Шырав: иçĕм

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

авăр

II.

1.
стебель
плеть, лоза

иçĕм аври — виноградная лоза
хăяр аври — огуречная плеть
хăмла аври — плеть хмеля, хмелина

вермут

вермут (курăксем ярса пыллантарнă иçĕм эрехĕ)

глюкоза

хим.
глюкоза (иçĕм çырли сахăрĕ)

иçĕм

1.
виноград

иçĕм

виноградный
иçĕм ăсти — виноградарь
иçĕм сапаки — гроздь винограда
иçĕм сĕткенĕ — виноградный сок
иçĕм çырли пахчи — виноградник
иçĕм тĕмĕ — куст винограда
иçĕм эрехĕ — виноградное вино

иçĕм

2.
изюм

кишмиш

кишмиш (вăрасăр иçĕм çырли)
шурă кишмиш — белый кишмиш

мадера

мадера (иçĕм эрехĕн пĕр тĕсĕ)

мускат

2.
мускат (иçĕм сорчĕ)

сахăр

2. спец.
сахар
сахăрсем — сахары, сахара
иçĕм сахăрĕ — виноградный сахар
сĕт сахăрĕ — молочный сахар


сахăр чирĕ — сахарная болезнь, сахарный диабет

херес

херес (иçĕм эрехĕн сорчĕ)

шпалер

2.
шпалер (явăнакан ӳсентăрансене тытăнтармалли решетке)
иçĕм шпалерĕсем — шпалеры винограда

ыранхи

1.
завтрашний
ыранхи кун — завтрашний день
Паянхи палан ыранхи иçĕм çырлинчен тутлăрах. — посл. Сегодняшняя калина вкуснее завтрашнего винограда. (соотв. Не сули журавля в небе, а дай синицу в руки).

эрех

винный
иçĕм эрехĕ — виноградное вино
хĕрлĕ эрех — красное вино
эрех савăчĕ — винный завод

çупкăм

1.
гроздь, кисть
иçĕм çупкăмĕсем — гроздья винограда
иçĕм çупкăмĕсем — грозди винограда
пилеш çупкăмĕ — кисть рябины
сирень çупкăмĕсем — грозди сирени

çупкăмлан

2.
наливаться, созревать
иçĕм çырли çупкăмланса пиçет — гроздья винограда наливаются

çырла

ягодный
иçĕм çырли — виноград
йĕплĕ çырла — крыжовник
кăвак çырла — ежевика
çĕр çырли — клубника
хура çырла — черннка
хурăн çырли — земляника
чие çырли — вишня
шур çырли  — 1) клюква 2) морошка
мăк çырли — 1) клюква 2) морошка
çырла пахчи — ягодник
çырла çеçки — листья ягодных растений
çырла шывĕ — ягодный сок
çырла пиçнĕ — ягоды созрели
çырла тат — рвать ягоды
çырлана кай — идти по ягоды
çĕмĕрт мĕншĕн кулянать? — çырли хура пулнăшăн — фольк. из-за чего горюет черемуха? — из-за того, что ягоды у нее черные


çырла кайăкĕ — малиновка (птица)
йытă çырли — волчьи ягоды
кашкăр çырли — волчьи яоды

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сапалан

(-ба-), разбрасываться, рассеиваться, рассыпаться, посыпаться. Баран 7. Килчĕ, çитрĕ, сапаланчĕ, юман турачĕсене çакăнчĕ. Кан. Вăрман ялтан таçта аякра сапаланса выртнă. В. Олг., Б. Олг. Шу сапаланса йохат (широко разлившись и мелко). N. Пур инкек ман çине килчĕ, манăн аслăлăх çил пек вĕçсе сапаланса пĕтрĕ. Эльбарус. Эпир хăранă майĕпе, кашни харпăр хăй ĕни патне пырса, порте сапаланса ĕнесене хуса вăрмана тарма тытăнтăмăр. Дик. леб. 33. Елиса пĕр йывăç тĕмне аллипе перĕннĕ те, çутă хуртсем ун çинчен çăлтăр çунă пек курăк ăшне сапаланса аннă. Никит. Тумтирсем сапаланса выртмаççĕ (не в беспорядке). N. Турачĕсем сапаланса каясран кăшт йывăç тавра каркăчă тăваççĕ. N. Тĕлĕкĕ çапла пулнă: çăварĕнчен иçĕм-çырли йывăççи шатса тухса ӳснĕ те, унăн çырлисем сапаланса тăнă. Полтава. Утать хăйĕн шухăшпе сапаланса килелле („идет рассыпавшись домой“). N. Унта остяксемпе самоедсенĕн хӳшшисем анчах сапаланса лараççĕ.

