Шырав: йывăрлăх

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

йывăрлăх

1.
трудность, затруднение, препятствие
ĕçри йывăрлăхсем — трудности в работе
йывăрлăхсенчен ан хăра — не бояться трудностей
йывăрлăха пăхмасар — несмотря на трудности

йывăрлăх

2.
тягота, невзгода, несчастье, беда
пурнăç йывăрлăхĕсем — тяготы жизни
йывăрлăха лек — попасть в беду
йывăрлăхран хăтар — вызволить из беды

йывăрлăх

3.
слега, притужина (накладываемая на соломенную крышу или на скирды)

нимскерле

то же, что нимĕнле (нимле)
кунта нимскерле йывăрлăх та çук — в этом нет никаких трудностей
эпĕ нимскерле те ĕлкĕрейместĕп — я никак не могу успеть

сирĕл

5.
преодолеваться, ликвидироваться, быть ликвидированным, уничтоженным
сирĕлми йывăрлăх — непреодолимые трудности
хăрушлăх сирĕлмен-ха — опасность еще не ликвидирована
тăшман сирĕлчĕ — враг отброшен

спартанец

спартанец (ним артаксăр, йывăрлăх тӳссе пурăнакан çын)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

йывăр

син.: йăвăр
тяжелый
грузный
увесистый

пит йывăррăн пусса утать — ходит тяжелой походкой
ӳкнĕ йывăç — валежник
йывăрлăх — переметина
хуралтă çинчен икĕ йывăрлăх анчĕ — с крыши свалилось две переметины
йывăртарах — тяжелее
йывăр çын — беременная

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çилĕ-хаяр

гнев. Сир. 43. Икĕ япала çылăх хунатать, виççĕмĕшĕ çилĕ-хаяр кӳрет: çунан вут пек çунса тăракан вĕри ăш-чик пĕтсе лариччен сӳне пĕлмест вăл. N. Тĕрле чир, çилĕ-хаяр, тĕрлĕ йывăрлăх, тĕрлĕ хурлăх хамăртан килет. N. Ăна та, пире те тĕрлĕ хуйхăран, тĕрлĕ çилĕ-хаяртан, тĕрлĕ йывăрлăхран хăтарса тăтăр... См. çил-хаяр.

çулчă

(с’улџ̌ы̆), лист. N. Йывăçсам çулчă кларса. Никит. Йывăç çулчи кĕркунне тăкăнман çул çынсене йывăрлăх килет. N. Йывăç çулчă пăрахман.

хаварлах

то же, что йывăрлăх. N. Ик ывăлтан чăн аслине хаварлах килчĕ.

курăс хуп

— хуппи, лубок, с которого снято лыко. Утăм № 1. Ку çурта тахçанах эп пĕлетĕп, хуçине те паллатăп пулас: курăс хуп витсе лартнă кĕлет те, çакă йывăрлăх пуснă лупас. СЧЧ. Курăс хуп купи, куча корья, с которого содрано лыко. Ст. Чек. Курăс хуппи, кора, остающаяся от мочала. Чертаг. Корăс хоппи тесе, лайăх корăса, корăс тĕпне сӳсе исен, йолнине калаççĕ. Такмак. Сурпан çукки курăс хуппи сырăнăр.

