вар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(вар), зарывать. Ч. С. Аçа çапса вĕлернĕ çынна çĕре варса (зарывая в землю), пăртак сывлăш тухмалăх шăтăк хăварсан, чĕрĕлет, тет. М. Д. Хумăш тĕпне кайса вар (зарой). Изамб. Т. Çĕр айне укçа вараççĕ. Зарывают в землю деньги. Вĕлле хурчĕ. 10. Çак çӳп-çапсене, хурт виллисене çĕр айне варас (пытарас) пулать. НТЧ. Пыршисене (овечьи) çĕре чавса вараççĕ. (Моленье киремети). Орау. Хурт тытакансам малтанхи хурт çăвăрне яланах пылчăка вараççĕ, тит. Альш. Унта-кунта çынсем ушкăн-ушкăн çӳреççĕ сӳнтерсе: ăçта тăпра сапаççĕ, ăçта тăпра ăшне вараççĕ (на пожаре). Хыпар. № 21, 1906. Илнĕ кунах, тĕклĕ-хурлăхан вăрлăхĕсене нӳрĕ çĕрне тултарнă ешчĕк ăшне акрăм та, ешчĕкне юр ăшне варса хутăм. Сиктер. † Тăван аппа пухрĕ, шур тутăрпа çыхрĕ, варăш тĕпне варчĕ. Байгул. Амăшĕ çисе ярсан, ку мĕн пур пек шăмăсене пурне те пуçтарчĕ, тет те, шурă тутăрпа чӳркесе, хăмăш варрине кайса варчĕ, тет. Сир. 116. Эпĕ юр шывĕпе çăвăнса тасалса алăсене шап-шурă туса хурсан та, çапах эсĕ мана пылчăк çине вăрса (в рукоп. варса) кӳртĕн, хам çийĕмри тумтирĕме хамран чĕрĕнмелле тăвăн. || В перен. см. N. Чаплăлăхăма çĕре вартăр. || Смешивать? СПВВ. НК. Ăслапа çĕпрене варса йӳçĕтеççĕ те...