сапака

(сабага), кисть. Зап. ВНО. Çĕмĕрт сапаки пулать, пилеш сапаки пулать. N. Сапака, продолговатая кисть. Сред. Юм. Пилеш сапаки, çĕмĕрт сапаки. СПВВ. КЕ. Сапака = çупкăн; пĕр çеçкере темиçе çырла пулсан, çавна çупкăн теççĕ. СПВВ. ГЕ. Сапака; пилеш сапаки, çырла сапаки пулат; тата шăрçа сапаки пулат. Яргуньк. Çĕмĕрт сапаки, кисть черемухи. Слеп. † Вăрман виттĕр тохнă чох, пилеш сапаки çапăнчĕ, çампа хĕрлĕ полтăмăр. || ЧП. Ик сапака çырла. N. Иçĕм-çырли сапакинчен пиçмен çырлисем тăкăннă пек тăкĕ вăл хăй çырлине. Чеб. Халь сапакисемпех татар, кайран иртĕпĕр. Ст. Чек. Сапака — черешки, на которых держатся ягоды в кисти. Ib. Сапаки-мĕнĕпе татнă. Ib. Çырла аври, плодоножка соцветия; çырла сапаки, черешок отдельной ягодки. СТИК. Сапака, стебелек. Улма сапаки — черешок яблока; укçа сапаки — нить, которою прикрепляют монету для украшения. || Снизки. ЧП. Тарăн шыва кĕтĕм ăшăк тесе, мерчен сапакисем (снизки) пур, тесе. В. Буян. † Вуникĕ мерченĕн сапаки çук, пирĕн çамрăк пуçра телей çук. || Ст. Чек. Сапака — ушко монеты и пр. украшений. С. Тим. † Тăлăх-турат ывăл-хĕр — тăхлан тӳмме сапаки (то, чем придерживается пуговица, напр., у металлической пуговицы). N. Авалхи укçа — кив укçа, хăлхăрсене йывăр ан ярăр, сапакисем начар — чăтас çук. || Круглая красная пуговица с металлическим стержнем (на старом костюме). Тайба-Т. Сапака, шаровидная пуговица с петелкой. || Серьги. N. † Кĕмĕл сапака, ылтăн ярапа, яраймарăм сылтăм хăлхана. || Так называют penis у ребят, которые едва умеют ходить и говорить. Так, напр., говорят: сапаки пур-и? Янтик. См. сапак.

çупкан

(с’упкан), то же, что çупкам. Собр. † Пилеш çупканĕ çакланчĕ, çавăнпа шупка пултăмăр. Чăв. к. Шыв хĕрринче пилеш пиçет-çке, çупканĕсем шыва ӳкет-çке. N. Тилĕ иçĕм-çырлин çупканĕсене курнă та, вĕсене епле çиес тесе, сике-сике пăхнă.

