Шырав: суха-пуç - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

суха пуçă, соха. Череп. Суха-пуç кĕмен, (земля) не пахана никогда. N. Суха-пуç Çеркей тытрĕ: спаççипă ăна. ЧС. Пирĕн тете те ирех суха-пуç кӳлсе кайрĕ. Изамб. Т. Ака (яровая пашня) тăватпăр тенипе, чăвашсем сахалăш ака-пуçпе сухалаççĕ, нумайĕшĕ суха-пуçпе сухалаççĕ; анчах ака-пуçпе тунин тыр авантарах пулат, суха-пуçпе тунин начартарах пулат. (Рассказ из прежних времен). КС. Суха-пуç ларт, наставить сошники на рассоху и наладить соху. N. Соха-пуç мăнтайине кул хуна тытмашкăн, хама тунă соха-пуç пĕчĕк лашапа йорамаç, мăнтай лашана анчах вăл. Вута-б. Суха-пуç, соха; части ее: купташка, плота, суха-пуç тимри, сошники; суха-пуç калакки, полица, которая служит вместо пера у железного плуга и отваливает и переворачивает землю; суха-пуç пăявĕ, или пăркăç, подвои; суха пуç тытки, ручки; купташка хĕскĕчĕ, валĕк; суха-пуç турти, оглобли; турта патакки, поперечина у сохи; савăл, клин для укрепления плоты; суха-пуç тимĕр хулхисем, рога у плоты, на которые насаживаются сошники. Сред. Юм. Сôха-пуç пôстаркăç — капташкана посарса хĕстерекен ôрлă хăма. Нюш-к. Суха-пуç капташки, тимри, калекки, суха пăявĕ, тытка. Аттик. Ял тавра суха-пуç туртса çавăрма хĕрĕх те пĕр хĕр суйласа илчĕç. (Хĕр-сухи).

Çавăн пекех пăхăр:

суха тыткăчи суха тытки суха юлташĕ суха-ака « суха-пуç » суха-пуç калакки суха-пуç тыттар сухаç сухаçă сухал

суха-пуç
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org