форсить. Изамб. Т. Ыраш кăшăлне сăвăрнă чухне çиçех тăраççĕ. Сверху ворох зерна на току метут метлою (çулăкпа), чтоби отделить падающие колосья и пр. от зерен. Сред. Юм. Итем варĕнчи тырра, арпинчен тасатса, шăпăрпа çиçеççĕ. Ib. Сарăм варĕ çинчи пучахсĕне шăпăрпа пуçтарса илес тессине: çиçес, теççĕ. Ib. Авăн çапнă чôхне кăшăл сурнă (= сăвăрнă) çĕртен пучахсĕне шăпăрпа çиçсе илеççĕ: çав çиçсе илнĕ арпана çиçнĕ арпа теççĕ. Орау. Тыр сăвăрнă чухне, пĕр хут сăвăрса пĕтерсен, тепĕр хут пĕчĕккĕн сăвăраççĕ, çавна: çиçет, теççĕ. Тыр çиçнĕ чухне тырри хăй те тасалса çуталать, теççĕ. Малтан мăннине сăвăрса пĕтерсен, вара малалла (дальше) кăшăл купи пулачченех çиçсе сăвăраççĕ. N. Кĕреçепе çиç кăшăл хĕрринчен. || Засветить, ударить. В. С. Разум. КЧП. Пирĕн атте пăтă çимессерен питрен çиçет. Кан. „Канаш“ пулман пулсан, вăл йĕркене питрен çиçсе ярсан та пĕлес çук. N. Çиçсе ярăп ак! Засвечу вот! || Бегать быстро. Якейк. Ачасам пирн пата çиçсе çитрĕç (васкаса чопса çитрĕç). Орау. Атя, çиç часрах. Ib. Туххăм çиçсе кайса килчĕ (сбегал в один миг). || Форсить, франтить. Турх. Хам çамрăк та халĕ эп, çиçетĕп; ваттăм çинчен епле шухăшлăп? Орау. Мĕн çиçсе çӳретĕн (сивĕре çӳхе япала тăхăнсассăн калаççĕ). Ишь как надел трепёхталку. N. Çиçсе çӳре, ходить с сияющим лицом, форсить.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çулă-çулĕпе

годами; в иные годы. Кан. Çулĕ-çулĕпе унтан нумай тупăш кураççĕ. Орау. Упнер леш енче çулĕ-çулĕпе (в иной год) тыр лайăх пулать унта. Альш. Çулĕ-çулĕпе çирĕмшер урапаран ытларах пулнине те калаçаççĕ (хлеб, в урожайный год на загоне).

çул килĕшнĕ

случился подходящий год. Сред. Юм. Ытти тырă полман çол пĕр тĕрлĕ тыр полсан: тырра кăçал çол килĕшнĕ, теççĕ.

çултан çул

с года на год, из года в год, с каждым годом, Календ. 1907. Çавăнпа çултан çул çĕнĕ çĕре халăх сахалтан сахал куçать. N. Тыр номайтарах туса илессишĕн, çолтан çол кĕрешӳ вăйланса пырать.

çулăк

çолăк (с’улы̆к, с’олы̆к), лоза (род метлы без отдельного метловища, вырубается целиком вместе с череном), которою сметают с вороха колосья. Орау. Çулăк — тыр çи шăлмалли шăппăр. Çутт. 43. Çулăкпа та, шăпăрпа та тасатрăм эп ашăмне. Ib. 42. Атте сăвăрма тытăнчĕ, аппа çулăкпа çиçет. ТХКА 47. Те хамăра мăшкăлласа, те кĕсри ытла йăвашран, ут кĕтӳне ярсан, çынсем хĕлĕхне çăлса пĕтеретчĕç. СПВВ. ФН. Çулăк — кăшăл çине шăлаканни. Питушк. Çолăк — метла (тыр çи шăлма, без черена). Тюрл. Çолăк — çиçмелли, метла для вороха (очищают ворох). Ст. Чек. Çулăк е çулкă — хурăн тăрринчен тунă шăппăр. Сред. Юм. Çолăк тесе хôрăн вăрăм патаккисĕнчен тунă шăпăра калаççĕ. Илебар. Çулăкĕ хыçалтă.

