Шырав: турт

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
тянуть
тащить
разг.
везти
буксирпа баржа турт — тянуть баржу на буксире
трактор виçĕ плуг туртать — трактор тащит три плуга
лаша аяккалла туртать — лошадь тянет в сторону
туртса антар — стаскивать, стягивать
вырăн çинчен туртса антар — стащить с постели
туртса кай — потащить, поволочь

туртса кăлар —
1) выкатывать, вытаскивать, выволакивать
лупас айĕнчен тачка туртса кăлар — выкатить тачку из-под навеса
2) вытаскивать, выдергивать
шăл туртса кăлар — выдернуть зуб

туртса пыр — тянуть, везти, катить
çунашка туртса пыр — тащить за собой санки
Çитермен лаша туртмасть. — посл. Некормленый конь не повезет.
2.
дергать, рвать, резко тянуть
çӳçрен турт — тянуть за волосы
хăлхаран турт — дергать за уши

туртса çур —
1) разорвать, порвать
тутăра туртса çур—  разорвать платок
2) растерзать, разодрать
кашкăр сурăхатуртса çурнă — волк растерзал овцу

туртса çых — туго завязать, затянуть узел
туртса тат — разорвать; оторвать
3.
грести, сгребать
выгребать

кăмакаран кăмрăк турт — выгребать угли из печки
кĕреплепе улăм турт — сгребать солбму граблями
Çын аллипе кăвар турт. — погов. Чужими руками жар загребать.
4.
тянуть, весить, иметь какой-л. вес
икĕ тонна турт — весить две тонны
икĕ пăт туртакан пукан — двухпудовая гиря
сурăх вăтăр килограмм туртать — овца весит тридцать килограммов
5.
втягивать, впитывать, всасывать
кăмака лайăх туртать — печка хорошо тянет, у печки хорошая тяга
сăмсапа нăшт-нăшт турт — шмыгать носом
6.
курить
табак турт — курить
чĕлĕм турт — 1) курить 2) курить трубку
туртакансем — курильщики
туртмалли пӳлĕм — курительная комната, комната для курения
челем туртмалли пӳлĕм — комната для курения
туртса яр — закурить
вăл туртма пăрахнă — он бросил курить
пӳртре туртса тултарнă — в доме накурено
7.
обшивать, обивать, покрывать чем-л.
арчана тимĕр турт — оковать сундук жестью
кĕрĕке тул туртнă — шуба крыта материей
8.
проводить линию
чертить

тӳрĕ йĕр турт — провести прямую линию
сăмаха аялтан турт — подчеркнуть слово
урлă туртса пăрах — перечеркнуть, зачеркнуть
9.
дергать
сводить
мозжить, ныть

суран туртать — рана мозжит
аманнă ура туртать — раненая нога ноет
шăнăр туртать — ногу сводит судорогой
10. перен.
притягивать, тянуть, влечь, клонить
чун туртни — влечение, тяга
чун туртмасть — душа не лежит к кому-чему-л.
мана килелле туртать — меня тянет домой, мне хочется домой
11. перен.
тянуть, склонять к чему-л.
вăл хăй еннеллех туртать — он все гнет в свою сторону
12. разг.
вытянуть, стегнуть, хлестнуть
туртса ил — 1) отнять, отобрать 2) стегнуть
çурăм тăрăх хулăпа туртса ил — стегнуть по спине прутом

кăчăк турт — манить пальцем
йĕтес турт — ломать дужку (на спор)
купăс турт — наигрывать на гармони
юн туртниуст. кровная месть

