Шырав: икерч.

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

икерчĕ

(икерч)
общее название жареных и печеных мучных изделий плоской формы:
блин
и блины,
оладья
и оладьи,
лепешка
и лепешки и т. д.
кăвас икерчи — лепешки из кислого теста
çатма икерчи — блины
тăпăрчă икерчи — ватрушки с творогом
Иккĕн икерчĕ çиме лайăх, тăваттăн авăн çапма лайăх. — погов. Вдвоем хорошо есть блины, вчетвером — молотить.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ямăт

/Йамăт/ (jамы̆т), готовый. См. янта. Истор. Хресченсем: улпут ĕçĕ, тесе, ĕçе çийелтен анчах ĕçленĕ; улпучĕсем те, ямăта вĕреннĕскерсем, тăрăшман. Ч.II. Ямăт мула ĕмĕтленсе, пуян çын хĕрне ан тапăнăр. СПВВ. X. Ямăт, ямăттине, янтă, ямăтлас, янтлас. КС. Ямăтранах пуйрĕ. Разбогател чужим добром (но законно). Орау. Ямăтранах пуйрĕ (чужим добром, но законно, напр. женитьбою). Ib. Çын ямăчĕпе пуййĕрç (= пуйрĕç) вĕсем, разбогатели чужим добром (готовым). М.А. 74. Епле вăл ямăтран тупасшăн? терĕç илтлекенсем. Сир. 132. Çыннăн асаппа пухăннă ямăтне çăтса яраймĕ вăл, калла кăларса парĕ; пурлăхĕ тăрăх унăн тӳлĕвĕ пулĕ, савăнсах тараймĕ вăл. Сред. Юм. Тăван пиччĕшĕн мар, ытти ашшĕпе, амăшпе пĕр тăвансĕн çорчĕ-йĕрĕ, ытти япаласĕм те она йолсан: ямăт полнă, теççĕ. Следовательно, ямăт означает имущество, оставшееся после родственников, не живущих в одном доме. Однако, если родители до своей смерти не выделили сыну имения, которое он должен бы получить, и он получает его лишь после их смерги, то это не будет «ямăт». Ib. Ямăта çиç пăхать. Все даровое хочет получать. Вĕлле хурчĕ. Вĕсем (сăрăсем) вĕллере те, тулта та нимскер те тумаççĕ, ямăт апат çиеççĕ те, сĕрлесе çеç лараççĕ. N. Эпир соха сохаласа çӳреппĕр, эсĕ конта ямăтран икерч çисе ларатăн. N. Теприсем пыраççĕ те: ха! ха! ямăттине йышанать! теççĕ. Другие подходят и говорят: «Смотри-ка, он присваивает себе готовое?».

çеçкелен

пустить росток (огурцы, морковь и Т. д.). В. Олг., КС. Якейк. Омма çеçкеленсе кайнă (пророс). Сĕт-к. Омма çеçкеленсе карĕ. Ib. Ома çеçкисем вăйланса карĕç. || Пригореть сверху, образовав пузыри. Орау. Çăккăрсам, пашалусам теммĕн çеçкеленсе пиçрĕç паян: те вутти вăйлăрах пулчĕ, те чустисем тутлăрах пулчĕç. Яргуньк. Икерч çеçкеленсе кайнă (пригорел слегка). || Цвести. Сир. 74. Лилия чечекĕ пек çеçкеленсе ларăр, лайăх шăршă сарăр, юрă юрлăр.

тăм ту

глиняная гора. Тогач. Тăм ту, тăм ту çинче тимĕр ту, тимĕр ту çинче урпа калчи, урпа калчи çинче ĕне хури, ĕне хӳри çинче чăх тĕк. (Икерч пĕçерни).

тăнту

то же, что тăн ту, глинистая гора. Сорм-Вар. Тăнту, тăнту çинче тырлуй, тырлуй çинче хура ĕне выртса йăванĕ. (Икерч пĕçерни). См. тăн.

