предл. с твор. и вин.; с тв. п.: за горами сӑрт (ту) хыҫĕнче; за оврагом ҫырма леш енче; за пазухой хӗвре; один вслед за другим пӗрин хыҫӗнчен тепри; идите за мной ман хыҫран пырӑр; читает книгу за книгой кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке вулать; сидеть за столом сĕтел хушшинче лар; стоять за станком станок умӗнче тӑр; идти за хлебом, за водой ҫӑкӑр илме, шыв ӑсма кай; смотреть за детьми ачасене пӑх, асту; за тобой еще две книги санра тата икӗ кӗнеке (юлчӗ); за истечением срока срок иртнĕ пирки; с вин. п.: выбросить за окно чÿречерен (кантӑкран) пӑрах; уже за полночь ӗнтӗ ҫур ҫӗр иртнӗ; ей далеко за сорок вӑл хӗрехрен те чылай иртнӗ ӗнтĕ; спрячь за пазуху хĕве чик; сесть за стол сӗтел хушшине кӗрсе лар; бери за руку алӑран тыт; веди за руку ҫавӑтса пыр; взялся за работу ӗҫе тытӑнчӗ; живет за десять километров от города хуларан вунӑ километрта пурӑнать; это можно сделать за час куна пӗр сехетре тума пулать; заработок за месяц уйăхри ӗҫ укҫи, пӗр уйӑхшӑн панӗ ӗҫ укҫи; работает за двоих ик ҫын чухлĕ ӗҫлет, икӗ ҫыншӑн ӗҫлет; ты будешь у нас за старшего эсӗ пирӗн хушӑмӑрта асли шутӗнче пулан; купить за рубль пĕр тенкĕ ил; бороться, за революцию революцишĕн кӗреш; за Родину Тӑван ҫӗршывшӑн; заступись за товарища юлташу хутне кӗр; вышла замуж за него ӑна качча тухрӗ.
Çавăн пекех пăхăр:
журчать жуткий жӳри жюри « за » зааплодировать заартачиться забава забавлять забавляться