Шырав: хурлăхан

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

кĕрпе

крупяной
вир кĕрпи — пшено
манна кĕрпи — манная крупа, манка разг.
пăри кĕрпи — полбенная крупа, полба
сĕлĕ кĕрпи — овсяная крупа, овсянка
хуратул кĕрпи — гречневая крупа, греча, гречка
кĕрпе арманĕ — крупорушка
кĕрпе кипекки — шелуха, высевки (после очистки крупы)
кĕрпе перчи — зернышко, крупинка
кĕрпе яшки — крупяной суп
кĕрпе культурисем — крупяные культуры
кĕрпе çур — обдирать крупу
Пĕчĕкçеççĕ куркам пур, куркам тулли кĕрпем пур. (Хурлăхан çырли). — загадка Мой маленький ковшик наполнен крупой. (Смородина).

крыжовник

крыжовник (йĕплĕ хурлăхан)

наливка

наливка (пылак эрех)
чие наливки — вишневая наливка
хурлăхан наливки — наливка из смородины
наливка ту — готовить наливку

хăва

2. диал.
куст
хурлăхан хăви — куст смородины

хурлăхан

смородина

хурлăхан

смородинный, смородиновый
хĕрлĕ хурлăхан — красная смородина

шăрçалла

как бусы, как бисер
хурлăхан çырлисем шăрçалла çакăнса тăраççĕ — ягоды смородины висят, словно бусы

ярапалан

образовывать кисти, гроздья, свисать кистями, гроздьями
хурлăхан ярапаланса ларать — смородина свисает гроздьями

хурлăхан


йĕплĕ хурлăхан — крыжовник

тĕклĕ


тĕклĕ алса — рукавицы из овчины
тĕклĕ викабот. вика озимая
тĕклĕ пăрçабот. вика озимая
тĕклĕ çырлабот. крыжовник
тĕклĕ хурлăханбот. крыжовник
тĕклĕ таракандиал. мокрица
тĕклĕ хурăнбот. береза пушистая

йĕплĕ


йĕплĕ çырла — ежевика
йĕплĕ хуладиал. шиповник
йĕплĕ хурлăхан — крыжовник

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сапак

(сабак), кисть ягод, черешок с ягодами. Альш. Щибач. Пĕр сапакне татса ил. Тюрл. Пилеш сапакки. N. Сапак, черешок, напр., у ягоды, черемухи (çупкăм — вся кисточка). Юрк. † Çĕмĕрт-йывăç сапакра, палан-йывăç чечекре. Хурамал. Сапак тесе пилешĕн пĕрчи ушкăнне калаççĕ. АПП. † Пилеш айĕнчен тухнă чух пилеш сапакки саланчĕ. Çутт. 145. Хурлăхан тĕммисем çинче çырла сапаккисем хĕп-хĕрлĕ пиçсе ларнă. Ала 62. † Хура шыв тăрăх çĕмĕртлĕх, сапакне тая лараçке. || Кисточка. Юрк. † Тăваткăл кӳме — сарă кӳме, тăватă кĕтессинче тăватă сапак. || Стручек. N. † Ешĕл сапак мĕшĕн, ай, ешĕл-ши, çамрăк ĕмĕр мĕшĕн те, ай, кĕске-ши. Бур. † Арпус чечек мĕшĕн шурă-ши, ешĕл сапак мĕшĕн ешĕл-ши? Тюрл. Сапак, стручек. Ib. Пăрçа сапакки. || Снизки. ЧП. Вуникĕ мерченĕн сапакки çук. Кĕвĕсем. Вуник пĕрчĕ мерчен сапакĕ çук. Янтик. † Сакăр пĕрчĕ мерчен сапаксăр, пирĕн çамрăк пуçсем телейсĕр. Кĕвĕсем. Симĕс сапак хушшине ӳпке-мерчен ан тирĕр. См. ӳпке-мерчен. || Назв. бус. К.-Теняк. Изамб. Т. Сапак, какое-то украшение. МПП. Сапак, зеленый камень или бусы (украшенне). N. † Йывăçран сапак туни çук, ырă тумтир çумне хуни çук. [См. саяк]. || Петля у пуговицы (и вся пуговица?). МД. † Аçалă-амалă ывăл-хĕр кĕмĕл тӳме сапакĕ. || Membrum virile. Елле. Сапакки ĕçлемест. Non surgit, quasi praemortuum jacet m. eius.— Observare solent Tschuvaschorum feminae virorum suorum gravi aliquo morbo laborantium inguina; quae si matutinis languida atque inertia iacere videriut, invitabilis mortis signum id esse arbitrantur. N. Сапак тесе пĕчĕк ачасен тӳммине калаççĕ.

си

слой. БАБ. Çĕрĕн çиелти тырă пулакан сийĕ (плодородный). Баран. 105. Ĕçлекен хуртсен хырăмĕ çумне пĕр çӳп-çӳхе си ăвăс пухăнать. Календ. 1910. Çав маях бактериясем ӳссе пырсан, 2 тавлăкра пĕтĕм çĕре хулăн сипе витсе илĕччĕç. Ib. 1911. Шăтăк чавса çав шăтăка пĕр си курăк сарса тухас пулать. Ib. 1906. Шăтăкран хура çĕр, тăм, хăйăр тухать пулсан, вĕсене пурне те уйрăм хурас пулать; тата çиелти сине хăйне, тĕпĕнчине хăйне ăрасна хурас пулать. Ib. Хăяр хушшине си-си юман çулçи, хурлăхан, хĕрен, укроп хурса хăварас пулать. Ст. Чек. Си — слой (çĕр сийĕ), çăмарта сийĕ (пленка яйца). || Раз. N. Вара унтан тата тепĕр си апат çияççĕ, вара ĕç пĕтет. Чхĕйп. Унтан вара, унта (туда) кайиччен (прежде чем итти), пурте тепĕр си хываççĕ. || Встр. в соединении: пӳ-си. Ст. Ганьк. Пĕвĕнчен-сийĕнчен, куçĕнчен-пуçĕнчен, ăшĕнчен-чикĕнчен сăнĕнчен-сăпатĕнчен. || Юрк. † Эпир çак киле килсессĕн, çамрăк пуçсем сие ӳкет-çке.

çукки

то, чего нет, отсутствие; неимущий, бедняк. N. Çукки çукпа çитермест, пурри: вĕсене сухана кӳлес çук-ха, тесе, çитермест. N. Çуккине пур туса çӳреместĕн-и? Не сплетничаешь-ли? N. Çукки турăра, теççĕ. (Старая послов.). N. Эсĕ çуккине пур тăватăн. Ты выдумываешь, чего нет. Пазух. Хурăн-салара хур çукки, пирĕн ялта хĕр çукки. Сред. Юм. Çокки хоплат. Беда в том, что нет. Ib. Çôкки пĕлтерет. Губит отсутствие. || Бедность, нужда. Ст. Чек. † Тарăн çырмасенче, ай, хурлăхан; хурлăхан хурланат, ай, хурипе, эп хурланап хамăн, ай, çуккипе. Орау. Çукки тарăх-тарать-çке-ха! Изамб. Т. Çав пирĕн çукки хуплат. N. Ашша-мăш (= ашшĕ-амăш) çуккине (круглую сироту) илес пулать. N. Çуккине çук мар, анчах сирĕн хулара çук кун пекки. Нет-то не нет, а только в вашем городе такого нет.

