Автортан

 

Чăваш чĕлхинчи сăмахсен пĕрлешĕвĕсене (сочетания слов) сăнасан, вĕсенчи сăмахсен çыхăнăвĕ тĕрлĕрен йĕркеленнине асăрхама пулать. Çакă вăл çыхăнакан сăмахсен пĕлтерĕш уйрăмлăхĕсенчен килет.

Тӳрĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (япаласене, пулăмсене т. ыт. те тӳрремĕн палăртакан сăмахсем) ялан тенĕ пекех пĕр-пĕринпе ирĕклĕ çыхăнаççĕ. Çавăнпа та вĕсем сăмах пĕрлешĕвĕсенче улшăнма, ылмашăнма пултараççĕ. Тĕслĕхрен: вăрмантан (çуртран, клубран, шкултан т. ыт. те) тух; вăрмантан тух (кай, кил, çит т. ыт. те); илемлĕ (пысăк, çӳллĕ, чул, йывăç т. ыт. те) çурт; илемлĕ çурт (сад, шкул, вăрман, кӳлĕ т. ыт. те); колхозниксем ĕçлеççĕ (выраççĕ, çулаççĕ, канаççĕ т. ыт. те); колхозниксем (пионерсем, студентсем т. ыт. те) ĕçлеççĕ.

Тӳрĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсене, вĕсем ытти сăмахсемпе ирĕклĕ çыхăнура тăнине шута илсе, тата ирĕклĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ирĕклĕ сăмахсен пĕрлешĕвĕсене (свободные сочетания слов) тăваççĕ. Çӳлте илсе панă тĕслĕхсем — пурте ирĕклĕ сăмахсен пĕрлешĕвĕсем. Вĕсем пуплевре тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсем пĕрлешнипе пулнă: пĕрисем (вăрмантан тух, илемлĕ сад) — сăмах майлашăвĕсем (словосочетания), теприсем (колхозниксем ĕçлеççĕ, пионерсем ĕçлеççĕ) — предложенисем.

Чĕлхере куçăмлă (тӳрĕ мар) пĕлтерĕшлĕ сăмахсем те пур. Вĕсем пурнăçри япаласене, пулăмсене тӳрремĕн мар, куçăмлă ят параççĕ. Тĕслĕхрен, тилĕ сăмахăн чĕлхере икĕ пĕлтерĕш пур: 1. «тискер кайăксен пĕр тĕсĕ»; 2. «чее, йăпăлти, чее усал çын». Пĕрремĕш пĕлтерĕшĕ — тӳрĕ пĕлтерĕш, иккĕмĕшĕ — куçăмлă пĕлтерĕш. Тилĕ сăмах хăйĕн икĕ пĕлтерĕшĕнче те ытти сăмахсемпе ирĕклĕ çыхăнать. Танл.: тилĕ (тискер кайăк) чупать, хăвалать, çухăрать, кăшлать, чавать т. ыт. те; тилĕ (чее, йăпăлти, чее усал çын) калаçать, чееленет т. ыт. те.

Анчах та чĕлхере час-часах пĕр сăмах тепĕр сăмахпа çыхăнма пултарассин чикки пур. Чылай чухне, уйрăммăнах, тӳрĕ мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсем хăйсен семантикине (пĕлтерĕшне) çирĕп палăртнă пĕр е темиçе сăмахпа пĕрлешсе кăна, урăхла каласан, фразеологиллĕ контекстра çеç, кăтартма пултараççĕ. Сăмахсен çакăн пек пĕлтерĕшĕсене ирĕклĕ мар, е фразеологиллĕ çыхăннă, пĕлтерĕшсем теççĕ. Ирĕклĕ мар пĕлтерĕшсем палăрнипе пулакан сăмахсен пĕрлешĕвĕсене ирĕклĕ мар сăмахсен пĕрлешĕвĕсем (несвободные сочетания слов) теççĕ. Акă, тĕслĕхшĕн кĕр глаголăн «пурнăçлан» пĕлтерĕшнех илер. Вăл пурнăç япала ячĕпе çыхăнсан тин палăрма пултарать: пурнăçа кĕр. Пурнăç сăмах кĕр глаголăн асăннă пĕлтерĕшĕшĕн шăнăр сăмах пулса тăрать. Çапла майпа, пурнăçа кĕр — ирĕклĕ мар сăмахсен пĕрлешĕвĕ.

