Шырав: пĕтĕм - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(пэ̆дэ̆м, пӧ̌д'ӧ̌м), целый, цельный. Ал. цв. 3. Хĕвел тухăçĕ енчи кĕленчерен тунă тап-таса, пăсăлман пĕтĕм куçкĕски. Альш. † Арча-арча панулми, суйласан та пĕтĕмми тухмас-çке. N. Пĕтĕмми килсе çитсен, вăл кăшт анчаххи пĕтĕ. N. Пĕтĕм çанă, цельный рукав. Юрк. † Арча-арча сарă улма, суйласан та тухмас пĕтĕмĕ. || Самостоятельный, полный. Ашшĕ-амăшне. Эсĕ ĕлĕкхин пекех хисеп курса, пĕтĕм хуçа пулса пурăна пуçлăн... || Взрослый. СТИК. Пĕтĕм çын = çитĕннĕ çын. IЬ. Пĕтĕм çынна çитнĕ ĕнтĕ, ача йăлине пăрахман-ха. Альш. Унта епле пулсан та пĕр-пĕр хамăртан пысăкраххи е пĕтĕм пысăк (совсем взрослый) çынах пулатчĕ пирĕн, хурт астăваканни. || Весь, все. N. Пĕтĕм яла кашни çын патне кĕрсе çӳренĕ. (Из обряда «Сĕрен».). Турх. Пĕтĕм çĕр пичĕ (лицо земли) тĕттĕм çеç. N. Пĕтĕм ĕмĕрĕме хулара пурăнса ирттертĕм. БАБ. Шенкерпи — пĕтĕм тĕнчери юмăçсен пуçлăхĕ. N. Пĕтĕм хир çын вилли анчах пулнă. N. Пĕтĕм патшалăхран пухăнаççĕ. Со всего государства собираются. Аттик. Пĕтĕм çынтан (после всех) кайран пуçларăмăр, пуринчен малтан пĕтермелĕхне патăр. (Моленье в жатву). Микушк. Пĕтĕм выльăх çывăрса карĕ. Цив. Пĕтĕм çын тĕлĕнсе юлчĕç, тет. Конст. чăв. Пĕтĕм чăвашсем пуçтарăнса вуларăмăр. || Исключительно, сплошь. С. Айб. Вăл вырăнта пĕтĕм çĕлен-калта кăна. М. Яуши. Вăл пĕтĕм шĕшки, юманĕ, çĕмĕрт касăрĕ (= касрĕ, рубил сплошь все), тет. || Совсем, совершенно. N. Çĕрле пулсан Константинопăль хули пĕтĕм пушанса юлнă. N. Мана пĕтĕм халлĕн (совершенно) çĕнет. N. Пăрмай çомăр çурĕ, вара пĕтĕм сивĕ шăнтса карĕ (потом ударил мороз).

Çавăн пекех пăхăр:

пĕтĕленӳ пĕтĕлле пĕтĕлтет пĕтĕлти « пĕтĕм » пĕтĕмĕш пĕтĕмĕшле пĕтĕмĕшпе пĕтĕмлĕх пĕтĕмлет

пĕтĕм
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150