çупкăн

кисть. Ст. Чек. СПВВ. ТМ. Çупкăн = сапак; пĕр çупкăн хурлăхан тупрăм, теççĕ: çупкăн тесе пит пысăк пиçсе çитнĕ çимĕç сапакне калаççĕ. СПВВ. Çупкăн = сапака. Ib. Пилеш çупкăнĕ-çупкăнĕпе çакăнса тăрать. Альш. † Шыв хĕрринче пилеш пиçет-çке, çупкăн-çупкăн шыва ӳкет-çке.

çур

(с’ур), разрывать надвое, разорвать. N. Вилнĕ çыннăн кĕпине хывса илмеççĕ, çурса кăлараççĕ. Чăвашсем 26. Унтан вара çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. N. Эпĕ кĕпене туратран (за сук) çаклатса çуртăм. || Распороть. N. Пулла çур. Бес. чув. 11. Пĕр йывăр çыннăн хырăмне хĕçпе çурса янă. || Разбивать (голову). Абаш. Конта ӳксе, поçна çорăн! (напр., на льду). Б. Яуши. Ача хăвăртрах пуçне тата икке çурса пăрахрĕ, тет те, хуçана тăратма карĕ, тет. || Колоть, раскалывать, пилить, рвать вдодь. Тăв. 14. Унтан лăпсăркка сар чечеклĕ аккас, чаршав пек яр уçăлса, çинçе пилĕклĕ пуп хĕрне çурса кăларчĕ (вдоль). Ib. ЬI. Анаткас пуянлăх пит аван курăнать. Пурин те çурса тунă ампарай, пахчинче хăмла, пыл-хурчĕ. Кратк. расск. 9. Тепĕр кунне ирхине ирех тăнă та, вутă çурнă. Çутт. 42. Атте авăн кăмакине çурман юман вутти пăрахрĕ. || Окучивать. Альш. Унтан ăна (картофель) çумлаççĕ, çум вăхăтĕнче суха-пуçпе çураççĕ. Ямаш. Пирн паян омма çормала та-ха (соха пуçпе копаламалла). || Размывать. N. Шыв çурса каят. Баран. 243. Океансем çĕрелле çурса тăракан пайĕсене тинĕссем теççĕ. Трхбл. Ăна пытарнă тĕле шыв çурса кайнă (водою размыло его могилу). N. Вăл (он) лачака çине те кĕнĕ, шыв çурнă лакăмсене те кĕрсе тухнă. || Обдирать (зерно). N. Кĕрпе арманĕ умĕнче виç путалкка тулă çуртăм. Толст. Кĕрпе çуракан арман (круподёрка). Эпир çур. çĕршыв 23. Тата уйрăм кĕрпе çурмалли арман пур, çу çаптармалли машшин пур. || Перерезать. Эпир çур. çĕршыв 23. Сылтăм енчен улăхалла çак хире виçĕ тип çырма çурса тухаççĕ (перерезают три оврага). || Зарезать. К.-Кушки. Пирĕн сурăхсене кашкăр çурнă. Наших овец зарезал волк. Юрк. Лашине кашкăр çурса тухат. || Пробивать. Кĕвĕсем. Чăршă кĕлет алăкне витĕр çурса кĕрĕпĕр, вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || Разрушать. Вĕлле хурчĕ 27. Карас çине хăпарса пĕтĕм караса çурса (çул туса) шăтарса ерешмен картипе карса пĕтереççĕ. N. Питĕ хытă юрлаççĕ, пӳрте çурса прахас пек (того и гляди изба рухнет) — ним те пĕлмеççĕ. Альш. † Ула пилĕк качака, капан çуран йăли пур. || Бить кнутом. Хĕрлĕ урал № 10, 1921. Çынсене пушăсемпе çурса пĕр йывăçшăн тăватă пин тенкĕ илет. Ала 95. Эсир вăл ачанăнне кĕпине-йĕмне мĕншĕн хывса илнине пит лайăх пĕлетĕп, эсир ăна пыйти-шăркине пăхас тесе мар, унăнне тирне çапа-çапа çурас тесе, хывса илнĕ, тенĕ. || Распускать (почки, листья, цветы). Пазух. Хурлăхан çеçке (цвет) çурсассăн, килет çыран илемĕ. Самар. Тин çурнă çырласем. Ау 355°. † Шур Атăлăн шурă хăви çĕнĕрен çулçă çура-çке. || Разрезать (воду). N. Пулă Çавала хирĕç (против течения р. Цивиля), шыва çурса, çухăрса кайрĕ, тет. Баран. 81. Лере тата ураписемпе тинĕсе çурса пăрахут ишсе пырать. Сред. Юм. Кăçалхи тырра çĕлен те çôрса тохас çок. Нынче очень густой хлеб, так что змея не проползет. || Бить, ударить в нос (о запахе). ЧС. Ĕнĕк шăрши (запах гари) сăмсана çурать. КС. Ача сыснă-им? Пăх шăрши çурать! Орау. Такăш сысрĕ ĕнтĕ (ventris flatum emisit), шăршă çурать. || Оглашать, греметь (о звуке). Кĕвĕсем. Пахчан пĕр хĕрĕнче юрласан, сасси илтĕнет тепĕр хĕрне; пахча вăта çĕрринче юрласан, сасси çурать пахчана. Альш. Хĕрсем каччăсем янратса çурса юрласа кĕвĕ калаççĕ ялта. Ib. Хĕлĕ-çăвĕ урама тухса уншăн-куншăн пĕр-пĕринпе вăрçаççĕ, урама янратса çурса. Ib. Шăри-шари кашкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Ст. Яха-к. Шăнкрав сасси ял çурат (гремит по деревне. Çăварни). Полтава З8. Аçа-çиçĕм сасартăк пĕлĕте çурса янтратсан, шартах сиксе çын чĕтрет. N. Вăл аллипе пĕр сулать, ĕçекене шав ырлать: ĕçет, çиет туй çынни, тĕнче çурать юрлани! Сунт. Пĕр минутран Пруккан çамрăк вăйлă сасси вăрмана çурчĕ. Çутт. 112. Пĕтĕм яла иккĕшĕ çураççĕ. || В перен. смысле. Бур. † Тантăшран лайăх пулас мар, тантăш чĕрине çурас мар. || В чувашизмах. N. Чуна сурчĕ çут тĕнче: аптăрамăп халь ĕнтĕ — тăр кăнтăрла тĕлĕнче хавас улăх варринче. Сред. Юм. Пуç-куç çурса çурет. „Ходит (или работаеть) главным, без боязни“. Ск. и пред. чув 89. Пĕтĕм ăшне-чиккине çурать хăватлă яшки (т. е. яд своим действием выворачивает желудок).

