кăмăлсăрла
то же, что кăмăлсăррăн
кăмăлсăррăн
1.
неприветливо, нелюбезно, неласково, холодно
кăмăлсăррăн хуравла — ответить неприветливо
кăмăлсăррăн
2.
недовольно, неудовлетворенно
кăмăлсăррăн мăкăртат — недовольно ворчать
кăмăлсăррăн
3.
обиженно
вăл пӳлĕмрен кăмăлсăррăн тухса кайрĕ — он с обидой вышел из комнаты
пĕркеле
4.
кривить, искривлять (губы, рот)
вăл тутине кăмăлсăррăн пĕркелерĕ — он недовольно скривил губы
глядеть
глаг. несов.
1. (син. смотреть) пăх, тинкер, куçла; глядеть вдаль инçетелле пăх; глядеть внимательно тинкерсе пăх
2. за кем-чем (син. ухаживать) пăх, асăрха; глядеть за детьми ачасене асăрха
3. (син. выходить) пăх, тух; окна избы глядят в переулок пӳрт чӳречисем тăкăрлăка тухаççĕ ♦ глядеть в оба сыхă пул, асархануллă пул; глядеть косо кăмăлсăррăн пăхкала; как в воду глядел пĕлсе каланă пекех пулчĕ; того и гляди кĕтсех тăр (тем инкек пуласса); Гляди, не опаздывай! Асту, кая ан юл!
зуб
сущ.муж.
1. множ. зубы шăл; передние зубы малти шăлсем; задние зубы кайри шăлсем; зубы волка кашкăр шăлĕсем; лечить зубы шăл сипле; выдернуть зуб шăл кăлар
2. множ. зубья шăл; зубья граблей кĕрепле шăлĕсем; зубья пилы сломаны пăчкă шăлĕсем катăлнă ♦ зуб на зуб шăла шăл тивмест (шăннипе); точить зуб, иметь зуб на кого шăл хăйра; класть зубы на полку выçă хăрăн; не по зубам шăл çемми мар, вăй çитмест; говорить сквозь зубы сăмаха шăл витĕр сăрхăнтар (кăмăлсăррăн)
исподлобья
нареч.
куç айĕн, кăмăлсăррăн, сиввĕн; смотреть исподлобья куç айĕн пăх
кислый
прил., кисло нареч.
1. йӳçĕ, йӳçек, кăвасак; кислые яблоки кăвасак пан улми
2. йӳçĕ, йӳçĕтнĕ, йӳçĕхнĕ; кислое тесто йӳçĕ чуста (çĕпрепе хуни)
3. (син. унылый, недовольный) кичем, тунсăх, сӳрĕк, кăмăлсар; кислый взгляд кăмăлсăррăн пăхни
надуть
глаг. сов.
1. что вĕрсе тултар; надуть воздушный шар сывлăш шарне вĕрсе тултар
2. кого (син. обмануть) ултала, ларт; торговец надул нас сутуçă пире улталарĕ ♦ надуть губы тутана тăс (кăмăлсăррăн)
хмурить
глаг. несов. (син. морщить)
пĕркеле (кăмăлсăррăн); хмурить брови куç харшине пĕркеле
хмуриться
глаг. несов.
1. пĕркеле (пит-куçа); он недовольно хмурится вăл пит-куçне кăмăлсăррăн пĕркелет
2. 1 и 2 л. не употр. (ант. проясняться) ăмăрлан, пăсăл; погода хмурится çанталăк ăмăрланать
цедить
глаг. несов.
1. сĕр, сăрăхтар; цедить молоко через марлю сĕте марльăпа сĕр
2. юхтар; цедить пиво из бочки пичкерен сăра юхтар ♦ цедить слова сквозь зубы шăл витĕр кала (кăмăлсăррăн)
холодно
1. сивĕ, сиввĕн; 2. перен. кăмăллăн мар, кăмăлсăррăн, сиввĕн; он холодно принял меня вăл мана сиввĕн йышăнчĕ.
воркотня
ж. разг. кăмăлсăррăн мăкăртатни, мăкăртату.
мина
ж. пит-куçри кăмăл; сделать кислую мину пит-куçа кăмăлсăррăн пĕркеле.
сверкнуть
сов. 1. однокр. ялтăртатса (е çиçсе, йăлтăртатса) ил, ялтăрт ту; 2. перен. сасартăк килсе кĕр (шухăш), сасартăк килсе кай; у меня сверкнула догадка сасартăк тавçăрса илтĕм; сверкнуть глазами куç шуррипе пăхса ил (кăмăлсăррăн).
Ӳкĕте кĕр
Ӳкĕте кĕр [кил] поддаваться / поддаться убеждению [вразумлению] кого, следовать наставлениям кого, чьим. Принимать / принять наставление кого, чье.
Пĕрле киле таврăнар та, киле таврăнар тесе куккăшĕ тем пек хистерĕ. Тимрук ӳкĕте кĕмерĕ. Н. Илпек. Сан ӳкĕте кĕме пĕлмерĕм, Кил пăрахса ютра çӳрерĕм. Каçар, аннем, каçар мана. В. Урташ. Çук кĕмест ӳкĕте. Виç талăк Сивĕ çил тек улать кашкăрла. А. Алка. Укĕте кĕмен çын эсĕ, Ятман, — кăмăлсăррăн тавăрчĕ Лина. К. Турхан.
Хирĕç кала
Хирĕç кала [тавăр] 1. возражать / возразить кому; 2. отвечать / ответить кому.
1. Ирина Афанасьевна хирĕç нимĕн те каламан, халăх вара пăтранма чарăннă. Хыпар. Кузьмин, комиссар сăмахĕсем хыççăн кайса, чунне çемçетмерĕ. Кăмăлсăррăн, çилленсе хирĕç тавăрчĕ: — Курассăр килет пулсан, курăр. Ю. Званацкий. Пиччĕшĕ темшĕн хирĕç тавăрса калама сăмах тупаймарĕ. Е. Еллиев. 2. Çакна хирĕç Полина нимех те тупса калаймарĕ. М. Кипек. Аптраса ӳкнĕ чиновник хирĕç нимĕн те тавăрайман, пĕр сăмах чĕнмесĕр аяккалла утса кайнă. И. Иванов.
иккĕçĕ
п.с., калаç. Вĕренӳре юлсарах пыракан, иккĕсем илекен ача. Мила шкулта «иккĕ» илнĕ... «Иккĕçĕ» ашшĕне сывлăх сунмастăп», — кăмăлсăррăн хуравлать [килте] хĕрача. Т-ш, 1999, 1 /, 5 с.
кĕпçе
телефон кĕпçи, п.я. Телефон аппарачĕн микро-фонлă пайĕ; телефон трубки. Телефон кĕпçи те, явап кĕтсе, кăмăлсăррăн паш та паш сывла пуçларĕ. К-н, 1983, 16 /, 4 с. Телефон кĕпçине тытрăм та И.Христофорова телефон умне йыхăрма ыйтрăм. Г.Ефимов //Х-р, 18.04.1992, 3 с. Петĕр Çăл-куçăн пӳлĕмĕнче телефон янăраса кайнă. Сăвăç-журналист ун кĕпçине çĕкленĕ. Т-ш, 1999, 44 /, 4 с. Алăра чăмăртаса тытнă телефон кĕпçинче сасă янăрарĕ. ÇХ, 2000, 17 /, 10 с.
Çавăн пекех пăхăр:
кăмăлсăрла кăмăлсăрлан кăмăлсăрлантар кăмăлсăрлат « кăмăлсăррăн » кăмăлча кăмăлчал кăмăлчаллă кăмăр Кăмăр вар