çумăр

çомăр (с’умы̆р, с’омы̆р), дождь. См. çăмăр. СТИК. Тен çумăр çăват-и кĕçĕр; пĕлĕтсем хура-хура туха пуçларĕç. Смотри, как бы сегодня дождь не пошел, все собираются черные тучи. N. Икĕ уйăхран (через два месяца) аслă вăйлă çумăр килчĕ. ЧС. Вара аслати авăтăрĕ (= авăтрĕ) те, шултăра çумăр ячĕ, кĕтӳ те кӳртĕрĕ (= кӳртрĕ). N. Çумăр çумаллипе çăвать. Дождь идет все сильнее и сильнее. Янш.-Норв. † Çумăр килет хуралса, вăрман çине шуратса. ТММ. Мана кĕтеççĕ, эпĕ тухатăп та, тарса пытанаççĕ. (Çумăр). Зап. ВНО. Çумăр юхтарса çăвать. Идет сильный дождь. Ib. Çумăр çӳпçерен тăкнă пек тăкать. Шурăм-п. Çумăр çӳпçерен янă пек çурĕ. Ib. Унччен те пулмарĕ, пĕр хĕринчен (с одного края горизонта) çумăр кăвакарса тухрĕ. Изамб. Т. Çумăр çуса иртсе кайсан, когда выпадет (или выпал) дождь. Регули 1367. Çомăр чарăнсанах, кайрĕ. Ib. 1080. Çак çомăрта порте йĕпенчĕç. Этот дождь помочил всех. Ib. 1061. Çомăртан (лапраран) каймарĕç. Не пошли, так как был дождь (была грязь). Ib. 806. Çомăр çуни лайăх мар. Ib. 412. Ыран çомăр полĕ (пожалуй будет). Ib. 410. Ĕнер-çомăрччĕ. Вчера был дождь. Сятра. Çомăр кĕрсе карă, тет, Холă кап çомăр çоат, тет. Ib. Кăнтăрлаки çомăр ниме те йорачас, тет (типсе каят), каçхи çомăр анчак калчая йорат. Ib. Ирек корак кăçкăрсан, çомăр полат, тет. Ib. Ой, чивер çомăр çоат, тӧр çомăр. N. Паян çумăр çĕре витерчĕ пулĕ (промочил небось). N. Çумăр витерчĕ мана паян (дал знать). N. Уяв вăхăтĕнче çумăршăн (чтобы выпал дождь) чӳк тăваççĕ, вăл чӳке ачасем тăваççĕ. Ст. Шаймурз. Иртнĕ çумăра юпах тьыхапа ан хăвала, теççĕ. (Послов.). Череп. Çумăр çапса çăват (хлещет). Ib. Çумăр тĕтет (льёт во всю). Ib. Çумăр çунтарат („жарит“). N. Пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă. Пурăнсан-пурăнсан, вăсен ача çуралнă. Вырăс йăлипе, пачăшкă хушнă тăрăх, вăсем ăна тĕне кӳртме чӳркӳве кума тупимасăрах кайнă; ялĕпе те пĕр çын тупиман, мĕшĕн тесен, кума пулас пулсан, чӳркӳве каймала: чăвашсем унта хăшĕ ĕмĕрĕпе иккĕ анчах кайнă: тĕне кĕме, вилсен. Кусене хирĕç пĕр шап-шур сухаллă пуçтаракан старик тухнă та: ăста каяттăр? тесе ыйтнă. Лешсем: ача тĕне кӳртме каятпăр та, пирĕн кума çук. Эсĕ пулмăн-ши? тенĕ. Старик хавас турĕ, ачана тĕне кӳртрĕç. Ача çитĕнет. Пĕре урамра выллянă чух, унтан пĕри: сан пуск-аçу кам? тесе ыйтнă. Лешĕ: пĕлместĕп, тенĕ. Юлташсем пурте кулса ячĕç. Ача вăтанса пӳрте кĕчĕ; амăшĕнчен: ман пуск-атти кам? тесе ыйтма тапратрĕ. Амăшĕ ăна мĕнле тĕне кӳртнине каласа кăтартнă. Вара ача ашшĕсенчен вăрттăн пуск-ашшĕне шырама кайрĕ. Çулпа утса кайнă чух, вăл пĕр хутаç çакса хирĕç пыракан старика курнă. Старик унтан: ста каян, тесе итсен, вăл: пуск-атти патне каятăп, тенĕ. Пуçтаракан: сан пуск-аçу эпĕ, ман пата пырас тетĕн пулсан, куçна хуп, тенĕ. Ача куçне хупрĕ. Уçсан, пĕр пит кетмер пӳртре тăнине курчĕ, тет. Пыск-ашшĕ ăна хунь пӳлĕмĕсене кăтартса çӳрет. Пĕр пӳлĕмре ача ала çинче такана ларнине курчĕ. Патнерех пырсан ала витĕр пăхрĕ те, халăх хĕрсе тыр вырнине курчĕ. Вăл халĕ пĕлĕт çинче пулнă. Ача тĕлĕнсех карĕ. Астумасăр такана çине пусрĕ те, таканари шу тăкăнчĕ-карĕ, ала витĕр юхса çумăр пулчĕ. Халăх хыпаланса кĕлте йăтма тапратăрĕ. Ак мĕнтен пулать çумăр. Б. Олг. Витререн (каткаран) çунă пак çурĕ çомăр. Ib. Тата вăл çомăр витрех вуртарчĕ. Кроме того, он заставил в дождь жать хлеб. N. Вăрман хыçĕнчен çомăр хăпăрать. Из-за леса идет сюда дождик. КС. Çумăр ӳккеле пуçларĕ (накрапывает), сăрат (кладку) тăвар. Артюшк. Çумăр чарăннччен, кунта кĕтсе ларар-ха! Спшрак. Эпĕр конта ларнă чох (пока мы здесь сидим), каллах çомăр çума поçланă. Сарат. Çумăрăн хӳри кăна çакланчĕ. Дождь задел только краем. Ib. Çумăр çитсе çапрĕ. Нагнал и вымочил дождь. Бюрг. Кураксем кранклата пуçласан, çумăр тухат, теççĕ. N. Çумăра яман накидкă. || В перен. смысле — о плачущем. Сред. Юм. Çумăр çăвать! (Йĕрекен çын çинчен калаççĕ). СТИК. Пĕр ушкăн çумăр çуса карĕ (т. е. он поплакал, пролил слезы. Гов. о маленьких).