тиверт

понуд. ф. от тиверкеле; касаться (чем). N. Каçхине сивĕ те, пите-куçа шыв та тивертес килмес. N. Алă тивертме. ЧП. Пĕрехçех те эп тивертрĕм сенĕкпе (ударил жену вилами), мĕнле турри турĕ, ай, чун тĕлне. N. Хăранипе ачасем урисене çĕре тивертмесĕр чупнă (бежали во весь дух, не чуя под собою земли). || Попадать (чем). N. Вăл пăшал пит лайăх тивертет. N. Мана тивертмерĕç. В меня не попади. ЧП. Укалчаран тухрăм, ухă ывăтрăм, сăсар йăвăçне тивертрĕм. Мусир. † Пирĕн gичче Кирилле, çитмĕл çĕре хыпар янă, çитмĕл вĕретĕм сăра тунă: çитмĕл курка тыттарас, тет, çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас, тет. Çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Ударить кнутом. Г. А. Отрыв. Лашаллисем, урапаллисем анса пушăпа виççĕ тивертнĕ, е урапа тенелпе çаклатса иртсе кайнă, çуранлисем виççĕ ура пуçĕпе тапса кайнă. || Задевать. N. Хăйне те хĕçпе тивертнĕ. N. Ӳте япала тивертсен... Орбаш. † Ан тĕкĕн, Тимохха, тивмен çĕртен тивертĕп. (Коршанкă). || Попадать (о пуле и пр.). Юрк. Салтакĕсем ăна курсан: çар пуçлăхне ахăр лешсем тивертрĕç пулĕ, тесе, хăраса ун патне чупса пырса пăхаççĕ. || Вздуть, бить. СТИК. Эс пит иртĕнсе карăн ĕнтĕ, сана тивертмен-ха! Ты уж очень зазнался, тебе еще не попадало на калачи (тебя еще не колотили). Орау. Ачуна лайăх тивертрĕç (побили). || Futuere. N. Лайăх тивертет (de homine d. bene vasato). N. Вăл хĕре тивертнĕ пулĕ эсĕ, ахаль каламастăн пуль. Другое значение этой фразы: хорошо бьет кнутом. || Поразить (чем). N. Иçĕм-çырли йывăççийĕсене пăр çаптарнă, смоква йывăççийĕсене тăм (морозом) тивертнĕ. || Сделать так, чтобы досталось. Сред. Юм. Мĕн çитменнине çитертĕр, тивменнине тиверттĕр, çырлахтăр, аша каçартăр. (Чӳк туса пĕтерсен, ĕлĕк çапла каласа кĕл-тунă, тет). || Зажигать, поджигать, вздувать (огонь). Иногда соединяется сл. „вут’’. Альш. Вĕсем иккен кăмакине тивертсе, улăм чиксе хăварнă (затопили печь; указ. начало действия). БАБ. Йăвăç кăмпине вут тивертрĕ (зажгла), тет те, ман тавра темĕскер кĕлли (какую-то молитву) вуласа çаврăнма тытăнчĕ, тет. N. Эпĕ хăйă тивертсе илтĕм те, тытăнтăм хам тăшмансене ăшалантарма (жечь клопов). N. Хывнине çав вут хĕррине тăкаççĕ; вутне тивертес умĕн, пумилккене пуснă выльăхăн урисене, пуçĕсене çавăлте пăрахса хăвараççĕ. ЧС. Чĕлĕм тивертсен (закуривши) кайран, шăрпăк кутне улăм çине пăрахса хăварнă. КС. Тивертсе илтĕм. Прикурил (у курящего; та же фраза может иметь и др. значение, соответственно различию в значениях основного глагола).