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

, торт, (турт, торт), тянуть, притягивать. Сунт. Ермолайĕв алăка хăлăпĕнчен туртарах çĕклерĕ те, алкум алăкĕ часах уçăлса карĕ. Панклеи. Вăрă-хорахсем çавăрнса пырса алăка тортса пăхаççĕ — алăк уçăлмасть. Якейк. Вĕрен, килкепе явса пĕтерсен, она, якалтăр тесе, пăтаран çаклатса, пĕре пĕр вĕçĕнчен, тепре тепĕр вĕçĕнчен тортаççĕ. N. Хапхана турт-турт — уçăлмасть. || Тянуть (о трубе). N. Кăмака темĕшĕн туртмас. Орау. Темĕскер туртми пулчĕ (не тянет в трубу что-то; гов. о самоваре). || В перен. заач. N. Улпутсемпе савăт-хапрăк хуçисем хăйсем майлă туртаççĕ. N. Вăл ăçта туртнă, унталла каять. Кăмăлĕ туртнă хыççăн каймасть. ЧП. Эпĕ кунтан кайсассăн, шухăшăм атте килне туртат-çке. Пазух. Патшаях та çурчĕ — чул хула, чул хула та пулсан, чун туртмасть. Юрк. Ирĕксĕр тенĕ пек çыннăн кăмăлĕ ырра туртнă енне çаврăна пуçлат (где лучше, туда). НИП. Юн туртать (из-за убийства происходит вражда). || Тянуть к чему-либо. N. Хытă çĕрте çывăрма вĕреннĕ те, çавăнтах туртать. || Дергать. Ст. Чек. Лашана çиленсе тилхепе те туртман. М.-Чолл. Аллине тăсрĕ те, йĕвенне туртрĕ. Якейк. Кĕсле каланă чох вăл хĕлĕхсене аллисампа тортать (музыкант). Орау. Кантăрисене туртса салтмалла çыхаççĕ. Собр. Тĕкме витĕр йыт туртать. (Кĕнчеле арлани). Сред. Юм. Тортса салтмалла çыхăр. N. Атăсене аран сĕтĕретпĕр; туртса тухмас, пĕтĕм тăм анчах. Б. Яныши. Кăвакалĕ: тортас-çакас лакартакран, терĕ, тет. Тораево. Пурис пичин пурни куккăр. (Кантăра туртнă пăта). || Выдергивать, вытаскивать. Альш. Капан тăррине курак-чакаксем туртса пĕтерчĕç. N. Айĕнчен-çийĕнчен туртса, утмăл купа капанĕ тунă, тет. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ капан патне кайса çăварпа улăм пĕрчи туртаççĕ. || Одернуть. Якейк. Сан ӳт корнать, кĕпуне торт (одерни). Ib. Ача, кот хыç тортса яр-ха (одерни мне рубаху сзади). || Драть (за волосы). Тайба. Т. † Хĕр, савнине каяймасач, çӳçне туртса йĕрет улăхра. || Ударить, вытянуть. Кан. Чăпăрккапа çурăм урлă туртрăм. Сикрĕ те (лошадь), туртана амантрĕ. Исаково (Цив. р.). Ах, Ивана ашшĕ пушăпа туртрĕ. Норус. Пере (= пĕре) лашине туртса çапрĕ, тет, унтан лаши вĕçнĕ пек карĕ, тет. Альш. Ураран пĕр-иккĕ туртас (вытянуть кнутом). КС. Пушăпа çурăм тăрăх туртрĕ. || Дергать (о боли). В. Олг. Шăл тортать, болит зуб. (у КС — моментальная боль). N. Шăл тымарĕ туртсан, ыратать, шăл туни шыçса каять. Б. Олг. Хол тăрăх тем чирĕ тортса кайрĕ, тет, витрех ыратса карĕ хола тăрăх. Ib. Чăрпоç кокрашкине шăнăр тортса лартрĕ. Якейк. Соранлă алла çыхса лартрăм та, питĕ хытă тортать (дергает). Альш. Хăлхана туртса ыраттарат (боль). Синьял. Пуç туртса кайсан: кам мана çиет ĕнтĕ, теççĕ. || Втягивать. О сохр. здор. Сăмсана чей курки çине пĕр чĕптĕм тăвар ярса ирĕлтернĕ ăшă шыв туртас пулать. Шурăм-п. Сăмса-юхи (сопливый) манкине шалалла туртнă. N. Мана йытă тени чăтмалла мар хур, тутупала каланине сăмсупала турт. || Перетянуть. БАБ. Тенĕр ирччен юрĕ туртса кайсан, тепĕр çул тырă начар пулат, текенсем те пур хушăран. || Обтягивать. N. Тимĕр торт (обтянуть); тол торт. || Затягивать. Шорк. Чӳлĕк тортса пар-ха. || Подвинуть. Сĕт-к. Стеле кĕт торт. Юрк. Çав сĕтелне лартаççĕ маларах туртса, ун йĕри-тавра çаврăна пуçлаççĕ. || Везти, тащить. ПВЧ 104. Мăн çул çинчи тусанне хура тур лаша туртас çук (не увезти). Кан. Лаша туртса çитерсен, пĕтĕмпех тиетпĕр. М. Етмени. Тортаканĕ ларса пыраканне йоратмаçть. Везущий не любит везомого. Никит. Пĕр сухине туртрĕç те, уя сухалама карĕç (девки). || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: турт, тесе сĕнеççĕ. Ib. Качча кайнă хĕр амăшĕсем патне сăрапа пырсан, пичкине пӳрте йăтса кӳртиччен, сăрине анинчен çĕр виттĕр ĕçеççĕ, ăна: çĕрпе туртас, тиççĕ. Ск. и пред. чув. 19. Шыва ланкартаттарса тутисемпе туртаççĕ. || Впитывать, втягивать. Якейк. Хот чернила тортса илет. Орау. Губкă шыва хăй ăшне туртса илет. Губка впитывает в себя воду. Ib. Тип хăмăш шыва хăй ăшне туртса(ĕмсе) илет; пирĕн енчи чăвашсем çавăнпа чӳрече çинчи шыва ĕмтерсе илме пĕрер