лаш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(лаш), подр. тяжелой походке. Сред. Юм. Ман хыçран пĕрех май лаш-лаш туса ашса пычĕ. || Подр. опущению (relaxatio). Городище. Кантăра лаш (или: лăш) карĕ. Веревка cразу ослабла. Ст. Чек. Лашах çурăлнă раскололось на сквозь. Ib. Туратсăр пукана пуртăпа лартсассăн, лашах çурăлса каять (легко, со звуком). || Юрк. Манăн чĕрем лаш! çурăлчĕ. С. Тим. † Çичĕ ютран сăмах тухрĕ, ман чĕрене лаш çурчĕ (сразу). Ал. цв. 12. Хуçа пуçне çĕрелле лаш чикнĕ те, шухăшла пуçланă. || Подр. сильному зыблению (моста). Городище. Лаш! лаш! авăнчĕ. См. лăш.