гроб
гробовой
юман тупăк — дубовый гроб
тупăк хуппи — крышка гриба
тупăк тăвакан — гробовщик
◊
тупăка кĕриччен — до гробовой доски
тупăка пăх — дышать на ладан (букв. смотреть в гроб)
тупăкалла пăх — дышать на ладан (букв. смотреть в гроб)
, топăк, (тубы̆к, тобы̆к), гроб. Актай. Вара вăлсем ылттăн тупăк туса хĕре кӳртсе вырттарчĕç, тет те, вăрман хĕрĕнчи юман тăрне кайса лартрĕç, тет. Ст. Чек. Тупăк: раньше мертвецов хоронили в деревянных гробах необыкновенной толщины, хырă хăми ĕмĕр çĕрмес-çке, ӳт ан çĕртĕр вара, тесе. ЧС. Тупăк туса пĕтерсен, пӳрте кӳртрĕç те, тĕпне милкĕ сарса ак çапла каларĕç: акă мунчара çапăнма милкĕ паратпăр, терĕç. Унта тата хĕрарăмсем япалисене пурне те хучĕç. Тупăк ăшне вара: пушăт, шĕшлĕ, тата хăй çӳрекен туйине хучĕç. Пушăчĕпе шĕшлине, çăпата çĕтĕлсен, çăпата тума, терĕç; туйипе леш тĕнчере шыв урлă каçмалла, тет, ăна çавăн урлă каçма, терĕç. Ib. Тата пĕр çĕçĕ, шĕшлĕ, вăтăр пилĕк пус укçа, тура хучĕçĕ; вĕсене хунă чух: Митри, çĕççӳпе çăкăр кас, шĕшлӳпе çăпата хуç, укçупа, авланас тесен, авлан, турупа пуçна тура, тесе хучĕçĕ. БАБ. Хура кушака пусса пĕçерчĕç те (колдуньи), тупăк йăвăççи витĕр хĕрĕх те пĕр турам туса çитерчĕç (меня, чтобы преподать тайны колдовства). Сред. Юм. Çĕн çол çĕрĕ кăшши тĕттĕм мунчана пĕчченех кайса, орисĕне салтса, хĕреç хывса, пиçикие салтса, икĕ куçлăх витĕр — пĕрне хыçала, пĕрне омма тытса пăхсан, хăй качча илес хĕре, хĕр полсан, хăй каяс качча корать, тет, тепĕр çĕн çолччин вилес полсан, топăк (scr. топăт) корать, тет. (Старин. поверье). Ачач. Вара каллех, тупăк лавĕнчен юлас мар тесе, хăвăрт-хăвăрт уттара панă. N. Ко вăрçăпа чĕрлех топăка кĕрсе выртас полать.
Çавăн пекех пăхăр:
тупă курăкĕ тупă пулькки тупă-етре тупăçă « тупăк » тупăлă тупăлă çар Тупăлка тупăлла тупăлта