тытăн

(тыды̆н), держаться. N. Эсĕ манран тытăн (держись за меня). || Ловиться. Регули 723. Пол тытăнмаçть. || Попасться. Регули 726. Эп онта тытăнсан, эсĕр мана çăлса кăларас çок. Собр. Вăрăпа пĕрле тытăнсан, хăтăлăп тесе ан ĕмĕтлен, теççĕ. (Послов.). N. Пĕччен вăрланă вăр часах тытăнмаç. || Быть арестованным, схваченным. N. † Катари хулара тытăнтăм, вуникĕ çĕр укçала хăтăлтăм. || Задерживаться. Тытăнса тăтăрччĕ çав вырăнтах. N. Темиçе рас та вăрнас çĕртен тытăнса юлтăм ĕçпе. N. Эс тытăнса тăрсан, пушта ĕлкĕрейместĕн. Если задержишься, то опоздаешь на почту. N. Тытăнса ан тăр. Не медли. || Запинаться (при чтении или разговоре). N. Пĕр тытăнмасăр тĕрĕс вулама, вуланине тĕрĕс каласа кăтартма вĕрентнĕ. || Собраться. N. Киле кайма тытăнчĕ. Собрался домой. N. Эпĕ, эсĕ Хусана тухса каяччен, пĕр кун малтан сан патна пыма тытăнтăм, йăлт хатĕрлентĕм. Альш. Унтан ашшĕ пуçне касма тытăнат, çапах памас. N. Мана вырăнтан кăларма тытăнчĕç (хотели). Изамб. Т. Вут илме тытăнсан, укçи те çук, вутти те пит хаклă. N. Кĕркунне ачасене вĕренме кайма çырнă вăхăтра, эпĕ те кайма тытăнтăм. N. Вăл вуттине тиянă та, килне таврăнма тытăннă. N. Унтан вара эпир киле тавăрăнма тытăнтăмăр. Орау. Пĕрре пирĕн аттесем Шăмата пасара кайма тытăннă. Чăв. й. пур. 20. Вăлсем пĕлнĕ вăл епле çын иккеннине, ăна вара вĕлермех тытăннă. || Вздумать, задумать. Юрк. Килте ĕçлекен çынсем сахаллана пуçласан, тытăнаççĕ кĕçĕн ывăлне, Хĕветкине... авлантарма. || Пробовать, пытаться. Янтик. Вăйĕ сахал çав унăн. Ура çине тăраймас вăл, паян та темиçе хут тытăнчĕ ура çине тăма, анчах çавăнтах персе анатьчĕ вăй çук пирки. || Решаться на..., браться за... Юрк. Чипер пуян çынсенĕн хĕр-ачисене вăрлама тытăнаççĕ. || Приниматься (за дело и т. п.). Н. Шинкусы. Юмăçĕ каларĕ: вăл тавраша пĕлессе пĕлетĕп те эпĕ, анчах манăн халĕ унпалан тытăнса тăрасах килмест, терĕ (т. е. не хочет „пăсташ тасатма“). || Начинать. N. Паянтан тин ĕçлеме тытăнтăм. Ала . Вĕсем патне каçхане кайса ларсан, е хăйсем школа пырсан, вĕсене вĕрентме пуçлатăп. Вĕсем лайăхах тутарла калаçма тытăнаççĕ. Ib. 54. Яла çитсе кĕрсен (когда мы въехали), эпĕ анса кайма тытăнтăм (с телеги). N. Савăт ĕçлеме тытăнчĕ. Изамб. Т. Кĕлте кӳме тытăнни-ха эсир? Юрк. Тытăнаççĕ калаçма. Ib. Виç-тăват кунтан хайхи вилме те тытăнат. Орау. Акă сана калăплă çăпатапа ăшалантарма тытăнсан, ачана çаптарăп! — Ма çыртать тата?.., Ст. Чек. Шăлаварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара. || Начинаться, возникать, oriri? Колыб. п. 6. Çак çĕршыв тытăнса ларнă вăхăтранпала çакăн пек усал ылханлă тавлашу (война) пулман. || Пуститься в рост. Сĕт-к. Хăяр тытăна пуçларĕ. В. Олг. Тытăннă хăяр, пупленок. N. Нӳрлĕ çĕрте хурлăхан та часрах тытăнать. || Собираться наверху (о сметане на молоке). В. Олг. || Закрепиться. Тогач. Малтан кайса пăхсан, шăммисем пĕр-пĕринчен кăть тытăннă. Иккĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕтĕмпех тытăнса ларнă, тит. Виççĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕр пĕчĕк кайăк пăрт! турĕ, тит те, вĕçсе тухса карĕ, тит. || Появляться. Актай. Пас тытăнни. || Быть в употреблении. Кубово. † Çĕнĕрен илнĕ чĕн йĕвен, пар пичее, тытăнтăр. || Заикаться. Пшкрт. Тытăнса солят. Заикается. || Крепиться, держаться. Толст. Вăл (он) пĕтесшĕн мар пулса, пĕтĕм вăйĕпе тытăнса ларать. || Быть перехвачену (о голосе). К.-Кушки. Ман сасă тытăнчĕ. Пыр халь те тӳрленеймен-ха. Я охрип. Горло все еще не поправилось. N. Ĕслĕкпе (от кашля) сас тытăнса ларчĕ. СТИК. Шăнсан (если простудишься), сасă тытăнат, ӳслĕке ерет çын (у него появляется кашель). Сборн. по мед. Йĕре-йĕре сассисем тытăнаççĕ (у младенцев).

типшер

высохнуть. Çутт. 144. Хĕвел лекмен хурлăхан тĕмисем типшерсе кайнă. Кан. Çĕр типшерсе кайнипе тусан йăванать.

тăм

заморозок, изморозь, иней, мороз. Пазух. Йăмра тăрне тăм ӳкнĕ, хĕвелпеле тин типнĕ. N. Юр купаласа хурсан, тăмсем иртиччен хурлăхан юр айĕнче выртать. N. Тăм ӳкни, мороз, заморозок. Сред. Юм. Тăм ӳкнĕ (весенние и осенние заморозки). N. Кая юлса çурăлакан йывăç чечеккисене çуркуннехи каярах юлнă тăм тивсе пĕтерме пултараймасть. N. Чупса-чупса пынă чух, кĕмĕл çĕррĕм тухрĕ-ӳкрĕ, ăна уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. (Тăм ӳкни). || Влажное испарение. НИП. Çуркунне ту çанкисенче çĕр тăмĕ тухать (= çĕр пăвĕ, испарение).