хып

загораться, разгораться, охватить огнем. Кан. Вучĕ малтан Бочкарев килĕнчен (сарай хыçĕнчен) хыпса илнĕ. Унтан юнашар кӳршĕ Миронов килне хыпса илсе çунма тапратнă. N. Çурта вут хыпса илсессĕн, когда огонь охватил здание. КС. Ял хыпса карĕ (çунса карĕ). Ib. Вут пӳрте хыпрĕ (изба загорелась). Яжутк. Е тĕкӳ-çӳçӳ шăнсассăн? — Вут хурăп — ăшăнăп. Е хыпса кайсассăн? Тапăп, тапăп — сӳнтерĕп. Б. Хирлепы. Атя, апи, пӳрт хыпса каять, тесе калать, тет. N. Хĕрсе çитсен, вут хыпать. N. Вут çулăмĕ хыпса илнĕ пек. N. Вут пек хыпса çунни! Питушк. Пӳрт хыпса кайрĕ. Изба загорелась. Вино — яд. Çуртсене хут хыпса илчĕ. КС. Краççина вут тивертсен, хыпса илет (вспыкивает). Хорачка. Хыпат анчах, вочă çонат. Ib. Ял хыпса карă (сгорела). КС. Ял хыпса карĕ: 1. загорелась. 2. сгорела (быстро) сильно. Орау. Пĕтĕм пӳртне вут хыпнă та, пӳртне кĕресшĕн тăрать. N. Çынсем пухăнса та çитеймерĕç, вут тата икĕ киле хыпса та илчĕ. Юрк. Ваçук чĕлĕм те туртмаст-çке, ку епле тĕктăмал кĕлет тăррине вут хыпрĕ-ши? теççĕ. N. Ун умĕнче вут хыпрĕ. || Жаждать. N. Ĕçес килсе унăн тӳсме çук ăш хыпнă. ЧП. Ăшăм çунать, чĕри хыпать. ТХКА 104. Ман чĕре татăлас пек сикет, ăшчик вилес пек хыпса çунать. КАЯ. Халь çак Тумия урнă йăтă туллаччен, теме сиснĕ пек, ăшчик хыпса тухас пек çӳреттĕм (горело; тужил). N. Иçĕм-çырлинчен пăчăртаса эрех тунă çĕрте вĕсенĕн ĕçеймесĕр ăш хыпса çӳрет. Чума. Çав хушăра унăн ăш хыпнипе темĕн тĕрлĕ шыв ĕçесси килнĕ. ТХКА 107. Ăш хыпнă, ата шыв анса ĕçер. || В перен. смысле. Желать, добиваться, жаждать. N. Çынна хĕрхенекен çын пирĕн пулăшушăн хыпмасть. || Заботиться, беспокоиться, стараться. N. Министр вĕсене этем картине кӳртес тесе хыпмасть. Кан. Патша халăх сывлăхĕшĕн хыпман. Ib. Çавăнпа çпекулянтсем сутнă таваршăн укçа тĕрĕсех алла илейменнишĕн хыпсах та кайман. N. Алла илме тепле пулĕ тесе хыпса çунатăн. Ст. Айб. Çыншăн çын хыпмасть, тетчĕç ĕлĕк чух, халь пачах урăхла. Полтава 23. Ĕç-пуç тума шутласан, хыпса-ӳксе (необдуманно) тытнас çук. Чуратч. Ц. Карачăмăн вылляс килми пулнă курнать, туйисене аран перет, пуклаккисене тивертесшĕн хыпмасть. || Замаяться. СТИК. Тупаймасăр хыпрăм вĕтĕ чыст (замаялся). N. Кунта килсе хыпрăмăр, чунсем мĕле хăтăлĕ-ши... || Болтать, попусту говорить. Изамб. Т. Ан хып, мĕн хыпса тăратăн. Не болтай, (Соответствует простонародному русскому „не ори“), || Сцапать. || Расходиться (о вещах и пр.). Якейк. Вăрă (семена) паян хыпать анчах, питĕ хытă каять. Ib. Пыççи паян хыпрĕ анчах: никамăн та пĕр пыççи та йолмар. Ib. Ĕç çинчи пак çăпата хăçан хыпни пор (когда расходится), çăпатуна янтла тольккă.

