авангард - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п., иск. Йăлана кĕнĕ çул-йĕртен, çирĕп-леннĕ меслетсенчен (тĕсл., реализмран) пăрăнса тĕлĕнтермĕшле илемлĕх (туп., 1) мелĕсем сĕнекен искусство юхăмĕсен (сюр-реализмăн, абстракционизмăн т.ыт.) пĕрлехи ячĕ; авангардизм. Тăхтин «кинематографилле шухăшлавне» ... авангард юхăмĕсемпе — имажинизмпа, импрессионизмпа т.ыт. те — ăнлантарма пулĕччĕ. Ю.Яковлев //ТА, 1989, 9 /, 69 с. Вĕсене [картинăсене] курнă хыççăн ӳнерçĕн хăйне евĕрлĕхĕ, калăп ăшĕнче шухăшламанни, пурнăçа çĕнĕлле пăхни, авангард енне сулăнни палăрать.ЧТ, 8.02.1998, 6 с. Анăç авангарчĕн сиенлĕ витĕмĕ. Х-р, 10.04.2001,3 с. — танл., авангардлă спектакль (Ар, 2002, 9 /, 2 с.).