çурăм-пуç

заря. (Полностью соответствует алт., тел., куманд., бараб., половецк. jargын, блеск, свет, луч. См. Радлов, Слов., III, 136. Хорачка. Куак çорăм-поç килет çутăлса. Питушк. Çорăм-пуç хупарсанах кайăпăр. N. Çурăм-пуç яр çутăличченех лартăмăр. Сидели до самого рассвета. ЧП. Çурăм-пуç шуралса, шурă автан сассисем илтĕнеççĕ. Алекс. Невск. Çурăм-пуç шурала пуçласан. N. Çурăм-пуç палăра пуçласанах. Изамб. Т. Пирĕн ĕнер çурăм-пуç çутипе тыр вырма кайрĕçĕ. СТИК. Хусантан уккас килмесĕр тимĕр хапха уçăлмаст. (Çурăм-пуç). N. Çурăм-пуççипе. || В смысле вечерней зари — ошибка. N. Ĕнтĕ каçхи çурăм-пуç те вăрман урлă хĕреле пуçларĕ. || Назв. божества Т. VI, 6. Çурăм-пуç амăшĕ, çурăм-пуç...

çăкăр

(сы̆гы̆р, сŏгŏр), хлеб. N. Хулăн укçи çĕр тенкĕ. Калаçнă чух вун тенкĕ çăкăр çине хумалла, теççĕ. Сред. Юм. Çăкăр кăмакана манса йолсан, килте кăшĕ те полса вилет, тет, çавăнпа она çол тăваткăлне тохса пăрахаççĕ: вара вилмес, тет. (Нар. поверье). Ib. Çăкăр хырăм хыççăн çӳремест, хырăм çăкăр хыççăн çӳрет. Ib. Ôнта çиес çăкри пор поль. Судьбой определено тамошний хлеб есть. (Гов. невестам, выходящим замуж, и солдатам). Ib. Эп санран маларах çăкăр çинĕ. (Гов. молодым, когда о чем-нибудь спорят, указывая на то, что он старше и потому опытнее и больше видел). Ib. Вăт сахал хôтсан, çăкăр начар пиçет; ăна вара: елпенсе пиçнĕ, теççĕ. Ib. Пиç, пиç çăкăр, аçу-аму çăкрине хора йытта ан кайса пар! (çапла каласа алла тытса ачасĕне çĕре антарса яраççĕ, вара çав ачасĕне çĕклекеннинчен пĕри кôшак полать, пĕри хуçи полать те, тыр вырма каян пикки туса, пăртак аяккарах кайса, корăк çинче пĕкшĕнсе çӳрет; кôшакки, çăкăр полнисĕне пырса çиесшĕн, чупса пырать (дотрагивается). Хуçи ôна хуса ярать; кôшакки порне те çисе ярсан, каллах çĕнĕрен тепĕр хут çавăн пик выляççĕ. Изамб. Т. Çăкăр хывсан, кӳрсе пар вара? — Юрĕ. N. Кăмакана сакăр çăкăр кĕрет. ФТТ. Çĕнĕ çăкăр çинĕ çĕре усал çын пырса кĕрсен, теллей çук, тет. Батыр. Салтак ăсатнă чухне ашшĕ-амăшĕ, е тăванĕсем, унăн ячĕпе асăнса турă умне çăкăр хураççĕ. Сунт. Çăкăрсем чиксе хатĕрле-ха (на дорогу), каçчен çитес. Изамб. Т. Салтака кăларса кайнă чухне ялтан пĕр аллă пичетни кайсан, е пĕр хĕр-ача, е пĕр арçын-ача юпа çине тăрса: çăкăру манса юлнă! тесе кăçкăрат. Н. Шинкусы. Сĕтел çинче пĕр пуçламан çăкăр выртатьчĕ. СТИК. Çын килсен, çынна çăкăр лартмасăр яни аван мар (не хорошо не накормить человека), теççĕ. Рак. † Шур перчетке хĕрсен саламĕ, наян хĕрсем сăкăрăн харамĕ? К.