хуп

хоп, частица, образ. форму превосходной степени от прилаг. хура. N. Хуп-хура, очень черный, пречерный, совершенно черный. Якейк. Хоп-хора лаша. Лошадь вороной масти. Ib. Вăрманта паян темле хоп-хора çырла топрăм, çималли мар поль тесе татмарăм. Бгтр. Хăйĕн тоти хоп-хора çонса кайнă, тет. Яргуньк. Карчăк киле çитсен йĕвенне силер, тет те, хайхи ача (жеребчик) чупса пычĕ, тет те, выртса йăванса хуп-хура ача пулчĕ, тет. Капк. Арçури сăнĕ хуп-хура. || Тьма тьмущая. Ала 55°. Çул çинче хуп-хура халăх (тьма тьмущая) ман хыçран чупаççĕ. || Очень много. Хурлăхан хуп-хура ларать.

хуртар

(хурдар), понуд. ф. от гл. хур. Собр. † Пурçăн та чĕрçитти тĕрттертĕм, кантрĕне лентерен хуртартăм. Ст. Шаймурз. Йĕпкĕн хура сăхман çĕлетрĕм, икĕ енне икĕ кĕсе хуртартăм, пĕр енне пĕрлĕхен яртартăм, пĕр енне хурлăхан яртартăм. Никит. Çав çынсене çаран мĕн чухлĕ ваттарнине хак кайса хуртарас пуль тесе пӳрте кĕчĕ. Чăв. й. пур. 7. Çыру пĕлекен çынсене алă хуртарнă (приложить руку). N. Сĕтрен кĕсел хуртартăм. N. Мана хĕрхенекенсем вара теçетнике хуртармарĕçĕ (не позволили назначить меня десятником).

хурлан

хорлан, противоположно савăн; печалиться, грустить, горевать, расстраиваться, тревожиться. N. Вăл çын вилнине илтсен, эпĕ питĕ хурлантăм (опечалился). А.-п. й. II. Ман пӳртре кăмака çине тахăшĕ улăхса выртнă та, ниепле те кăлармала мар. Тилĕ те, кашкăр та, упа та кăла-раймарĕç,— хурланса калать, тет, кайăкĕ. ГФФ. † Эпир контан кайсассăн, хоçи йолать хорланса. Когда отсюда мы уедем, хозяину станет грустно. НР. † Манран савни уйăрлать, манăн чунăм хурланать. От меня милый уходит, на душе у меня тяжело. Шарбаш. Сĕм вăрманта ват юман, хумханмалăх хулли çук, хурланмалăх атти (отец) çук. N. Эпĕ те аттенĕн сывлăшсăр ӳтне курсассăн питĕ хурланса макăра пуçларăм. N. Ку пиçмона илсен, кăмăл пит хорланчĕ. N. Чон хорланса килчĕ. N. Эпир кунта çӳретпĕр ерленсе-хурланса. ЧП. Ай-хай ача Петĕр пур, арăм çукран хурланать. Чураль-к. Кайăк каять кушланса, хăви юлать хурланса. Сĕт-к. Анатри чăвашшань йоррисане йорласа ктартрăм та, Пльоккасань амăш хорланса макăрч. Юрк. Хурăнташ ăру хурлăхан пек, эпĕ хурланса çӳремерĕм, çапах салтак туса ячĕç. С. Дув. † Аттерен-аннерен уяралатпăр, чунсем хурланмасăр мĕн тутăр. (Солд. п.). КВИ. Асапланма, хурланма вăл çамрăк чун çĕр çине йăтса пынă аллинче. Он душу младую в об’ятиях нес для мира печали и слез. Бюрг. Ыттах хурланас мар, шухланас мар, пире çынсем калĕç шух тесе. || Обижаться, огорчаться. Е. Орлова. Эпĕ она окçа памарăм та, вăл хорланчĕ. N. Чун хурланчĕ. Обидно стало. Буинск. Аслă çулсем хĕрн те ай хумăшлăх, хумханаç-çке ямшăкăн пушипе, ай-хай çинçе пӳйçĕм, çамрăк пуççăм, хурланаç-çке çичĕ ют сăмахпе. НР. † Апай каларĕ йăвăр сăмах, кули чунăм хурланмасть. Мать сказала мне горькое слово, как мне не огорчиться.

хурлăхлă

хорлăхлă, печальный, горестный, горемычный, грустный, унылый, неудовлетворенный. N. Ун юррисем пит хурлăхлă (или же: хурланмалла, или же: хуйăхлă). Его песни печальны. Ал. цв. 8—9. Хуçана пĕр савăнăçлă пек, пĕр хурлăхлă пек туйăннă. ÇМ. Сан çинче вара хурлăхла çил анчах вĕретчĕ. Ib. Камăн вăл? Кунçулĕ йăвăр, хурлăхлă кунçулĕ?... Хăр. Паль. 15. Вара хурлăхлă пек туйăнсан йĕрес килсе кайрĕ кун. НР. † Пахчи, пахчн, хурлăхан пахчи, хурлăхан çисе ӳсрĕмĕр, эх, ӳсрĕмĕр, çампа хурлăхлă пултăмăр. Сады, сады, смородиновые сады! Питаясь смородиной, выросли мы, потому, видно, горемычные стали. СЧЧ. Кăсем вуланă вăхăтра лешсем вуланине итлесе тăраççĕ-тăраççĕ. тет те, пĕр-пĕр хурлăхлă тĕле çитсен: çук, капла пурăнса пулмасть, чӳк тума пăрахас кирлĕ, тетчĕçĕ (родители при чтении детей). || Несчастный. ГФФ. † Çампа хорлăхлă полнă эпир. Потому, видно, я уродился (таким) несчастным. Янтик. Хура вăрман хушшинче хурлăхан аври хурлăхлă, мĕн пур тантăш хушшинче ман çамрăк пуç хурлăхлă. N. Ӳсрĕмĕр ӳснĕ чух пĕр йăвари кайăк пек, салантăмăр хурлăхлă куян чĕпписем пек. || Страдающий. || Угнетенный. И. С. Степ. Хурлăхлă = хурлăх куракан. || Печально. горестно, грустно, уныло, траурно. N. Вăл унтан (у нее): „Мĕшĕн чансене хурлăхлă çапаççĕ“? — тесе ыйтрĕ, тет.

хура вăрман

хора вăрман, большой лес. Ст. Чек. † Хура вăрман витĕр тухнă чух урттăш йăвăç юлчĕ авăнса. Когда я проезжал по большому лесу, нагнулся можжевеловый куст. Емельк. Хура-хура хурлăхан хура вăрман витĕр курăнать. Лашм. † Хура вăрман хыçне эп хурт лартрăм, хура сăпса пурне те пĕлмерĕм; хура сăпса пурне те пĕлнĕ пулсан, лартаяс мĕн вăрманин варрине. Аслă шыв хĕрне тетел картăм, хура пулă пурне пĕлмерĕм; хура пулă пурне пĕлнĕ пулсан выртаяс мĕн çыранин хĕррĕнче. Тайба-Т. † Хура вăрман çумне юр çунă, хура сăсар тухса йĕр хывнă. || Темный лес. ГФФ. † Хора та вăрман варĕнче çутă та кӳлли пор, теççĕ. Среди темного леса, говорят, есть светлое озеро. || Крупный лес. Якейк. Хора вăрман, крупный лес. || Чернолесье. Пролей-Каша. Б. Олг. Хора вăрман, чернолесье.