пусар

, посар, (-зар), придавить. М. Васильев. Порăкне çил йăвантарса ямантан тăпра моклашкипе посарать. N. Араслан урипе пусарнă та, калать: малалла пăхмасăр хăрас çук ĕнтĕ, тет. N. Хуласенчи çынсем пурте, çуртсем куçса пусарасран хăраса, хуласенчен тараççĕ. N. Йывăр чул пек пусарса тăрать. N. Иçĕм-çырли шывне пусарса кăлармалли вырăн. ТХКА 76. Çапла каласан, пирĕн хура йытă тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕке сылтăм аллипе çамки çине пусарсах лартрĕ. N. Слонĕ ун çине кайса ӳксе, хăйне те çавăнтах пусарса вĕлернĕ. Чем люди живы. Манăн упăшкама та халĕ анчах пытарчĕç, вăрманта йывăç пусарса вĕлерчĕ. || Топтать. N. Вилнĕ çын тăприне те: умăнта пултăр, тесе, таптаса пусарса хăвараççĕ. || Уложить. Хурамал. Çӳле йăвăç нумай пусарнă. Сверху на крышу наложено много лесу. Альш. † Çав çулçине кам пусарĕ, пусарсан пусарĕ лăпкă çил (на одном месте уложит). Н. Тим. † Кӳлсен кӳл лашуна паррипе, аслă çул тусанне пусарма. С. Айб. † Кӳлсен кӳлĕр утăра паррипе, аслă çулăн тусанне пусарма. || Мочить (коноплю). Пшкрт: канды̆рзан'а шуа позараччы̆. || Посадить наседку; сажать на яйца для выводки. В. Байгул. † Аттепе анне пусарнă чăх-чĕпписем пахчаран пахчана саланчĕç. Вир-ял. † Анне пусарнă чăх-чĕппи пахчаран пахчана саланчĕç. Бюрганский. Ак, ме сана чăхă; эпĕ сана савса илсе килтĕм; пусарасса та санăн ятна тесе асăнса пусарнăччĕ. Альш. Хур-кăвакал пусараççĕ Элшелсем йышлăн. Ib. Хăшин-хăшин çавăнпа виç-тăват пӳртлĕ те пулаççĕ: путексем-пăрусем хупма, ĕне-выльăх кӳртсе пăтратса кăларма, хур-кăвакал пусарма пӳрт кирлĕ. || Валять. Ст. Чек. Тăлана пусараççĕ: тăлана тăршшĕпе хутлам-хутлам хутласа, çине те, айне те хăма хурса, кĕлет пĕрени айне хураççĕ, тăлан аялти хăмине йывăçпа е хулăн хăмапа, ун айне, вăрăм пуçĕ еннерех, пукан вырттарса, вăрăм пуçĕнчен пуçĕнченех аялалла пустарса тăма йывăр япаласем хураççĕ. Пусарнă тăла тикĕс, яка пулать. Орау. Тăлла пусарса хутăмăр-ха паян, епле картланĕ. || Усмирять, успокаивать. Кан. Контрреволюциллĕ пăлханăва пусарнă, тесе пĕлтернĕ. N. Киприан шуйттанпа тавлашса каланă: сирĕн вăйăр çапла-и? сире вăйсăр хĕр те çĕнтерет, тенĕ. Усал Киприана пусарса каланă: эпĕ ăна улталаса çылăха кӳртме урăх май тупăп. || Укротить. О пьяницах. Ӳтне пусарасшăн тăрăш. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасене йывăр хуйхă ӳкрĕ — пусарчĕ. || Успокоить, утешить. С. Айб. † Тусан тăвăр тусăра саррине, ăшăртан хуйхăра пусарма. N. Манăн хамăн укçа çук, çавăнпа хуйха пусара пĕлместĕп, тенĕ. N. Ăша пусар, утешать. N. Унтан вара хуйхăна пусар. N. Эс те пусан ман кăмăла пусар. || Оплодотворять (о самцах). Вĕлле хурче 21. Ват амăшне питĕрмесен те хăруш мар, çамрăккине, сăрă (трутень) пусарманнине, питĕрес пулать.

пӳх

набухать, разбухать. Чăв. Хресч. Шăрăхпа пӳхсе шывшăн çунакан лашсем. Б. Крышки. Пăрçа шӳсе пӳхсе кайнă. Ib. Типнĕ çырла (иçĕм-çырли) шывра нумай ларсан, пӳхсе каять. Кама 19. Пур ял выçăпа пӳхнĕ. Çисе ярас пек тăраççĕ. || Прозябнуть (обыкновенно в сырое время). КС. Тусем çинче çумăрпа йĕпенеççĕ (в рукоп. пӳхĕнеççĕ). СПВВ. ПВ. Çăмăрпа пӳхсе çӳрет. Альш. † Пăри пек, пăри пек пăрсем çăват: епле пӳхмес-ши пăланăн тихисем?

