Шырав: кăлтăр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

кăлтăр

1.
подражание стуку вращающихся или катящихся предметов

кăлтăр

2.
подражание воркованью голубей

кăлтăр

3.
подражание раскатистому смеху
ха-ха-ха

кăлтăр

4.
подражание токованию тетеревов

кăлтăр-калтăр

2.
кое-как, небрежно, как попало
неровно

улăма кăлтăр-калтăр саркаласа тухнă — солома разостлана как попало

кăлтăрт

1.
то же, что кăлтăр 1.

кĕлтĕр

то же, что кăлтăр

кăлтăр

5.
кăлтăрр, кăлтăр-кăлтăр — усил. от кăлтăр
урапа кăлтăр-кăлтăр кусса кайрĕ — колесо покатилось, равномерно постукивая

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

кăлтăр

(кы̆лды̆р), подр. стуку некоторых вращающихся предметов, а также звукам, напоминающим этот стук. Иногда употр. в качестве гиперболы. N. † Аякра аслатисем авăтаççĕ (гром), кăлтăр-кăлтăр сассисем илтĕнет. N. † Кăлтăр-кăлтăр урапа, кăлтăртатса пыраят. (Хĕр йĕри). N. † Кăлтăр-кăлтăр урапа, ăçта каян урапа? Сред. Юм. Кăлтăр-кăлтăр-кăлтăрр! Арласа, толтара пынă йĕке (веретено) пĕтĕрнĕ чохне çĕре лексен, çапла сас илтĕнет. Шорк. Кĕпер урлă кăлтăр-кăлтăр (здесь: кŏлдŏр-кŏлдŏр) тутарса каçса карĕ. Ядр. † Кĕмĕл çĕрĕ (кольцо) варличчĕ, кăлтăр кусса тухинччĕ, çуна çине укинччĕ. Чăв. йум. 1919, 10. Çăмха (клубок), кăлтăр-кăлтар туса, вăрман сукмаккипе кусса кайрĕ. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ варлăм пор, кăлтăр косса тохинччĕ, ман порняя (= пурнене) кĕринччĕ. Ала 87°. Пĕр ылттăн çăмарта (яйцо) сиксе тухрĕ те, кăлтăр! Иван патша патнелле кусса карĕ (звук от вращения). Собр. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕми (муравейник), симĕс кайăк упăшки. (Кăркка аçи). Сала 227. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕмески, майра акайăн упăшки. (Тăвар килли).

кăлтăр-калтăр

(кы̆лды̆р), то же, что кăлтăр, но о неодинаковых звуках. Альш. Пирĕн малти урапа пушаннă та, кăлтăр-калтăр кусат (т. е. кукăр-макăр, при чем выраж. и звук). СТИК. Урапана кăлтăр-калтăр кустарса ятăм (темĕскерле чăлăшăн-чалăшăн; вăл кăлтăр-калтăр турĕ те, çаврăнса ӳкрĕ). Ib. Кăлтăр-калтăр — звук, производимый колесом, если его покатить не особенно сильно, так что оно покатится косо, криво и упадет, сделав несколько кругов. || Сред. Юм. Кăлтăр-калтăр çиç саркаласа тухнă (понемногу разостлали). || Подр. быстрому разговору. СТИК. Калтăр-калтăр мишер арăм(ĕ) кĕтӳ кĕтет (повторить [эту скороговорку] семь раз. Кăлтăр-калтăр — эпитет татарок, указывающий на их скороговорку, т. е. быструю речь).

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шувшлăх

стреха. См. шывшлăх, шывăшлăх. ГФФ. Кăлтăр-кăлтăр кăвакарчăн шувшлăх тăрăх коскалать. Голубь-воркун бегает по стрехе.

шĕненши

неизв. сл. в загадке. Ау 367. Шĕненши кăлтăр кук. (Пус тараси).