Çавăн пекех, пут глаголăн «мĕнле те пулин ĕçе, кăмăл-туйăма парăн» пĕлтерĕшĕ те ирĕклĕ мар. Ку пĕлтерĕш ĕç, хуйхă, шухăш, ыйхă, тĕлĕк сăмахсемпе пĕрле пулсан çеç палăрать: ĕçе (пуçĕпех) пут, хуйха пут, шухăша пут, ыйха пут, тĕлĕке пут. Урăх сăмахсен пĕрлешĕвĕсенче пут глаголăн асăннă пĕлтерĕшĕ пулмасть. Тĕслĕхрен, хурлăха пут, кичеме пут, ĕмĕте пут, канлĕхе пут, шухăш-макăша пут сăмах çаврăнăшĕсем чĕлхере çирĕпленмен, пуплевре те тĕл пулмаççĕ. Çапла ĕнтĕ, пут глаголăн «мĕнле те пулин ĕçе, кăмăл-туйăма парăн» пĕлтерĕшĕ палăрнипе пулакан сăмах çаврăнăшĕсем — ирĕклĕ мар сăмахсен пĕрлешĕвĕсем.

Нумай чухне сăмах пĕрлешĕвĕн пайĕсене пачах та улăштарма май çук. Акă, сăмахран, çăвара шыв сып сăмах çаврăнăшнех илер. Вăл кăтартакан «шăплан, калаçма чарăн» шухăш сăмахсен уйрăлми пĕрлĕхĕпе кăна палăрма пултарать. Енчен те çăвара шыв сып пĕрлешĕвĕн пĕр сăмахне çеç тепĕр сăмахпа ылмаштарас пулсан (калăпăр, çăвара сĕт сып е çăвара шыв çăт тес), унăн хăйне евĕр пĕлтерĕшĕ çухалать. Кунта çăвара шыв сып — ирĕклĕ мар сăмахсен пĕрлешĕвĕсен тепĕр тĕсĕ. Вăл пĕрлĕхлĕ, пайланми пĕлтерĕш палăрнипе йĕркеленнĕ сăмах çаврăнăшĕ. Çакăн евĕр пĕлтерĕшсем вĕсене палăртакан сăмахсен çыхăнăвне уйрăлми пĕрлештерсе тăраççĕ.

Çапла ĕнтĕ, чăваш чĕлхинче, çавăн пекех ытти чĕлхесенче те, ирĕклĕ сăмахсен пĕрлешĕвĕсем тата ирĕклĕ мар сăмахсен пĕрлешĕвĕсем пулаççĕ. Ирĕклĕ мар сăмахсен пĕрлешĕвĕсене чĕлхе вĕрентĕвĕнче фразеологизмсем, е фразеологи единицисем, теççĕ. Вĕсене тĕпчесе вĕренекен чĕлхе наукин пайне фразеологи теççĕ.

Фразеологизмсен тĕп палли вăл — тытăмĕнчи (составĕнчи) сăмахсем (компонентсем) пĕлтерĕшĕпе пĕр-пĕринпе тачă çыхăнни. Çак паллă фразеологи единицисен тепĕр уйрăмлăхĕн — вĕсен пĕлтерĕшĕпе тытăмĕ (лексикăпа грамматика составĕ) улшăнманнин сăлтавĕ пулса тăрать.

Паллах, фразеологизмсен семантикипе тытăмĕ улшăнманни, яланлăх пулни чĕлхере майĕпен йĕркеленет, унăн аталанăвĕн пĕр-пĕр тапхăрĕнче пурте усă куракан сăмах çаврăнăшĕ пулса çирĕпленет.

Фразеологизмсем пуплевре, ирĕклĕ сăмахсен пĕрлешĕвĕсем пек, калаçнă вăхăтра пулса пымаççĕ. Фразеологи единицисемпе, вĕсем чĕлхен хатĕр сăмах çаврăнăшĕсем пулнă май, пĕр улăштармасăр усă кураççĕ.

Çапла вара, фразеологизмсем ытти чĕлхе пулăмĕсенчен (сăмахсенчен, ирĕклĕ сăмахсен пĕрлешĕвĕсенчен); çак паллăсемпе уйрăлса тăраççĕ: 1) икĕ е темиçе сăмахран пулаççĕ; 2) компоненчĕсем пĕлтерĕшĕпе уйрăлми тачă çыхăннă (пĕлтерĕшĕпе ирĕклĕ мар сăмахсен пĕрлешĕвĕсем); 3) пĕлтерĕшĕпе тытăмĕ улшăнманни; 4) пуплевре хатĕр халлĕн, пĕр улăштармасăр усă курни.