пĕрчĕ

(пэ̆рζ'э̆, пӧ̌рџ̌ӧ̌), зерно. Юрк. Акрăм тулă, пулчĕ ĕнтĕ пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ. N. Мана пĕр тырă пĕрчипе те тытма пултараççĕ. N. Пĕрчи выçă. || Капля. N. Йывăç çулçи çине сывлăм шывĕ ĕнчĕ пĕрчи пек пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарăна-пуçтарăна ларнă. На листьях дерева лежали жемчужные (?) капли росы. Туперккульос 21. Пĕрĕхтерсе янă сурчăк пĕрчисем... ЧП. Шăпăр та шăпăр çăмăр çăвать, пĕр пĕрчисем пăр пак туйăнать. Альш. Кассан пĕр пĕрчĕ юн тухас çук. (Гов. о малокровном человеке). || В перен. см. БАБ. Пĕр пĕрчĕ те хăрамаççĕ. Вовсе не боятся. N. Пĕрчĕ те = пĕртте. N. Пурти çав хатĕр мăка пулнă (был очень тупой), пĕрчĕ те касман. || Ягодка. N. † Тĕл пултăм хурлăхан йăвăççи, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине. N. Иçĕм-çырли пĕрчи. Емельк. Пĕрчĕ-пĕрчĕ пĕрлĕхен сайра кăлкан витĕр курăнать. || Крошка, крупинка. Толст. Тĕрмере ăна икĕ кунччен пĕр пĕрчĕ çиме памасăр усрарĕç. ТММ. Чăхă пĕр пĕрчĕн сăхсах пурăнать. (Поговорка). Альш. Татах вăл навус çине пĕрчĕрен кĕмĕл шырат, анчах пĕре те тупаймас. БАБ. Ман йăвăрăш çăнăхăн пĕрчине шуйттан хăçан суса кăларĕ, ман чĕлхене (заклинание) те шуйттан çĕнтерĕ. Рак. Пĕр шкапра çĕр пĕрчĕ. (Çăкăр тĕпренчĕкĕ). Баран. 42. Уйăх çутипе юр пĕрчисем (снежинки) йăлтăртатаççĕ. || Волокно. N. Çӳç пĕрчи, волос. О сохр. здор. Çăм пĕрчисем те çĕр (хир)-мамăк (вата) пĕрчисем пекех. || С. Айб. Пĕр пĕрчĕ тĕкне (перышко) патша хĕрне кастарса илчĕ, тет, ăна шур тутăрпа чĕркеттерчĕ, тет. БАБ. Виçĕ пĕрчĕ утă, утă пĕрчи. || Отдельная нитка (при тканье или при наматывании). Яргуньк. СТИК. «Сум» подразделяется на «пĕрчĕ». «Пĕрчĕ» — одна ниточка. То же знач. в Сред. Юм. Утăм. Ку умри юпана лайăхрах тишкертсе тăрать. Кун çĕлĕкĕ ăшĕнчен пĕр вăрăм çип пĕрчи куçĕ умĕнче тăсăлса тăра парать. См. хутăр-йывăççи. || Небольшая часть. N. Пĕрчĕ-пĕрчĕ тӳлесси нимĕн те мар.

авăр

(авы̆р), caulis, virga, стебель, прут. Сред. Юм. Пĕр авăр пăрçа. Один стебель гороха. Ib. Хăяр чечекки авăр çинче пõлать. Огуречные цветы бывают на стебле. Хăяр (кавăн) авра кайни. Огурцы (тыквы) пошли в стебель (или: растут в стебель, не принося плодов. Шорк.). Ку авăр çине çырла пит нумай. На этом стебле очень много ягод. Ib. Эпĕ тăват авăр хурлăхан касса илтĕм. Я срубил четыре стебля черной смородины. Календ. II. Пур авăртан та улма пĕр пек тухмасть. Не каждый куст дает одинаковое количество картофеля. Икково. Пĕр авăртан (или: пĕр кăкран) пилĕк омла тохрĕ. С одного куста картофеля получилось пять картофелин. Хирте. Пур тĕрлĕ тыррăн та икĕ пай: пĕр пайĕ çĕр айĕнче, вăл тымар; тепĕри çиелте, вăл аври, пуçахĕ, çулçи. Всякий хлебный злак состоит из двух частей: одной подземной — корня, другой — надземной, т. е. стебля, колоса и листьев. ЧП. Хурлăхан аври, прут, стебель емороднны. Икково. Хăмла çырли аври, прут, стебель маливы. Крат. раз. Тĕлĕкре манăн умра пĕр тĕм иçĕм-çырли ларать пек, вăл тĕмре виç авăр пек. Мне снилось, вот виноградная лоза предо мною, на лозе три ветви. ЧП. Лутра-ях-та шĕшкĕн аврн кĕске. У низенькой орешипы коротенький ствол. || Item manubrium, ansa. Также означает ручку, черен, рукоятку. Изамб. Т. Атман вăрăм авăр пулат. У наметки дливный черен. Пуртă аври, топорище; çĕçĕ аври, черен ножа; чăпăрккă аври, кнутовище; кĕреçе аври, черен лопаты; курка аври, ручка ковша. Якей. Шăппăр аврине такăш кăларса илнĕ. Кто-то вытащил из метлы черен. Ib. Шăппăра авăр лартрăм или: шăпвăр аври лартрăм. Я посадил метлу на черен. Ib. Çак шăппăра авăр лартас полать. Надо насадить эту метлу на черен. ЧП. Пуш аврилĕх йăвăç, arbor manubrio fiagelli conficiendo ap, дерево, годное на кнутовише. Якей. Пуш аврилăх йăвăç (пуж-аврилы̆х йы̆вы̆с’), id.