кучченеç

(-ч'ч'эн'эс), гостинец(-цы); сласти; подарок. Тюрл. Арçын ачисем, кам çитерес килекенĕ, хĕрсене кучченеç çитереççĕ. Выла. Хăнисем вара сăрасемпе кучченеçĕсемпе пыраççĕ. Кучченеçĕсене икерч, чăкăт илсе пыраççĕ. (Микун). Байгул. Тута кĕçĕтсен, кучченеç çиет, тет. Ib. Кучченеç — всякое приношение со стороны родни, в виде лепешек и пр. (хăпарту, пашалу, кукли, пӳремечĕ). Ск. и пред. 33. Пырса курăнтăр анчах, пирĕн ун валли кучченеç виçĕм çулхиех пур-ха. N. Сĕтеле хыпалама тытăнтăм, кучченеç пĕр чĕлĕ касса илтĕм те, çисе ятăм. N. Ачи ашшĕсем пынă çĕре хĕр ашшĕсем те сăра туса, кучченеç пĕçерсе, пӳртсене çуса, карташсене тасатса хураççĕ. Ст. Чек. Пике валли кучченеçе картламасем, пурçăн туттăрсем исе килнĕ, тет, тетĕшсем. Альш. Пирĕн чăвашăн хăнаран кучченеç чиксе яраççĕ киле. Ăна вара лешсем, тавăрăнсан, çĕçĕпе касмасăр, алăпа хуçа-хуçа, малтан, «ваттисене» асăнса тин çимелле килте. Етрух. Сăра çме (= ĕçме) чĕнсен вара, арăмĕпе упăшки тумланса кучченеçпе каяççĕ. Сунчел. † Шурă перчетке сарă хĕрĕн кучченеçĕ; эпир атте-аннен кучченеçĕ. N. Хĕр панă чухне. Кучченеç леçсен'. Кĕрĕк тăхăнса, пурте, пӳрт тулли çын, ура çине тăрса, кĕлтăваççĕ «хамăр чĕлхепе». Хĕр ашшĕ, çĕлĕк илсе, алăк уçса пуççапат турра. Унтан кучченеçе çиеççĕ. N. Çавсене пурне те, тĕрлĕрен, кучченеçе илсе кайăр çав пуçлăх валли. || Взятка. Амалăх-Кипеней. Орау. Кучченеçе вĕреннĕ. Привык к взяткам.

кăлттин

(кы̆лττиын, с тверд. н), одно из подражаний звукам гуслей. Якейк. † Кăлттин, кăлттин кăлта вĕççĕн, тевĕт, тевĕт теве вĕççĕн, шакăльти та макальти, шакла Йăван Ваçăли, кăмпăр-кăмпăр ут ури, чăнкăр-чăнкăр чĕн йĕвен, парни-сави арчара, качакисам картара, воник икерч çу çинче, картлă-картлă пашалу, карчĕ тăрăх çу йохать. Она камăн çималла? Йăванпала Марийăн. (Сăвă). Перев. см. МКП 73.

кĕлтĕртрĕм

(кэ̆л'д'э̆ртрэ̆м), сл. неизв. зн. в загадке. N. Кĕлтĕртрĕм, пĕлтĕртрĕм, кăмакана ĕлкĕртрĕм. (Икерч пĕçерни).

чиелен

то же, что чеелен, становиться хитрым. Ст. Яха-к. Тата çăмарта пухаканĕпе икерч-кукăль пухаканни юриях чиеленсе сĕрен халăхĕнчен кайран çӳреççĕ. Вĕсем сĕренте пухнă çăмартисене çуррине хăйсем иккĕшех çисе яраççĕ.

