Шырав: кам

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
мест. вопр.-относ.
кто
переводится также формами косвенных п.
кам вара вăл? — кто он такой?
кам пĕлет ăна — кто его знает
кам пулса ĕçлетĕн? — ты кем работаешь?
кам патне каяс-ши? — к кому же пойти?
кам çинчен калать вăл? — о ком он рассказывает?
Кам ĕçлемест, çав çимест. — посл. Кто не работает, тот не ест.
Кам армана, кам вăрмана. — посл. Кто на мельницу, а кто в лес. (соотв. Кто в лес, кто по дрова).

кама — кого, кому
кама куртăн эсă унта? — кого ты там увидел?
кама пула кая юлтăмăр эпир? — из-за кого мы отстаем?
Кама тилĕ тăлăпĕ, кама алăк хăлăпĕ. — посл. Кому лисий тулуп, а кому дверная ручка. (соотв. Кому привет, а кому от ворот поворот).

камăн
1) кому, у кого
камăн киле кая с килет? — кому хочется домой?
камăн укçа пур? — у кого есть деньги?
2) в форме камăн, также кам
чей, чьи
камăн кĕнеки ку? — чья это книга?
кам ывăлĕ пулатăн? — ты чей сын?
Кам çуни çине ларатăн, çавăн юррине юрлатăн. — посл. В чьи санки сядешь, того и песенку затянешь. (соотв. С кем поведешься, от того и наберешься).

камра — у кого
алăк çăраççи камра? — у кого ключ от двери?  

камран — кого, у кого, от кого и т. д.
камран хăрать вăл? — кого он боится?
камран вĕрентĕн эсĕ ку юрра? — у кого ты перенял эту песню?  

кампа — с кем
кампа килтĕн? — с кем ты пришел?
кампа кăна тĕл пулмарăмăр-ши эпир! — с кем только мы не встречались!  

камшăн — для кого, ради кого
камшăн пит тăрăшатăн эсĕ? — ради кого ты так стараешься?
2. мест. неопр.
кам та пулин — кто-нибудь
кам та пулсан — кто-нибудь
кам та нулин пур-и кунта? — есть здесь кто-нибудь?
кам пулсан та — кто бы то ни был
кирек кам — кто бы ни был, кто угодно, всякий
кирек кам та — кто бы ни был, кто угодно, всякий
ăна кирек кам та пĕлет — его знает всякий
кам та кам — кто-нибудь; тот, кто
кам та кам килеймест пулсан, малтанах пĕлтерсе хумалла — если кто-нибудь не сможет прийти, то об этом следует предупредить заранее
3. в знач. усил. частицы
же, ведь, вот ведь
пулать кам маттур этем! — бывают же такие молодцы

камне пăхса тăмасăр — невзирая на лица

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

кто
мĕн — что
кирек кам та — всякий
есĕ каммине, епĕ каммине, вĕсем пĕлесшĕн — они хотят знать, кто я и кто ты
такам — неизвестно кто
никам та — никто
камăн — чей