Çак палăртнă уйрăмлăхсене шута илсе, фразеологизмсене çакăн пек определени пама пулать: фразеологизмсем — пĕлтерĕшĕпе тытăмĕ улшăнман, пуплевре хатĕр халлĕн пулакан ирĕклĕ мар сăмахсен пĕрлешĕвĕсем.

Фразеологизмсем, вĕсем палăртакан пĕтĕмĕшле пĕлтерĕш компоненчĕсен пĕлтерĕшĕсемпе мĕнле килĕшсе тăнине кура, икĕ ушкăна пайланаççĕ:

1. Фразеологи пĕрлешĕвĕсем (фразеологические сочетания).

2. Фразеологи пĕрлĕхĕсем (фразеологические единства).

Фразеологи пĕрлешĕвĕсем — чăваш чĕлхи фразеологийĕн чи йышлă сийĕ.

Фразеологи пĕрлешĕвĕсем палăртакан шухăш, ирĕклĕ сăмахсен пĕрлешĕвĕсенни пекех, вĕсен тытăмне кĕрекен сăмахсен пĕлтерĕшĕсенчен йĕркеленет. Анчах та ирĕклĕ сăмахсен пĕрлешĕвĕсемпе фразеологи пĕрлешĕвĕсем хушшинче пĕр паллă уйрăмлăх пур. Пĕрремĕшĕсем ирĕклĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен тăраççĕ пулсан, иккĕмĕшĕсенче пĕр сăмахĕ ирĕклĕ пĕлтерĕшлĕ, тепри — ирĕклĕ мар, фразеологиллĕ çыхăннă пĕлтерĕшлĕ. Ирĕклĕ мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсем, каланăччĕ, хăйсене тивĕç пĕлтерĕшсене шăнăр сăмахсемпе çыхăнса кăна палăртаççĕ. Тĕслĕхшĕн айăпа кĕр фразеологизма илер. Вăл кăтартакан «айăп ту, айăплан» пĕлтерĕш айăпа тата кĕр сăмахсен пĕлтерĕшĕсем пĕрлешнипе пулать. Анчах та кунта кĕр глагол хăйне тĕллĕн мĕнле те пулин шухăша палăртаймасть, айăпа сăмах формипе пĕрлешсе çеç хăйĕн çӳлте асăннă пĕлтерĕшне палăртать. Сăмах майлашăвĕсене (словосочетания) илес пулсан, унти сăмахсем, тулли пĕлтерĕшлĕ пулнă май, ытти сăмахсемпе çыхăнмасăрах хăйсен пĕлтерĕшĕсене кăтартаççĕ (танл.; вăрмана кĕрайăпа кĕр).

Фразеологи пĕрлĕхĕсем, фразеологи пĕрлешĕвĕсемпе танлаштарсан, вĕсен пĕтĕмĕшле семантики компонентсен пĕлтерĕшĕсенчен килменнипе уйрăлса тăраççĕ. Фразеологи пĕрлĕхĕсенче компонентсен пĕлтерĕшĕсене уйăрса палăртма май çук, мĕншĕн тесен вĕсем пайланми пĕлтерĕшлĕ чĕлхе единицисем. Сăмахран, çăкăр çĕрт фразеологизм палăртакан «ним уссăр, никама усă кӳмесĕр пурăн» шухăш çăкăр тата çĕрт сăмахсен пĕлтерĕшĕсемпе çыхăнса тăмасть, кунта çак сăмахсем хăйсен яланхи семантикине çухатнă, вĕсем пĕлтерĕшсĕр компонентсем. Çăкăр çĕрт сăмах çаврăнăшĕ хăйĕн пĕтĕм тытăмĕпе асăннă пĕлтерĕшне палăртать. Çапла вара, ку фразеологи пĕрлĕхĕ — пайланми пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕрлешĕвĕ.