кăтарт

(кы̆дарт, ктарт), показывать. Альш. Иванкка Петĕрĕ, авланнă чухне хальхи арăмне йыснăшне кăтартнă, тет. Регули 686. Хăшне тытмаллине кăтартам. Ib. Хăш утне тытассине кăтартрăм. Ст. Чек. Кăтартса пăхам (покажу) çак çынна, илмĕ-и (илми); пурĕ-пĕр (всĕ равно) сутмалла вĕт. Ib. Кăтартса парам-ха вăсене! Проучу-ка их! К.-Кушки. Куçĕ ылмаш кăтартат. У него косые глаза. Срв. Кăмак-к. Куçĕсем пĕр пек кормаççĕ. У него глаза видят не одинаково. N. Çак кинĕ хунямăшне, хуняшшĕне хисеплет, вĕсем умĕнче урине кăтартмасть, пуçне те кăтартмасть. Тогаево. Пĕр чĕлхесĕр старик тăчĕ те, мана пĕрре аллипе темскер туса кăтартрĕ (показал жестом), тепре чĕлхиçне кăтартрĕ. Сятра. Коç шоррине кăтартса (вылупив зенки, напр. — браниться). Юрк. Епле çӳретĕн, кăтарт халĕ! тет. N. Ăна ачасем, нихçан çимесĕр антăхнăскерсем, кăтартса та хăвармаççĕ (съедают все до чиста), пĕр наччасрах пуçтарса çисе пĕтереççĕ. Ала 54°. Çуртсем енне (в сторону строений) кăтартса... Альш. Тĕттĕм кăтартакан кĕленче (о стекле: закопченное, залежавшееся, принявшее мутную окраску). Орау. Тытсан (если поймаю), аçа çапман пуçна, кăтартăп ак (задам тебе), пит вĕрсе тăр-ха! (= полай-ка еще!) || Казаться. Торп-к. Çын аллинчи япала пит пысăкăн кăтартать, теççĕ. Ачач 39. Те хăй лутраран, кĕлетки сарлакарах кăтартать. N. Эсĕ çамрăк кăтартатăн, теççĕ. || Предвещать, обьяснять. Кратк. расск. Санăн тĕлĕкӳсем икĕш те пĕр япаланах кăтартаççĕ. Юрк. Пĕрев хăй хуçине укçисене ăçта-ăçта салатнине хисеп (отчет) панă. Çав хисепĕнче вăрттăн хăне (= хăйне) илнĕ укçисене ялан хама валли атă илтĕм, тесе, кăтартнă. || «Привести». Юрк. Анӳ вилнине пĕлсен, пит шеллерĕм; ун пек вилĕм таврашне турă ан кăтарттăр. || Оказывать, причинять. N. Эсĕ темĕн чухлĕ ырăлăх кăтартнине асăнса калаçĕç. Истор. 143. Эсĕ пире халиччен курман асапсене кăтартатăн. N. Ют халăхсене йывăрлăх кăтартса, хăваласа янă. N. Кушака ан хурлăх кăтарт. Не мучь кошку. Ачач 78. Çавăн пек кăтартрĕ (проучил, показал кузькину мать) мана Ишек юрри! (см. Ib. 76). БАБ. Халăхсем вара: темĕн кăтартса тăрĕ (от колдуна бог знает что увидишь), тесе, хăй вилсен виçĕ эрнерен, пĕр çĕре пуçтарăнчĕçĕ те, масар çине кайрĕçĕ. Кан. Кам çурт вырăнĕ йышăннисене, çурт лартмасăр, пахчапа усă кăтартмастпăр (не позволяем пользоваться), теççĕ пухăра. || В качестве вспомог. гл. Ачач 19. Униççе аппа! Ярса кăтарт-ха юмах. Ib. 18. Ĕмĕрлĕхе çывăрма выртнăскере, сăмахсем те каласа чĕнет вăл. Анчах сӳннĕ куçсем урăх никама та курмаççĕ çав. Тепĕр хут уçăлса кăтартмаççĕ вĕсем. Ib. 100. Çамрăк ывăлĕ те, итлекен ача пек пулса, амăшне савăнтармалла кулса кăтартнă вара. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ шкула килсессĕн, хам пурăнăç çинчен кала-кала кăтартрăм. N. Хамăр хуларах выртрăм, ну только киле ярса кăтартмарĕç (не пустили свидеться с родными). N. Ӳсĕрĕлсе кăтартмарăм. Я ни разу не показался пьяным. Кан. Пĕрер пăт патне хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось с пуд). Ib. Пĕлтĕр Волынь хăмли пулса кăтартайманччĕ. Кăçал лайăх пулса кăтартрĕ, пиçсе те çитрĕ. N. Лайăхрах ĕнентересшĕн (чтобы убедить), пĕтĕм çынсем умĕнче Хритун урхамах та, хурчăка та, ăмăрткайăк та пулса кăтартрĕ, тет.

чӳлĕк

супонь, ремень для стягивания хомутных клешней под шеей лошади. В. Олг. Сулахай урапа тапса чӳлĕк туртсан. Собр. Кӳлнĕ лаша нумай тăрсассăн çи чӳлекне тивет йывăрлăх. ЧП. Ешĕл пĕкĕ йĕс ункă чӳлĕк туртмасăр авăнмĕ. Изамб. Т. Вара чӳлĕкпеле туртса çыхса сӳсмен пăявĕсене хытараççĕ.

