Шырав: жизнь

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

сущ.жен.
1. (ант. смерть) пурнăç, пурăну, пурăнни; возникновение жизни на Земле Çĕр çинче пурнăç пуçланса кайни
2. пурнăç, ĕмĕр, кун-çул; долгая жизнь вăрăм ĕмĕр; прожить жизнь в труде пурнăçа ĕçлесе ирттер
3. кого-чего или какая пурнăç, ĕç-хĕл, пурнăç-тăрмăш; общественная жизнь общество пурнăçĕ; оторваться от жизни пурнăç-тăрмăшран уйрăлса кай ♦ отдать жизнь пурнăçа пар (вилни çинчен); воплотить в жизнь пурнăçа кĕрт; между жизнью и смертью пурнăçпа вилĕм хушшинче, ни чĕрĕ ни вилĕ; Жизнь прожить — не поле перейти посл. ĕмĕр сакки сарлака

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

ж. пурнӑҫ, ӗмӗр, кунҫул; радостная жизнь хаваслӑ пурнӑҫ; в течение жизни, в продолжение жизни ӗмӗр тӑршшӗнче, пурӑнан ӗмӗрте; по гроб жизни ҫӗре кĕриччен, виличчен.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

ж. 1. пурнăç; возникновение жизни на Земле Çĕр çинче пурнăç пуçланса кайни; жизнь растений ӳсентăрансен пурнăçĕ; кипучая жизнь вĕресе тăракан пурнăç; общественная жизнь общество пурнăçĕ; хозяйственная жизнь хуçалăх пурнăçĕ; зажиточная жизнь тулăх пурнăç; борьба за жизнь пурнăçшăн кĕрешни; стоимость жизни пурнăç хакĕ; зарабатывать на жизнь пурăнмалăх ĕçлесе ил; при жизни пурăннă чух; проводить в жизнь пурнăçа кĕрт; образ жизни пурнăç йĕрки; лишить себя жизни хăв пурнăçна тат; 2. (продолжительность существования) пурнăç, ĕмĕр, кунçул, кун; за всю свою жизнь хăй ĕмĕрĕнче, хам ĕмĕрте, ĕмĕр тăршшĕнче; прошлая жизнь иртнĕ пурнăç, иртнĕ кун-çул; на всю жизнь ĕмĕрлĕхех; 3. (оживление) пурнăç, кун; улицы полны жизни урамсенче пурнăç вĕресе тăрать; ◇ даровать жизнь каçар, вилĕмрен хăтар; дать жизнь çурат, чун пар; отдать (или положить) жизнь пуç хур; прожигать жизнь асса-тĕссе пурăн; войти в жизнь 1) йăлана кĕр; 2) хăнăх; вычеркнуть из жизни см. href='/s/вычеркнуть'>вычеркнуть; возвратить к жизни см. возвратить; вопрос жизни или смерти чи кирлĕ ыйту; право жизни и смерти пурнăçпа вилĕм прави (е ирĕкĕ); между жизнью и смертью пурнăçпа вилĕм хушшинче; не на жизнь, а на смерть вилесле, вилес пек; жизни не рад пурăнас та килмест; ни в жизнь, в жизнь (в жизни) не... нихăçан та; ĕмĕрне те; по гроб жизни мĕн виличчен.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

пурнăç; политическая жизнь политика пурнăçĕ; бытовая жизнь кулленхи пурнăç; личная жизнь харпăр пурнăçĕ; уровень жизни пурнăç шайĕ

Çавăн пекех пăхăр:

жизненный жизнеописание жизнерадостность жизнерадостный « жизнь » жила жилет жилетка жилистый жилище

жизнь
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150