еçем

(эз’эм), изюм. Встречается только в сложении: еçем-çырли (с̚ырλиы), изюм. Сред. Юм. См. иçĕм.

иçĕм

(из’э̆м), изюм. М. Яльчики Т., Альш. Иçĕм, иçĕм çырли. Лев. ХIХ, 10. Иçĕм çырли пахчинчен (из виноградника) çырлине пĕтĕмпех пуçтарса ан ил. Iов. ХV. Иçĕм-çырли сапакинчен пиçмен çырлисем тăкăннă пек тăкĕ вăл хăй çырлине. Цив. † Тăп-тăваткăл пахчара иçĕм çырли пиçет-çке. В Городище Б., иçĕм — изюм, но иçĕм çырли — виноград (сообщ. Угандеев); в друг. говорах винограда не знают, и обоими выражениями обозначают изюм.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

вино

сущ.сред.; множ. вина
эрех; хĕрлĕ эрех; виноградные вина иçĕм эрехĕсем

виноград

сущ.муж.
иçĕм çырли, иçĕм; гроздь винограда иçĕм çырли çупкăмĕ; выращивать виноград иçĕм ӳстер

виноградный

прил.
иçĕм -ĕ, иçĕм çырли -ĕ; виноградный сок иçĕм çырли сĕткенĕ; виноградная плантация иçĕм пахчи

гроздь

сущ.жен., множ. грозди и гроздья (-ьев)
çупкăм, сапака; гроздья рябины пилеш сапакисем; гроздь винограда иçĕм çырли çупкăмĕ

изюм

сущ.муж.
иçĕм (типĕтни); булка с изюмом иçĕмлĕ кулач

кисть

2. сущ.жен.
1. (син. гроздь) сапака, çупкăм; кисть винограда иçĕм çырли çупкăмĕ
2. милке, кистĕк (ӳкермелли, сăрламалли хатĕр)
2. ярапа, шерепе; шаль с кистями ярапаллă тутăр

коньяк

сущ.муж.
коньяк (иçĕм спиртĕнчен тунă хаяр эрех)

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

виноград

виноград, иçĕм çырли.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

винный

прил. эрех ⸗ĕ [⸗и]; винный запах эрех шăрши; винный камень иçĕм çырли эрехĕн чулĕ; винная кислота эрех кислоти; винная ягода типĕтнĕ фига çырли, инжир.

виноград

м. 1. (растение) виноград, иçĕм йывăççи; 2. собир. (ягоды) виноград, иçĕм çырли.

виноградник

м. виноградник, иçĕм çырлв пахчи.

виноградный

прил. виноград ⸗ĕ [⸗и]; иçĕм çырли ⸗ĕ [⸗и]; виноградная гроздь иçĕм çырли çупкăмĕ; виноградное вино иçĕм çырли эрехĕ.

глюкоза

ж. глюкоза (иçĕм çырли сахăрĕ).

гроздь

ж. çупкăм, сапака; гроздь винограда иçĕм çырли çупкăмĕ; гроздь рябины пилеш сапаки.

дозреть

сов. пиççĕ çит, пулса ĕлкĕр; винограду нужно ещё дозреть иçĕм çырлин пиçсе çитмелле-ха.

изюм

м. иçĕм.

изюмина

ж. иçĕм çырли, иçĕм çырли пĕрчи.

изюминка

ж. 1. иçĕм çырли пĕрчи; 2. перен. техĕм, паха ен.