шӳшӳ

то же, что шушу. Якейк. Шӳшӳ, орпа çăнăхĕнчен икерч сарлакăш çаврака çӳхе япала туса кăмакая хуса пĕçереççĕ. Кайран аш шӳрпишне ярса ислетсе çияççĕ. Б. Илгыши. Тул çутăлсассăн хай старик ташта тухса кайнă, тет те, кайнă чухне хĕре шӳшӳ яшки пĕçерме хушнă, тет. Вомбу-к. Шӳшӳ яшкине çапла пĕçереççĕ. Кантăр вăрри тӳсе сĕт тăваççĕ, вара çав сĕтрен яшка пĕçереççĕ, яшки ăшне çӳхе пашалу шӳшӳ яраççĕ. Шӳшӳ пашалуне яшкана яриччен кăмакара кăшт хытараççĕ, вара таткаласа çăмах майлă пиçнĕ яшкана яраççĕ. || Имя мужчины. Б. Олг. Шӳшӳ каят молкача. Молкачча калат: Шӳшӳ туасчĕ ку молкачча тытсан, шӳшӳ туса çиесчĕ, тет.

шăршă

то же, что шăрш, запах, вонь. N. Чечексен шăрши, запах цветов. КВИ. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. Ачач. 57. Тимуш тула тухрĕ. Уйăх курăнмасть. Çăлтăр куçĕсем анчах çап-çутă йăлтăртатаççĕ. Ăшă çур шăрши çаплах сăмсана перет. Баран. 89. Çил çав енчен çаврăнчĕ, сăмсана тĕтĕм шăрши килсе кĕчĕ. Череп. Ĕнек шăрши кĕре пуçларĕ. Запахло горелым. К.-Кушки. Ку супăнăн шăрши веç пĕтнĕ. Это мыло потеряло весь аромат. Янтик. Ма пит нумай ĕçнĕ-ха эс: пĕтĕм эрех шăрши çурать санран. СТИК. Ай-ай санран тапак шăрши çапат сывлама çук. Утар. Сăра шăршипе пуçĕ çавăрăна пуçланă (от опьянения). N. Çу шăрши тухрĕ. Выçăхакансем. 8. Çăкăр шăршипе çăвара шыв килчĕ, аптăранипе сĕлекене чăмласа ларатăп. Ст. Яха-к. Çăварни кун ирех пĕр-пĕр ял виттĕр тухса каяс пулсассăн, пĕтĕмпех кашни пӳртрен икерч шăрши кĕрет. N. Пĕр-пĕр çĕнĕ савăта малтан мĕн япала шăрши çапать, аван шăршăлли-и, усал шăршăлли-и, çав шăршă кайран та час тухса пĕтмест. Ст. Чек. Эп ним шăрши те туяймастăп. Я не чувствую никакого запаха. Ib. Шăршă туяймастăп (плохое обоняние). N. Тата савăт питĕ нумай, çав савăтсенчен питĕ шăршă сарăлса тăрать. ГТТ. Вилес çыннăн виçĕ кун малтан шăршă килет, тет. О сохр. здор. Тумтире тасатах тăмасан, вăл хураласса та хуралать, тата нумайччен тăрсан тумтиртен шăршă кĕрекен пулать. Изамб. Т. Унăн шурă чечекĕсенчен пит тутлă шăршă килет. Орау. Тата пур йăвăçсем те çăвăлçă кăларса аван шăршă сарса тăраççĕ. || В переносном значенни. Орау. Анчах çирĕм тенкĕллĕх тыр сутса килтĕм, пĕр эрне хушшинче укçан шăрши те юлмарĕ. Хурамал. Лешсен вара шăрши те пулман (слуху и духу не было). || Обоняние. Пшкрт.

