(арбалы̆х), palearium, мякинница. СТИК. Арпалăха çатантан авса тăваççĕ, тăррине аслăк пекех улăмпа витеççĕ. Арпалăх варрине (иногда) пĕр юпа лартаççĕ, вăл юпа арпалăх тăррине тытса тăрат. Вăл юпа туратлă-туратлă пулат, çав туратсем çине çаппăççисем, кĕреплесем çакаççĕ. Тăват кĕтессинче тăват юпа, вăсем çатана тĕреклесе тăраççĕ. Арпалăхăн аслăк айĕ пулат, унта çунасем-мĕнсем, суха-пуçсем хураççĕ. Арпалăха авăн çапсан юлнă тăккаланччка хураççĕ; унта арпа, пуçах пулат. Мякинница делается из плетня, а крышу ее кроют так же, как крышу сарая, — соломою. Посредине мякинницы ставится суковатый столб который поддерживает крышу здания; на его сучья вешают цепь и грабли. По четырем углам мякинницы поставлено четыре столба, которые скрепляют ее плетеные стены. Крыша здания продолжается в виде навеса, под который ставят сани, сохи и т. п. вещи. В мяканницу складывают сор, оставшийся после молотьбы; там лежит мякина и (остатки) колосьев. Ч. П. Арпалăхри тăмана арпа чава (ц’ава) ларать çке; ах йыснаçăм, йыснаçăм, куçне чава ларать-çке. Сова, забравшаяся в мякинницу сидит там и все копается в мякине; наш (милый) зятек копается в своих (больных) глазах (т. е. ковыряет их и хочет спать), Цив. † Тĕвик-тĕвик тăмана арпалăхра чăх сыхлать! По-своему кричащая сова подкарауливает в мякиннице кур.
Çавăн пекех пăхăр:
арпа пулăх арпа ӳкли арпа ӳпли арпа-тĕрпе « арпалăх » арпалăх лаççи арпалăх умĕ арпаллă арпах-сарпах арпах-сарпах пăтти