кишмиш

м. кишмиш (вăрăсăр иçĕм сорчĕ, унăн типĕтнĕ çырли).

портвейн

м. портвейн (спирт хушнă иçĕм эрехĕ).

столовый

прил. 1. сĕтел ⸗ĕ [⸗и]; столовый ящик сĕтел ещĕкĕ; 2. апат ⸗ĕ [⸗и], çимелли; столовая соль апат тăварĕ; столовая ложка апат (е яшка) кашăкĕ; столовое бельё сĕтел çиттисем; столовое серебро кĕмĕл кашăк-чашăк; столовая свёкла хĕрлĕ кăшман; столовая тыква çимелли кавăн; столовое вино апат эрехĕ (ним хушмасăр йӳçĕтнĕ иçĕм эрехĕ).

сухой

прил. 1. типĕ; сухие дрова типĕ вутă; сухой хлеб тип çăкăр; сухое лето типĕ çу; 2. (сушёный) типĕтнĕ; сухое молоко типĕтнĕ сĕт; 3. (о растениях) хăрăк, типĕ, типнĕ; дерево с сухой вершиной хăрăк тăрăллă йывăç; сухие листья типнĕ çулçăсем; 4. разг. (о конечностях) типсе (е хăрса) ларнă, хăрăк; сухая рука типсе ларнă алă; 5. (сухощавый, худощавый) типшĕм, ырхан, хăрăк; 6. перен. (лишённый душевной теплоты) кăмăлсăр, сивĕ; сухой приём сиввĕн йышăнни; 7. перен. (скупой и лаконичный) типĕ; сухый рассказ типĕ калав; сухая гроза тип аçа; сухой кашель типе ӳçлĕк; сухой закон типĕ закон (эрех-спирт таврашне сутма чаракан закон); сухое вино типĕ эрех (иçĕм ăслине мĕн йӳçсе çитичченех йӳçĕтсе тунă эрех); сухый лёд типĕ пăр; сухим путём тип çĕрпе; выйти сухим из воды шывран типпĕн тух (ăйăпсăр хăтăлса тух).

увить

сов. что (обвитьо растительности) сырса ил, карса ил, яваласа ил; веранда увита виноградом верандăна иçĕм йывăççи карса илнĕ.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

иçĕм

йөзем

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

çырла

[ŝirla']
bero, frukto
çырла пăтти — frotita beraĵo
иçĕм çырли — vinbero
çĕр çырли — frago
хурăн çырли — frago
чие çырли — ĉerizo
хура çырла — mirtelo
хăмла çырли — frambo
шур çырли — oksikoko
çырла пиçнĕ — la beroj estas maturaj
çырла пиçсе çитеймен — la beroj ne ankoraŭ estas maturaj
атя çырлана — ni iru rikolti berojn
çырла тат — rikolti berojn
улма-çырла — fruktoj

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

иçĕм

иçĕм çырли «изюм»; азерб., туркм., тур., уйг. ӳзӳмжузим, казах. жӳзим, ног. озим, башк. йӧзӧм, тат, йӧзем «виноград», «изюм»; кирг. жӳзӳм, узб. узум «виноград»; ср. монг. ӳзэм «виноград»,, «изюм». В русск. яз. проникло из тюрк. яз.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

тăрăн йывăççи

йĕплĕ йывăç. Пур йывăçа та çимĕçĕ тăрăх пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен смоква çырлине тăрăн йывăççи (йĕплĕ йывăç) çинчен татмаççĕ, иçĕм çырлине те хăва тĕмĕ çинчен татмаççĕ [Господа 1898:146].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

шуй

(шуйттан мăйраки) улитка — gastropoda [хырăм ураллă моллюск]; иçĕм çырли шуйĕ виноградная улитка — helix pomatia; пĕве шуйĕ прудовик — lymnaea stagnalis; пĕчĕк пĕве шуйĕ малый прудовик — galba truncatula; улăх шуйĕ лужанка — viviparus contactus; чĕррĕн çуратакан шуй живородка — viviparus viviparus

Çавăн пекех пăхăр:

зябь зять и и-и « иçĕм » иçĕм çырли шуйĕ Иçакка Иçлентер Иçли Иçливан

иçĕм
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150