(jабы̆х), отощать. СПВВ. † Кунĕн те çĕрĕн çăмăр çăват, япăхмĕ-ши пăлан пăрушĕ? Дни и ночи дождь идет, не отощает ли олененок? Сунчел. † Шăпăр, шăпăр çăмăр çăвать, япăхмас-ши пăланăн пăрушсем. Ст. Чек. Лаша ялан ĕçленипе япăхрĕ. От постоянной работы лошадь отощала. Ib. Япăхат = начарланат. || Становиться плохим: придти в упадок, в плохое состояние. В. Олг. Япăх — прийти в ветхость (напр. о крыше на строении). Питушк. Япăхнă, этем пăхмалли те çук (çурт etc.), пит япăх (adject.). Календ. 1906. Япăхнă, кивĕ йывăç пахчине епле çамрăклатасси çинчен. Орау. Япăхрĕ унăн килĕ, теççĕ, пĕр-пĕр çынăн килĕ-çурчĕ юхăнсан (пришел в упадок от непочинки и пр.). Ильк. Япăхать — становится плохим. || Стать плохим, непрочным; устать, исхвораться. А. Турх. Ăй, йăлтах япăхрĕ! (о больном). КС. Япăхса карĕ. «Из границ вышел». || Начать плохо одеваться. Шибач. Япăхса кайрĕ хăвана хăва (плохо одевается). || Быть покинутым, заброшенным. Духовн. паст. Мĕскĕнсене, урамра-япăхса выртакансене... Сред. Юм. Япăхса выртать, тесе, кирек мĕн япала нăмай полса, ахаль, вырткаласа çӳресен, калаççĕ. Ib. Õрамра тем чол вăт-шанкă япăхса выртать. || Скучать. Зап. ВНО. Япăхас — скучать. N. † Япăхсассăн, юрласа яр; юрласан; кăмăл уçăлат. Соскучишься — запой песню; споешь — станет легче на сердце. Ст. Чек. Ăрамалла кай япăхнăран (от скуки иди на улицу). Ст. Шаймурз. † Ан япăхсам, тусăм, салам яр. Не скучай, друг, присылай привет. Юрк. Ĕçсен-ĕçсен, нимĕн тума пĕлмесĕр, япăхса: атьăр тата, тепĕр хулана кайса, унта тата çапла пит хытă ĕçер! теççĕ. Кн. для. чт. 14. Хĕлип пӳртре пĕччен ларса япăхнă. Филипп, сидя дома один, соскучился. || Измучиться. Юрк. Санран куллен-кун çыру кĕтсе тăрса, пĕтĕмпе япăхса пĕтрĕм (в ожидании письма измучился). N. Ларса кайсан та, эсĕ унта япăхăн. Если и поедешь в экипаже, всĕ-равно измучишься. || Отстать (от работы). СТИК. Кăтруçăн вăл тем ĕçрен чис япăхрĕ, ĕç кутне пырса перĕнмес ĕнтĕ (отстал от работы). || Ст. Чек. Шыв хут çинче япăхат(?). || Голодать. СПВВ. ГЕ. Япăхас = выçăхас.
(jабы̆х), плохой, плохо. Яргуньк. Пит япăх порнаççĕ. Очень плохо живут. Ib. Питĕ япăх пыраса (= пураса) пачĕç. Срубили сруб очень плохо. Якейк. Осал тонтир (или: япăх тонтир), плохая одежда. Ib. Çи-пуç та япăх (у женщины). Кильд. Авланас-тăвас пулсассăн, ытла япăх, çăмăл хĕр ан ил. Если вздумаешь жениться, не бери плохую, ветреную девушку. Ст. Шаймурз. † Хĕрĕрсемех пит япăх, элле ача тунăран? Девушки ваши очень плохи (тощи), от того ли, что они рожали? Хыпар № 6,. 1906. Çĕр ĕçĕ те çавах: вĕренни аван, вĕренменни япăх пулать. М. П. Петр. Япăх —запущенный, небрежный. || В смысле наречия. N. Япăх тыткалать. Якейк. Осал çырать (или: япăх çырать), плохо пишет. Ib. Вырăсла пит япăх калаçать. По-русски говорит очень плохо. N. Вăл чăвашла япăх пĕлет, питех пĕлмест. Он по-чувашски плохо знает, не очень-то знает. || Запущенность.
Çавăн пекех пăхăр:
япăртат япăрти япăртилле япăтник « япăх » япăха кай япăха яр япăхлăх япăхлан япăхлантар