Шырав: юхха

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

1. миф.
дракон
2. бран.
гад, гадина, змея

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(jухха). См. аштаха. Хурамал. Юхха çĕлентен пулнă япала, теççĕ. Çĕлен, çĕр çула çитсессĕн, мĕн пулас тесен те, пулать, теççĕ; этем пулсан та, пулать, теççĕ. Этеме улталать, теççĕ. Ун çинчен çапла халлап пек калаççĕ. Пĕр патшанăн сунарçă ывăлĕ пулнă, тет. Вăл пĕрре хирте сунарта çӳренĕ чух, пĕр вăрманта пит илемлĕ хĕр тĕл пулнă, тет. Вăл хĕр çав ачана каланă, тет: эсĕ мана качча илетни? эп сана качча пырап тенĕ, тет. Ача каланă, тет: илеп, тенĕ. Вара вăсем, килне тавăрăнса, туй тунă. Туй тусан, кайран, çав ача пит начарланнă, тет. Вара вăл юмăçа кайнă, тет, пĕр вăпăрлă карчăк патне. Вăл карчăк каланă: эсĕ илнĕ хĕр лайăх хĕр мар пулĕ, эсĕ ăна сăнаса пăх: тăварлă апат çитерĕр те, каç выртнă чух пӳрте шыв ан лартăр. Каç вара, выртнă чух, ху сăнаса вырт вăл мĕн тунине. Вăл ача вара, килне кайса, карчăк каланă пек тунă: тăварлă апат çитернĕ те, пӳрте шыв хăварман. Каç выртсассăн, вăл хĕрĕн ӳчĕ вырăн çинчех выртнă, çăварĕнчен вут пек чăсăлса тухса пӳртре шыв шырарĕ, тет. Пӳртре шыв пулманран, чӳречерен вут пек чăсăлса тухса, çырмана кайса, шыв ĕçсе килчĕ, тет. Ачи вара, ирхине тăрсан, хай карчăк патне каллех кайрĕ, тет. Карчăк каларĕ, тет: апла пулсан, вăл сана пĕтерĕ, эсĕ ху малтан ăна пĕтерме тăрăш. Ăна эс ак çапла ту: пĕр çĕре пит пысăк çурт тутар, ун тавралла тип вутă купалаттар; унта вара эсĕ унпа пĕрле хăнана кай. Хăнана кайсан, ăна, мĕнле-те-пулин (пулсан) пӳрте пĕччен хăварса, питĕрсе ил. Унтан вара çурт таврашĕнчи вутта вут тĕртсе çурчĕпех çунтарса яр. Çав ача вара карчăк каланă пек тунă, çав çурта хăнана кайнă. Тавăрнма тухнă чух çав ача хăйĕн пушмакне пӳрте хăварнă; тет. Тухса урапи çине ларсан, ача каларĕ тет: манăн пĕр пушмак юлнă-çке; эсĕ кĕрсе илсе тух-ха, тенĕ. Арăмĕ каланă: эсĕ ху кĕрсе илсе - тух, эпĕ кĕместĕп, тенĕ. Ачи каланă: эсĕ манăн арăм пулсан, çавна та итлеместĕн-им? тенĕ. Арăмĕ вара чупса кĕчĕ, тет, пӳрте пушмак илме. Алăк умăнчи хуралçисем, вăл кĕрсенех, пӳрт алăксене питĕрсе илчĕç, тет те, пӳрт таврашĕнчи вутта вут тĕртсе ячĕç, тет. Вара леш хĕр пӳртре, пĕр енчен пĕр енне пыра-пыра, кĕрĕслетсе çапăнса çӳрет, тет. Вара пӳрчĕ-мĕнĕпе çавăнта çунтарса ячĕç, тет. Вăл ача вара кайран пăсăлнă, тет.

Çавăн пекех пăхăр:

юхса çӳре юхса пыр юхтар юхтарттар « юхха » юхха ер юхха кай юхха тух юхха яр ючана

юхха
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
4 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org