шерте

жердь, шест, тычинки для хмеля. Толст. 161. Çак шертене Жилин ĕлĕк хуçи çурчĕ çинче курнă. Этот шест Жилин видел еще прежде на хозяйской крыше. Юрк. Шерте = сайхах, йывăрлăх. Н. Седяк. Çуна çумне вăрăм шерте çыхса, ун тăрне ялав çакаççĕ. ЧС. Лашасем кӳлсе вăрăм шертесем турттарса пычĕçĕ. К.-Кушки. Хăйсем вăрмана шерте касма кайнă. Ст. Чек. Шерте = вĕрлĕк, тоньше, чем кашта. Баран. 75. Вăрăм шертесем тăррине хура халăх хăйсен лайăх япалисене, е пасар таварĕсене çака-çака янă. N. Пуссинĕн патиенĕ çукчĕ, вĕçĕнче çеклиллĕ вăрăм шертепе витре хăлăпне çаклатса ăсатчĕç. Трхбл. Ентрух пичче анкарти тăрăх шерте сĕтĕрет. (Кушак хӳри). || СТИК. Шерте, верзила, высокий человек.

пилеш

(пил'эш), рябина. Ст. Чек. Собр. Тата, тунката çине шăтнă пилеш витĕр тухсан, пăрахат, теççĕ (лихорадка). Янш.-Норв. Уй чӳкĕнчен таврăннă чухне вара пур арçын ачасем те пĕрер пилеш хулă касса тавăрăнаççĕ, ăна вĕсем: авалхи çынсем, турра вĕлерес тесен, турă çавна пĕлсен, çав пилеш йăвăççи тăрне хăпарса хăтăлнă, тесе ĕненеççĕ. Çавăнпа халĕ ĕнтĕ çав пилешпе хуралтăсене çапсан, турă усалсене часах хăваласа кăларать, теççĕ. Çав пилеш йăвăççинчен вĕсем, çумри хĕрес çухалсан, хĕрес туса çакса яраççĕ, тата, выльăхсене усал-тĕселсем ан çакланччăр, тесе, хĕрес туса çакса яраççĕ. КС. Вăпăртан хăтарасшăн пилеш хĕрес çакаççĕ (животным). М. Яуши. Пилешрен хĕрес туса хĕрне çакас пать (= пулать). Сред. Юм. Пăру çомне пилеш хĕреç çакаççĕ, она çаксан ôсал пымас, тет. Абыз. † Пилеш патне çул турăм, пилеш патне çул турăм, йывăçшăн мар, пилешĕшĕн. ЧП. Пилеш хуçма пырсамăр. Нюш-к. Пилешрен арçури хăрать, çавăнпа чăвашсем нумайĕшĕ пилеш хĕрес çакса çӳреççĕ. Никит. Пилеш лайăх, вăйлă пулнă çул, ачасене йывăрлăх килет. ФТТ. Пилеш нумай пулсан, килес çул йăвăр пулать; Кайсар. Пилеше сĕрĕм тивсен çиеççĕ. Пазух. Улача та хапха пилеш хăма, шултăркарĕ кăçалхи уярпа. Эпир çур. çĕршыв 8. Пилешĕ тата кĕркунне хĕп-хĕрлĕ ларать. N. Унтан ват шуйтанĕ тухрĕ, тет те, çисе ларнă чух калать, тет: çак армана юсама пĕлмеççĕ çынсем; уна пĕр лав çатрака хурас пулать, тата хăмла путранки хурас пулать, унтан пилеш хĕрес туса лартас пулать; вăл вара пит усăлă арман пулать, тесе калать, тет.

Ярăс

(jары̆с), притужина, то же, что йывăрлăх. N. Ярăс яр, положить притужину. Цив. Ярăс ярас, положить на дом притужину.

яркăч

(jаргы̆ч'), притужина. Шибач. СПВВ. МС. Яркăч — пӳрт çине улăма çил вĕçтересрен хураççĕ. СПВВ. ПВ. Яркăч-йывăрлăх. Абыз. Яркăч, йăвăрлăх = силки(?). Чертаг. Яркăч (на стогу, йывăç) — ветреница.

