Шырав: лайăх

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
добро, нечто хорошее
хороший, добрый, славный
хорошо, славно
лайăх лаша — добрый конь
лайăх çанталăк — хорошая погода
лайăх вĕрен — хорошо учиться
ĕçе лайăх ту — выполнить работу хорошо
лайăх кантăмăр — мы славно отдохнули
ним лайăххи те çук — нет ничего хорошего
лайăхран та лайăх — 1) лучший из лучших, превосходный 2) превосходно, замечательно
Çула кайма тухсан, юлташу хăвăнтан лайăх(рах) пултăр. — погов. Пусть попадет тебе в спутники человек лучше тебя самого.
Хитре — виçĕ кунлăх, лайăх — ĕмĕрлĕх. — посл. Красивое — на три дня, хорошее — навеки.
Иккĕн икерчĕ çиме лайăх, тет, вуниккĕн авăн çапма лайăх, тет. — погов. Вдвоем хорошо блины есть, а молотить (зерно) хорошо артелью в двенадцать человек.
2.
хорошенько, как следует
порядком, достаточно, вполне

лайăхах çитет — вполне хватит
ачасене лайăх асăрхăр — хорошенько присматривайте за детьми
вăл лайăх çеç пырса çапăнчĕ — он стукнулся довольно сильно
эсир мана лайăхах хăптартăр — вы меня порядком напугали
3.
благополучный, иправный
благополучно, исправно
ĕне лайăх пăруларĕ — корова благополучно отелилась
ĕç хатĕрĕсем пурте лайăх — все инструменты в исправности
лайăх-и? — как дела? (приветствие при встрече), здравствуйте!
4.
удобный, подходящий
сподручный
прост.
удобно, подходяще
сподручно
прост.
лайăх вăхăт — 1) хорошая пора 2) удобное время
утта ирсерен çулма лайăх — сено хорошо косить по утрам
5. с отриц. частицей:
лайăх мар
1) нехороший
лайăх мар çын — нехороший человек
2) неудобно, неприлично, нехорошо
çынсенчен лайăх мар — неудобно перед людьми
вăл лайăх мар хăтланать — он ведет себя неприлично

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

хороший; хорошо; исправный, приличный, безукоризненный. Çын лайăххи хирĕç пăхсах паллă – по одному виду заметно, хороший человек (или нет). Лайăх-и? Здоров-ли? Здравствуй, лайăх лайăххăн – хорошенько.

