Шырав: пин

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
тысяча
пин тенкĕ — (одна) тысяча рублей
вуншар пин — десятки тысяч
пине яхăн çын — около тысячи человек
пин те виççĕр — (одна) тысяча триста
пинтен кăшт катăк — чуть меньше тысячи
пин çулхи хула — тысячелетний город
2.
тысяча, множество
вăл пин сăлтав шыраса тупать — он найдет тысячу причин
пин-пин — тысячи
эфирта пин-пин сасă янăрать — в эфире звучат тысячи голосов
пинĕ-пинĕпе — тысячами
кайăксем пинĕ-пинĕпе кăнтăралла вĕçсе каяççĕ — птицы тысячами улетают на юг

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

тысяча
пинĕпе — целою тысячей
пинĕ-пинĕпе — целыми тысячами
пинлĕ — тысячный
пиншер — по тысяче
пинĕмĕш — тысячный
пин çын ĕпуçлăх — тысяченачальник
ерех ĕçменни пин те пĕрре анчах пулать — непьющих бывает только на тысячу один

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

неизв. сл. Коракыш. Хурăнсурăн хĕрĕсем, хĕрĕсем, хĕвел тухаччен çывăраççĕ, пил (не пин?) тăмани пырсассăн, сиксе тăни сисĕнмĕ.
(пин'), нас, наш (= пирĕн). Чуратч. Ц. N. Халĕ пин пеккисене яраççĕ курма (на побывку). N. Пинтен, от нас; синтен, от вас (см. пирĕнтен, сирĕнтен).
слон. МПП. Упари пине çулăхнă. (Послов.).
(пин'), тысяча. Ск. и пред. 107. Шыв пин те пĕр ункăлă пулать каять вĕресе. N. Пин те сакăрçĕр тăхăрвунă виççĕ. Тысяча восемьсот девяносто три; пин те сакăрçĕр тăхăрвун виççĕмĕш, тысяча восемьсот девяносто третий. Юрк. Пин те пĕр, 1001. Шел. 5. Пин те тăхăрçĕр çирĕм пилĕкре, ака уйăхĕн çирĕм пĕрĕнче. Собр. Пин, пин майрин пин саплăк, çĕрпӳ майрин çĕр саплăк. (Купăста). Зап. ВНО. Пин сăмах çитнĕ. (Поговорка). Якейк. † Çĕрри таран çĕр тенкĕ, пинни таран пин тенкĕ, пин тенкĕлĕх улăмран епле уйăрлса каям-ши. (Эту песню пела имевшая сына вдова, когда она вышла замуж вторично). Ст. Шаймурз. † Çаврака куркан тĕпĕ ылттăн, пирĕн савни пин ылттăн. Янтик. Пĕр çын тунине пин çын тытать. (Алăк тытхи). Рак. Пин-пин пичче пин халăха култарать; хурама хуппи хултăрчă хура халăха култарат. (Сăрнайпа купăс). Чăв. й. пур. 13°. Ашшĕне-амăшне йĕртекен пархатар курмас: ашшĕ-амăшĕ пиллесен, пин пулать; пиллемесен, кĕл пулать. Курм. Пине çиттĕр (о разговоре). Менча Ч. Савса панине савса ил, пĕртен пине çитер. (Моленье). Хора-к. Пĕр кона йолнă ĕç пин кона йолнă, тет. (Послов.). Ау 336°. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, сирĕн пĕр сăмахăр пин ылттăн. Янорс. Эпĕ çоралнă пин те сакăрçĕр тăхăрвун çулта. Сред. Юм. Эсĕ мана хуса çитесси пин те пичĕк çол. (Говорят дети, когда хотят показать, что никогда его другой не догонит). Н. Яха-к. Пĕр турамран пĕр пине çиттĕр, çаккăнпа ĕçсе çисе кайăр, выляса, ташласа кайăр, теççĕ (во время поминок на кладбище накануне семика). Т. II. Загадки. Пинĕн пин шăтăк, пирĕн Микулайăн пĕр шăтăк. (Пӳрнеске). Якейк. † Хора лаша çол тытать (опытная лошадь), пирĕн ати пин тытать. Ерк. 50. Атăл шывĕ ким çăтать, пирĕн атте пин тытать.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«тысяча»; др. тюрк. бың, биң. КБ, Зол. бл., казах. мың, Замахш., узб. минг, кирг., уйг. миң, к. калп. мынг, ног. мынь, алт. в, тув. муң, хак. мунъ, туркм. мӳң, азерб. мин, тур. бин, башк., тат. мең, «тысяча»; ср. монг. минған «тысяча».

Çавăн пекех пăхăр:

пимпа пимпи Пимук Пимулла « пин » пин çуллăх пин сом пин-çурă пин-пуç пинç

пин
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
3 саспалли
 
Семçе сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150