йывăрлăх

(jывы̆рлы̆х), тяжесть. || Притужины, жерди на соломенной крыше (чтобы ее не снесло ветром). Н. Карм. Утăм. № 1, 23. Курăс хуп витсе лартнă кĕлет те, çакă йывăрлăх пуснă лупас. Ч.П. Çурăм-пуçĕпеле, йывăрлăх çине ларса, вăл юрлать (хура чĕкеç). Кĕвĕсем. Пӳрт çине йывăрлăх ярсассăн, пӳрте йывăр килмĕ-ши? || Притужина, ветреница на стогу. Ау 14. Капан çине янă йывăрлăхсем N. Сан çине йывăрлăх хумалла (так говорят непоседе). || Эпизоотия. Ст. Чек. Выльăх йывăрлăх чухне выльăха çитерсен, выльăх чиртен хăтăлса юлат. Если скотину во время эпизоотии выкармливать, она не заболеет.

ленкер

(лэҥгэр), ветреница. Карамыш. СПВВ. ЕА. † Утă капанĕ хывсассăн, ленкер яма ан манăр, эсир качча кайсассăн, пире те ан манăр. Ib. Ленкере капан тăррине çил илсе каясран яраççĕ. СПВВ. ПВ. Яркăч, ленкер, йывăрлăх — одно и то же. СПВВ. ФВ. Ленкер – йывăрлăх, улăм витнĕ хуралтсем çине улăма çил вĕçтерментен (у др. сказали бы: „вĕçтересрен“) йăвăç çакса янине ленкер теççĕ. СПВВ. ГЕ. Ленкер улăм витнĕ çурт çине урлă пушăтпа çыхса яраççĕ. СПВВ. МС. Ленкер — курăс хуп витнĕ пӳрт çине яраççĕ. КС. Ленкер — на строении, для удержания соломы. Тюрл. Ленкер = ортмах (на крыше). Зап. ВНО. „Пуçу çине ленкер çакмалла пулнă. Сан çине йăвăрлăх хумалла. (Последнее выражение применяется к непоседе)“. Ib. Ленкер = уртмах, притужины. Изамб. Т. Ленкер; хуралтă çине улăм витсен, ăна ленкерпе пусараççĕ (пригнетают). || Огниво на мельнице (на нем два „пăрăс“). Шундряши. || Переклад, связывающий вверху две сваи на плотине. Шундряши, Шумерля.

йăвăрлăх

тяжесть, трудность, гнет. Рак. Çамрăкла йултăм йăвăрлăха. Я остался молодым на тяжелую долю (жизнь). || Притужина. См. йывăрлăх. Metaph. Зап. ВНО. «Сан çине йăвăрлăх хумалла. Последнее выражение применяется к непоседе». Ib. Йăвăрлăх = ленкер, притужины. СТИК. Йăвăрлăх — улăм витнĕ хуралтă çине, икĕ каштана пĕр çĕре вĕçĕсенчен кантăрапа çыхса, хуралтă тăррин икĕ енне яраççĕ. Н. Седяк. Иăвăрлăх = утă çине вĕçмесрен (= вĕçесрен) пусарнă çапă.

уртмах

притужина. Зап. ВНО. Ленкер, уртмах, уртмалăх, явăрлăх — притужины. Уртмах йăвăр пулнă та, сарай çинчи улăмĕ путса çĕрсе кайнă. Шибач. Ортмах, то же, что йывăрлăх (на крыше строения). Сорм.-Вар. Çине-пуçне мĕн витнĕ? — Çнне-пуçне яс витнĕ, уртмах янă шăрçаран. Орл. II, 228°. Хора вăрман урлă уртмах ярăп. (Загадка). || Кожаный мешок, который носит туй-пуç; в него кладут чăкăт, хăпарту еtc. туй ӳкерекен çĕрте. После содержимое мешка съедает тулхалăх. Карсун. Паас. Уртмах, уртмах хутаççи, кожаная сумка мăн-кĕрӳ (на свадьбе). Цив. Уртмах — нечто в роде двух переметных сум, вешается через плечо во время свадьбы. || Тяжесть, привешиваемая на шею корове-шатунье, убегающей из стада. Зап. ВНО. Таракан ĕнене уртмах çакса яраççĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

гнет

сущ.муж.
1. (син. тяжесть, груз) йывăрлăх, пуслăх (каткари çимĕçе пусармалли)
2. (син. угнетение) хĕн-хур, пусмăр, асап; гнёт рабства чуралăх асапĕ; жить под гнётом хĕн-хур тӳссе пурăн

груз

сущ.муж.
1. (син. тяжесть) йывăрлăх, çăк; положить на кадку с капустой груз купăста катки çине йывăрлăх хур
2. (син. товар, поклажа) тиев, тавар; отправить груз самолётами тавара самолётсемпе тиесе яр