107 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хороший; хорошо. В. Байгул. † Лайăх лашасем ямшăклăх, лайăх ачасем патшалăх (годны на службу государству). Сюгал-Яуш. Пĕр лайăх кун ман пата юлташсем пычĕç те, каларĕç. N. Лайăхран те эпĕ ăна илтĕм. Орау. Ан та кала (и не говори), лайăхскере так кулăхах (незаслуженно) хурлаççĕ! Ib. Лашана лайăхскере туянчĕ. Регули 130. Вăл ĕçлени лайăх. (Его работа хороша). Якейк. Лайăх кайăр! Счастливого пути! N. † Эпĕрех килтĕмĕр, каятпăр: кайни лайăх (хорошо, что уехали), тесе, ан калăр. Регули 594. Ман окçа полсан (если бы были), лайăхчĕ. Ib. 748. Лайăх мар, çомар çăвать. N. Эсĕ ху ăçта выртатăн, çавăнтах сар, иккĕн калаçса выртма лайăх. N. Вуламасăр тăриччен (лариччен), вуласан лайăхрах пулĕ. Чем не читать, лучше читать. N. Лайăхăн лайăхах пулат (= лайăх çыннăн ĕçĕ те лайăх пулат). || Хороше́нько. N. Лаша туяннă чухне (во время покупки) лайăх пăхăр (смотрите хорошенько, т. е. внимательно). N. Лайăх ларăр. Сидите хорошенько (не упадите). || В достаточной степени, в достаточном количестве, вполне, порядком. Чăв. й. пур. 19°. Эсĕ эреххе лайăх пар та, тĕрĕс пар, тенĕ. Якейк. Ку урока эп лайăхах пĕлимасп (не совсем хорошо знаю). N. Çавăншăн вара ăна лайăхах хĕртсе ячĕç (порядком прибили), тет. О сохр. здор. Акă пĕр талăкра пĕр çынна 2 кĕрепенкке çăкăрпа виç чĕрĕк аш, е авантарах пулă лайăхах çитет. Хĕн-хур. Вăл тухса утнă вăхăтра лайăхах тĕттĕм пула пуçланă. Регули 1405. Эп она лайăхах ватрăм, асăнĕ вăл мана. N. Пĕр сехет лайăхах (= вполне) пулĕ (т. е. несомненно теперь уже не менее часа пополудни). Г. А. Отрыв. Пĕр шанта 20 витре лайăхах пур вара, лайăхăнах çирĕм пур. СЧУШ. Пĕрени майĕпе сулланса кайса пачĕ, тет, кăна (медведю) пуçĕнчен лайăх кăна (здорово). В. Олг. Лайăх пăхас (угощать). Кан. Хăшпĕр чухне сехрене лайăхах хăпартаççĕ (пугают). Юрк. Кунта хăнана килтĕр-ем эсир, лайăхтарах çиесем ыйтăтăр? || Приветливый. ПВЧ 99. Аттипе те апи лайăх полсассăн, тата килĕс кăмăл (желание) пор. || Удачный. Якейк. Лăйăх çоратмарь; арăмăн ачаран телĕй полмарь (роды были неудачны). || Неповрежденный. N. Лайăх çтенаранах тĕтĕм (дым) тухать. || Здоровый. В. Олг. Лăйăх-и? Су-и? Здоров-ли? — Су, лăйăх-ха. N. Лайăх-и? Сыв-и? Здоров-ли? Здравствуйте! Альш. Тимĕрçĕ ачи ирĕлтернĕ тăхланне çакăн лайăх куçне (в её здоровый глаз) яра пачĕ, тет. || Небось. Орау. См. халтлаттар. N. Пуçран пĕре тăхăнтарсан, илĕн вара! Вот дам тебе по башке, небось тогда возьмешь! (или: „вот тогда возьмешь!“ — Этот оборот употр. в смысле угрозы: если ты возьмешь, то я ударю тебя по башке!). Якейк. Пĕре холăпа çонтарсан, лайăх вăрмана кайăн! Вот отпорю прутом, тогда будет леç! (Так гов. напр., ребёнку, который надоедливо просится в лес). || Можно. Скотолеч. 10. Çав вăхăтра ăна (жеребёнка) алла вĕрентме лайăх (можно приручить).

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

яхшы

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[lajoĥ]
bona
эс(ĕ) чăвашла лайăх пĕлетĕн-и? — ĉu vi bone parolas, scias la ĉuvaŝan? лайăх вĕрен — bone lerni
ним(ĕн) лайăххи те çук — nenio estas bona
лайăхлан — pliboniĝi, resaniĝi
çанталăк лайăхланчĕ — la vetero pliboniĝis
лайăхлат — plibonigi
çĕнетсе лайăхлат — modernigi

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

« хороший», «прекрасный», «отличный», «приличный»; Замахш., полов., туркм., тур., казах. лайык, уйг., узб. С лайик, азерб. лайиг, кирг., к. калп. ылайык, узб. лойик, тат. лаек «подходящий», «подобающий», «достойный», «хороший»; в уйг., узб. «впору», «как раз». Заимствовано из араб.: «достойный», «приличный», «надлежащий», «подходящий».

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

юраллă. Святтой Николай лаих синдан асше амыже сöратны, <…> синьзэнэ номай ыра туза Тор’ омыньчэ лаих (йоралла) болны [Сöлдалык 1873:32].

Çавăн пекех пăхăр:

лазутчик Лаиш лай лайăк « лайăх » лайăх çӳре лайăх ама лайăх йышши лайăхăн лайăхлан

лайăх
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org