Шырав: тĕк

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

1.
перо
перьевой
хур тĕкĕ — гусиное перо
тĕк минтер — перьевая подушка
тĕк тӳшек — перина
тĕк тат — ощипывать (напр. курицу)
2.
волос и волосы,
волосяной покров (на туловище человека)
3.
ворс
пусма тĕкĕ — ворс ткани
ку кавирĕн тĕкĕ вăрăм — у этого ковра длинный ворс

куç тĕкĕ — ресницы
II.

1.
спокойно, тихо, смирно
тĕк лар — сидеть смирно
тĕк пурăн — жить тихо, мирно
2.
скромно, тихо
тĕк çӳре — вести себя скромно
3.
пассивно, бездеятельно
Тĕк ларсан тĕк тухать. — погов. Если сидеть без дела, волосы вырастут. (соотв. Под лежачий камень вода не течет).

тĕк тăнă çĕртенех — ни с того ни с сего, без всякой причины
III. глаг.

1.
толкать
айăкран тĕк — толкнуть в бок
вакунетка тĕк — толкать вагонетку
тĕксе антар — столкнуть вниз
тĕксе ил — толкнуть
тĕксе кăлар — вытолкнуть
тĕксе кĕрт — втолкнуть, затолкать
тĕксе пыр — идти, толкая перед собой кого-л, что-л.
тĕксе ӳкер — свалить толчком, уронить
тĕксе яр — столкнуть, оттолкнуть
2. прям. и перен.
задевать, трогать, касаться
ăна пӳрнепе те ан тĕкнĕ пултăр! — не смей его и пальцем тронуть!
3.
бодать
бодаться

пирĕн ĕне тĕкет — наша корова бодается
4. перен.
намекать
поддевать
разг.
тĕксе кала — говорить с намеком
5. перен. разг.
давать взятку

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

толкать. Ала 74. Çакă Кăвал ачисе алăк хыçне тĕкрĕмĕр. N. Манăн çăварсем питĕрне ларчĕçĕ, çăкăр çиме памастчĕ, аран-аран пĕрер тĕпренчĕкĕн пурнепе тĕксе кӳртсе çатăмччĕ. Сюгал-Яуши. Вара ăйăра шыв хĕрне илсе кайнă та, шăтăка тĕксе янă. Имен. Эпĕ ăна тĕксе ятăм çуна çинчен, лашине пушăпа çапрăм та, тартăм. В. С. Разум. КЧП. Алăка сасартăк тĕкрĕм те, уçăлсах кайрĕ. Ib. Порис тĕксе ярать. Орау. Эп ун киммине çыран хĕрнелле сĕтĕреп, вăл шалчапа çырантан тĕксе шалалла туртăнать. Е. Орлова. Кĕсменпе чултан тĕксе кимме тапратса ятăм. Я оттолкнулся от камня и поплыл. Ib. Çтенаран алпа (урапа) тĕксе уйăрăлтăм. Я оттолкнулся от стены. N. Халăха вĕрентес ĕçе, епле те пулсан, майлаштарса, малалла тĕкесшĕн пулнă вăл. Çамр. Хр. Тенкел ури илсе Çтеппанăв куçне тĕксе шăтарнă. || Касаться. N. Патакпа тĕкрĕм, коснулся. || Кан. Пĕр пулккă сурăх пĕр пĕрин çине пуçсене тĕксе, кашăлтатса каяççĕ. || Бодать. Ишек. Тĕкрĕç, тĕкрĕç, тет те, хĕрне мыйрисемпе, вĕлерсе прахрĕç. Скотолеч. 26. Ĕнесем час часах пĕр-пĕрне мăйракисемпе тĕксе шăтараççĕ е тирне чĕрсе яраççĕ. А.-п. й. 108. Качакисем ăна ирччен пĕтĕмпех тĕксе вĕлереççĕ. Сятра. Такасам ирччен хора тĕксе пăракнăç, тет. || Трогать, задевать. Пшкрт. Тĕк = тив. || Поджечь. Курм. Кăраççын сапса вот тĕкнĕ. Кан. Çын тĕкнĕ теççĕ. Говорят, что от поджога. N. Вот тĕкнĕ. || Запирать. Яргуньк. Алăк тĕкрĕн-и? Запер ли ворота засовом? || Сомкнуть. Яргуньк. Пĕр пуç чĕнчĕ, тет: пушалстă мана кĕлеткепе пуçа тĕксе хăварччĕ, терĕ тет. Шибач. Çав кӳлĕри шупала аллисене хире хирĕç тĕксе çав шупала йăваласа сĕркелесе сыпăнчĕ. || Черкнуть. Орау. Вăхăт пулсан пĕр икĕ сăмах тĕксе ярсан аван пулĕччĕ. Ib. Мĕскер çыран? — Салтак патне хут ярас-ха, кăшт хамăр епле пурăннине пелтерес.— Маншăн та эппин пĕр-ик сăмах тĕксе хур. || Дать взятку. Орау. Леш сутийине тĕкнĕ те, ун майлă турĕç. Он сунул взятку судье, потому присудили в его пользу. || Намекать. N. Сăмах тĕксе ян яр. || Тыкать (в землю).
так. N. Тĕк ларас мар. Собр. Тĕк тăра пĕлмесĕр кĕçĕтмен пуçа тимĕр тура чикнĕ, теççĕ. Так-то не сиделось („не стоялось“), так он засадил себе в совсем чистую („не чесавшуюся“) голову железный гребешок. N. Эй упа халăхĕ тĕк упа халăхĕ, тесе калат, тет, тилли.
смирно, спокойно, тихо. Хăр. Паль. 5. Ан шарла. Ухмах, тĕк лар! терĕ амăшĕ. Сред. Юм. Порте он пик тĕк çӳресен кăçтаччĕ олă, çынпа вăрçмас, ытлашки сăмахламас. НИП. Тĕк ларма пĕлмест (о непоседе, вертушке). N. Чăхăсем шавласа ларсан тырă пулмасть, теççĕ; тĕк ларсан тырă пулать, теççĕ. (Святочное гаданье). Тюрл. Тĕк ларăр. Молчите. Çĕнтерчĕ 33. Ан йăшăлтат, тĕк вырт. БАБ. Пирĕн ăспа ĕнтĕ усал вилмелле те пĕтмелле; апла пулсан муш ятне те Ялта часăрах маннă пулĕччĕçĕ. тата хăйĕн ӳчĕ те тĕк выртнă пулĕччĕ. Альш. Пулнă усал хуллен хуллен асран каять. Каç та тĕк выртса тĕк çывăратпăр (после пожара). Туперккульос 42. Тĕк тăрас пулать. Капк. Тĕк тăнă çĕрте ма шăнса вилмелле. Мурат. Тĕкех тăр. Молчи. Слакбаш. Ахаль лариччен тĕк тăр. Бес. чув. 2. Çынсенчен кам ытларах айăплă-ши? Тĕк тăнă çĕртенех вĕлерекен-и, йĕ айăпсăр вилекен-и? N. Ĕни сунă чухне пĕрте тĕк тăман. Хурамал. Вăкăрĕ мак макăрат, хӳри тĕк тăрат. Рак. Тĕк тăнă çĕртенех (ни с того, ни с сего) ухмахланса чан çапма тытăнатчĕ (т. е. произносить слова, подражающие звону). СПВВ. Тĕк тăр = тек тăр, стой смирно, погоди. СЧУШ. Пĕрре карчăкĕ çăкрине тăвар сапса исе тухнă та ĕнине йăпатса парат: тăр айван, тăр ме-ме, тăрсан тата исе тухса парăп, тĕк тăр, тет. Баран. 80. Çанталăк тӳп-тӳлек. Парăссем тĕкех çакăнса тăраççĕ. N. Чипер тĕк пурăннă çĕртенех килсе чĕтретрĕ.
пух, перо. Завражн. Чăх чĕппи тохсассăнах, амăш айĕнчен илсен начар полать, çав начар чĕппех амăш айне ярсассăн амăш тĕкне çисе чĕрĕлет, тет. Пшкрт. Хор тĕк тони; ĕлĕк çонат тĕкпеле çырнăç. Сред. Юм. Хама йоратнă аттене чĕнме туххăм тĕк пик вĕçсе кайса килем (очень скоро). Абыз. Я тĕккӳ шăнсассăн? – Вут хурăп ăшăнăп (о синице). ГФФ. † Ай, пичи Микита, пирĕн олаха пит ан пыр, корак тĕкне татнă пек санăн çуçна татĕçĕ. Эй, брательник Никита! Ты больно-то не ходи на наши посиделки, а то тебе оборвут твои космы, как ощипывают перья у вороны. ТХКА 78. Асатте лашине тилкепепе туртнă, тет те тĕк пек чуптарнă, тет. || Волоски. N. Сăмса шăтăкĕнчи тĕке туртса кăларма юрать-и? N. Сăмса çинчи тĕксене мĕшĕн çăлатăн? Сăмсу çинчи тĕксене мĕшĕн çăлатăн? || Шерсть (лошади). Скотолеч. 4. Лашана тĕкĕ майлă та, хирĕçле те шăлкала (чисти). || Особенность. НИП. „Чăваш тĕкĕ пур. Сохранились чувашские особенности (у человека)“.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

