Шырав: тытăн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1.
начинать, приступать к чему-л.
приниматься за что-л.
вулама тытăн — приступить к чтению
тишкерме тытăн — начать обследование
мĕнрен тытăнас? — с чего начать?
иртен тытăнса каçчен — с утра до вечера
2.
пробовать, пытаться
собираться

вăл кайма тытăнна — он собрался ехать
тума тытăнса пăх — попытаться, попробовать что-л. сделать
3.
держаться, удерживаться
шыв çинче тытăн — держаться на воде
кашта аран-аран тытăнса тăрать — перекладина еле держится
4.
браться, хвататься, держиться за что-л.
алла-аллăн тытăн — взяться за руки
5.
задерживаться
эпĕ кăштах тытăнса тăтăм — я немного задержался
6.
быть схваченным, пойманным, попасться
Лаша вăрри йĕппе тытăннă, теççĕ. — посл. Конокрад попался на иголке.
7.
стягиваться, затягиваться, схватываться
сĕт тытăннă — молоко свернулось
суран хĕррисем тытăннă — рана затянулась
8.
образовываться, формироваться
купăста пуçĕ тытăна пуçланă — капуста начала образовывать вилки
9.
заикаться
вăл тытăнса калаçать — он заикается
10. лингв.
управляться, быть управляемым
тытăнса тăракан сăмах — управляемое слово

сасси тытăннă — он охрип, потерял голос

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(тыды̆н), держаться. N. Эсĕ манран тытăн (держись за меня). || Ловиться. Регули 723. Пол тытăнмаçть. || Попасться. Регули 726. Эп онта тытăнсан, эсĕр мана çăлса кăларас çок. Собр. Вăрăпа пĕрле тытăнсан, хăтăлăп тесе ан ĕмĕтлен, теççĕ. (Послов.). N. Пĕччен вăрланă вăр часах тытăнмаç. || Быть арестованным, схваченным. N. † Катари хулара тытăнтăм, вуникĕ çĕр укçала хăтăлтăм. || Задерживаться. Тытăнса тăтăрччĕ çав вырăнтах. N. Темиçе рас та вăрнас çĕртен тытăнса юлтăм ĕçпе. N. Эс тытăнса тăрсан, пушта ĕлкĕрейместĕн. Если задержишься, то опоздаешь на почту. N. Тытăнса ан тăр. Не медли. || Запинаться (при чтении или разговоре). N. Пĕр тытăнмасăр тĕрĕс вулама, вуланине тĕрĕс каласа кăтартма вĕрентнĕ. || Собраться. N. Киле кайма тытăнчĕ. Собрался домой. N. Эпĕ, эсĕ Хусана тухса каяччен, пĕр кун малтан сан патна пыма тытăнтăм, йăлт хатĕрлентĕм. Альш. Унтан ашшĕ пуçне касма тытăнат, çапах памас. N. Мана вырăнтан кăларма тытăнчĕç (хотели). Изамб. Т. Вут илме тытăнсан, укçи те çук, вутти те пит хаклă. N. Кĕркунне ачасене вĕренме кайма çырнă вăхăтра, эпĕ те кайма тытăнтăм. N. Вăл вуттине тиянă та, килне таврăнма тытăннă. N. Унтан вара эпир киле тавăрăнма тытăнтăмăр. Орау. Пĕрре пирĕн аттесем Шăмата пасара кайма тытăннă. Чăв. й. пур. 20. Вăлсем пĕлнĕ вăл епле çын иккеннине, ăна вара вĕлермех тытăннă. || Вздумать, задумать. Юрк. Килте ĕçлекен çынсем сахаллана пуçласан, тытăнаççĕ кĕçĕн ывăлне, Хĕветкине... авлантарма. || Пробовать, пытаться. Янтик. Вăйĕ сахал çав унăн. Ура çине тăраймас вăл, паян та темиçе хут тытăнчĕ ура çине тăма, анчах çавăнтах персе анатьчĕ вăй çук пирки. || Решаться на..., браться за... Юрк. Чипер пуян çынсенĕн хĕр-ачисене вăрлама тытăнаççĕ. || Приниматься (за дело и т. п.). Н. Шинкусы. Юмăçĕ каларĕ: вăл тавраша пĕлессе пĕлетĕп те эпĕ, анчах манăн халĕ унпалан тытăнса тăрасах килмест, терĕ (т. е. не хочет „пăсташ тасатма“). || Начинать. N. Паянтан тин ĕçлеме тытăнтăм. Ала . Вĕсем патне каçхане кайса ларсан, е хăйсем школа пырсан, вĕсене вĕрентме пуçлатăп. Вĕсем лайăхах тутарла калаçма тытăнаççĕ. Ib. 54. Яла çитсе кĕрсен (когда мы въехали), эпĕ анса кайма тытăнтăм (с телеги). N. Савăт ĕçлеме тытăнчĕ. Изамб. Т. Кĕлте кӳме тытăнни-ха эсир? Юрк. Тытăнаççĕ калаçма. Ib. Виç-тăват кунтан хайхи вилме те тытăнат. Орау. Акă сана калăплă çăпатапа ăшалантарма тытăнсан, ачана çаптарăп! — Ма çыртать тата?.., Ст. Чек. Шăлаварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара. || Начинаться, возникать, oriri? Колыб. п. 6. Çак çĕршыв тытăнса ларнă вăхăтранпала çакăн пек усал ылханлă тавлашу (война) пулман. || Пуститься в рост. Сĕт-к. Хăяр тытăна пуçларĕ. В. Олг. Тытăннă хăяр, пупленок. N. Нӳрлĕ çĕрте хурлăхан та часрах тытăнать. || Собираться наверху (о сметане на молоке). В. Олг. || Закрепиться. Тогач. Малтан кайса пăхсан, шăммисем пĕр-пĕринчен кăть тытăннă. Иккĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕтĕмпех тытăнса ларнă, тит. Виççĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕр пĕчĕк кайăк пăрт! турĕ, тит те, вĕçсе тухса карĕ, тит. || Появляться. Актай. Пас тытăнни. || Быть в употреблении. Кубово. † Çĕнĕрен илнĕ чĕн йĕвен, пар пичее, тытăнтăр. || Заикаться. Пшкрт. Тытăнса солят. Заикается. || Крепиться, держаться. Толст. Вăл (он) пĕтесшĕн мар пулса, пĕтĕм вăйĕпе тытăнса ларать. || Быть перехвачену (о голосе). К.-Кушки. Ман сасă тытăнчĕ. Пыр халь те тӳрленеймен-ха. Я охрип. Горло все еще не поправилось. N. Ĕслĕкпе (от кашля) сас тытăнса ларчĕ. СТИК. Шăнсан (если простудишься), сасă тытăнат, ӳслĕке ерет çын (у него появляется кашель). Сборн. по мед. Йĕре-йĕре сассисем тытăнаççĕ (у младенцев).

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

1. «попадаться», «ловиться», «быть схваченным», «быть арестованным»; 2. «начинать», «приниматься (за работу)»; уйг., туркм., тур. тутул, узб. тушил, тат. тотыл, башк. тотол «попадаться», «быть схваченным», «быть пойманным»; башк. тотон, узб. тутин «приниматься, взяться (за что-л.)», «приступить». От тыт (см.).

Çавăн пекех пăхăр:

тытăç тытăçтар тытăçу тытăм « тытăн » тытăнкă тытăнкăлă тытăнкăллă тытăнкăллăн тытăнкăсăр

тытăн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150