пӳртен

(пӳрдэн'), назв. духов, посылающих болезни; назв. самой болезни, поветрие. См. пӳртем. Ст. Яха-к. Икерч-кукăл, çăмарта пуха(ка?)ннисем сĕрен халăхĕнчен кая тăрса юлаççĕ, икерч-кукăл, çăмарта илмешкĕн. Вĕсене кил хуçи, сĕрен халăхĕ тухса кайсассăн, тин парат: пĕр икерч, пĕр кукăл, тата виçĕ çăмарта. Вĕсем: çак апатсемпе пĕрле пӳртри пӳртен ятлă усалсем тухса каят, теççĕ. Чăвашсен пӳртен тиекен чир пур, çав чир пĕр çын пӳртĕнчен тепĕр çын пӳртне куçать. Çав пӳртен тиекен чирпеле ăçта куç пăсăлат, ăçта çан-çурăм ыратат, теççĕ). Чăваш арăмĕсем вун-вуник килпеле çулла çимĕк иртсессĕн, юриях пӳртен валли сăра туса чӳклеççĕ. Пӳртену молятся при «сĕрен пăрахни», при чем упоминается: пӳртен амăшĕ, (пӳртен пулкисем, пӳртен тăванĕсем. Эсир пире пӳртен пулкисем час-часах килсе апрататтăр хăвăр час выçнипелен. Çак икерч кукăлне, çăмартасемпе хăвăр килĕрсенче куннĕн лăпкăн) лăпланса пурăнăрах килес çулччен. Пӳртенĕн пӳртен амăшĕ! Çак ял-йышă чипер лайăх çураçтарса лăпкă усра, çырлах пире. Эсĕ пӳртентен те аслă, вĕсем эсĕ ирĕк панипе пирĕн пата килеççĕ, эсĕ вĕсене чарса тăр.