хурăнташ-вĕрле

родня. СПВВ. Х. Хурлăхан хĕрсе пиçнĕ чух хурăнташ-вĕрлерен уйăрăлтăм.

хурлăхан

хорлăхан, смородина. Юрк. Хĕрлĕ хурлăхан пур, тата хура хурлăхан пур. Тюрл. Хура хурлăхан пур, хĕрлĕ хурлăхан пур, тата сарă хурлăхан пур. Пазух. † Пĕрлĕхенех питлĕ, хурлăхан куçлă, пирĕн тăванĕсем çавă-ши. Турх. Мĕшĕн эсĕ, хурлăхан, пит хурлăхлă ларатăн? НР † Пахчи, пахчи, хурлăхан пахчи, хурлăхан çисе ӳсрĕмĕр. Сады, сады, смородиновые сады! Питаясь смородиной, выросли мы.

куççуль

(с'ул), куç-çулĕ, куç-çулли, куç-çол, (кус'-с'ол), коç-çоль (кос'-с'ол), куç-çӳлли, куç-çӳл, куçшуль, куç-шӳл, куç-çилли', слеза (-ы). Н. Карм. † Пĕрлĕхен пек хĕрлĕ питĕмсене хурлăхан пек хура куççуль хуратрĕ (здесь «хура» относится к «куç»?). СПВВ. Куç-çул, куç-шӳл. Карсун. Куç-çоль, слеза. Ал. цв. 11. Хăйĕн вĕри куççулĕне (= куç-çулне) тăкать. Ст. Чек. Шыв, куççуль пек, тăп тăрă, тет. N. Çын куççулĕ çĕре ӳкмест. N. Ватă çын, кăмака хыçĕнче ларнă чухне, кинĕпе ывăлĕ, сĕтел хушшинче тĕрлĕрен çимĕç çинине кура, час-часах куççулĕсене шăлкаланă. Самар. † Эсĕ çакăнтан кайса пырсан, тухаймĕ-ши сирĕн куç-çӳлĕ. ТММ. Атте-анне куççулĕ çĕре ӳкмест. N. Куç-çӳлли тухнă. N. Куçран çапакан куççуль кăларать, чĕрене амантакан хуйхă хускатать. N. Эпĕ килтен тохса кайнă чох, пĕр куççуль те кăлармарăм (не проронил ни слезинки). N. Куçран куç-çӳлли анчĕ (потекли).

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

шантар

(шандар), понуд. ф. от гл. шан; заставить вянуть, блекнуть; вялить. Сред. Юм. Улма, шантарсан, ниме те тӳсмес, час çĕрет. Юрк. Аслă кӳл хĕрринче сарă чечек, йывăр тăм ӳкрĕ, шантарчĕ. || Ослабить. Ст. Чек. || Набить оскомину. КС. Хурлăхан шăла шантарать.

шурăх

стать бледныи, побледнеть. К.-Кушки. Шурăхнă (недолго), щурса кайнă (на момент). N. Скамье çинче çамрăк, шурăхса кайнă çын ларнă. О заступл. Халĕ ахал те тек пӳртре ларса шурăхса кайрăн. Туперккулёс. 25. Начар ӳсет, шурăхса каять. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 9. Теприсем пурăнма кирлĕ япаласене вăрçса илеймесĕр шурăхса типсе ларĕç. Юрк. Тарăн çырма тăрăх хурлăхан ирхи сывлăмпа шурăхрĕ. Ib. Хирти курăк шурăхсан, каят хирĕн илемĕ. || Линять. Яргуньк. Шурăхса кайнă пустав. N. Хамăр ялсен хĕрĕсем шур укçалла шурăхнă.

пиç

(пис'), свариваться, испечься. N. Çапла тусан, урнă йыттăн сĕлеки (слюна) пиçсе каять те, выльăх урмасть. Календ. 1906. Пиçи-пиçмен çăмарта. N. † Пиçи-пиçми çăмарта пит тутлă. Тайба-Т. † Пиçи-пиçми çăмарта тавай пĕçерсе çиер-и. Орау. Апатне пиçнĕ-пиçмен антарса çитараççĕ. Обед не доваривают, подают сырым. Собр. Вут хутмасăр çăккăр пиçмест (не испечется), ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть, теççĕ. Сред. Юм. Эх, пиçмен пашалу (неспособный к делу), çавна та тăваймасăр, ватса пăрахрăн вит. || Калиться (на солнце). Туперккульос 36. Хĕвел çинче пиçеççĕ. || Кипеть, вскипеть. Ала 11. Самовар пиçсессĕн, каллех ĕçме-çиме пуçларĕç, тет. N. Пиçнĕ шу ĕçсе порăнăр! Пейте кипяченую воду. || Обвариться. Панклеи. Тилĕ опа çине тăккĕр ярчĕ (горячую похлебку), опа пиççĕр карĕ. Орау. Вĕрекен сăр хуранне ӳксе пиçсе кайнă. || Обжигаться. N. Ан пиç. Не обожгись. N. Пиçсе ан кай. || N. Çип пĕре хуса пиçимасан, ăна тепĕр хут хăваççĕ. Ib. Ман кăçал çип сап-сарă пиçрĕ. Ib. Сань пек пиçнĕ çип эп нихçан та корман. || Воспалиться (о глазах). N. Çак тăвансем мана аса килсен, йĕртĕм-ĕçке икĕ куçăм пиçиччен. ЧП. Йĕрсе куçĕ пиçет-ĕçке. N. Йĕре-йĕре пĕтĕм куçăм хĕрсе пиçсе кайрĕ. || Гореть со стыда, осрамиться. Якейк. Ман паян пит пиçрĕ. Эп паян намăс кортăм. || Преть (о теле). Орау. Ура пиçсе çӳресе пĕтĕмпе ашланса карĕ. Ib. Нумай утнипе ура пиçсе карĕ. Ib. Ура пурни пиçсе çӳрет (преют). О сохр. здор. Трахтирте тумтирпех ĕçсе-пиçсе лараççĕ. Изамб. Т. Ул акă пирĕн пек шăрăхра пиçсе тыр выртăр та, виç сăмах çырнăшăн ултă-çичĕ тенкĕ патăр. Полтава 91. Аран-аран лашисем сулкаланса утаççĕ, пиçсе çитнĕ ывăнса. || Прижигаться. О сохр. здор. Çапла тусан, вара ӳт те пиçет (при прижигании), унта лекнĕ сĕлеке те çунса каять. || Париться (о земле). Пахча çим. 3. Уйăх çуртан (после пахоты) курăксем тухаççĕ, çĕрĕ те чылай пиçет. || Запариться. Буинск. Йытă куçран çухалсан тин чупрăм, çапла чупа-чупа ăшша пиçрĕм (запарился). Кан. Пульницара, малтан чăвашла пелекен çынна тупаймасăр ăш пиçрĕ (измучился). || Загореть. || Трухлеть. Ирч-к. Пиçсе выртнă (летом дрова лежали в сыром месте и плохо колются). | Поспевать, созревать. N. Пиçнĕ-пиçмен (не совсем зрелые) çырла тутлă мар. Ой-к. † Пиçнĕ-пиçмен çĕмĕртшĕн çĕмĕрт тăрри хуçас мар; ялта чипер нумай пуль, чипер хыççăн каяс мар, чӳрече витĕр пăхас мар. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор, пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. Альш. Çырласем пиçсе иртсе кайнă (перезрели). Ib. Хăва хутлăхĕнче ытти йĕпе курăксем. Пулат вăл лапсенче хура хурлăхан аври; çула, хурлăхан пиçсен, Элшелсем каяççĕ вăрмана хурлăхана. N. Пиçнĕ = пулнă, спелый. || Зреть (о хлебе). N. Тыр пиçсе çитсен, уя тухсан çăмăллăхне пар. (Моленье). Кан. Тыр пиçрĕ. Хлеб созрел. || Стать выносливым, закалиться. Чхĕйп. Çавăнпа вăлсам халĕ те, каласан, час ĕненмесĕр тăраççĕ, авалтампа хăйсĕн ирĕкнĕ туса пиçнĕскĕрсем. Бугурусл. † Ĕçпеле пиçнĕ пирĕн аппа (навыкла к делу. Свад. п.). N. Шыв çинчи карапа та ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын аллине шанса памаççĕ. Изванк. Ĕрне (так!) эпĕ мур таврашне нумай курса пиçмен те, пирĕн ялта мур таврашне курса пиçнĕ çынсем халĕ те пурăнаççĕ-ха. Шел. П. 48. Ĕçпе пиçсе ӳсеççĕ. Cам. 77. Шăмшак пиçсе хĕрнипе карчăк анать умранах. Сред. Юм. Санран пиçет-и вара ô. Тебе ли это сделать.

