Ăнлантарни
Статьяра вăл е ку ят ăçта тĕл пулнине ялпа çыхăнтарса кăтартнă (ялтан ăçталла, тата мĕнле инçешре пулнине палăртса). Ял ятне хальхилле кăтартнă, вăл хăш района кĕнине палăртнă. Унашкал ял ячĕ района тата та пур пулсан — ял тăрăхне кăтартнă. Хăш чухне темиçе ялпа çыхăнтарнă (ку вырăна лайăхрах тупма пулăшмалла).
Урам ячĕсене хальхи ятпа çыхăнтарса палăртнă.
Топоним вырăнне сăмахпа ăнлантарса пама йывăртарах пулсан — гео-тэгпа палăртнă. Вăл Яндексри карттăпа курăнать.
Статья ячĕ «~» паллăран пуçланать пулсан, ку вăл ăна юсамаллине кăтартать. Калăпăр, вăл е ку информацие тĕрĕслемеллине.
Словаре Ашмарин хатĕрленĕ сăмах кĕнекинче çуккисем кăна пур. Ку словаре вĕсем енчен те мĕнле те пулин çĕнĕ информаципе пуянлатма май пур пулсан кĕнĕ (калăпăр, вырăна тĕплĕ палăртма май пур пулсан; е халь кăшт урăхларах вăл вырăна калаççĕ пулсан).