антăх

(анды̆х), ), interclusa anima spirandi facultatem amittere, задохнуться КС., В. Олг. КС. Тĕтĕмпе антăхса карăм. Я задохнулся от дыма. Сред. Юм. Ӳсре-тăркачă антăхсах кайрăм. Я просто задохнулся от кашля. КС. Çăвара шыв кĕрсе антăхса карăм. Мне в рот налилась вода, и я захлебнулся. Б. Олг. Çын шуа кайсан антăхса кайса вилет. Утопающий захлебывается и умирает. Шибач. Антăхса кайрăм. Я захлебнулся. Якей. Якор шăва карĕ те антăхса карĕ. Пĕре антăхса кайнă çынна чертме йăвăртарах. Егор пошел на дно и захлебнулся. Если человек захлебнется, то отходить его трудновато. N. Шывра антăхса вилнĕ. Захлебнулся в воде и умер. Сред. Юм. Ах Тор! пит ӳсреп эпĕ: кас-кас антăхсах каятăп! Боже мой, как я кашляю! Иногда я просто задыхаюсь! СПВВ. КЕ. Çын пырне пулă шăмми ларать те, вĕçĕмрен пĕр чарăнмасăр ӳсĕрет; çав антăхни пулать. Человек подавится рыбьею костью и без перерыва кашляет; это называется „антăхни“ (задыхаться). СПВВ. Антăхса кайрĕ, сывлăш çавăраймасăр. Задохнулся, не будучи в состоянии перевести дыхание. Череп. Антăхса вилчĕ. Задохнулся и умер. Сказ. и пред. 81. † Çõнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе çăвар карса антăхать. Около жениха гарцуют семь верховых и орут во всю глотку, на всю деревню, задыхаясь (от крика). || Quasi intermori (de parvulis dicitur, cum in vagiendo intercluso spiritu nullam vocem possunt emittere). Также говорится о маленьких детях, которые заходятея от плача. Ачи йĕре-тăркачă антăхсах кайрĕ. Ребенок зашелся от плача. Зап. ВНО. „Ача антăхса кайрĕ. Ребенок зашелся“. || Paene animo relinqui (intercluso spiritu). Также: почти обеспамятеть (от удара и т. п.) Шорк. Çын лаша çинчен ӳксен антăхса каять, çурăмран хытă çапсан та антăхса каять. Человек может обеспамятеть (скорее: у него перехватывает дух) [так и в Çеçмер]. Если упадет с лошади или если его сильно ударить по спине и пр. Н. Карм. Çӳлĕ çĕртен ӳкрĕм те, антăхса кайрăм (ыратнипе ним те пĕлмерĕм). Я упал с высокого места и (на момент) впал в беспамятство (ничего не сознавал от боли). Якей. Антăхса кайнă. Лишился (на момент?) сознания (напр. от удара по боку). || Rei alicuius inopia laborare. Также страдать от недостатка чего-либо. Янш.-Норв. Çырма шывĕпе антăхса пурăнччăр вĕсем. (Череп. Çырма шывне ĕçсе пус шывĕшĕн антăхса пурăнччăр). Пусть их маются с одной речной водой (не имея колодезной воды; слова вутăш). КС. Паян апатсăр шалт антăхрăм. Сегодня я просто измучился без еды. Чертаг. Шывсăр антăхса кайнă, чистă ĕçешшĕн çõнтарать лаша. Лошадь просто замаялась без питья, т. е. очень хочет пить, мучается от жажды. Хып., № 25, 06. Эпĕ ан сухалам, ан акам пурăнĕччĕç-ха антăхса! Вот я не стану ни пахать, ни сеять, тогда помучились бы! Алекс. Нев. Выçăпа антăхнăскерсем, нимĕне те пăхман Мучимые голодом, они не смотрели ни на что. Череп. Шывшăн антăхсă. Мучится жаждою. Ib. Эпĕ нихçан та укçаран антăхса пурăнман. Я никогда не испытывал недостатка в деньгах. Сирах. 109. Унăн хирти тырри-пуллине выçă антăхнисем çисе ярĕç, хăй валли арпи-улăмне анчах хăварĕç, унăн мĕн пур пурлăхне ăш хыпса антăхнисем çăтса ярĕç. Якей. Выльăхсам шушăн (т. е. шывшăн) антăхнă. Скот замучился от жажды. Ib. Чăххи-чĕппи çашшăн (= çиесшĕн) антăхнă. Куры и цыплята страшно проголодались. Ib. Ачасам çашшăн (i. q. çиесшĕн), хырăм выççа антăхнă. Дети проголодались. Сирах. 58. Юрлă çитмен пирки тертленсе пурăнать те, кайран та çукпах антăхать. Изамб. Т., Череп. Çимесĕр антăхса вилнĕ. Умер с голода. || Inhiare, avide appetere; maximam voluptatem percipere ex aliqua re. Также жадничать, жадно желать, жадно предаться чему-либо, жадно и с наслаждением делать что-либо. Ст. Чек. Çĕçĕ ларашшĕ (Череп. кĕрешшĕ) пырна! тек антăхса çӳрет! Ножик бы тебе в глотку, ненасытный! (говорят тому, кто очень прожорлив). Шибач. Сĕмсĕрленсе çать (с̚’ат’, i. q. çиет), антăхать. Ест с нахальной жадностью. О сохр. зд. Вăл вара пит антăхса çитет, мĕн панине-пĕрне çийсе пек тăрать. У него (отравившегося спорыньею) появляется сильный голод, и он готов съесть все, что ему ни дадут. Череп. Эй антăхнă хырăм! Эх ты, жадный! Полтава. † Юн ĕçесшен антăхать. Алчно жаждет крови (палач). Около Ракова. Антăхнă тесе нисĕпсĕр çынна калаççĕ. Жадным называют человека, который жадно вабрасывается на что-либо. Якей. Икерч корман-и-ке, антăхса çӳретĕн? Что-ты жадничаешь? неужели не видывал блинов-то? Ib. Йăваньнь (i. q. йăванăнни) пек антăхнă ача-пăча корман. Я не видывал таких жадных детей, как у Ивана. Зап. ВНО. Калмăк пек антăхса ларать. Жадначает как калмык. Ib. „Антăхас = кӳпес, жадничать“. Изамб. Т. Хăнана каясшăн антăхап та, тахçан каяс. Мне страшно хочется съездить в гости, но я не знаю, когда поехать. Б. Олг. Ме паян çаплах çуратăн конĕпех ихĕ (иh’э̆) çине антăхса! Что это ты спишь сегодня весь день, словно никогда не спал! Череп. Мĕн паян çывăратăн, ăйăхăшăн тек антăхан? Что ты сегодня все спишь и никак не можешь выспаться? Якей. Тутлă паломми çиса антăхса карĕ. С огромным наслаждением поел сладких яблоков. Ib. Ной нихçан та кон йӳшши япала корманскер кона ĕççĕ антăхсах карĕ. Ной, который никогда не видал ничего подобного, напился его (пива) с необыкновенным наслаждением. Зап. ВНО. Укçашăн антăхать. Алчет денег. Ib. Ачасем премĕкшĕн антăхаççĕ. Дети страшно хотят пряников. || De eo, qui diem totum stertit. Тюрлем. Эс мĕн паякăн яра-конĕпе çывратăн? Антăхса каятăн поль эс паякăн. Что это ты сегодня спишь весь день? Ты, пожалуй, совсем заспишься.

