Шырав: тапран

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
сдвигаться, трогаться, страгиваться (с места)
вырăнтан тапран — тронуться с места
тапранмасăр тăр — стоять не двигаясь
автобус йывăррăн тапранчĕ — автобус тяжело стронулся с места
пăр тапранчĕ лед — тронулся, пошел
Вырăнтан тапранман каска çĕрет. — посл. Гниет та колода, которая не трогается с места. (соотв. Под лежачий камень вода не течет).
2.
трогаться, отправляться
теплахут çур сехетрен тапранать — теплоход отправляется через полчаса
ларăр часрах, тапранатпăр! — садитесь скорее, трогаемся!
тапранса кай — отправиться, тронуться в путь
3.
шевелиться
двигаться
шелохнуться

ним тапранмасăр — без единого движения, не шелохнувшись
пĕр тапранмасăр — без единого движения, не шелохнувшись
тапранмасăр вырт — лежать не шевелясь
шăл тапраннă — зуб начал шататься
аяк ыратни тапранма та памасть — боль в боку не дает даже шевельнуться
4.
начинаться, подниматься
пойти

çил тапранчĕ — поднялся ветер
çумăр тапранчĕ — пошел дождь
Çил тухмасăр тăман тапранмасть. — посл. Пока ветер не поднимется, пурга не начнется.
5.
начинаться, завязываться, возникать
тытăçу тапранчĕ — завязалась драка
ярмăркка тапранчĕ — началась ярмарка
тапранса кай — начаться, возникнуть
революци юхăмĕ тапранса кайни — возникновение революционного движения
6.
расти, идти в рост, подниматься
çумăр хыççăн курăк чăшăлах тапранать — после дождя трава дружно идет в рост
7.
подниматься, приходить в движение
пусмăрти халăх кĕрешĕве тапраннă — угнетенный народ поднялся на борьбу
8.
надрываться
надсаживаться
прост.
повреждаться (о внутренних органах)
ăшчикĕ тапраннă — он надорвался
манăн пилĕк тапранчĕ — я надорвал поясницу
вăл чĕре тапраннă çын — он человек с больным сердцем
9.
начинаться, брать начало (о реках)
10.
собираться, готовиться, приниматься
кайма тапран — собраться идти
эпир ĕçлеме тапраннăччĕ çеç — мы только было принялись за работу