грузило

сущ.сред.
йывăрлăх, путаркăç (вăлтан, тетелĕн)

заключаться

глаг. несов.
1. (син. состоять, быть) пул, пур; трудность заключалась вот в чём йывăрлăх акă мĕнре пулнă; в его словах заключается глубокий смысл унăн сăмахĕсенче тарăн пĕлтерĕш пур
2. (син. заканчиваться, завершаться) вĕçлен, пĕт; письмо заключалось пожеланием счастья çыру телей суннипе вĕçленнĕ

кризис

сущ.муж.
1. кризис (общество пурнăçĕнче татăклă улшăну тумалли пăтăрмахлă лару-тăру); политический кризис политика кризисă
2. (син. затруднения) çитменлĕх, синкерлĕх, йывăрлăх; топливный кризис топливо çитменни ♦ правительственный кризис правительство ĕçлеме пăрахни; кризис перепроизводства тавар ытлашшй туса кăларни
сущ.муж.
кăшкăру; кăшкăрни; на улице слышны чьи-то крики урамра такам кăшкăрашни илтĕнет

невесомость

сущ.жен.
виçесĕрлĕх, сулăмсăрлăх, йывăрлăх çукки; космонавты находятся в состоянии невесомости космонавтсем виçесĕрлĕх хутлăхĕнче пулаççĕ

препятствие

сущ.сред.
1. (син. помеха) чăрмав, чару, йывăрлăх; препятствия в работе ĕçри йывăрлăхсем
2. чăрмав (çул çинчи); çул пӳлми; полоса препятствий пӳлмеллĕ тăрăх; бег с препятствиями чăрмавлă чупă

трудность

сущ.жен.
йывăрлăх, чăрмавлăх, кăткăслăх; преодолевать трудности йывăрлăхсене парăнтар

тяжесть

сущ.жен.
1. йывăрăш, йывăрлăх, сулмаклăх; тяжесть ящика ещĕк йывăрăшĕ
2. йывăр япала; ему нельзя поднимать тяжести ăна йывăр япала йăтма юрамасть

ужас

сущ.муж.
1. (син. страх) хăрав, шик; хăрани; хăраса ӳкни; прийти в ужас хăраса ӳк
2. хăрушлăх, синкер, йывăрлăх; ужасы войны вăрçă синкерĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

чаша

сăра курки, алтăр; полная чаша тулăх пурнăç; горькая чаша йывăрлăх, хĕн-хур, терт.

теряться

-яюсь несов. 1. çухал, çĕт; 2. перен. тăнран кай; ним тума аптара; он в трудных случаях легко теряется пĕр-пĕр йывăрлăх килсе тухсан, вăл ним тума пĕлмесĕр аптăраса тăрать.

трудность

ж. йывăрлăх, кансĕрлĕх, хĕнлĕх, чăрмав; под руководством партии мы преодолевали все трудности парти ертсе пынипе эпир пур йывăрлăхсене те çĕнтерсе пытăмăр.

тягость

ж. 1. йывăрлăх, пусмăр, чăрмав, хĕнлĕх; 2. мн. нет ĕшенни, халран кайни, вăй-хал пĕтсе çитни.

тяжесть

ж. 1. йывăрлăх, йывăрăш; 2. туртам; центр тяжести йывăрăш центрĕ; 3. йывăр япала, пусаркăч.

цепь

ж. 1. сăнчăр; 2. пĕр вĕçрен пыракан пĕр пек япаласем (тусем); 3. перен. йывăрлăх, пусмăр, сăнчăр; цепи рабства чуралăх сăнчăрĕ (пусмăрĕ).

безболезненный

1. ыраттармасăр, ыратмасăр, чирсĕр; 2. пĕр инкексĕр, йывăрлăх тĕл пулмасăрах.

бремя

, -ени, ср. çăк, йывăрлăх, пусмăр; разрешиться от бремени çăмăллан, ача çурат.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

ад

1. рел. тамăк; 2. перен. йывăрлăх, асап, тамăк.

бедствие

с. инкек, синкер, шар; йывăрлăх; стихийное бедствие çутçанталăк инкекĕ (çĕр чĕтренни, шыв илни т. ыт. те).

бремя

с. йывăрлăх, пусăм; бремя невзгод инкек пусни; разрешиться от бремени çăмăллан, çурат.