акай

(агаj), soror mea maior natu, моя сестра, которая старше меня (Шорк.). V. аки, акка, аппа. Hinc deducta sunt: отсюда происходят: аку (агу), soror tua m. n., твоя сестра, к. с. т., акăшĕ, акăш (агы̆жэ̆, агы̆ш), soror sua m. n., его, ее (их) сестра, к. с. е. (их). || Eadem appellatione significatur „soror mariti mei, aetate eum antecedens“. Также „сестра моего мужа, которая старше его“ (Шорк., Мысл., Альш., Н. Карм.., С. Тим., СТИК). Si plures sunt, adiectivi adiectione distinguuntur. По возрасту различают: аслă акай, вăталăх акай, кĕçĕн акай. Ст. Чек. Hinc derivata sunt: отсюда происходят: санăн акайă, soror mariti tui, aetate eum antecedens, сестра твоего мужа, которая старше его, унăн акайĕ, soror mariti eius etqs, сестра ее мужа и пр.; акайăмăр (агаjы̆мы̆р), soror maritorum nostrorum etqs., сестра наших мужей; акайăр, soror maritorum vestrorum etqs., сестра ваших мужей и пр. (Череп. и др.). Huius maritus „йысна" appellatur. Ее мужа зовут „йысна“. Альш. Акай тесе каччинчен аслă, качча кайман хĕрне калать; ăна вара качча кайсан та çаплах калать. Словом „акай“ невеста (т. е. жена) называет незамужнюю сестру своего жениха, которая старше его; так же называет она ее и потом, когда та выйдет замуж. Череп. Акай тесе упăшкан акăшне калат вăл качча каймасăр юлсан е кайран кайсассăн. Словом „акай“ (жена) называет старшую сестру мужа, если последняя не вышла замуж или вышла после, когда та уже стала замужнею. (Так продолжает она всегда называть ее и .после), h. e. акай nomine appellat uxor viri sororem aetate ilium antecedentem, quae se nubente nondum erat nupta. V. аппай. С. Тимер. Чипер акая пăхап та йĕреп, пăхап та йĕреп. (Сухан). Поемотрю я на хорошенькую золовку, и заплачу; посмотрю, и заплачу. (Загадка: лук). Ст. Шай. Чипер акайăн хырăмĕ çурăк. (Тулă). У моей красивенькой золовки распорото брюхо. (Загадка: пшеница). Собран. ЗЗ1. Алăкран кĕтĕм акая куртăм. (Хушпу хыçĕ?) Вошла я в дверь и увидала золовку. [Загадка: задняя часть хушпу (?)]. Торп. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕмеска, Майра акайăн упăшки. (Тăвар килли). Стук-стук муравейник, сестрицы Марьи муж. (Загадка: ступка для толчения соли). || In dialecto Курм. vocativi vim habet. В курм. говоре имеет значение зв. пад. Акай! о soror mea maior natu! о сестра моя, которая старше меня! V. Матер. 131.

майра çĕрри

перстень. Ядр. † Майра çĕрри варличчĕ (-λиы); кăлтăр! кусса тухинччĕ, çуна çине ӳкинччĕ!

йĕпĕн

неизв. сл. в загадке. Рак. Йĕпĕн-ши кăлтăр кут. (Çăл, пус, тараса).

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

кăлтăрмач

, диал. кăлтăрмаç «юла», «волчок». Образовано с помощью аффикса -мач от кăлтăр (подражание стуку вращающихся или катящихся предметов); ср. узб. гилдирак «колесо».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Кăмăла çĕклентер

Кăмăла [чĕрене, чуна] çĕклентер вдохновлять / вдохновить кого, поднимать / поднять дух чей.
Çу умĕнхи кăмăла çĕклентерекен кун мĕн кăнтăрла иртичченех çĕр тĕрлĕн çиçсе йăлкăшса тăчĕ. Хв. Уяр. Кăлтăр-кăлтăр шыв армань Çĕклентерет кăмăла, Мамăк евĕр çăнăхран Тутлă хăпарту пулать. А. Кăлкан. Май уйăхĕн чуна çĕклентерсе яракан илемлĕ кунĕсем. И. Тукташ. Çурсерен пĕрре çав сасă Хăлхана килсе кĕрсе, Шухăша ярать тӳлеккĕн Чĕрене çĕклентерсе. П. Хусанкай.

Çавăн пекех пăхăр:

кăлтăк кăлтăк-калтăк кăлтăклă кăлтăм « кăлтăр » кăлтăр-калтăр кăлтăрăк кăлтăрик Кăлтăрин кăлтăрка

кăлтăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150