Хура Атăл

(Хура Ады̆л, Хурады̆л), Rha Niger, nom. fluminis, quod in carminibus invenitur, Черная Волга (встреч. в песнях). || Rhа. Гайтанк. Альш. † Хура Атăл урлă каçмарăм, Шурă тинĕс шывĕ ĕçмерĕм. Не переправился я через Черную Волгу, не испил воды Белого моря. ЧП. Хура Атăл çинче хура акăш. На черной Волге черный лебедь. N. † Хура Атăл хĕрринче хурлăхан татат пĕр ача. На берегу Черной Волги мальчик рвет черную смородину. Буин. † Хура [quo deleto Шурă, scriptum est, hand scio an falso) Атăлăн хĕрĕнче хăва çăвăлчи çурăлать-ĕçке. Те каятăн те юлатăн, унччен ăшăм çуна-çке (i. е. çунать-çке). На берегу Черной Волги распускаются листья тальника. Я не знаю. Уйдешь ли ты, или останешься, но ожидание томит мою грудь.

Пăла

(пы̆ла), назв. речки, Була, в Чув. респ. Янших. Б. Изамб. Т. Мĕшĕн çынсем Пăла хĕрне чупаççĕ? Ib. Пирĕн ялăн Пăлан тепĕр аяккинче вунă теçеттинене яхăн çаран пур. Ib Эпĕ калани кӳлĕ пулсан тулĕччĕ, ахăр Пăла (Була) пулса юхат пуль (т. е. ты не слушаешь увещаний). Альш. † Кайрăм Пăла тăршшĕне, кĕтĕм вăрман ăшшине. Пазух. Вăрман хĕрри, ай, пĕрлĕхен, Пăла хĕрри хурлăхан. Байглыч. Пăлари шыв майпе хумханса тăратчĕ. Ib. Купăста сапма Пăла хĕрринчи пахчана ячĕ.

пĕрлĕхен

(пэ̆рлэ̆hэн, пӧ̌рлӧ̌hэн'), костяника, rubus saxatilis L. Рак., Кайсар. № 69. Пĕрлĕхен вăрманта ӳсет, çырлине çиеççĕ, çырли хĕрлĕ пулат. Ст. Чек. Тĕсĕ пĕрлĕхен çырли пек хĕп-хĕрлĕ. N. Пĕрлĕхен питлĕ, хурлăхан куçлă. Пазух. Пĕрлĕхенех питлĕ, хурлăхан куçлă пирĕн таванĕсем çавă-ши. Çатра-М. † Сăртра ларан пĕрлĕхен çулчи виттĕр корăнать. Ск. и пред. 52. Мăн юмансем хушшинче каска çурса пурăнса, путмăрланнă майĕпе пĕрлĕхен пек хĕрелнĕ. || Имеющий форму пĕрлĕхен. Ст. Чек. Пĕрлĕхен шăрçа йӳнех мар.

пĕрчĕ

(пэ̆рζ'э̆, пӧ̌рџ̌ӧ̌), зерно. Юрк. Акрăм тулă, пулчĕ ĕнтĕ пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ. N. Мана пĕр тырă пĕрчипе те тытма пултараççĕ. N. Пĕрчи выçă. || Капля. N. Йывăç çулçи çине сывлăм шывĕ ĕнчĕ пĕрчи пек пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарăна-пуçтарăна ларнă. На листьях дерева лежали жемчужные (?) капли росы. Туперккульос 21. Пĕрĕхтерсе янă сурчăк пĕрчисем... ЧП. Шăпăр та шăпăр çăмăр çăвать, пĕр пĕрчисем пăр пак туйăнать. Альш. Кассан пĕр пĕрчĕ юн тухас çук. (Гов. о малокровном человеке). || В перен. см. БАБ. Пĕр пĕрчĕ те хăрамаççĕ. Вовсе не боятся. N. Пĕрчĕ те = пĕртте. N. Пурти çав хатĕр мăка пулнă (был очень тупой), пĕрчĕ те касман. || Ягодка. N. † Тĕл пултăм хурлăхан йăвăççи, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине. N. Иçĕм-çырли пĕрчи. Емельк. Пĕрчĕ-пĕрчĕ пĕрлĕхен сайра кăлкан витĕр курăнать. || Крошка, крупинка. Толст. Тĕрмере ăна икĕ кунччен пĕр пĕрчĕ çиме памасăр усрарĕç. ТММ. Чăхă пĕр пĕрчĕн сăхсах пурăнать. (Поговорка). Альш. Татах вăл навус çине пĕрчĕрен кĕмĕл шырат, анчах пĕре те тупаймас. БАБ. Ман йăвăрăш çăнăхăн пĕрчине шуйттан хăçан суса кăларĕ, ман чĕлхене (заклинание) те шуйттан çĕнтерĕ. Рак. Пĕр шкапра çĕр пĕрчĕ. (Çăкăр тĕпренчĕкĕ). Баран. 42. Уйăх çутипе юр пĕрчисем (снежинки) йăлтăртатаççĕ. || Волокно. N. Çӳç пĕрчи, волос. О сохр. здор. Çăм пĕрчисем те çĕр (хир)-мамăк (вата) пĕрчисем пекех. || С. Айб. Пĕр пĕрчĕ тĕкне (перышко) патша хĕрне кастарса илчĕ, тет, ăна шур тутăрпа чĕркеттерчĕ, тет. БАБ. Виçĕ пĕрчĕ утă, утă пĕрчи. || Отдельная нитка (при тканье или при наматывании). Яргуньк. СТИК. «Сум» подразделяется на «пĕрчĕ». «Пĕрчĕ» — одна ниточка. То же знач. в Сред. Юм. Утăм. Ку умри юпана лайăхрах тишкертсе тăрать. Кун çĕлĕкĕ ăшĕнчен пĕр вăрăм çип пĕрчи куçĕ умĕнче тăсăлса тăра парать. См. хутăр-йывăççи. || Небольшая часть. N. Пĕрчĕ-пĕрчĕ тӳлесси нимĕн те мар.

