(с’э̆л’э), шить. См. çĕвĕ. Кан. Çĕленине туртса татап. Скотолеч. 21. Çĕленĕ чухне çипне чиксе туртмассерен тӳлес пулать, йăвă çĕлеме (узлом завязывать) юрамасть, çур вершукра пĕре анчах чиксе туртас пулать. Ib. Суранне (рану) çĕлесе лартас (зашить) пулать. Сред. Юм. Çĕвĕçсĕм çĕлеме пуçлаччин малтан çип тортса тохаççĕ (смётывают на живую нитку). Г. А. Отрыв. Вĕсене (пуговицы) сылтăм аркă çумне çĕлесе лартнă (пришили). N. Туттăрĕ çине (у покойницы) çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (пришивают). Хурамал. Сутуçă вара таканана çурса çĕлесе панă та, уншăн тата укçа илнĕ. Кан. Юçаса çĕлесе лартрăм та, ӳссе çитсен чипер çынах пулать ĕнтĕ вăл.
Çавăн пекех пăхăр:
çĕлĕк-çи çĕлĕк-алса çĕлĕклĕ çĕлат-кĕпер « çĕле » çĕлевĕç çĕлекеле çĕлем-çип çĕлемен Çĕлеменкасси