-Кушки. Çăкăра ан шăйăркала. Не черти по хлебу. ЧП. Шур çăкăр, белый хлеб. Аттик. Тата кашни хуран çăмне чашăкпа виçшер пашалу, пĕрер пуçламан çăкăр е читнай çу сĕрсе лартать. N. Çăкăр çĕртсе пурăн; пĕр çăмартапа пĕр çăкăр çиме хушнă. Буин. Мана çăкăр çимес тетием? Разве я не человек? Разве я такое ничтожество? N. Çăкăр сана чĕнмес вĕт, теççĕ. (Послов.). Букв. 1886. Эсĕ çăкăр çисе çĕртме анчах. N. Çав йĕркесĕр пурăнакансем, халăха çăкăр вырăнне çиекенсем, пирĕн пурнăçа пĕтереççĕ. N. Выçăхнă çынна çăкăр кăтартман пулĕ. Альш. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн-вĕт! теççĕ. N. Пирĕн çимелĕх çăкăрри çук пулсан та (хотя нам и нечего есть), куланай партармасăр патша тарçисем хăварман. || В перен. знач. Альш. † Эп каймăттăм çав Чĕмпĕре, çăкăрăм çавăнта туртат (то же, что тат. Risiq tarta). Ст. Шаймурз. † Сирĕнех те çийĕрте пустав халат, çил тавăртăр сылтăм аркине; эсир чĕннипе пырас çук, турă çавăртăр атте-анне çăкăрне.

çĕлен мăйраки

„рожки змеи“. Н. Карм. Çĕлен мăйраки кĕнĕ пулĕ сана, пуян тăратăн: укçа та нумай, выльăх та нумай, тырă та нумай. Ib. Рăскаллă çын çĕлене курать. Мăйракаллă çĕлене курсассăн, шур туттăр пăрахать, (шурă япала) сарса пăрахать çĕлен умне. Çав шурă çине çĕлен мăйракине пăрахать. Унтан вара вăл çын илсе тавăрнать те, пуять: укçа енчĕкне ярсан, укçа нумай пулать; выльăх картине хĕстерсе хурсан, выльăх нумай пулать; вăрлăх тырă çине чиксе хурсан, тырă ăнать те, хуçа пуять. Çĕлен мăйракине çухатсассăн çука ерет: пит хытă сыхлас пулать. ФТТ. Укçа хутаççине е тыр ăшне çĕлен мăйракине хурсан, хутаçри укçа е пырари (= пӳлмери) тырă нихçан та пĕтмест. Орау. Темскерле ылттăн мăйракаллă çĕлен пур, тет. Мăйракисене вăл кашни çулах пăрахать, тет. Çав çĕлен мăйракине тупакан çын пуять, тет. Тулĕк çамкине икĕ мăйрака пек мăккăль сиксе тухать, тет. Хир-пуçĕнчи Кулля çавăн пек мăйрака тупса-пуйнă, тит, çамкинчи мăккăлĕ те унăн çавăнпа тухнă, тит. Вăл халь кам-та-пулсан çамкине перĕнтерсе мăккăль сиктерсе кăларсан: ку Кульля мăйракине ăçтан тупрăн? тесе ыйтаççĕ кулса.