ывăçăн-пĕрер ывăçăн çыхса ал-лапки тăршшĕ татаççĕ, вĕсене чӳрече çине лартаççĕ. Хора-к. Выртан каска шыв тортать. || Курить. Изамб. Т. Çынтан туртса вĕренсе каяççĕ ăна. N. Ачалла чĕлĕм туртмалла мар. Не нужно курить с детских лет. Орау. Чĕлĕмне туртса ярчĕ (закурил). N. Тортнăпа тортман пĕрех. || Нюхать табак. N. Сăмсана тортать (нюхать). N. Тапак тортат (нюхаю). || Манить. Альш. Çĕлĕкпе туртрĕ (манил). КС. Мана пĕр çын çĕлĕккипе туртса чĕнчĕ (манил). || Выносить, вытаскивать. Орау. Хĕрарăм килтен юта япала туртсан, пурнăç каялла (или: кутăн) каять, тит. || Натаскивать, подтаскивать. Ала 107. Шăши та хăйне валли шăтăкне мырă тортать, тиççĕ. Ib. 98. Часрах нӳхрепсем ту та, нӳхрепсемшне тырруна торт. Богдашк. † Туртасси пур пĕр кĕлет, туртăпăр та татăпăр. Ядр. † Алтăр тулли аш туртрăм, вăртах пычĕ, чӳлĕк туртрĕ. N. † Янавар укçи турпас мар, туртмассейрен çу юхмаçт. Б. Олг. Кайсассăн (на свадьбу), ачасам она хĕре ташлама тортаччĕ. Юрк. Ют çынсем ăна сиссе, манахсем пуçлăхне вăрттăн систернĕ: сирĕн монахсем çапла-çапла çăл шывĕ вырăнне витресемпе эрех туртаççĕ, тенĕ. || Весить. Г. А. Отрыв. Пĕр 12—13 кĕренкке йăвăрăшĕ туртнă пуль. || Пилить. Сятра. Ме тортмастăн (или: татмастăн)? Что не пилишь? Панклеи. Эпĕ çиттĕрм те, йоман тăрне хăпарса, пăр тората кăчăкăпа тортма тапраттăрм. || Грести. N. Тырă туртмалли кĕреçе (на мельнице), пĕтернĕ чухне унпа тырă туртаççĕ. Якейк. Орапа е çона çине утă е олăм тяса (= тиесе) лартсан, вăл тăкăнса ан пытăр тесе, çакăнса тăракан ута креплепе тортаççĕ, татаççĕ. || Черкать, подчеркнвать, зачеркивать, проводить линию, прочерчивать. N. Турта-турта хурасран хăрарăм. Я боялся, что он перечеркает. N. Çырнă сăмахсене айĕнчен турт (подчеркни). || Затягивать, запрягать. Карсун. Эп чупрăм та антăм килелле, и туртса та кӳлтĕм торă утма. Янтик. Хура турă утсене туртса кӳлме юрĕ-ши? Турта тулли тур лаша, туртса култĕм туртана. || Заволакивать. Якейк. Ир уярччĕ, халь пĕтĕмпех пĕлĕт тортса илч. Н. Уз. Çанталăк улăшăнчĕ, пĕлĕт туртрĕ. Собр. † Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. || Обшивать, вшивать, вплести, обтягивать. Янтик. Белая Гора. † Саратăв енчĕк тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Альш. † Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у енчĕк’а). Собр. Касански хĕрĕсен пурни пурçин турта-çке, ури пире тапа-çке. Лашм. Пĕчĕкçиççĕ çăмха — сар çип çăмхи, ан çухатăр — пиçиххи туртăпăр. К.-Кушки. Туртнă пиçиххи (на пальцах плести шнурки; так делают „йĕм кантри“). || Облепить. Чхĕйп. Тата çăпата кантринчен кăшт пĕчĕкрех пĕр вунă хăлач çип пĕтĕрнĕ те, уна ăвăспа туртса, çурта пек çунакан тунă (делали). || Спать крепко. Икково. Апат çисан, ну ыйха тортатпăр (нумай çăвăратпăр). || Затянуть песню. Ир. Сывл. 6. Ян-ян кĕвве паянах туртса ярар çĕнетсе. Ib. П. Туртрĕç-ячĕç çĕн юрра (затянулн новую песню). Ib. 26. Хăйĕн çемçе чĕлхипе туртса ярать юррине. || Волочить, подтаскивать. || Отводить. Тим. Чĕлхерен йăнăш тухсассăн, айăпа туртас ан пулăр.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

тартырга

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[turt]
tiri (tiru), porti (portu); fumi (fumu); allogi (allogu)
çунашка туртса пыр — treni sledon, tiri sledon
хăлхаран турт — tiri orelojn
пирус турт — fumi
туртакан — fumanto
чун туртни — allogo, inklino
сăмаха аялтан турт — substreki vorton
турттар — transporti

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

1. «тянуть», «дёргать», «тащить»; 2. «курить»; 3. «весить»; орх.-енис, уйг., алт. В, хак., кирг., казах., ног., кумык., тат., башк. тарт, узб. торт, АФТ, туркм., азерб. дарт, тув. тырт «тянуть», «тащить», «волочить»; «вешать»; «взвешивать»; тур. тарт «вешать», «взвешивать» «испытывать», «раскачивать»; в некоторых языках «курить»; «трепать за волосы».

Çавăн пекех пăхăр:

турра така туни турраç турран турса ил « турт » туртă туртăçу туртăм туртăн туртăнкă

турт
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
4 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150