встретиться

сов. 1. с кем-чем, прям. и перен. тĕл пул, хирĕç пул, курнăç; мы договорились встретиться в понедельник эпир тунтикун курнăçма калаçса татăлтăмăр; встретиться лицом к лицу хире-хирĕç тĕл пул; встретиться глазами пĕр-пĕрин çине пăхса ил; встретиться с затруднениями йывăрлăх тĕл пул; 2. (обнаружиться, попасться) тĕл пул, курăн; на выставке эти картины нам не встретились выставкăра пире ку картинăсем курăнмарĕç.

гнёт

м. 1. обл. пуслăх (для перевозки снопов, сена и т. п.), йывăрлăх, пусаркăç; 2. (то, что угнетает, тяготит) йывăр шухăш, асап; жить под гнётом горьких воспоминаний йывăр асаилӳсемпе асапланса пурăн; 3. (притеснение, угнетение) пусмăр; национальный гнёт наци пусмăрĕ.

заколдованный

прил. Тухатнă; заколдованный круг 1) хăтăлма май çук йывăрлăх; 2) вĕçсĕр пăтрашу.

затруднение

с. 1. (препятствие) чăрмав, йывăрлăх; денежные затруднения укçа-тенкĕ йывăрлăхĕ; устранить затруднение йывăрлăха (е чăрмава) сирсе яр; 2. (замешательство) аптраса ӳкни, йывăрлăха кĕрсе ӳкни, йывăрлăх, инкек; выйти из затруднения инкекрен çăлăнса тух.

затруднить

сов. 1. кого-что (доставить затруднение) чăрмавла, чăрмантар, йывăрлат, йывăрлăх кӳ, аптратса ӳкер; этот вопрос затруднил меня ку ыйту мана аптратса ӳкерчĕ; 2. что (осложнить) йывăрлат, кăткăслат (сăм. ĕçе); ◇ если вас не затруднит сире чăрмав мар пулсан, сире йывăр мар пулсан.

иго

с. пусмăр, йывăрлăх; быть (или находиться под чьим-л. игом пусмăрта пурăн.

испытание

с. 1. по гл. испытать; серьёзное испытание йывăр тĕрĕслев; испытание мотора мотора тĕрĕслени; 2. (экзамен) испытани, экзамен; (невзгоды) хура-шур, йывăрлăх, йывăр тĕрĕслев, йывăр килни.

испытать

сов. 1. кого-что (испробовать) сăна, тĕрĕсле; испытать мотор мотор тĕрĕсле; испытать нового работника çĕнĕ работника сăнаса пĕл; испытать чью-л. выносливость тӳсĕмлĕх тĕрĕсле; 2. что (пережить; ощутить) кур, тӳссе (е чăтса) ирттер; испытать лишения йывăрлăх тӳссе кур; испытать нужду нуша кур, тертлен; испытать недостаток в чём-л. хĕсĕн, аптра (мĕн те пулин çитменнипе); испытать радость савăн, хĕпĕрте; испытать счастье ĕрехетлен; испытать раздражение вĕчĕрхен; испытать сильную жажду шыв ĕçесшĕн çун.

крайность

ж. 1. (крайняя степень) виçерен тухни (е иртни), чикĕрен тухса кайни; впадать в крайность виçерен тухса кай; 2. (противоположное другому) хире-хирĕçлĕх; две крайности икĕ хире-хирĕçлĕх; 3. (тяжёлое положение) чăтма çук йывăрлăх, урăх чăтма çукки; дойти до крайности чăтма çук йывăрлăха кĕрсе ӳк; до крайности чăтма çук, çав тери; довести до крайности тарăхтарса çитер.

массивность

ж. йывăрлăх, катрамлăх, мăнăлăх.

мель

ж. ăшăх; лодка села на мель кимĕ ăшăха ларнă; сидеть на мели йывăрлăх тӳс.

мрачность

ж. 1. тĕттĕмлĕх, тĕксĕмлĕх, ăмăр; 2. (угрюмость) салхулăх, кăмăлсăрлăх, йывăрлăх.

мудрость

ж. 1. (свойство, качество) тĕрĕслĕх; мудрость решения решени тĕрĕслĕхĕ; 2. (глубокое знание) ăс, пысăк пĕлӳ; народная мудрость халăх ăсĕ; 3. разг. кăткăслăх, йывăрлăх; йывăр ĕç; ◇ зуб мудрости ăс шăлĕ (20 çул иртсен тухакан кайри шăл).