пĕтĕмпе

целиком, сплошь, совсем. Альш. Унта кайнă-килнĕ çĕрте пĕтĕмпе вырăс ялĕ те вырăс çынни. IЬ. Лапсенче пĕтĕмпе хура хурлăхан. СПВВ. КЕ. Пĕтĕмпе пани — пĕр тĕслĕ япалана пĕр хăвармасăр пани. Цив. Пĕтĕмпе шăна кăмпи çиç. Все одни только мухоморы. Альш. Элшелĕпе Этремет хутлăхне çуркунне шыв илет те пĕтĕмпе, час çĕр типсе çитмес. IЬ. Çурăмсем пĕтĕмпе пĕсереççĕ. Вся спина горит (от жара). N. Вĕсенчен хăшĕ-хăшĕ ӳпкеленĕ пек ан ӳпкелĕр: вĕсене пĕтĕмпе пĕтерекен пĕтернĕ. Микушк. Пĕтĕмпе (сплошь) тулă акрăмăр. Истор. Ун чух ăна пĕтĕмпех çĕнтернĕ. N. Эсĕ пĕтĕмпех выртнă-и? Ты уже совсем улегся?

пĕчĕкçеççĕ

махонький, малюсенький. БАБ. Вăрманта ак юман тымарĕ çинче юман кăмпи курсан, пĕчĕкçеççĕ кăна пулсан та, итту илсе пуçтарса хураççĕ. Рак. Пĕчĕкçеççĕ куркам пур, куркам тулли кĕрпем пур. (Хурлăхан).

авăр

(авы̆р), caulis, virga, стебель, прут. Сред. Юм. Пĕр авăр пăрçа. Один стебель гороха. Ib. Хăяр чечекки авăр çинче пõлать. Огуречные цветы бывают на стебле. Хăяр (кавăн) авра кайни. Огурцы (тыквы) пошли в стебель (или: растут в стебель, не принося плодов. Шорк.). Ку авăр çине çырла пит нумай. На этом стебле очень много ягод. Ib. Эпĕ тăват авăр хурлăхан касса илтĕм. Я срубил четыре стебля черной смородины. Календ. II. Пур авăртан та улма пĕр пек тухмасть. Не каждый куст дает одинаковое количество картофеля. Икково. Пĕр авăртан (или: пĕр кăкран) пилĕк омла тохрĕ. С одного куста картофеля получилось пять картофелин. Хирте. Пур тĕрлĕ тыррăн та икĕ пай: пĕр пайĕ çĕр айĕнче, вăл тымар; тепĕри çиелте, вăл аври, пуçахĕ, çулçи. Всякий хлебный злак состоит из двух частей: одной подземной — корня, другой — надземной, т. е. стебля, колоса и листьев. ЧП. Хурлăхан аври, прут, стебель емороднны. Икково. Хăмла çырли аври, прут, стебель маливы. Крат. раз. Тĕлĕкре манăн умра пĕр тĕм иçĕм-çырли ларать пек, вăл тĕмре виç авăр пек. Мне снилось, вот виноградная лоза предо мною, на лозе три ветви. ЧП. Лутра-ях-та шĕшкĕн аврн кĕске. У низенькой орешипы коротенький ствол. || Item manubrium, ansa. Также означает ручку, черен, рукоятку. Изамб. Т. Атман вăрăм авăр пулат. У наметки дливный черен. Пуртă аври, топорище; çĕçĕ аври, черен ножа; чăпăрккă аври, кнутовище; кĕреçе аври, черен лопаты; курка аври, ручка ковша. Якей. Шăппăр аврине такăш кăларса илнĕ. Кто-то вытащил из метлы черен. Ib. Шăппăра авăр лартрăм или: шăпвăр аври лартрăм. Я посадил метлу на черен. Ib. Çак шăппăра авăр лартас полать. Надо насадить эту метлу на черен. ЧП. Пуш аврилĕх йăвăç, arbor manubrio fiagelli conficiendo ap, дерево, годное на кнутовише. Якей. Пуш аврилăх йăвăç (пуж-аврилы̆х йы̆вы̆с’), id.

вăштăр

подр. порывистому слабому ветерку. Сред. Юм. «Вăштăр-вăштăр! — порывистый слабый ветерок». Çиç. çиç. кĕм. 49. Çеркей вăштăр-вăштăрах хаçат тытса хуçлатать. Н. Якушк. † Аслă шыв хĕррĕнчи (siс!) хурлăхан; вăштăр-вăштăр çил вĕрсен, тăкăнать çулчи шыв çине. Пазух. Вăштăрах та вăштăр, ай, çил вĕрет, йĕтĕн чечексене çав тăкать.

йăшта

(jŏшта), тыкать; разрывать; разрыхлять. КС. Сысна сăмсипеле çĕре йăштат (разрывает). Ib. Киремет укçи шыранă чухне сăнăпа (палкою с железн. наконечником) йăштаççĕ (суют). Ib. Сысна улмана йăлт йăштаса пĕтернĕ (изрыла носом). С. Йăшта („ă“ чит. как беглое у), шевырять палкою в норе. Çутталла 145. Пахчаçă хурлăхан йăранне çу каçаччен татса, шăварса тăнă, пĕр-ик-виç хут йăштаса тухнă.