çĕнĕ çул

çĕнĕ çол, новый год. N. Çĕнĕ çулсем иртсен, эпĕ те çанталла пыратăп. ФТТ. Çĕнĕ çул каç тăвар çисе выртас пулать. Вара тĕлĕкре арăм пулас хĕр пĕр курка шу исе пырса ĕçтерет. Ib. Çĕрле çĕнĕ çул каç чĕпсем картине кайса чĕпĕсене тытмалла. Хĕр атана тытсан, упăшки салтак пулать, атан мар пулсан, салтак пулмасть. Ib. Çĕнĕ çул каç анкартине кайса алăпа тытмасăр пĕр çăвар тулли çапнă ыраш улăмĕ хыпас пулать. Унтан улăмне çăвартан кăлармасăр хыпнипех киле исе пырас пулать. Унта илсе пынă улăм пучаххинче минче пĕрчĕк тыррине шутлас пулать. Миçе пĕрчĕк тырă, хыпакан çын çавăн чухлĕ пурăнать. Ib. Çĕн çул каç кашта çинче ларакан чăхăсене тытаççĕ те, вĕсене тырă, кĕл, кăмрăк, шу, хăмла параççĕ. Çав панă япаласенчен чăхă хăшне сăхать, çынтан упăшка пуласси, е арăм пуласси хĕр те çавнашкал пулать: тырă сăхсан, пуян пулать, кĕл — начар, шу — эреке ĕçекен, хăмла — кутăн. Ib. Çĕн çул каçне çĕрле пуян патне пырса чӳрече патне тăрса пӳртре укçа шутланă сасса итлес пулать. Укçа чăнкăртатнă сасă илтсен, итлекенĕ каялла каймасть, пуярах парать. Ib. Çĕн çул каç пĕчченех тула тухса итлесе тăрас пулать. Пуртă сасси илтĕнсен, çав çын тепĕр çулччен вилет. Ib. Çĕн çул каç çĕрле пĕчченех ампар кĕтессине кайса тăрас пулать. Ампарта кăштăрт! тенĕ сасă илтĕнсен, итлекен çын пуять. кăтăрт! тенĕ çасă илтĕнсен — начарланать. Ib. Çĕн çул каç куç пăхмалли илес пулать, алла çурта тытас пулать, унтан виçĕ хут сăхсăхас пулать, вара санăн вилнĕ тăванусем курăнаççĕ. Ib. Çĕн çул каçне чашкăшне шу ямалла, хĕрне кашни ху пĕлекен, ху юратакан хĕр ячĕпе пĕрер хут татăкĕ çыпăçтармалла; унтан шушне (= шыв ăшне) пĕр çавăрнакан япала яраççĕ. Япала хăш тĕлле чарăнать, çавăраканне, çав тĕлте мĕн ячĕ çырнă, çавă юратать, е качча ăна илмелле пулать. Ib. Çĕн çул каç çĕрле таса юр çине выртаççĕ: тепĕр ирхине пырса пăхаççĕ. Выртнă вырăнта йăтă тĕкĕ пулсан, выртакан çын тепĕр çĕн çулччен вилет. Ib. Хĕрсем çĕн çул каçне тимĕр татăкĕпе: çăла питĕретĕп, тесе, çăл тара (= тавра) çавăрăнмалла. Упăшки пуласси вĕсене тĕлĕкре çăл уçтарма пырать. Ib. Çĕн çул каçне сурăхсем картине кайса пĕр сурăх мăйне курăспала çыхмалла. Ирхине ăна кайса пăхмалла. Сурăхĕ шух, е начар, е выйлă, е ватă, е çамрăк пулсан, упăшка е арăм пуласси те çав сурăх пекех пулать. Ib. Çĕн çул каçне, çурçĕр тĕлĕнче, сăн пăхмаллипе çутнă çурта илес пулать. Çири хĕреçе хывса пăрахас пулать. Çуртана сăн пăхмалли умĕнче тытас пулать, унтан: эй, мана упăшкам пуласси, тух! тесе, чĕнес пулать. Чĕнсен, упăшка пуласси мал пуçĕ, унтан мăйĕ, ал, кăкăрĕ курăнать. Пилĕк таран курăнсан, çуртана