кая юл

отставать, запаздывать; уступать. Ядр. Апла тырă вырмасан, çынсенчен кая юлăпăр. КС. Лашуна хăваларах пар, кая ан юл. Погоняй лошадь, не отставай. Ст. Яха-к. Икерч-кукаль, çăмарта пуханнисем (пухаканнисем?) сĕрен халăхĕнчен кая тăрса юлаççĕ, икерч-кукăль, çăмарта илмешкĕн. Собр. Пуплерĕмĕр капла сăмахĕсене, тен малтан калас сăмах кая юлчĕ пулĕ, кайран калас сăмах малтан пулчĕ пулĕ, турĕ каçар. (Нар. моленье). Орау. Кая юлсан, каю тухать (т. е. не надо откладывать. Послов.) Ала 10. Вăсем икĕшĕ те кая юлман. Они не уступали друг другу (в богатстве).

камансăр

то же, что камалсăр. Ст. Чек. Камансăр, 1) безродный покойник; 2) хĕр-камансăр, девушка, умершая до выхода в замужество. СПВВ. МА. Камансăр = тăлăх, пĕччен çын. Тюрл. Камансăр та пиллетĕр! (Гов. на поминках). || Бездетный. Ст. Яха-к. Тата камансăрсем валли (камансăр тесе, ача-пăча çуралман çынна калаççĕ) пĕр курка сăра, виçĕ икерч илсе тухса пăрахаççĕ [во время libatio (хывни) покойникам в сĕрен].

ĕне чĕлхи

язык коровы. Орау. Янахи (jанаh'и) айне темскер, ĕне чĕлхи пекскер, çакса янă (о длинном галстуке). || Назв. поляны в лесу около. д. Тохмеева, Козм. у. || Род блина. Торп-к. Ĕне чĕлхи (икерч).

ямăт

(jамы̆т), готовый. См. янтă. Истор. Хресченсем: улпут ĕçĕ, тесе, ĕçе çиелтен анчах ĕçленĕ; улпучĕсем те, ямăта вĕреннĕскерсем, тăрăшман. Ч.П. Ямăт мула ĕмĕтленсе, пуян çын хĕрне ан тапăнăр. СПВВ. Х. Ямăт, ямăттине, янтă, ямăтлас, янтлас. КС. Ямăтранах пуйрĕ. Разбогател чужим добром (но законно). Орау. Ямăтранах пуйрĕ (чужим добром, но законно, напр. женитьбою). IЬ. Çын ямăчĕпе пуййĕрç (= пуйрĕç) вĕсем, разбогатели чужим добром (готовым). М.А. 74. Епле вăл ямăтран тупасшăн? терĕç илтлекенсем. Сир. 132. Çыннăн асаппа пухăннă ямăтне çăтса яраймĕ вăл, калла кăларса парĕ; пурлăхĕ тăрăх унăн тӳлĕвĕ пулĕ, савăнсах тараймĕ вăл. Сред. Юм. Тăван пиччĕшĕн мар, ытти ашшĕпе, амăшпе пĕр тăвансĕн çȏрчĕйĕрĕ, ытти япаласем те ȏна йȏлсан: ямăт йȏлнă, теççĕ. Следовательно, ямăт означает имущество, оставшееся после родственников, не живущих в одном доме. Однако, если родители до своей смерти не выделили сыну имения, которое он должен бы получить, и он получает его лишь после их смерти, то это не будет «ямăт». IЬ. Ямăта-çиç пăхать. Все даровое хочет получать. Вĕлле хурчĕ. Вĕсем (сăрăсем) вĕллере те, тулта та нимскер те тумаççе, ямăт апат çиеççĕ те, сĕрлесе-çеç лараççĕ. N. Эпир соха сохаласа çӳреппĕр, эсĕ конта ямăтран икерч çисе ларатăн. N. Теприсем пыраççĕ те: ха! ха! ямăттине йышăнать! теççĕ. Другие подходят и говорят: «Смотри-ка, он присваивает себе готовое?».

