Шырав: шав

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

1.
шум, гул, гам
гомон

тинĕс шавĕ — гул моря
хула шавĕ — городской шум
шав çывăрма кансĕрлет — шум мешает спать
2. лингв.
шум
янравлă хупă сасăсем тонпа шавран тăраççĕ — сонорные согласные звуки состоят из тона и шума
II.

1.
постоянно, беспрестанно, беспрерывно
все
разг.
çанталăк шавах çапла тăрать — все время стоит такая погода
вăл шав тавлашать — он постоянно спорит
çулла шав çумăр çурĕ — летом беспрестанно шли дожди
2.
сплошь, сплошь и рядом, везде и всюду
Атăл леш енче шав вăрман — в Заволжье сплошь леса
пирĕн хулара шав çĕнĕ çурт-йĕр лартни — в нашем городе сплошь и рядом новостройки
3.
исключительно, только
ку çыран хĕрри шав хăйăр — по этому берегу тянется исключительно песок
4.
совершенно, совсем
старик шав куçсăр пулса ларчĕ — старик совсем ослеп
5.
до сих пор, все еще
вăл шав çук-ха — его все еще нет
III.

1.
подражание шуму воды, дождя, леса т. ыт.
вăрман шав шавлать — лес шумит
шыва витререн шав тутар — (с шумом) выплеснуть воду из ведра
2.
подражание громкому разговору, смеху
пурте шав кулса ячĕç — все громко засмеялись
шав-шав — усил. от шав III.
шав-шав çумăр çăвать — дождь так и хлещет

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

подр. шуму. ЧП. Шав-шав (шум воды и пр.). Ib. Шав-шав çăмăр çăват. Ib. Шав-шав вăрман, шав вăрман, шав вăрманра шав икел, татрăм-илтĕм пĕр икел. КВИ. Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман, мĕншĕн хытă шав шавлан? Альш. Иртеех те шав-шав, каç та шав-шав, яланах та хамăр тăван патĕнче (шум пира?). Кĕвĕсем. Ĕнтĕ ир те шав-шав, каç та шав-шав, ялан пуян ĕçки — çикинче. Ст. Ганьк. Шав-шав хăмăш, шав хăмăш, çиллĕ кун та шавлатăн, çилсĕр кун та шавлатăн. Ib. Шав-шав халăх, шав халăх, мĕншĕн шавлать çав халăх? Суя çинчен те шавларĕ. Чăнĕпеле шавламан, суя çинчен шавларĕç. (Хĕр йĕрри). Ск. и пред. чув. 8. Вăрçă шав-шав кĕрлет, таврашри çĕр кисренет. Хурамал. Шав туса тăраççĕ (шумят). || Подр. выплескиванию полного ведра. СТИК. Шыва шав! тăкрĕç. || Подр. громкому разговору, смеху. Турх. Хăйсем шав-шав калаçса пĕр-пĕринпе кулаççĕ. ЧС. Çавăнта пăхса тăракан çынсем пурте шав кулса ячĕç. N. Çӳрекелерĕç, çӳрекелерĕç, тутар вăрттăн ура хучĕ те, чăваша ӳкерчĕ. Хай тутарсем савăннипе шав тăва пуçларĕç. || Шум, гул. Сам. 74. Сĕм вăрманăн мăн шавне тăвланмасăр хăварчĕ. Калашник. Ib. Çил-тăвăл шавĕнче канлĕх пур пек, тăвăл вăл ыйтать. N. Пĕр самантра утаман шава чарса шăпланать. Кан. 1929, № 154. Ĕç шавĕ хăлхана çурать (на заводе). Пир. ял 1929, № 49. 26 пуш четвĕрт (из-под водки) урнă халăх шавĕпе янтраса выртаççĕ (во время выпивки). || Шумный. Т. VI, 22. Çеçен хирте çавра кӳл, çавра кӳлте шав хăмăш; шав хăмăш епле шавласа ларать, çавăн пек шавласа тухса кайтăр. (Куç чĕлхи). || Постоянно, всегда, все время, бесперерывно. О сохр. здор. Темĕн пек çăмăл ĕç тунă чухне те пирĕн ӳтрен шавах япаласем тухаççĕ. Ск. и пред. чув. 39. Ĕçсенче вăрçу-ятлаçу шавах хальхи пек ун чухне нумайччĕ-и? Календ. 1910. Пирĕн пурăнăçра пĕр çул та пушă иртмест, шавах епле те пулсан çĕнĕ япала тупаççĕ. О Японии. Çил сасартăк вĕрет те, чечексем çӳлтен йывăçсем çинчен аяла çынсем çине шав тăкăнса анаççĕ. Сред. Юм. Шав çапла — пĕрмай çапла, все время так. Ст. Чек. Шав = тек. Ib. Шав çавна калаçать, постоянно. N. Ырашсем аван пулĕ, шав çумăр çурĕ. Истор. Вăл малтан шав ача чухнехи пек, çарпа, карапсемпе аппаланнă. Сборн. по мед. Урайне, пӳрт пĕренисене, маччине, тĕп-сакайне шав шăлах, çăвах тăрас пулать. Н. Тим. Хĕлле шав пас тытсан, çăвла шав сылăм пулать. Кан. Çав йăлана вăл халĕ те пăрахмасть. Ăна шавах сахал, çитмест. N. Тĕлĕкĕнче те шав ун çинчен тĕлленнĕ вăл. Утăм. Ыранах яла эс каян — чăваш та шав пулмĕ тăлăхра. Собр. Пăр тивнĕ ыраша аксассăн, çичĕ çулччен шав ыраша мĕн те пулин пулать, тет. || Только, исключительно. Юрк. Савса турăм савнă туса шав çичĕ ют çинчен суйласа. Бугульм. Вуникĕ çула çитсен тус турăм шав çичĕ ют çинчен суйласа. Такмак. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăрăкки пулнă, виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатланса вĕçсе çӳренĕ. N. Çул çинче шав чул кăна. || Совершенно, совсем. Турх. Шав тăлăха юлтăм-çке! Пуçа ăçта хурас-ши? Истор. Владимир шав аслăлана пуçланă. ППТ. Кăна та вара пуçлаччен каллех шав тенкĕсем тухаççĕ. (Сĕрен). || Сплошь. N. Вара шав шыран. Юрк. Вĕлли пулчĕ шав карас. СПВВ. Шав вĕрман, сплошь леса. Ib. Шав çапла. || Всё. Утăм № 4. Пире çиме кӳрекен шав (всё) курăнмасть. БАБ. Туртса кăларат (деревья), тет те, шав çырмана тултарат, тет. Базл. Шав = мĕн пурĕ. Ib. Ĕçе шав туса пĕтернĕ. Ib. Хăваран шав тухса кайрĕç (никам та юлмарĕ).
встр. в сложении: шăв-шав.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

шау

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

«шум», «гул»; казах. шу, шуыл, кирг. шуулдоо, ног. шав-шу, тат. шаулау, тур. шамата «шум», «крик». Звукоподражательное слово; см. шавла.

Çавăн пекех пăхăр:

шабаш шабер шаблон шаблонла « шав » шав ту шавăтат шавăш шавăш курки шаваш

шав
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
3 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org