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(-ран), двинуться, сдвинуться, тронуться. Маштануши. Козловкăран кăшт тапранса карăмăр анчах (отошли), пирĕн проххота тепĕр проххот пырса çапрĕ те, ватса пăрахрĕ. N. Анса çитеспе темĕскертен хăрарĕ те, темскер пек тапранса кайрĕ. Сĕт-к. Эпĕр ана çинчен тапраннă чох хĕвел чыллай çӳлтеччĕ. Альш. Çынсем тин тапрана-тапрана тухаççĕ-ха: кăшкăраççĕ, шатăртатаççĕ, пĕр-пĕрне вăратаççĕ. Ст. Чек. Пăр тапраннă. Лед тронулся. Ала 86°. Хай çын пĕр хырне ярса тытрĕ, тет те, тăпăлтарса кăларчĕ, тет; унпа пĕрле çур хула тапранса тухрĕ, тет (т. е. он выворотил вместе с сосною полгорода). Хорачка. Атăл тапранса карĕ, пăр йокса карĕ (тронулся). N. Эпĕ темĕн чухлĕ тапранимасăр выртрăм (лежал, не будучи в состоянии двигаться). Чăв. й. пур. 10. Лаши вара тапраннă-кайнă (повезла, сдвинула воз). Орау. Ирех лаша кӳлсе тăратнă паян, нимпе те пуçтарнса тапранса каяймаççĕ. Собр. Çил вĕрмесĕр йăвăçсем тапранмаççĕ. (Послов.). || Начать выпадать, вылезать (о волосах). Пиçенер. † Сар ока пак (золотистые) çӳçĕмччĕ. Çорхи çилпе тапранчĕ, кĕрхи çилпе тăкăнчĕ. || Сильно надорваться (напр., о пояснице), повредиться. Орау. Пилĕк тапранчĕ. Надорвал поясницу. N. Çанта çухра (çывăхра) снарат çорăлса (ă)шчикă тапранчĕ. Бугурусл. Вăл пĕр мăйăра катакан асав шăлĕ тапранĕ (стронется с места, повредится). N. Пĕтĕм шăм-шак тапранчĕ (стали ныть). N. Çан чух питĕ хытă хăрарăм, чĕре тапранчĕ, хăракан пултăм. N. Чон тапранчĕ манăн. N. Ăшчик тапранчĕ (От страха). || О пульсе. Собр. Ал тымари тапрансан, çын вилет, теççĕ. || Собраться. Торп-к. Ирхине, ăстасем Хум-пуç петне тапрансассăн (пошли, собрались), йытă çӳри вăрттăн амăшне хулхаран калать, тет. Коракыш. Вара çавсем (они) каяла килме тапрансан, çав çăкăр тĕпренчĕккисене йăлт кайăксем çисе пĕтернĕ, тет. Толст. Çумăр тапранат. Собирается дождь. N. Çĕрле аслатиллĕ çумăр тапранать. Ст. Яха-к. Вĕсем пирĕн пата анчах килес тесе тапраннăччĕ (собрались было), Елексантăр пичи пычĕ те, хăй патне илчĕ-кайрĕ. Шибач. Хай арăм тапранчĕ кайма, шорă кĕпесем тăхăнчĕ, çӳхӳ пĕçерчĕ пĕр такмак, сăра ăсрĕ пĕр витре. Хорачка. Хола (= холая) кайма тапранса. N. Унтан эпĕ тапрантăм шкула кайма. Чураль-к. † Ах, кинçĕм Пăраски, час тапранса часах туя; час тапранса тохмасан, хăван таврашпе тухмасть, тет. См. тавраш. N. Кайма тапрантăмăр (собрались). |! Зашевелиться. Тип-Сирма. Ылтăн хăма уçăлĕ, хурт-кăпшанкă тапранĕ. (Тул çутăлни). || Начинаться, произойти. Панклеи. Киремет мĕле-мĕле (= мĕнле-мĕнле) тапранса кайни халап пор (существует предание). N. Ку вăрçă стан тапранса тохнă-ши! N. Вăрçă тапранчĕ. Сред. Юм. Ыран хĕр-туй тапранать. Завтра начинается свадьба. Ядр. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тен чух тапранать. N. Хĕл иртсен, çуркунне тапранса каять. Альш. Çав кунсенчех тапранчĕç çилсем — япаласене кӳртрĕмĕр, лăпланас енне кайсан. || Приняться. Юрк. Вăл япаласене ĕлĕкрех çырма тапраннăччĕ те, вахăт çук пирки çак кунсенче тин ĕçлеме тытăнтăм. Т. IV. Шăши курсан, тума тапраннă ĕç малалла пымасть. Paas. Тапранчĕ макăрма. || Подняться (о ветре). Панклеи. Çил темскер пек тапранса тоххĕр. Поднялся сильнейший ветер. || N. Шыв тапранса анать. N. Шыв тапрансан яраяс çук. || Excitari. Тюрл. Манăн тапранать (mentula aut cunnus). Янтик. Чĕлĕм туртсан тапранать (mentulа), вуник кунсăр чарăнмасть.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

кузгалырга

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«двигаться», «трогаться (с места)»; «подниматься» (о ветре); тефс. XII—III вв., Зол. бл. тӓбрӓ, Замахш. тебрен, чаг. тибрен «двигаться»; азерб. тәрпән, кумык. тербен, тур. тепрен, тат. тибрән, башк. тибрәле и тирбәле «двигаться», «колебаться», «колыхаться», «шевелиться», «трястись»; в азерб., кумык. и башк., перестановка п, б и р.

Çавăн пекех пăхăр:

таппăр таппа-тан таппа-хирĕç Таппи « тапран » тапрантар тапрану тапранчăк тапрат тапраттар

тапран
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
6 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150