(пэ̆рэ̆х, пӧ̌рӧ̌х'), брызгать. Юрк. (Кăмпине) курки çинчи шывĕ çине чиксе йĕпетсех сӳнтерсен, çав шывĕпе арăмне пĕрĕхсе илет. Изамб. Т. Унăн куçĕ çине шыв пĕрĕхеççĕ. О сохр. здор. Эмелсем пĕрĕхес пулать. Тим. † Пĕрчĕ-пĕрчĕ пĕрлĕхен, пĕрĕхес кунĕ паян мĕн; ах, йăмăкçăм, йăмăкçăм, уйăрăлас кунĕ паян мĕн. || Полтава. Хăш чух (бомба) вĕçсе пынă чухнех çурăлса пĕрĕхсе каять. || Моросить (о дожде). N. Кунĕн-çĕрĕн вĕт çумăр пĕрĕхсе тăрать. Якейк. Çăмăр конĕпех пĕрĕхет паян (вĕтĕ çăмăр çăвать). В. Олг. Çомăр пĕрĕхет (мелкий). КС. Çумăр пĕрĕхсе çăвать (дождь с ветром, меленький). Ст. Чек. Пĕрĕхет, моросит, изморозь. IЬ. Çумăр пĕрĕхсе кăна тăрат.
Çавăн пекех пăхăр:
пĕрĕнчĕклĕ пĕрĕнче пĕрĕс пĕрĕскер « пĕрĕх » пĕрĕхтер пĕрĕхтеркĕч пĕрĕччен пĕрĕш пĕрашка