Чăваш чĕлхинчи фразеологизмсем тытăмĕпе (структурипе) икĕ пысăк ушкăна пайланаççĕ:

1. Тытăмĕпе предложенисемпе пĕр пек фразеологизмсем. Вĕсем ытларах чухне икĕ тĕслĕ пулаççĕ:

1) ятпа ят сăмахсен пĕрлешĕвĕсем: турти кĕске, хăлхи шăтăк, алли кукăр, çамки ансăр, чĕри хытă чул, ăшĕ-чикки хура кăмрăк;

2) глаголпа ят сăмахсен пĕрлешĕвĕсем: алли-ури çыпăçать, пуç тӳпи питĕрĕнмен, чĕре ыратать, алăсем кĕçтеççĕ, май килет, пит пиçет, ури çине ĕне пуснă, пуç тӳпинчен сĕрĕм тухать.

2. Тытăмĕпе сăмахсен ирĕклĕ пĕрлешĕвĕсем пек фразеологизмсем. Вĕсем икĕ пая уйрăлаççĕ:

1) сăмах майлашăвĕсемпе пĕр евĕрлисем;

2) тулли тата тулли мар сăмахсен пĕрлешĕвĕсемпе пĕр евĕрлисем.

Сăмах майлашăвĕсемпе пĕр пек фразеологизмсем хăйсен тытăмĕпе тĕрлĕ пулаççĕ. Чĕлхере çакăн пеккисем пур:

а) ятпа ят сăмахсен пĕрлешĕвĕсем: хура юн, вăрăм чĕлхе, кукăр алă, шампа хырăм, вĕри çĕлен, юплĕ чĕлхе, хаяр куç, йĕс пыр;

ă) глаголпа ят сăмахсен пĕрлешĕвĕсем: алла лек, кăмăла йывăр ил, пуçа çавăр, йытă хăвала, серепене лек;

б) глаголпа глагол сăмахсен пĕрлешĕвĕсем: сӳтсе яв, ĕçсе çи, çапса хуç, выртса тăр;

в) наречипе глагол сăмахсен пĕрлешĕвĕсем: хире-хирĕç çитер, алăкăн-тĕпелĕн кустар, каялла чак.

Чăваш чĕлхинче хутлă сăмах майлашăвĕсем тытăмлă фразеологизмсем те тăтăшах тĕл пулаççĕ: пăшăл пăтти пеçер, тип мунча кĕрт, алла ирĕке яр, пуçа йытта хыв, çулламан ĕне пăрушĕсем, икĕ питлĕ хĕç.

Тытăмĕпе тулли тата тулли мар сăмахсен пĕрлешĕвĕсемпе тан килекен фразеологизмсем, тĕпрен илсен, виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ:

а) ятпа хыçсăмах пĕрлешĕвĕсем: вăкăр пек (ĕçле), çил пек (вĕçтер), сăмах çине (кил), ал çеммĕн (пурăн);

ă) ятпа пулăшу глаголĕсен пĕрлешĕвĕсем: шут ту, кăмăл ту, харам пул;

б) глаголпа пулăшу глаголĕсен пĕрлешĕвĕсем: картса хур, туртса хур, татса пар, иртсе кай.

Чăваш чĕлхинче сайра хутра сăмахсен сыпăнуллă пĕрлешĕвĕсем евĕр фразеологизмсем те тĕл пулаççĕ: ни вилĕ ни чĕрĕ, унта та кунта та, ватти те вĕтти те, каснă лартнă.

Словаре чăваш фразеологийĕн чи йышлă ушкăнĕсенчен пĕрне — глаголпа ят сăмах фразеологизмĕсене кĕртнĕ. Ăна хатĕрленĕ чухне Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи наука тĕпчев институтĕнчи словарь картотекипе усă курнă.

Ку словарь — чăваш лексикографийĕнче пĕрремĕш опыт. Унта уйрăм çитменлĕхсемпе йăнăшсем те пулма пултараççĕ. Сĕнӳсемпе кăтартусене çак адреспа яма ыйтатпăр: 428015, г. Чебоксары, Московский проспект, дом 29, корпус 1. Ордена «Знак Почета» научно-исследовательский институт языка, литературы, истории и экономики при Совете Министров Чувашской АССР.

Словарь алçыравĕпе паллашса, рецензилесе, ырă сунса лайăх та усăллă сĕнӳсем парса пулăшнăшăн филологи наукисен докторĕсене И. А. Андреев, Л. П. Сергеев профессорсене, филологи наукисен кандидачĕсене Г. А. Анисимова, А. Е. Горшкова, В. И. Котлеева, Н. П. Петрова, аслă наука сотрудникĕсене И. И. Иванова, В. П. Семенова тата филологи наукисен кандидатне, чăваш чĕлхи учительне Г. В. Лукоянова автор чĕререн тав тăвать.

Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150