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(кам), кто (изредка относится и к животным). N. Ку йывăçа кам кăшланă? Кто грыз это дерево? N. Ман улăма кам çисе янă? Мою солому кто сожрал? N. Вăл сирĕн (санăн) кам пулать? Кто он вам? Вăл унăн кам пулат? Кто он ему? Янтик. Кам илет ăна! Кто его возьмет! Ib. Кам калатăр ăна: халех килет, тесе? Кто может сказать, что он вскоре придет? Ib. Кам шухăшлатăр ăна халех вилет, тесе? Кто может подумать, что он скоро умрет? Капк. Кам-ши çĕр хута? тетĕп. Кто это (идет) ночью? говорю я. Орау. Çта каять-ши ку? — Кам мур (мур’) пĕлет ăна! Кам шуйтань пĕлет ăна! (чорт его знает). Ib. Камсамах хăтланнă-ши кăна капла?! Ай-яй-яй! Пулаççĕ-кам çынна курайман этемсем. Янтик. Кам мур кăшкăрать çанта? Кто это там орет? Регули 962. Кам пĕлекенне пар. Отдай знающему. N. Тинĕс хăйăрне кам суса кăларас, çумăр тумламне кам хисеплесе тухас? N. Пĕр-кун камччĕ вăл сирĕн патăрта? Кто это был у вас намедни? КС. Кама хывнă эсĕ? В кого ты уродился? Кан. Кама (надо: камăнне) шалу чакармалла, кама вăрман памалла, тата çавăн пек ытти ыйтусем те сӳтсе яваççĕ (обсуждают). Юрк. Кам усалĕ вĕсене кунта хирсе (уничтожая) пĕтерсе çӳренĕ-ши? N. Кам килет унта? Кто это идет? — Кам туртать кунта? Кто это тут (здесь) курит? Орау. Паян кама-кама куртăн? — Паян эп нумай çын курман. Кого и кого ты сегодня видел? — Я сегодня видел немногих («мало людей»). N. Кам арки çине вут ӳкет, çав çунат. (Послов.). Изамб. Т. Кама кам пулмасть (почему не помочь другому). Иваново. Кам у пирĕн чӳречене ватни? Кто это разбил наше окно? N. Миколайсам тырă вырма карĕç-и? — Кам пĕлет, те кайнă тем. Пошла ли Николаева семья жать? — Кто знает, может быть, и пошла. Тораево. Амăшĕ каланă (ему): сан ухмах ăсу тăрăх кам хăни пухăнать (какие еще там гости), тенĕ. Сред. Юм. Кам çăви (какой чорт) çохрать çавăнта? (Кам çохăрнине пĕлмесен калаççĕ) N. Эсĕ хисеплемесĕр, ăна кам хисеплемелле тата? КС. Кам чирĕ (кам мурĕ) кăшкăрать унта? Кто это там орет? Ib. Кам чирĕ пуçа кайса чикет унта? Кто (какой шут) туда пойдет? Ст. Шаймурз. † Халиччен шурă хурăн кам каснă? — ывăнтарать сылтăм хулсене; халиччен савнă туспа кам пурăннă? — çыхлантарать иккен чĕлхесене. Артюшк. Кам сирĕн ача тăвать, çавна качча илеп, тет. N. Кам таврашĕ вăл? Он из какой фамилии? Толст. Ку кĕреплене кунта кам ухмахĕ (какой дурак) пăрахнă! N. Эй, атте, кам çав (что ты за человек?), пĕр кĕреçине те пулин лайăхрах пехиллесе памарĕ-ĕçке! (не завещал хорошей лопаты): вăл та пулин хуçăлса кайрĕ. || Частица заключительного удивления или неожиданного заключения, или убеждения: «Оказывается», «ну, и»... (иногда передается и иначе). Орау. Пулать-кам çын та! Бывают же такие люди! Ib. Пирĕн тавар пĕртте каймарĕ-кам (не продался)! Ib. Ну, хытă та утать-кам! Ну, и шагает же! Ib. Çармăс еннех куçрĕ-кам! Ib. Кайрипченех (от киремети, что на задах) тертленеп-кам (мучаюсь). Ib. Каламасть-кам! Как это он не скажет?! (т. е. скажет; пустяки, что не скажет). Сред. Юм. Полат-кам он пик çын та! Ну, и бывают же люди! Орау. Ай-ай! Хырăма та кĕрет-кам: пĕр кӳренке кулача нумай хăвармасп (доедаю). К.-Кушки. † Пирĕн лаша та ухмах-кам: йĕрсĕр çĕре йĕр тăват! Альш. † Аслă çулта такăр-кям: урапа йĕрĕ палăрмаст. Елшел хĕрĕ те сатур-кам, сиксе утни палармаст. Тюрл. Эх, алтанĕ алтать те-кам! Ну и поет же петух-то! Хурамал. † Пĕр лап çырла тĕл пултăм, тĕл пултăм; татап-татап, пĕтмеç-кам, пĕтмеç-кам, киле таврăнас килет-кам, килет-кам! Ск. и пред. 63. Хĕр кăларма кайнă та, хай пуçне пĕтернĕ-ĕç-кам мăнтарăн ачи.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

кем

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[kam]
kiu
кам пĕлет? — kiu scias?
кама кирлĕ? — kiu bezonas? al kiu estas necese
кам пулăшайать? — kiu povas helpi?
эс(ĕ) кам пулса ĕçлетĕн? — kio vi estas?
уçă камра? — kiu havas la ŝlosilon?
камран пĕлтĕн? — de kiu vi eksciis?

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«кто»; МК, азерб., туркм., тур., уйг., кирг., казах., к. калп., ног. кимкем, тув. ким, АФТ кен «кто»; монг. хән «кто».

Çавăн пекех пăхăр:

каля каля-маля каляк калята « кам » кам килчĕ-вăл кам та кам камăн камăнлăх камăр

кам
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org