епрет

понуд. ф. от гл. епре. Т. II. Епрем кутне епретĕп. (Икерчĕ пĕçерни). Б. Хирлепы. Ярăп-ярăп, епретĕп, Ерми кутне епретĕп. (Икерчĕ пĕçерни). Синерь. Ерми кутне епретĕп. (Икерч пĕçерни). Орау. Ах, пĕри епретсе хунă! (нагадил, испражнился жидким).

лăка

(лы̆га), бодтать, мешать, взбить. Кан. Анне ясмăк çăнăхĕнчен кĕсел лăкаса пачĕ. Ст. Чек. Турăха кашăкпа лăкарăм (болтал). Календ. 1910. Пĕр-ик кашăк горчицă илсе, ăна пĕр-ик кашăк йывăç çăвĕ çине ярса лăкас пулать. Ib. 1904. Вара çав ватнă кĕрпене вĕри çу çине ярса лăкас пулать. || Творить (тесто). Изамб. Т. Каçхине чуста лăкаса лартаççĕ те, ул тепĕр кун ирччен йӳçет. Ст. Яха-к. Хĕрарăмсем çăварни кунĕ ирех тăрса, икерч пĕçерме пĕр-пĕр хуран çине, лĕпĕ шыв çине урпа çăнăхĕ е пăрçа çăнăхĕ лăкаса лартаççĕ. Яргуньк. Карчăкки килте икерч лăкарĕ, тет, кăнтăрла вутă хуттăрĕ, тет те, икерч пĕçерме тапраттăрĕ, тет. || Трясти, качать. Хурамал. Çĕре пĕчĕк юпа лартсассăн, ăна ачасем пырса лăкасан: ан лăка, теççĕ. Сред. Юм. Ачана пит лăкаса шăмми-шаккине ан ыраттар. Торп-к. Улĕ (сын его) вĕренне лăкарĕ, тет те, çичĕ ял çынĕсем ăна тортса хăпартрĕç, тет. Торай-к. † Авиç килет пирĕн ати, хура лашине сиктерсе, хура пĕккине лăкаса. || Орау. Çил тырра-пулла лăкаса кайни пурне те ларать-çке вăл (для всех убыточно). || Качать (о насосе). Пшкрт. Лăка (лы̆ҕа), качать насос; болтать (кисель). ЧС. Насусне кайран улттăн лăкаса тăраççĕ (на пожаре). || Болтать (в чём, где). ЧС. Шывран сĕтĕрсе кăларсан: хăстăр, тесе, çăварĕнчен хур-шăммипе лăкарĕç, çапах та хăсмарĕ.

йохмалла икерч

икерчĕ, блин(-ы). Вомбу-к. Йохмалла икерчĕ — тол, пăрçа, ясмăк, хора-тол, пăри çăнăхĕнчен пĕçереççĕ, çатмапа пĕçереççĕ. N. Çавна чӳклеме йохмалла икерчĕ пĕçереççĕ те, çырлахтарма каяççĕ. Яраба-к. Йохмала икерч, блины.

йĕкерч

(jэ̆г’эрч), те же, что икерч. КС. Йĕкерч — общее название: тăпăрч йĕкерчи — ватрушка; çатма йĕкерчи — блины; улма йĕкерчи — род ватрушки из толпеной картошки, с молоком и яйцами.

йĕкерчĕ

то же, что йĕкерч. Чураль-к. Йĕкерчĕ = икерч. || Н. Карм. Йĕкерчĕ — колесо хултăрчă. М. Тиуши. Йĕкерчĕ — кружки у маленькой шестерни, если они сделаны из одной доски. Шарбаш. Чол айĕнче йĕкеркĕ, „камень, на который ставится железо“ (?) См. арман; Магн. 114.