сӳнтерес пулать. Çӳнтермесен лешĕ: эсĕ мана ма чĕнен, тесе, хĕре çĕçĕпе чикет. Ib. Кирек мĕлле ремеслăна вĕренес тесен, çĕн çул каç çурçĕр тĕлĕнче вилнĕ çын турпасĕ çине кайса ремеслăна вĕренмехленсе ларас пулать, каялла çавăрăнса пăхма юрамасть. Кайра шуйтансем, ашшĕ-амăшĕ тăванĕ, йăмăкĕ пулса, пире хĕрхенсе каялла çавăрăнса пăх: пире вăр-хурахсем вĕлереççĕ, пулăш пушалăстă пире, тесе, йăлăнаççĕ. Каялла çавăрăнса пăхсан, шуйтансем ăна çавăнтах вĕлереççĕ. Çавăрăнса пăхмасан, ăна турă ангĕлĕ курăнса вĕренес тенĕ ремеслăна пит аван вĕрентет; унтан киле ярать. Çавнашкал çын пек вара лайăх хăй ремеслине пĕлекен никам та çук. Ib. Çĕн çул каç çур пус укçа тупма пулать. Вăл çур пуса тыр ăшне хурсан, тырă нихçан та пĕтмест, укçа хутаççине хурсан, укçа нихçан та пĕтмест. Вăл çур пуса тупас тесен, çĕн çул каç евангелие исе, хунар çутса, уя çул юпне кайса ларас пулать, евангелие вулас пулать, каялла çавăрăнса пăхас пулмасть. Кайра шуйтансем тем пек кăшкăраççĕ, çуяççĕ, йăлăнаççĕ, хăратаççĕ, тет. Анчах каялла çавăрăнса пăхас пулмасть, пĕрмай евангелие вулас пулать. Атан атсан, шуйтансем тарса пĕтеççĕ, вара евангелие вулакан патне пĕлĕт çинчен ангĕл анать те, калать: мĕн кирлĕ сана, мĕскĕн? тет, çыннăн калас пулать: эпĕ питĕ начар пурăнатăп, эпĕ турра, вăл мана пулăштăрччĕ тесе, йăлăнатăп, тес пулать. Çавăн чухне вара ангĕл çынна çур пус укçа парать, тет. Ст. Чек. Çĕн çул кун малтан килнĕ çынна минтер çине лартмасан, чăхă пусмас. N. Çĕн çулсам иртиччен тăрас пулатьчĕ сирĕн. Изамб. Т. Çĕн çул çĕрĕ (канун) арçын-ачасемпе хĕр-ачасем çĕрĕпе чупса çӳреççĕ. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кун чи малтан килекен çынна минтер çине лартмасан, чăхă лармаст, тет. Ib. Çĕнĕ çул кун килнĕ çын ăнмасан, выльăх пымаст, тет. Юрк. Çĕнĕ çул кунĕ, на (в) новый год. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çул каçхине, накануне нового года.

çĕрт

понуд. ф. от гл. _çĕр. || Изводить попусту (напр., о хлебе). Шел. 51. Темĕн чухлĕ тыр-пулă ĕçкĕ пирки çĕртеççĕ. Якейк. Мĕн пустой çăккăра çĕртен. (Гов. дармоеду). || Порочить, обесславить. Трахома. Яланах эсир чăваш ятне ан çĕртĕр. Трхбл. † Атте-анне ятне çĕртес мар. Сред. Юм. Аçу ятне çĕртĕтĕн. Порочишь отцовское имя! Ib. Ашшĕ-амăш ятне çĕртсе порнат. Порочит имя родителей. Байгул. † Атте лаши — турă лаша; лаша турă теейсе тул çутăличчен çӳрес мар, атте ятне çĕртес мар. N. † Çатанăн леш енче хĕрсем пур, шăтăк витĕр пăхма хушаççĕ; шăтăк витĕр пăхмăпăр, атте-анне çуртне çĕртмĕпĕр. Кан. Асамăç сăмаххисене „Сунтала“ кĕртни „Сунтала“ çĕртет, текенсем.

