имеющий уши, с ушами. N. Вăрман хăлхаллă, хир куçлă. Кан. Эс унта арлан хăлхаллине пус (овцу). N. Хăлхаллă çĕлĕк. Г. А. Отрыв. Хăлхаллă калпак, особая шапка (хăлха урлă яраççĕ). N. Пит хытă хăлхаллă япала вăл, плохо воспринимающий или по глухоте иди по рассеянности. || Имен. Тĕрен икĕ тĕрлĕ пулат: пĕр хăлхаллă, икĕ хăлхаллă; пĕр хăлхалли лашасене çăмăл, ăна иккĕпе, виççĕпе çăмăл çӳретеççĕ; иккĕллине ултă лаша е пиллĕк кирлĕ. Лемех бывает двух родов: одноперый и двуперый,— с однокрылым лемехом легче лошадям — с ним можно легко пахать и на двух и на трех, а для двуперого надо лошадей пять или шесть. См. ака, там же тĕрен (вып. 1).
Çавăн пекех пăхăр:
хăлхалă автан хăлхалăх хăлхалан хăлхалки « хăлхаллă » хăлхаллă автан хăлхаллă лампа хăлхаллă тăмана хăлхаллă чăхă хăлхаллă чĕрĕп