медленный, медленно; тихо, тихонько, потихоньку. А.-п. й. 87. Сахар ирпе тăрать те, хăй ĕвине çавăтса, хуллен утать хулана. Ib. 91. Вăрман хĕрне çитрĕç те, хуллен пырса чарăнчĕç. Альш. Пулĕ-ха хуллен-хуллен. N. Çавăн пек пурăнăçпа çамрăк çын хуллен-хулленех кил шухăшне манса пырать. Эльгер. Хуллен вăркăшать кăн-кăвак сывлăш. Альш. Хуллен кăна калаçкаласа пыраççĕ. Ст. Чек. Хуллен (тихо) хăвала; хуллен (медленно) кайса кил. КВИ. Чул ту пĕр пĕччен хуллен йĕрет, хурланать. Одиноко он стоит, задумался глубоко и тихонько плачет он в пустыне. || Постепенно. Альш. Çапла хуллен-хуллен пĕтнĕ вăл хрессем (постепенно пропали, исчезли кресты на кладбище).
Çавăн пекех пăхăр:
хулкка хулла хулланĕн хуллаттар « хуллен » хуллен-майĕпен хуллен-хуллен хулленçĕ хулленлен хулли