напряжённость

ж. 1. тимлĕх; напряжённость труда ĕç тимлĕхĕ; 2. йывăрлăх, йывăрланни, çивĕчленни; международная напряжённость тĕнчери лару-тăру йывăрланни.

невзгоды

мн. (ед. невзгода ж.) хуйхă-суйхă, йывăрлăх, телейсĕрлĕх, асап.

обременительный

прил. йывăр, йывăрлатакан, йывăрлăх кӳрекен, чăрмавлă; обременительная ноша йывăр çĕклем.

обременить

сов. кого-что йывăрлат, йывăрлăх ту, чăрмантар; пусса тăр; обременить просьбой ыйтупа чăрмантар.

отдуваться

несов. 1. (тяжело дышать) хашка, йывăррăн сывла; 2. за кого, разг. (нести ответственность) йывăрлăх чăт, тертлен (камшăн та пулин).

отяготить

сов. 1. что (сделать тяжёлым) йывăрлат, йывăрлăх кӳр (е ту); 2. кого-что, перен. (обременить) чăрмавла, чăрмав ту (е кӳр), кансĕрле.

представить

сов. 1. что (подать, доставить, препроводить) ⸗са [⸗се ] пар, тăрат; представить список сотрудников сотрудниксен списокне тăрат; представить тезисы тезиссем çырса пар; 2. что (предъявить) кăтарт, тăрат, кала; представить паспорт паспорт кăтарт; представить справку справка тăрат; 3. кому (познакомить) паллаштар; представить гостя хăнапа паллаштар; 4. к чему ⸗ма [⸗ме] тăрат; представить к ордену орден пама тăрат; 5. кого-что (изобразить, показать) ⸗са [⸗се ] кăтарт, пек кăтарт, ӳкер; 6. кого-что (вообразить) кур, куç умне ӳкер, тĕшмĕрт; представить себе ясно (будущее) малашлăха уççăн кур; 7. что (причинить, доставить) кӳр, ту, ⸗тар [⸗тер]; представить большие затруднения пысăк йывăрлăх кӳр; ◇ представьте себе в знач. вводн. сл. шухăшласа пăхăр-ха.

препона

ж. уст. чăрмав, йывăрлăх; чинить препоны ура хур, чăрмантар.

препятствие

с. прям. и перен. чăрмав, чару, йывăрлăх, кансĕрлĕх; устранить препятствия чăрмавсене сир; чинить препятствия чăрмав ту, чармантар; преодолеть препятствия чăрмавсене çĕнтер; без препятствий чăрмавсăр.

притужина

ж. обл. йывăрлăх, ленкер, уртмах, яркăч; положить притужины ленкер хур.

сложность

ж. кăткăслăх, йывăрлăх; сложность вопроса ыйту кăткăслăхĕ; ◇ в общей сложности пурĕ, пĕтĕмĕшпе илсен.

трудность

ж. йывăрлăх, хĕнлĕх, кансĕрлĕх, чăрмав, чăрмавлăх; трудности жизни пурнăçри йывăрлăхсем; трудности пути çул чăрмавĕсем; не бояться трудностей йывăрлăхсенчен ан хăра; преодоление трудностей чăрмавсене çĕнтерни.

тягость

ж. 1. (бремя, гнёт) хĕнлĕх, йывăрлăх, терт, асап, чăрмав; 2. (изнеможение) ĕшенни, халран кайни, ывăнни, вăй-хал пĕтни; чувствовать тягость ĕшеннине туй; ◇ быть в тягость кому-л. чăрмантар, кансĕрле.

тяготиться

несов. кем-чем йывăрлăх туй, йывăр пул, чăрмав туй; тяготиться службой ĕçре йывăрлăх туй.

тяжесть

ж. 1. туртăм; сулăм; йывăрлăх, йывăрăш; сила тяжести туртăм вăйĕ; тяжесть предмета япала йывăрăшĕ; 2. (трудность) йывăрлăх, чăрмав, хĕрĕп; тяжести пути çул чăрмавĕсем; 3. (тяжёлый предмет, груз) çăк, йывар япала; пусаркаç; 4. (суровость) хытăлăх, йывăрлăх; тяжесть наказания наказани йывăрлăхĕ; ◇ центр тяжести туртăм центрĕ.