тарла

(-ла), потеть. К.-Кушки. Эп пĕтĕмпе тарласа, тусанланса пĕтрĕм. Я весь в поту и в пыли. N. Чиркӳ чанне пăнамар йĕп-йĕпе тарличчен шанлаттарнă. Собр. † Алкум вĕçĕнчи çаврака кӳл, пин хут каçсан та тарлас çук. О сохр. здор. Юлашкинчен (наконец) тарласа каять (его прошибает пот) те çыврать. || О потении окон и Т. п. Т. VI. Чӳрече тарласассăн, йĕпене (к ненастью), теççĕ. Орау. Вăсен пӳрчĕ пит типĕ (сухая), пĕртте тарламаçть. Баран. 135 Çанталăк сивĕ чух чӳрече тарласа йĕп-йĕпе пулать. || Нанимать (так местами у верховых чуваш). Регули 12. Эп она кĕтӳ пăхма (пасти) тарларăм. Б. Олг. Матьви арăм тырă вурма тарларĕ, тарласа вуртарчĕ. Моркар. Пуянсем вурсарникон тыр вурма тарласа тохаççĕ. Тораево. Пăчăр (çын ячĕ), эппин манах тарлатăн пулĕ (= тара тытатăн пулĕ, т. е. меня и наймешь), тесе кăлать, тет.

тарам

(тарам), не важно, не жалко; ладно бы, наплевать (от русск. даром?). С. Тим. † Хурăн-çырли пиçнĕ чух хурăн-ташран уйăрăлтăм; хурăнташ та тарамччĕ (это бы еще ничего, но дело в том, что), атте-аннĕрен уйăрăлтăм. КАЯ. Манăн унталла-кунталла пăхасси тарамччĕ-ха (это еще ничего бы, что я стал посматривать туда и сюда, а дело в том, что), урнă йăтă ăçта кайнине пăхса тăма пикеннĕ. КС. Тарам-çке умпа, юлтăр-и! — Тарам мар-ха, илсех каяр. Пусть останется, это неважная вещь.— Не „пусть останется“, а непременно возьмем. Ib. Тарам-çке манпа, ыттисене илсе кай-ха! Ну меня-то что, ты вот других возьми (туда)! Тюрл. Тарам (пускай), мана кирлĕ мар! (Говорит, если что-нибудь дают). N. Аттăм кĕли тарамччĕ, хĕрсен пуçĕ сыв пултăр. БАБ. Пысăкрах ачасене çапла хытланса çӳресен те, тарамччĕ ĕнтĕ (ладно бы). Пĕчĕкçĕ ачисене мĕне кирлĕ иккен çав каçсерен тухса çӳреме. Ib. Унта пĕр вилес вăхăт çитсен, ӳпне мар, кутăн çакăнса вилсен те тарам, терĕ. К. П. Прокоп. † Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай; сулахай тарамччĕ (ничего бы), вăл та пулин пасарăн (о женихе). Ашшĕ-амăшне. Ватă шăм-шаксем ырата пуçларĕç те, çапах вăл тарам-ха (но это ничего). Аттик. Анне пăрахса килсессĕн (остатки воды, кусочки хлеба, которые бросила она на перекресток от лăп-лап), Матюк аппана пама (за лечение) вăтăр пиллĕклĕх тенки ун патне илсе пычĕ. Матюк аппа аннене: укçишĕн тарам (деньги не имеют важности), сип пултăрччĕ-ха; вăл укçи тармĕ, сип пулни укçаран та хаклă, терĕ. Хăй укçана илчĕ те: ачам, часрах чĕрĕл, тесе тухса кайрĕ. N. Кил пăхасси çапах пире тарам халь (смотреть за домом для нас не важно). N. Пуян хĕрĕ пушмаклă; тарам пушмак пултăр та, урам йĕрне пустармăл (пусть она в башмаках, я все-таки не позволю обижать себя). Урам йĕрĕ çул пултăр, çак ялти хĕр тус пултăр. Якейк. Эп сире йорă йорланăшăн хĕвел-çармĕш илсе парăп (куплю). Хĕвел-çармĕшшĕн тарам та-ха (подсолнышки для нас не имеют значения, мы за ними не гонимся). N. Уншăн тарам-çке, юрĕ-çке! Ладно, и без этого обойдется! Чертаг. Тарам-çке, кирлĕ мар, хăвах çи! К чему? Напрасно. Не надо, ешь сам. (Гов., напр., отказывающиеся от какого-нибудь угощения). || Хотя. Якейк. Ман лаша, тарам (хотя) пĕчĕк полсан та, санчен иртерет. М. Тиуши. † Ах, лашам пĕчĕккĕ! Тарам пĕчĕккĕ пулсан та, çăка каски турттарать. || Впустую, понапрасну, ни к чему. Сред. Юм. Кăçал тыр та полман, ытлин-çитлин окçа-пôхча çôк пирĕн, ĕçкĕ тăвасси тарам полать-и мĕн (видно, придется оставить мысль о пирушке). Ib. Тарам пôлать пôль. Видно придется оставить (задуманное). Ib. Тарам пôлтăр! Оставим (это)!

