Шырав: çук

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

1.
пустяк
ерунда
разг.
пустяковый, пустой
ерундовый
прост.
незначительный
ним çукшăн чăркăш — ссориться из-за пустяков
çук хакпа сут — продать за бесценок
çук япала — пустяковая вещь
2.
бедность, нужда
бедный, неимущий
çук çын — бедняк
çук çул — голодный год
çукпа — по бедности
çук пирки — по бедности
çукпа аптра — маяться в нужде
çука кăлар — разорить
çука хăвар — разорить
çука юл — обнищать, разориться
Çук çыннăн çĕрĕ хытă. — посл. У бедняка и земля жесткая.
Çичĕ кин кĕртекен пуйса кайнă, çичĕ хĕр паракан çука юлнă. — посл. Семь невесток принять — разбогатеть, семь дочерей выдать — обнищать.
II.

1.
нет, не имеется
вĕсем килте çук — их нет дома
манăн ерçӳ çук — у меня нет свободного времени, мне недосуг
нимĕн те çук — ничего нет
укçа çук — нет денег
ырри çук — нет ничего хорошего
çукпа пĕрех — почти нет
мĕн кăна çук-ши унта! — чего там только лет!
çук кĕнекесем — отсутствующие книги
çук сăмах — небылица
Шаннă йăвара кайăк çук, теççĕ. — посл. В поверенном гнезде птицы нет.
2. частица отриц.
не
эсĕ ăна çĕклеес çук — ты это не сможешь поднять
вăл килес çук — он не придет
3.
нельзя, невозможно
калама çук — невозможно выразить словами
калама çук вăйлă — 1) очень сильный 2) чрезвычайно сильно
пĕлме çук — нельзя знать, как знать
пĕлме çук, тен, вăл ыран та килмĕ — как знать, может быть, он и завтра не приедет
тӳсме çук — нестерпимо, невыносимо
чăтма çук — нестерпимо, невыносимо
ытарма çук илемлĕ — неотразимо красивый
шанма çук — нельзя надеяться
4.
нечего, незачем
не стоит

ун çинчен калаçмалли те çук — об этом нечего и говорить

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

нет
укçа çукки пит касать — очень угнетает отсутствие денег
çук çын — бедный человек, бедняк
пĕлменпе калаçма та çук ĕнтĕ — с незнающим нечего (не стоит) и говорить
çук вăрман — несуществующий лес
йывăр хуйхă курнă çукчĕ — не видел я прежде тяжелого горя
çука йул — обнищать
çуклăх — скудость, убожество