этәргә, төртергә
төк (перья)

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

1. «птичьи перья»; 2. «шерсть домашних животных»; 3. «волосы на теле»; Замахш., АФТ, ойр., хак. тӳк «шерсть»; кирг., казах. тӳк «волосы на теле»; «подшёрсток»; уйг. тӳк «пух»; тур. тӳй «шерсть», «пух», «волосок»; узб. тук «волос», «пух»; якут. тӳӳ «пух»; тув. дӳк «шерсть»; тув., хак. чӳг «перья».
1. «тихо», «бесшумно». 2. «спокойно», «смирно»; МК док, тефс. XII-XIII вв. тӓк, МНХ, кирг., тур. тек, узб. тук, ток «тихо», «спокойно», «смирно»; туркм. дек «тихий», «смирный»; «тихо», «смирно»; тат. тиктик тор! «молчи!» тик утыр «сиди спокойно»; башк. тик «спокойно»; МНХ тек «неподвижно».
1. «касаться», «трогать», «толкать»; 2. «бодать»; тĕкĕш, «бодаться»; уйг. тәг, туркм., тур. дег, узб. тег, алт. И, казах. тий, МНХ тек, башк. тей «касаться», «дотрагиваться», «задевать», «трогать»; башк. К тӧке «бодать»; ср. мар. тӳк(аш) «трогать»; «бодать»; тӳкӧ «рог».

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

тĕрт. Пилĕкĕшин те лашисем апат начар пирки ырхан пулнă: тĕксе (тĕртсе) ярсан кайса ӳкмелле <…> [Хыпар 1907, № 12:93]; Сисетĕп: мана такам аякран тĕксе (тĕртсе) ятпа чĕнет [Комиссаров 1918:27].

Çавăн пекех пăхăр:

тĕвлек тĕвлем тĕвлен тĕвсе тултар « тĕк » тĕк антар тĕк пĕрчи тĕк тăк тĕк тӳшек тĕк ӳкер

тĕк
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org