Шырав: так - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(так), сл. неопред. значения. Т. II. Загадки. Так-так такана, симĕс кайăк пуçана. (Уçăм). Ой-к. Так-так такмак-çăм, такмак тулли укçаçăм. Пазух. Так-так, таюха, таюха та паюха. Мĕн вăрларăн, таюха? — Эп нимĕн те вăрламан, Нака така вăрланă! — Именух Анни, шăмми-шакки, пашшул ван. (Орфогр. сомн.). Чураль-к. Так-так таки мине вĕрен-сӳрен. (Чăхă сĕлĕ çини. Орфогр. сомн.). Якейк. Так, так татка пичке, торат татти Миколи. Вик, вик, вик человек, çмарта вăрри Левентти.
подр. стуку, напр. в дверь. КАХ. Так, так! тутарнă сасă илтĕнет-çке; ку чăнах есрел алăка таккамаçть-и-ха? Яргуньк. Ула-кайăк алăка так-так таккарĕ, тет. || Подр. толчку. СТИК. Чăхă тавраш ытлаван (= ытла аван) пынă çĕртех темĕскере так! тăрăнтарса илет (тычет клювом. Выражает опрометчивость, необдуманность толчка). Ib. Луш тăракан çыннах так тутарчĕ (толкнул). || Подр. боданию. Орау. Мунчи алăкне мăйракисемпе так! тĕксе.. || Подр. преткновению. N. Лаши так! такăнат (споткнулась), тет. Кан. Так, такăнчĕ. || Восклицание в игре маткăлла. Якейк. Маткăлла выллянă чох кашнă пилĕк чола çĕре прахнă чохнех так! теççĕ. Так! тесен, вара çĕртен чолсене каялла илме йорамаçть.
(так), так, этак. Ала 99. Так çапла макăрса хорланса вилсе карĕ (с громкими слезами). ТММ. Так-çăмарти кăвак. || Так, без пользы, даром, зря, попусту. Абаш. Йĕрки-йĕрки копăста, шăварни те так полчĕ (поливанье оказалось бесполезным). Тим. † Тапрăм, тапрăм, так пулчĕ, туя кайни так пулчĕ: хирĕç тухса илмерĕç, ăсатса та ямĕç-ха. Мижули. Пăртак так тăрсан, эпир лашасене йорттипе чоптарса çол çинчен шапăлтаттарса килелле карăмăр. Микушк. † Ан кайсам, тăванăм, çĕр выртса кай: эсĕ выртсан та вырăн çитмелле. Эсĕ кайсан, вырăн так юлать. N. Ĕçленисĕм (работа) так пĕтмĕç. Якейк. † Суя аки кам илтет? Кам так (даром, так) парать, çав илтет; суя аки Натьок пор, нимрен суя илтимер, олахра çăвăрни хопларĕ. Чуратч. Ц. Çак çын пуçĕ урайĕнче сиксе анчах çӳрет, тет. Так килтĕм, так килтĕм, тесе сиксе çӳрет, тет. N. Ăвăнса çӳрени таках полать. || Вообще, одним словом. Могонин. Пĕр çын ăшсăр пулнă, çиясси килмен, ĕçесси килмен, так таса мар пурăннă. Яжутк. Эсĕ мана валли ыран ирччен апат пĕçер, тесе каларĕ, тет (он): ни нумай, ни сахал, так чух, вăхăтлă пĕçер, тесе каларĕ, тет. Чхейп. Усăлă çын сахал пулнă, так хăйсен шухăшне мĕн аса килнĕ, çавна анчах туса пурăннă. || До такой степепи. Алик. Çав ачасам пĕр кушака тытнă та, так ватнă (сильно били). || Ходар. Çапла вара килтен киле хăйсем çӳремелли таран так кĕрсе çӳреççĕ. || Как только. КАЯ. Так вăл кайçанах, акка пирĕн пата карта çине тарса хупарч. N. Так хулана çитсенех, çамрăк шулĕк ваттине алă (у др. аллă) тенкĕ укçа пачĕ. Сюгал-Яуши. Так çывăрса кайсан, лашасем патне кашкăр пынă та, пĕр ăйăра туртса антарнă.
сокращено из татăк. Встреч. в сложении: тепĕртак.

Çавăн пекех пăхăр:

Тайта тайтар тайфун тайфунник « так » так ахалех так луша так-а-так такăç такăл

так
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150