вăрăнтар

(вы̆ры̆ндар), бросать. Цив. Ст. Яха-к. Çапла каласан, Йăваншки ăстарик тирĕк çинчен виçĕ кукаль, виçĕ икерч, виçĕ çăмарта аллине илет те, малалла вăрăнтарат (бросает перед собою): пӳртен илсе кайтăр, тесе. N. Типĕ турат илчĕ те, пĕррех упа шăтăкĕ патнелле вăрăнтарчĕ (как швырнет).

икерч

(иг’эрч'), общее название нескольких кушаний, между прочим и блинов. (В Тюрлеме так назыв. не блины, а оладьи). Якей., Яраба-к., Курм. Якей. † Йорн акрăм орпине икерч туса çимашкăн. К. С. Çатма икерчи-блины; тăпăрч икерчи — ватрушка; улма икерчи — нечто в роде ватрушки; кăвас икерчи — то же, что «çӳхӳ». Якей. Йохтармалли икерч — блины, которые пекутся на сковороде; омма икерчи — нечто в роде ватрушки, в которой творог заменён мятым картофелем (пекут на сковороде); тăпăрч икерчи — ватрушка; çăмарта икерчи — твердая яичница, из яиц, молока и зеленого лука; пекут ва сковороде.

икерчĕ

(иг'эрџ̌э̆, игэрζ’э̆ в Пшкрт. эҕäрчэ̆), то же, что икерч. Сказки и пред. чув. 73. Нарспи ларать лаççинче икерчĕсем çуласа. Букв. Иккĕн икерчĕ çиме аван, тет, тăваттăн авăн çапма аван, тет. Шибач. «Икерчĕ» бывают: 1) йохтармалла икерчĕ, 2) тăпăрчă икерчи, 3) çĕр омли икерчи. В. Олг. Виды «икерчĕ»: тăпăртăс икерчи, паранкă икерчи. Ст. Чеч. Икерчĕ — 1) блины (= пĕлĕм); 2) лепешки из кислого ржаного теста; пекут на сковороде. Вомбу-к. Икерчĕ — тăпăрчăран икерчĕ тăваççĕ: пашалу чусти çинче те, хпарту чусти çинче те тăваççĕ. М. П. Петров. Икерчĕ — блин; салма икерчи — своеобразный блин; ума икерчи — ватрушка. || Кушанье, несколысо крупнее оладьев. Сред. Юм.

уйăхла

ойăхла, назв. игры. Якейк. Ачасам алăран алă тытса, карталанса тăраççĕ. Пĕр ачи уйăх, тепри лопăр полать. Валтан уйăх картара, лопăр толта полать. Лопăр уйăхран: катти пар, тесе, итет. Уйăх: апи ятлать, тет. Çапла вăсам пĕр хут карта тавра çавăрнаççĕ. Онтан иккĕш те; ку ман! ку ман! ку ман! тесе, тепĕр хут çавăрнаççĕ. Çапла çавăрнсан, лопăр: ах, хырăм выçрĕ-çке! икерч çитар-ха, тет уйăха. Уйăх: ĕне чĕкĕри! — Хоран кокли çитар-ха? — Сысна пăх (пы̆х)! — Йохтармалли икерч. — Лаша чĕкĕри! — Сĕт. — Ĕне шак!. — Пыл çитар-ха. — Çын пăх (пы̆х)! — Каньхват. — Сысна пăх! — Мырă. — Сорăх пăх! (и т. д., и т.д.). Çакна туса пĕтерсен, тепĕр хут: ку ман! ку ман! ку ман! тесе, çавăрнаççĕ те, лопăр уйăха хăвалама пуçлать. Ачасам уйăха çол пĕре те чармаççĕ, лопăра çол чараççĕ. Лопăр, хăваласан-хăваласан, уйăха тытать те, уйăх полнă ачине кăçкăраççĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

икĕчĕлхелĕх икание икать икел « икерч. » икерчĕ иккĕ иккĕçĕ иккĕле иккĕлен

икерч.
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150