Шырав: çаврăн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

(çавăрăн)
1.
крутиться, вертеться, вращаться
кружиться

ачасем чăрăш тавра çаврăнаççĕ — дети кружатся вокруг елки
кустăрма хăвăрт çаврăнать — колесо быстро крутится
спутник хăйĕн орбитипе çаврăнать — спутник движется по своей орбите
çĕр хăйĕн тĕнĕлĕ тавра çаврăнать — земля вращается вокруг своей оси
авăрта шыв çаврăнать — в омуте кружится вода
çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма — фольк. я поставил на высокой горе мельницу, чтобы вертелась на ветру
2.
поворачиваться, повертываться, оборачиваться куда-л.
вырăнта çаврăнса ил — повернуться на месте
вăл вăрт çаврăнчĕ — он резко повернулся

çаврăнса тăр —
çаврăнса лар —
1) вращаться, находиться во вращающемся состоянии
2) повернуться в другую сторону, отвернуться
эсĕ çаврăнса тăр-ха йăпăртлăха — отвернись-ка на минуточку
пӳртре çаврăнма та çук — в избе негде повернуться

çаврăнса пăх —
1) оглянуться
каялла çаврăнса пăхрăм — я оглянулся назад
2) обращать, уделять внимание
вăл сан çине çаврăнса та пăхмасть — он на тебя и внимания не обращает
3.
сворачивать, заворачивать, поворачивать обратно
çил çаврăнчĕ — ветер переменился
каялла çаврăн — 1) обернуться назад 2) повернуть обратно
вăл çаврăнчĕ те уттарчĕ — он повернулся и пошел прочь
сăмах урăххи çине çаврăнчĕ — разговор перешел на другое
хĕвел çур еннелле çаврăнчĕ — солнце повернуло на весну
4.
обходить, объезжать
пĕтĕм таврана çаврăнтăм — я исходил всю округу
Ула ĕне пĕтĕм хире мĕкĕрсе çаврăнать. (Тĕкĕлтура). — загадка Пегая корова с ревом обходит все поле. (Шмель).
5.
ворочаться, переворачиваться
тепĕр енне çаврăнса вырт — повернуться на другой бок
енчен-енне çаврăнкала — ворочаться с боку на бок
6.
кружить, крутить (о ветре, вьюге)
çил-тăман çаврăнать — кружит метель
7. перен.
кружиться, мешаться, путаться
пуç çаврăнать — 1) голова крӳжйтся 2) голова кругом идет
шухăш çаврăнать — мысли в беспорядке
8.
вертеться, крутиться вокруг, около кого-чего-л.
йытă ача тавра çаврăнать — собака крутится возле мальчика
эсĕ мĕн кунта çаврăнкаласа çӳретĕн? — что ты здесь околачиваешься?
9.
двигаться, шевелиться, поворачиваться
пошевеливаться
разг.
унăн чĕлхи çаврăнмасть— у него язык не поворачивается
вăр-вартарах çаврăнкалăр! — двигайтесь поживее!
10.
изменяться, меняться
çанталăк питĕ çаврăнать — погода то и дело меняется
лару-тăру лайăх енне çаврăнчĕ — обстановка изменилась к лучшему
11.  
возвращаться
часрах çаврăнăр! — возвращайтесь поскорее!
Уйăх кашни кунах çаврăнмасть. — посл. Не каждый день бывает новолуние.
çаврăнса кил —
1) вернуться
вăл вăрçăран çаврăнса килчĕ — он вернулся с войны
2) обойти, сделать обход
12.
виться, обвиваться
наматываться

йытпырши ыраш çине çаврăннă — вьюнок обвивает стебли ржи
винт çине вĕрен çаврăнса тулнă — на винт намоталась веревка
13.
обходить, идти окольным, кружным путем
эпир шурлăх тавра улăхпа çаврăнтăмăр — мы обошли болото лугом
14.
свертываться, сворачиваться
çĕлен çаврăнса выртнă — змея свернулась
чĕрĕп çăмха пек çаврăннă — еж свернулся в клубок
15.
обращаться, превращаться во что-л.
поселок кĕçех хулана çаврăнĕ — скоро поселок превратится в город
ĕмĕт чăна çаврăнать — мечта становится явью
16.
оборачиваться, быть в обращении
тавар çаврăнни — обращение товаров, товарооборот
укçа-тенкĕ халăхра çаврăнни — обращение денег среди населения
17.
соглашаться, поддаваться (уговорам)
переходить на чью-л. сторону
вăл час çаврăнакан çын мар — он не так легко поддается на уговоры
çаврăнса ӳк —
1) перевернуться, опрокинуться
çуна çаврăнса ӳкрĕ — сани опрокинулись
2) разг. перекинуться, перейти на чью-л. сторону
18.
чувствовать расположение, склоняться к кому-чему-л.
кăмăлăм ун енне çаврăнмасть — у меня к нему нет расположения
19.
отходить, переставать сердиться
проходить
(о гневе)
унăн кăмăлĕ çаврăнман-ха — он еще не отошел, не успокоился
Лайăх çын çилли катанпир типиччен çаврăнать. — поcл. У хорошего человека гнев проходит быстрее, чем высыхает тонкое полотно.
20.
получаться, выходить
ладиться, клеиться
разг.
темĕн ĕç çаврăнмасть — что-то дело не ладится
21.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением завершенности действия, процесса:

пăхса çаврăн —
1) оглядеться
тавралла пăхса çаврăн — оглядеться вокруг
2) осмотреть
уйсене пăхса çаврăн — осмотреть поля
пĕлтерсе çаврăн — оповестить (всех)
сăрласа çаврăн — окрасить (все)
сухаласа çаврăн — опахать (кругом)
ыйтса çаврăн — опросить (всех)
сăра йӳçсе çаврăннă — пиво перебродило

ăс çаврăнайман — догадки не хватило
ыйхи çаврăнман — он не выспался, сон у него еще не прошел
çаврăнса ан — растянуться, шлепнуться
çаврăнса çит
1) дойти, докатиться (о событиях); приходить, наступать (о времени)
телейлĕ вăхăт çаврăнса çитрĕ — наступила счастливая пора
2) добраться
киле ирпе кăна çаврăнса çитрĕмĕр — мы добрались домой лишь утром
çаврăнса тух — выскочить, внезапно появиться

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

әйләнергә

Çавăн пекех пăхăр:

çавнан çавнашкал çавнашкаллă çаврăм « çаврăн » çаврăнăç çаврăнăçлă çаврăнăçсăр çаврăнăçу çаврăнăçулăх

çаврăн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org