Шырав: кучикле - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

назв. игры (игра с двумя палками: одна палка — короткая, другая длинная). Зап. ВНО. Орау. Кучикле вăйă. Кучикле вылянă чухне мăшăрлăнне пăхса вылямаççĕ. Кучикле иккĕн те, виççĕн те, тăваттăн-пиллĕкĕн те, улттăн-çиччĕн те выляççĕ. Алтуйилле вылянă чухнехи пекех, кашнин пĕр алтуйи, мĕн пурне пĕр кучик пулать. Выляма тытăниччен камăн малтан çапмаллине, черечĕпе кам хыççăн кам çапмаллине пĕр-пĕр вăрăмрах патакпа е хăйсен алтуйипе (патакки тăрăх аялтан çӳлелле ал тытса хапарса) шăпа яраççĕ. Патак çӳл вĕçне ал тытса тухсан, камăн шăпи чăн вĕçне тухать, çавăн малтан çапмалла пулать; ыттисем черечĕпе, шăпине кура, пĕрин хыççăн тепри çапаççĕ. Анчах чăн вĕçĕнчин алли çумĕнчи, хăй уммĕнчипе тавлашма та пултарать. Хăй умĕнчи (çияла тухни) аллине патак вĕçĕ кăшт анчах кĕнĕ пулсан, вăл аллинчен çаннине кăларать те, кĕпи çаннипе çав патака виçĕ хут çапать. Çапса ӳкерсен, ку малтан çапать, малтан шăпи çиала тухни кун хыççăн çапать. Вăййи ак çапла пуçланать. Малтан пĕр-пĕр такăртарах çĕре ăрам варрине, урлăшне те, тăршшине те аршăн çурă туса, алтуйипе çырса, тăваткал чикĕ тăваççĕ, чикки варри(не) пĕр çу лупашки пек шăтăк тăваççĕ. Çав чикĕрен çапма тытăнаççĕ. Çапасса, кирлипе, темиçе тĕрлĕ те çапаççĕ: кустарса çапаççĕ, чиксе çапаççĕ, кустарса утаççĕ, тата чиксе те утаççĕ. Кустарса çапни виççĕ пулать, чиксе çапни иккĕ шутланать, кустарса утни те иккĕ шутланать, чиксе утсан пĕреççех пулать. Чиксе çапнипе тата кустарса утнипе чиксе утнисем кашни выляса тухнă чухне (при последнем ударе) анчах пулаççĕ. Чăн малтан çапаканни чиккинчен (из квадрата) кустарса çапса ярать; ун хыççăн çапасси кучик хыççăн чупать. Кучикки ăçта ӳкнĕ, çав вырăнтан кучиккине утса, чикке кӳртме тăрăшать; кӳртсен хăй çапать те, ун хыççăнхи сыхлама каять; кӳртимасан, хай çапаканни каллех чикĕ тулашĕнченех кустарса çапса ярать. Çапла хăçан та хăçан кучиккине чикке кӳртет, çавăнчченех кучик хыççăн чупать. Вăййи хисепĕ вăтăра çитиччен шутланать (хисепленет). Çапаканни лайăх çапать пулсан, вара сыхлаканнин кучик хыççăн чупса пĕтĕмпех тĕнки тухать. Хăш-хăш çĕрте миçе çапнине шутламасăрах выляççĕ. Пирĕн шутланисĕр пуçне тата «шăтнисем», «çуннисем» пур. Çапаканнин шучĕ тăххăртан иртнĕ пулсан, сыхлаканни кучиккине уткăнса пынă çĕртен çапса ӳкерсен, çапаканнин вара юлашки хут çапни «шăтать» (шутланмаçть). Чикĕ тулашĕнчен çапса янă чухне, ăнсăртран калле чикке кĕрсе ӳксен, «çунать», пĕртте юлмаçть; шучĕ тăххăртан иртнĕ пулсан, тăххăра анчах юлать, тăххăртан иртмен пулсан, пĕтĕмпех çунать. Вылянă чухне яланах кустарса çапаççĕ, анчах выляса тухас чухне пĕре çитмеçт-и, унта вăтăра иккĕ çитмеçт-и, çавна кура: е кустарса утаççĕ, е чиксе çапаççĕ, е чиксе утаççĕ. Кучик сыхлаканнине çапаканни питех юратмаçт пулсан, тата ун хыççăн çапассине юратарах парать пулсан, кустарса утас вырăнне чиксе çапать, мĕншĕн тесен хăй тухсан, кучикĕ инче уткăнса кайнипе сыхлаканни кучиккине чикке кӳртимаçть те, вара кучик сыхлакан хыççăн çапмалли тухнин вырăнне тăрса, çапса хăй шутне тултарать. Чăн малтан выляса тухаканни ыттисене выляса тухма (шута çитерме) виçĕ тапхăр (т. е. три очереди) çапма парать. Виçĕ тапхăрччен те выляса тухмасан вара, чăн малтан тухни вăсене хăрах уран сиктерет. Вăл кучиккине илет те, ăна е ал вĕççĕн (подбросив рукою, которою и бьет), е алран (держа в левой руке, бьет правою) çапса ярать, епле те пулсан кучиккине инчерех çапса яма тăрăшать. Вара чикĕпе кучик кайса ӳкнĕ хушша выляса тухайманнисене виçĕ хутчен каллĕ-маллĕ хăрах уран сиксе кайса килтерет. Кучикки ытла инче утăнса кайнă пулсан, пĕр хут анчах сиктерет. Выляса тухас уммĕн вăтăра çитесси пĕреççех пулсан, чиксе утас вырăнне е чиксе çапсан, е кустарса утсан, мĕн пурĕ пурте çунать; иккĕ çитмен пулсан, кустарса утас вырăнне, е чиксе çапас вырăнне кустарса çапсан та, пĕтĕмпех çунать. Çапла выляттăмăр эпĕр ĕлĕк кучикле, халĕ вăл вăйя вылямаççĕ ĕнтĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

кучен кучер кучерявый кучик « кучикле » кучка кучкен кучкентер Кучу кучул

кучикле
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
7 саспалли
 
Хутăш сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150