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çок (с’ук, с’ок), несуществующий; часто передается русским нет. КАЯ. Çук вăрманта, шăтман хурăн кутĕнче çуратман мулкачă выртать. (Из наговора). ТММ. Тăван анне пек шанчăклă тус çук (с русск.). Изамб. Т. Эпĕ ик-виç кун йĕре-йĕре шырарăм; çук, тупаймарăм (нет, не нашел). N. Кунта та ыриях (= ырриех) çук. И здесь ничего хорошего нет. Регули 536. Çок, эс мана олталимăн! Нет, ты меня не обманешь! Якейк. Конта мана çиман çынĕ çок. Здесь обо мне все злословят. N. † Пирĕн улăхра (чит. улахра) Якку çук, куçа-куçăн пăхасси çук (вар. мăйăр чиксе тухасси çук). N. Пирĕн валалла ĕмĕтленмели çок ĕнтĕ! (Гов. старик о своей дальнейшей жизни). Нюш-к. Ним çукран (от нечего делать) нимĕр (или: ним çукран нимĕр çиес. Поговорка). Регули 356. Эп пытăм онта; старик килте çокчĕ (старика не было дома), вăрмана кайнăччĕ. Ib. 405. Вăл паян чӳркӳре çокчĕ (чуркӳре корăнмарĕ). Ib. 421. Онта утсам çок, онта пăлансам анчах. Ib. 423. Эп çок полăп онта (у др. эп унта пулмăп). Ib. 27. Эп паян каймаллаччĕ, утсам çок полчĕç (не случилось лошадей). Ib. 1230. Халь окçа çок полчĕ (не случилось денег), эп она ӳлĕм килме каларăм (велел). Ib. 45. Онта нимĕн çок пăхмалли. Там смотреть нечего. Баран. 100. Типĕ кунсенче ĕççыннине унсăр пуçне (без овощей) пурăнма та çук. Вомбу-к. † Тохас текен хĕр пор-и, илес текен ачи пор, лаç пор, лапас пор, ут çок та пӳрт çок. (Авалхи туй юрринчен). Кан. Вĕллесенче пыл çителĕклĕ çук пулсан, хуртсене сахăр шывĕпе тăрантмалла. Слакбаш. Унта йытти те çук! Там нет ни собаки! (т. е. нет никого). Изамб. Т. Сирĕн ĕçĕртен те çук, вăййăртан та çук. У вас нет ни работы, ни игры (ни уменья играть). N. Ура-алăсем, пилĕк-çурăмсем пĕрте çук (т, е. болят, отказываются от работы). || Пустой, ложный. Собр. Пире курайман тăшмансем çук сăмахсене пур тăваççĕ (измышляют ложное). || Не стоит. Орау. Ăна тумаллăх та çук. Ib. Унта калаçмаллăх та çук. Ib. Ăна памаллăх та çук, час паримасть вĕт вăл калле (не скоро отдаст). || Употребляется во многих чувашизмах. Орау. Кăçал çуркунне тырă пулмасть, тесе, никам та калас çук (никто не скажет). N. Вĕсем тӳрленесси çук ĕнтĕ. Им уже не исправиться. Юрк. Вăл туман пулсан, эпир нимĕн те тăвас çук. Кабы не он, мы ничего бы не поделали. N. Кăнтăрла ăсене те тухма çук, пире те тухма çук. N. Илессӳ çук эс мана. Ты меня не возьмешь замуж. Регули 379. Эс она йăтас çок. Тебе его не поднять. Ib. 75. Эсĕр ĕçлес çок. Вы не будете работать. Ib. 70. Манăн паян ним те ĕçлес çок. У меня сегодня нет никакой работы. Ib. 76. Эп ĕçлес çок конта. Я не буду здесь работать. N. Хăйсем тăранни çук, варланни, путни анчах. Они не наелись, а только перепачкались и перевязли. Янтик. Ман кунта никампа калаçмалли те çук. Мне здесь не с кем говорить. Ib. Ман кунта ним сăмахламалли те çук. Мне здесь нечего (не о чем говорить). Ib. Ман кунта никампа калаçма та çук. Мне здесь не с кем и поговорить (ни с кем не надо говорить). Якейк. Ман паян ниста та каймалли çук. Я сегодня никуда не должен итти. Ib. Нистан та ман окçа илмелли çок. Мне неоткуда взять денег. Ib. Ман никам патне те тохса çуремелли çок. Мне не к кому сходить. Сред. Юм. Эс хôлана амма каян? — Ахалех, корма çиç каяп.— Корма çиç каяс пôлсан ôнчол çӳресси те çôк (нечего и ходить, нет необходимости и итти). Чăв. и. пур. З. Эрех пулсан, пурте пулать: çука та пур тăваççĕ, курнине те курман пулаççĕ. N. Вуник тенкĕсĕр çук. Дешевле 12 руб. не окупишь. Без 12 руб. не обойдешься. N. Манан конта никампа поплесе кăмăла оçма (развлечься) та çок. ЧС. Халь курас килет те, халь çук ĕнтĕ курмалли. Пазух. Эп вăрмана карăм çук (не хаживала), кукăр йывăç касрăм çук (не рубливала); эп усала карăм çук (не выходила), усал çумне выртрăм çук (не лежала). Усал çумне выртиччен, ыррăн ури-вĕçне вырт. Орау. Вăл ахаль калаçать, унăн ăна тăвасси те çук. В. С. Разум. КЧП. Мĕн туса çӳрен унта (зачем ты будешь ходить в школу), вĕренессӳ çук сан (не будешь учиться), эсĕ ахаль ĕçрен таратăн. N. Ырă йывăç усал çимĕç кӳни çук. Не бывает того, чтобы хорошее дерево принесло дурные плоды. Ау 169. † Шурă хăва каснă çукчĕ (не случалось рубить), ывăнтарчĕ хулсене; йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене. Собр. Кирек те хăш пӳрнене çыртсан та, ыратмасăр çук (непременно заболит), теççĕ. (Послов.). || Нельзя. N. Çырмалли тата нумайччĕ, анчах кунта нимĕн те çырма çук. Альш. Унтан вара Пукрав ерни тухмасăр ниçта кайма та çук. N. Унта каймасан çук. Нельзя не пойти туда. N. Малашне те çапла пулас пулсан, пĕтрĕн вара!... кăна мĕнле те пулсан тумасан çук (как-нибудь да надо сделать). Орау. Ачи аван вĕренет, ятлама çук. Мальчик учится хорошо, похаять нельзя. Коракыш. Хамăн каймасăр çук-ха, хамăн каяс-ха. Мне необходимо итти (туда) самому. Убеева. Манăн вĕренме каяс килет, анчах аттесенчен иртме çук, тет. Кан. Ача-пăча кĕнекине кун пек йăнăш ярса тултарнине чăтма çуках (нельзя выносить). О сохр. здор. Ĕçлекен çыннăн канмасăр пурăнма çук (без отдыха нельзя жить). N. Курăса (курса, курс) никам аллине пама çук (поручить некому). Альш. Тырă пулнă кăçал калама çук аван (несказанно хорошо). || N. Сан тăшманусем пултарас çука шухăш тытса тăраççĕ. || Недостаток, нужда. ЧП. Эпĕ çамрăк пĕве ӳстертĕм çук та пур хушшинче. N. Çук пирки тарăхса пурăнаççĕ (бедствуют). || Бедный, неимущий. Хора-к. Пор поршăн коллянать, тет, çок çокшăн коллянать. Ск. и пред. чув. 71. Анчах асту: Михетер хĕрне памаст çукалла (в бедную семью). N. Тăван-йыш, хута кĕрекен хуйхăлă чух пулăшать, çука пани вĕсенчен те ытла çĕклет. N. Çуксем, бедняки. || Бедность. ТММ. Çукăм çукпа пултăр, пуррăм хампа пултăр. Ib. Пуянлăхăм пур, çукăм çитмест. (Поговорка). || Пустяки. Юрк. Унта çукпа кун ирттерсе лармалла тăватăн (заставляешь проводить день за пустяками). Ib. (Хаярскер) вĕсене те хăш чухне çукшăн (из-за пустяков) ятласа пăрахат. Орау. Çукпа хăтланмаçть. Пустыми, бесполезными делами не занимается. Ib. Çукпа çӳремеçт. За пустяками не гонится. N. Епле эсир мана çукпа йăпатасшăн? N. Ĕçсĕр ирттернинчен ытла тата çука калаçакан, тĕпчесе çӳрекен пулса каяççĕ. N. Мана курма тесе кĕрекен çука калаççĕ.
(с’ук), близко. Пшкрт. См. çух, çывăх.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

