Шырав: çырт

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
кусать
çатăрласа çырт — закусить, сжать зубами
тутана çырт — прикусить губу
чĕлхене çырт— прям. и перен. прикусить язык
шăла çырт — перен. стиснуть зубы сдерживая себя)
çыртса ил —1) откусить 2) укусить, куснуть (один раз)
çыртса пĕтер — перекусать (многих), покусать (во многих местах)
çыртса çур  — прокусить
çыртса шăтар — прокусить
çыртса тат — перекусить, откусить
2.
кусать, кусаться
ку йытă çыртать — эта собака кусается
Кĕрхи шăна хытă çыртать. — посл. Осенние мухи сильно кусаются.
3.
закусывать
перекусить разг.
сĕтпе çăкăр çырт — поесть хлеба с молоком
4.
прилипать, крепко приклеиваться, прочно приставать
схватывать

çилĕм çыртса лартрĕ — клей крепко схватил

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(с’ырт), кусать; перехватить, схватить зубами. О сохр. здор. Хăшне-хăшне йытă çыртса амантнă. Ib. Унăн сĕлеки çыртса шăтарнă çĕре юлса юнпа хутăшса каять, Толст. Ăна уринчен çыртрĕ-илчĕ. Орау. Лаши пĕр ывăç утă çыртса илнĕ те, ĕшеннĕскер, çимасăрах пырать. Янтик. Йыта ача пӳрнине çыртса илнĕ (откусила). N. Çыртса тат, перекусить. N. Çыртмасăр çырлахмарĕ. N. Кĕпинчен çыртса, çыран хĕррине ишсе тухнă (собака). ТХКА 104. Çăварне карса, шап-шура шăлĕсемпе пĕр çынна пилĕкрĕн çыртса йăтса силлесе пырать (тигр). ЧII. Çитĕннĕ хĕр, каяс вăхăт çитсессĕн, çанни вĕсне çыртса йĕрет-çке. Якейк. И, осалшăн чĕлхея çыртрăм-ăç. Я из-за тебя язык прикусил. К-Кушки. Эп ялан сахăра çыртса ĕçеп. Я всегда пью чай вприкуску. N. Улмуççи кутне тухса выртса, улăм çыртса выртрăмăр. Синьял. † Тантăш сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Кан. Ыратнипе шала çыртса, сăмсана тавăрса... || Закусить. Пшкрт. Пĕри калат: Иван, тет, тавай, тет, ларса çăккăр çыртăпăр, тет. Юрк. Арăмĕ çапла балык çук тенине илтсен, хăни те — кирлĕ мар, кунта мĕнпе çыртса çимелли пур халĕ, тет. N. Кăшт çăкăр çыртрăм, шыв ĕçрĕм те, ахаль çĕрех çыварма выртрăм.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«кусать»; «кусаться» (о собаке); АФТ, уйг. Син., азерб. туркм., тур., МНХ, башк. йырт, тат. ерт, кирг., казах., к. калп., тат. О жырт, уйг. жит, узб. йирт, ойр. дьырт, хак. чырт «рвать», «разрывать», «раздирать», «растерзать»; узб. йирткич, тат. ерткыч «хищник».

Çавăн пекех пăхăр:

çырса пар çырса пыр çырса хур çырсатăм « çырт » çыртăç çыртăк çыртăкла çыртăм çыртăн

çырт
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150