(калбак), шапка. Аттик. Виççĕн, суллахай хул хушшине калпак хĕстерсе, виçĕ хуран умне тăрса, кĕл тăваççĕ. (Ӳчӳк). Синерь. Курăнман калпак, шапка — невидимка. N. Калпакна лайăх посса ларт; пĕр минутра теминче пин çохрăм йолч (= йолчĕ) калпакку! (Сказка). Арçури. Йăввăн ӳснĕ йăвăçсем; пăхсан, калпак ӳкмелле. Орл. II, 214. Пĕр калпак айĕнче çичçĕр касак. (Мăкăнь). СПВВ. Калпак — çĕлĕк. || Головной убор у женщин, из ситца и монет. МПП. † Калпакне тăхăнса, хĕр пулса, килейĕнчĕ (siс!) савнă тус пулса. Альш. † Ман пуçăмри шур калпак мамăклăрах пулинччĕ! Ст. Айб. † Шурă калпакран тумла юхать-ĕçке; пĕр сăмахран кăмăл юлат-çке. N. † Шурă пӳртĕр умне шăлса хурăр, мамăк калпаксемпе выляма. Ст. Чек. † Тусăм, эс калпакна, ай, çуса юл, ĕмĕр-ĕмĕр кирĕк, ай, лармасса! Пазух. Шур калпакăн ултă чӳк, улттăшĕ те ука чӳк. Ib. Ука кирлĕ калпак, ай, юсама; пурçăн кирлĕ çуха, ай, çавăрма. Собр. 108. Илсем, инке, калпакна, авалхи кĕмĕлне курăм-а! Ст. Шаймурз. † Шур калпак ярапи пурçăн мар. N. Калпак. При опрокидывании ведер и после, она бывает в шапке мужа, в знак того, что они с мужем будут жить в мире и согласии, как обычай давать при венчании «Теплоту». Мужнину шапку, ту самую, которую муж носил при свадьбе, она надевает тотчас после снятия пĕркенчĕк. СПВВ. N. Калпак — хĕрсем тухья çинчен тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Калпак — носят только девушки на свадьбе (это не шапка). Пазух. Симĕс те пур калпак, шур пӳс те пур; выляс тесен, савнă, ай, тусăм пур. Юрк. † Хĕрсем, йĕкет маттур юрлапă чух, калпак чӳкне хыпса, йĕреççĕ. СТИЕ. Калпак — головной убор девушек. «Калпак» надевают только на свадьбах; он имеет вид длинного узкого мешка, спускающегося на спину и оканчивающегося кисточкой; на голову, под «калпак», вставаяется деревяшка. || Шапочка ребенка. Сятра, Ст. Сахча. Сред. Юм. Калпак тесе пĕчик ачасĕне валли чечеклесе тăвакан пĕчик шапкана калаççĕ. || Schafhaut, Helm. Cт. Чек. Ача калпакпа çуралат, кĕпелĕ те çуралат. Калпакĕ те, кĕпи те илнĕ. Сута кайсан, çав ача калпакне, кĕпине исе кайсан, сан сăмахă çиеле тухат, теççĕ. || Короткая доска, с вырезом посредине; в нее вставляются верхушки двух стоящих рядом столбов изгороди, чтобы они не расходилиcь. || Коронка горелки (у лампы). Пухтел. || Шапочка жолудя. Сятра.
Çавăн пекех пăхăр:
калоша калоши калпа калпай « калпак » калпаклă калпаклăх Калпашка калппак калппи