тармакла

растопыривать (пальцы). Сред. Юм. Аллисĕне кĕçĕ тохса толнă та, тармакласа çиç ларать (не может складывать пальцев вместе). Ib. Тыр пôлнă çол ывăçа пит тармакласа тытса, алсĕм ыратакан пôлаççĕ. Ст. Чек. Тармакласа илнĕ пурнисене сарса илнĕ. Толст. Пĕр упăте тармакласа икĕ ывçă пăрçа йăтса пырать, тет. СТИК. Тармакласа тытса вырат (= вырнă чухне ывçине питĕ пысăк тытса, аллисене чармакласа тытат).

тыр

хлеб в поле. См. тырă. Соор. Тырсам вырса тавăрăннă чух пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ. Регули 1223. Тыр пулсанах килчĕ. Нюш-к. Тыр пĕтернĕ чух кайранхи ана çинче ана пайĕ (çурла çыхмали) хăвараççĕ. N. Тыршĕнчен токмак чопса тохрĕ. Сред. Юм. Тыр вырма тохаччин виç-тват кон малтан, пĕрер кĕлте кайса вырса, тыр пуçласа хораççĕ. Якейк. Тырă ана тăрăх ӳкнĕ полсан, аная тăрăхла выраççĕ, ана орлă ӳкнĕ полсан, каçалăхла. Каçалăхла вырнă чох аная пĕр пуçĕнчен виç чалăш, тват-пилĕк, олтă-çич чалăш илеççĕ те, пĕр сăтăркă вырса тохаççĕ-каçаççĕ. Ана пуçĕнче выраканне хӳрере выракан теççĕ, чăн малтине ана пуç тытакан теççĕ. Каçалăх вырса тохсан, каçалăх пуç тытакан каллях ыттисем валли вырăн хăварать те, вырма пуçлать. || Хлеб — зерно. N. Тыр хаксене (тырă хакĕсене) çырăр, тыр сутнисене çырăр. ПВЧ 130. Тыр акнă контă. Шарбаш. Ĕлĕк чăвашсем тыр акма та, кун ячĕсене те пĕлмен, тутарсем те вĕсем çинчен пĕлмен. Пурнасса кайăксем тытса çиса анчах пурăннă. Тутарсем патĕнче пулнă чух вăсем тыр акма, тутар чĕлхине вĕреннĕ. Унтан вара чăвашсем тутарсемпе хутăшма пуçланă. Вăсем унта тыр вурма кайнă. Вăрлăх туянсан, акнă. Сред. Юм. Тыр пит тĕшĕллĕ (очень зернист). Ib. Авăн çапнă чôхне тепĕр сарăм çапаччин итем варĕнчи тырра пĕр çĕре пĕрсе пыраççĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

тынтикон тыньă тыпа тыпка « тыр » тыя уй соханĕ Уйпуç Ялтăра уйран çӳпçи улăм-пĕрчи çĕрĕ

тыр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org