вар

(вар), зарывать. Ч. С. Аçа çапса вĕлернĕ çынна çĕре варса (зарывая в землю), пăртак сывлăш тухмалăх шăтăк хăварсан, чĕрĕлет, тет. М. Д. Хумăш тĕпне кайса вар (зарой). Изамб. Т. Çĕр айне укçа вараççĕ. Зарывают в землю деньги. Вĕлле хурчĕ. 10. Çак çӳп-çапсене, хурт виллисене çĕр айне варас (пытарас) пулать. НТЧ. Пыршисене (овечьи) çĕре чавса вараççĕ. (Моленье киремети). Орау. Хурт тытакансам малтанхи хурт çăвăрне яланах пылчăка вараççĕ, тит. Альш. Унта-кунта çынсем ушкăн-ушкăн çӳреççĕ сӳнтерсе: ăçта тăпра сапаççĕ, ăçта тăпра ăшне вараççĕ (на пожаре). Хыпар. № 21, 1906. Илнĕ кунах, тĕклĕ-хурлăхан вăрлăхĕсене нӳрĕ çĕрне тултарнă ешчĕк ăшне акрăм та, ешчĕкне юр ăшне варса хутăм. Сиктер. † Тăван аппа пухрĕ, шур тутăрпа çыхрĕ, варăш тĕпне варчĕ. Байгул. Амăшĕ çисе ярсан, ку мĕн пур пек шăмăсене пурне те пуçтарчĕ, тет те, шурă тутăрпа чӳркесе, хăмăш варрине кайса варчĕ, тет. Сир. 116. Эпĕ юр шывĕпе çăвăнса тасалса алăсене шап-шурă туса хурсан та, çапах эсĕ мана пылчăк çине вăрса (в рукоп. варса) кӳртĕн, хам çийĕмри тумтирĕме хамран чĕрĕнмелле тăвăн. || В перен. см. N. Чаплăлăхăма çĕре вартăр. || Смешивать? СПВВ. НК. Ăслапа çĕпрене варса йӳçĕтеççĕ те...

ирхи

(ирh’и), утренний. 1-ая кн. для чт. 1912, 9. Тарăн çырма тăрăх хурлăхан, ирхи сывлăм шывĕпе ӳсет-ĕçке, ирхи тăмпа çулçи сарăхать-ĕçке. Сред. Юм. Ирхи сывлăмпа, с ранней прохладой (по холодку). || Надоённый сегодня утром (молоко).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

вывести

2. глаг. сов.
1. кого (син. произвести) кăлар; курица вывела цыплят чăх чĕпĕ кăларнă
2. что (син. создать, вырастить) кăлар, ӳстер, ӳстерсе кăлар; вывести новый сорт смородины çĕнĕ сорт хурлăхан ӳстерсе кăлар

крыжовник

сущ.муж.
йĕплĕ хурлăхан; варенье из крыжовника с апельсином йĕплĕ хурлаханпа апельсин варенийĕ

куст

сущ.муж.
тĕмĕ; тĕп; куст смородины хурлăхан тĕмĕ; два куста картофеля икĕ тĕп çĕр улми

смородина

сущ.жен.
хурлăхан; чёрная смородина хура хурлăхан; куст смородины хурлăхан тĕмĕ

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

крыжовенный

прил. йĕплĕ хурлăхан ⸗ĕ [⸗и], крыжовник ⸗ĕ [⸗и]; крыжовенный куст йĕплĕ хурлăхан тĕмĕ.

крыжовник

м. йĕплĕ хурлăхан, крыжовник (тĕмĕ тата çырли).

смородина

ж. хурлăхан (йывăçĕ тата çырли); красная смородина хĕрлĕ хурлăхан; чёрная смородина хура хурлăхан; белая смородина шурă хурлăхан; куст смородины хурлăхан тĕмĕ.

смородинный

прил. хурлăхан ⸗ĕ [⸗и]; смородинный куст хурлăхан тĕмĕ; смородинное варенье хурлăхан варенийĕ; смородинная моль хурлăхан кĕви.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

хурлăхан

карлыган

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

авăр

1. «топкий, легко сгибаемый стебель кустарников», «плеть (хмеля, гороха и др.)»; хурлăхан аври «стебедь смородины»; 2. «черенок (ножа)», «рукоятка», «ручка (ковша)»; пуртă аври «топорище»; от ав.

хурлăхан

«смородина»; тат. корлыган «смородина»; казах. карлыған «крыжовник»; кирг., башк. карагат, узб. корагат, азерб. гapaғam, хак. харагат «черная смородина»; кат (гат) «круглая гладкая ягода» (Радлов). Происхождение хурлăхан не ясно.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

актиниди

п.с. Йĕплĕ хурлăхан (крыжовник) пек шултра та сиплĕ çырлаллă, явăнса ӳсекен тĕмĕ. Пахчаçăсем валли сиплĕ тĕмсем ӳстерет. Мĕн тĕрли çук пулĕ унта, палан, ирга, актиниди, лимонник... Х-р, 11.09. 1996, 4 с. Актинидин пĕр çырлинчеçынна талăкра кирлĕ чухлĕ витамин. К-ш, 1997, 39 /, 8 с.

виктори

п.с. Пахчара ӳстерекен шултра çĕр çырли. Якушев паян викторипе сутă тăвать. К-н, 1986, 14 /, 5 с. Решетке çумĕнчех темиçе касă виктори ... куçа илĕртет. Ю.Силэм, 1989, 26 с. Июнь çурри тĕлне виктори пиçме тытăнать. ЧЧ, 1998, 6 кл., 65 с. Кунта ӳсекеннисемхăмла çырли, виктори, хура хурлăхан. ХС, 5.03.1999, 5 с. — виктори çырли йăранĕсем (КÇ, 2001, 2 /, 1 с.); — Егоров, 1972, 45 с.; Егоров, 1954, 37 с.; ВЧС, 1951, 62 с.

ирга

п.с. Кăвакрах хĕрлĕ тĕслĕ пылак çырлишĕн тата илемшĕн ӳстерекен çӳллĕ тĕм е унăн сиплĕ çырли. Ирга, сырлан, айва, чие... кама мĕн кирлĕ, суйла кăна. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Йĕри-тавра йывăçсемпе тĕмĕсем, тĕрлĕ чие, хурлăхан, ... слива, ирга. ÇХ, 18.09.1998, 5 с. Çак нăрă ... акаци, катăркас, ирга чечекĕсен тусанĕпе тăранать. ХС, 1999, 14 /, 2 с.

лимонник

п.с. Лимон шăршиллĕ, хĕрлĕ çырлаллă, явăнса ӳсекен тĕмĕ. Лимонник, актиниди, ... хура тата шурă хурлăхан, йĕплĕ хурлăханкама мĕн кирлĕ, суйла кăна. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Пахчаçăсен калаçăвĕсене тимлесен çĕнĕ культу-рăсен ячĕсем хăлхана кĕреççĕ, актиниди, лимонник, айва... К-ш, 1997, 39 /, 8 с. Лимонник ... сивве тӳсĕмлĕ. Ар, 2002, 20 /, 4 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

крыжовник

тĕклĕ хурлăхан. Çĕртме уйăхĕнче хĕрлĕ хурлăханпа тĕклĕ хурлăхан (крыжовник) кутĕнчи çĕре йĕри-тавра çемçетсе кĕлпе сапаççĕ те тымар патĕнчи хунăвĕсене каса-каса пăрахаççĕ [Çулталăк 1910:12].

Çавăн пекех пăхăр:

хурлăн хурлăх хурлăх кур хурлăх-качка « хурлăхан » хурлăхан шу хурлăханлăх хурлăхлă хурлăхлăх хурла

хурлăхан
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150