Шырав: путлан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

, потлан, испортиться; выйти из употребления. В. Олг. Потланнă çăмарта. Г. А. Отрыв. Кайран патах путланч (вышел из употреблення) вăл, кайран çакмарĕç ăна. || Увязнуть, завязнуть, задохнуться в грязи, задохнуться под коркой, образовавшейся в земле после дождя (о семенах). Хорачка. Хытă çомăр çурă тăк, шăтса тохимест, потланчă вара (напр., кантăр). Изамб. Т. Кантăра каярах (поздно) акăрăм та, путланчĕ (не взошла). Календ. 1911. Тарăн акнă тырă, çĕр типсе хытнинчен, шăтса тухаймасăр путланать. СПВВ. Х. Путланать тырă, шăтмасăр юлать. || Задохнуться. Чертаг. Пôтланнă, задохнулся (напр., цыпленок в яйце). Питушк. Чĕпĕсем пурте путланнă, тем тĕлне пулнă. N. Потланнă = чĕппи тохман. || Завязнуть; запутаться; сгинуть, пропасть. Кан. Уншăн ăна (его) вырăнти (местные) ирсĕр ĕç ăшне путланнисем курайми пулнă. Утăм 19. Шанатăп, шанатăп сана, ишĕлнĕ кив çурта эсĕ юсаса, тĕттĕмре путланнă яла çутă хунар кайса çутасса. Хурамал. Пит макăракан ачана калаççĕ: сассу ăшна путланманă! теççĕ. (Сассу ăшăнтах пĕтменĕ, брань). Кан. Лавкка путланчĕ. Лавка обанкротилась (закрылась). Хастарлах 37. «Путланман», тесе йĕрсе, кĕвĕлеччĕ. ЙФН. † Эпĕр каçпа хĕр куртăмăр. Ашшĕ парас тесеччĕ, амăш килте çук пулчĕ, кайтăр-кайтăр путлантăр, упăшкинчен савăнтăр.

Çавăн пекех пăхăр:

путлăх путлăхлă путлĕ путлĕн « путлан » путланкă путлантар путмăрлан путмар путмар сакки

путлан
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
6 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150