ужас

м. 1. (сильный страх) хăрани, хăраса ӳкни, сехре хăпни, сехĕрленсе ӳкнĕ; ребёнка объял ужас ача сехĕрленсе ӳкнĕ; 2. обычно мн. ужасы хăрушлăх, тискерлĕх; ужасы войны вăрçă хăрушлăхĕсем; 3. (трагичность, безвыходность) йывăрлăх, аптăраса çитни, ниçта кайса кĕме пĕлменни; 4. в знач. нареч. прост. çав тери, питĕ, ытла та; ужас как далеко çав тери инçе; ужас как жарко ытла та вĕри; ◇ до ужаса питĕ, ытла та.

хомут

м. 1. хăмăт, сӳсмен; 2. тех. ункă; ◇ вешать (себе) на шею хомут хăвна валли туп (пĕр-пĕр йывăрлăх); воротник (сидит) хомутом çуха кăнтарса тăрать.

чаша

ж. сăра курки, алтăр; ◇ полная чаша тулăх пурнăç; чаша терпения переполнилась чăтăмлăх пĕтрĕ; горькая чаша хĕн-хур, терт, йывăрлăх.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

кризис

1. кризис (тавар ытлăхне е экономикăри ытти сăлтавсене пула пăтăрмах тухни); экономический кризис экономика кризисĕ; кризис перепроизводства ытлă производство кризисĕ 2. кризис (политика пурнăçĕнчи йывăрлăх); правительственный кризис правительство кризисĕ (вăл хăйен ĕçне тăвайми пулни); политический кризис политика кризисĕ

напряжённость

йывăрлăх, çивĕчлĕх; международная напряжённость тĕнчери лару-тăру çивĕчлĕхĕ

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

йывăрлăх

авырлык

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

йывăр

[jivor]
peza, malfacila, peze, malfacile
йывăр япала — malfacila aĵo
йывăр ĕç — malfacila laboro, afero
йывăрăш — pezo
йывăрăшсăрлăх — senpezeco
йывăрлăх — problemo, malfacilaĵo
йывăрлан — fariĝi peza, malfacila
йывăрлат — malfaciligi, pezigi
йывăррăн — kun malfacilo, malfacile, pene, kun problemo

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Fracht

jyvărlăh
йывăрлăх

Schwierigkeit

jyvărlăh
йывăрлăх

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

уртмах

(яркăч, ленкер, йывăрлăх) «притужина», «слега», «жерди или соломенные жгуты, накладываемые на соломенные крыши или перекидываемые через омёты и стога». От глагола урт (см.).

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

пичев

п.п., куçăм. Хушма ĕçсем тăвакан, пулăшса пыракан çын; шакăрча, пулăшуçă (туп.). Колхоз пред-седательне А.Иванов юлташа хăйĕн çумĕнчи пичеврисенченбригадирсенчен, ял хуçалăх специалисчĕсенченçирĕпрех ыйтма ... хушнă. К-н, 1965, 11 /, 11 с. Пичевĕ çав таçти-таçти председатель пулать... Эсĕ пĕччен вăй çитерейместĕн. Л.Таллеров, 1978, 209 с. Пĕтĕм йывăрлăх кил хуçи çине тиеннĕ... Хветуççа вара пичеври çеç пулнă темелле. В.Алентей, 1991, 33 с. Григорий Яковлевич [Хирбю] мана хăй çумне пичеве илесшĕн пулчĕ. Х-р, 29.10.1996, 4 с.

пичеври

п.п., куçăм. Хушма ĕçсем тăвакан, пулăшса пыракан çын; шакăрча, пулăшуçă (туп.). Колхоз пред-седательне А.Иванов юлташа хăйĕн çумĕнчи пичеврисенченбригадирсенчен, ял хуçалăх специалисчĕсенченçирĕпрех ыйтма ... хушнă. К-н, 1965, 11 /, 11 с. Пичевĕ çав таçти-таçти председатель пулать... Эсĕ пĕччен вăй çитерейместĕн. Л.Таллеров, 1978, 209 с. Пĕтĕм йывăрлăх кил хуçи çине тиеннĕ... Хветуççа вара пичеври çеç пулнă темелле. В.Алентей, 1991, 33 с. Григорий Яковлевич [Хирбю] мана хăй çумне пичеве илесшĕн пулчĕ. Х-р, 29.10.1996, 4 с.

Çавăн пекех пăхăр:

йывăр чăрмав йывăр-çын йывăрăш йывăрăшсăрлăх « йывăрлăх » йывăрлан йывăрлантар йывăрлат йывăррăн йывăрсăн

йывăрлăх
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150