юк

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[ŝjuk/ŝjuĥ]
ne, bagatelo, malriĉeco
çук япала — bagatelaĵo
çук çул — malsata jaro
çук çын — malriĉulo
укçа çук — ne estas mono, mankas mono
çукпа пĕрех — preskaŭ ne estas
çук сăмах — malveraĵo
вăл килес çук — li ne venos
çухал — perdiĝi
çухат — perdi

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«нет», «не имеется»; «отсутствует»; çук çын «бедный человек»; çухал «пропадать», «исчезать», «теряться»; çухат «терять», «утрачивать»; «лишаться»; çуклăх «небытие», «отсутствие»; «бедность», «нищета»; др. тюрк., Зол. бл., уйг., тур., ног., кумык, йок, маних. йоғ, туркм. ёк, азерб. йох, башк., тат., узб. йук (юк), желт, уйг., карач. джок, ойр. дьок, тув. чок, хак. чох, кирг., казах., к. калп. жок, качин, шок, якут. суох «нет», «не имеется»; казах. жоктык, тат. юклык, уйг. йоклук «отсутствие», «неимение»; тефс. XII—XIII вв. йоклук «бедность».

Çавăн пекех пăхăр:

çуйхаш çуйхаштар çуйхашу çуйхашуллă « çук » çук çинчен çук çул çук çын çук йенне çук пул

çук
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org