юман - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
йоман, (jуман, jоман), дуб (зимний). N. Юман считается красивым деревом. См. нĕр. М. Васильев № 3, 12. Вара ват çынсем йомантан пăчкă тăваç те, çав пăчкăпа каскана сăтăрса вăт кăлараç. IЬ. 9. Пирĕн ялта ĕнтĕ пĕр вăн-ик çол пор чӳк тума пăрахни; ĕлĕк чӳк тунă вырăна пирĕн халь те Чӳк çырми теç. Онта халь пĕр татăк тăрăллă ватă йоман ларать, ăна пĕр Кантрашка ятлă ват çын, лаша пуç шăмми çакса, ӳстернĕ. Он тăрри аçи çапнăран татăлнă. Курм. † Уй варринче ват йоман; ати, тесе, карăм та: килех, улăм! темерĕ. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çын юман ӳстере пуçласан, унăн лартнă юманĕ мăйĕ хулăмĕш пулсан, хуçи вилет, теççĕ. Микушк. Юмми юман, тупи (чит. туппи?) селен. (Пĕрлĕхен). N. Юмантан çуртарса тунă хăмасем. N. Ачасем, юман кутĕнче мăнаçи (ас-атти, аслати) авăтнă чух тăма юрамасть, унта усал пурăнать; пилеш (рябина) кутĕнче тăма шанчăклă, унта турă пурăна ть. N. Юман çӳлчи вакша хулхи пек пулсан, тырă акма юрать, теççĕ. Янш.-Норв. Çав каталăхра пĕр пысăк ватă юман ларать; вăл юман кутĕнче пирĕн ялсем кашни çулах уй чӳк тăваççĕ, çавăнпа вăл юмана уй чӳк юманĕ, теççĕ... Çав юмана пирĕн ялсем теме хисепленĕ пекех хисеплеççĕ: ăна иртсе каймассерен, пуринчен ытла ваттисем, çав юман çине пăхса, акă çапла каласа иртсе каяççĕ: эсĕ пур пусри йывăçсенĕн патши, сана кашни çулах асăнса витĕнетпĕр, пире те çырлахсам, тесе. Тата вĕсенĕн ачи-пăчисем чирлесен, вĕсем часах ăвăсран çурта тăваççĕ те, çав юман кутне кайса, кĕл-тăваççĕ, тет. Кайсар. Юман мăкне типĕтсе ватмалла та, шыççа çыхмалла; вăл пит аван, шыççа туртать. N. Юман каснă пек хăтланса, яра-кун ирттертĕм. || Отправляясь «в поход», рекрут из чуваш обходил вокруг векового дуба, чтобы помнить родину и счастливо воротиться домой. См. Разг. С. Мих. 25. Ст. Чек. Терчĕмен юманĕ. Вириял юманĕ || Личн. яз. имя мужч. Рекеев, Пол. Байбахт., Т.-И.-Шем., А. Турх., Золотн. Ст. Чек. Юман: Степан, Иван, Константин. Альш. Юман Хветуç.