Шырав: ташă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(тажы̆), пляска. Слеп. Ташă лайăх ташлать. Охотников. Ташă; две женщины выступают на середину избы и начинается чувашская пляска, не лишенная своеобразной грации и состоящая в том, что пляшущая тихо движется вбок по полу, вставая попеременно на пятки и на носки ступней и в то же время производя руками различные движения и описывая круги в воздухе перед грудью. Потом пляшут мужчины. Сред. Юм. Ташша кĕрсе сӳрĕм (кĕрсе питĕ ташларăм, тессине калаççĕ). Орау. Ташша ячĕ. Пустился в пляс. Пазух. Эпир ташша тăрсассăн, пĕр кĕвви те пулмĕ-халь. Ходар. Кам пирвай ташă пуçламаллине, тата кам кĕсле каламаллине суйласа хураççĕ. Шарбаш. † Турта хушши тур лаша, урапа ташши ташласа, пур ыр çына пăхтарчĕ. Ib. Ташласса пĕр ташша анчах ташланăран, карманине те пĕр пек каланăран, эпир пахчана кайрăмăр. Дик. леб. 46. Ташă ăстисене, чи илемлисеие, чĕнсе пуçтарма хушать. Якейк. Вăл кĕслине кам калать? — Петĕр хăта Микколай (т. е. Микколайĕ). Он ташшине кам ташлать? — Куçма хăта Аннийĕ. Ходар. Ташлама тăрсассăн, пĕр курка сăра параççĕ. Çав куркана ташă курки теççĕ. Ташласа пĕтерсен те, çавăн пекех ташă курки ĕçтереççĕ. (Вирĕм). ТХКА 30. Тăхтапи ташша ытла ăста мар та, ĕçе ăста. Якейк., Шорк. Ташă çемми, плясовой мотив. Капк. Ача-пăча ташша илет. Ерк. 133. Кĕçĕн кĕрӳ такмаклать, сарă хĕре пăркалать, ташламашкăн сĕтĕрет, хĕрĕ ташша илтерет. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ те çынсем хыççăн ташша яра пар.

Çавăн пекех пăхăр:

таччăн таччан таш таш ăсти « ташă » ташă-вăйă ташă-кĕвĕ ташă-юрă ташăçă ташакла

ташă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org